Йĕр тăрăх

7 Юпа, 2014

Уголовлă шыравра ĕçлекенсен кану кунĕ çук

Вырсарни кун уголовлă шырав йĕркеленнĕренпе 96 çул çитрĕ Çак ятпа Шалти ĕçсен министерствин Уголовлă шырав управленийĕн подразделенийĕсен ертÿçисем журналистсемпе курнăçрĕç. Çук, калаçу уяв пирки мар, сыщиксен кулленхи çăмăл мар ĕçĕ тавра пычĕ.

5 тенкĕ нумайрахчĕ...

Тĕл пулăва уголовлă шырав ветеранне Валентин Антонова та, ШĔМĕн çак тытăмĕнче 30 çул ĕçленĕскере, чĕннĕ те - вăл калать: «Уголовлă шырав нихăçан та политикăпа çыхланман. Ĕçĕ интереслĕ, чăн та, питĕ кăткăсскер. Кунта вăй хуракансен çирĕплетнĕ кану вăхăчĕ çук. Преступниксем çĕрле те çывăрмаççĕ вĕт, çавна май сыщиксен те кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме тивет. Апла пулин те вĕсен нимĕнле çăмăллăх та çук, шалăвĕ те - полицин кадр-финанс пайĕсенчи лăпкă ĕçе пурнăçлакансенни пекех. Тепĕр тесен - унччен те çаплах пулнă. Çапах, ас тăватăп, уголовлă шырав оперĕн ОБХСС уполномоченнăйĕннинчен 5 тенкĕ нумайрахчĕ. Юлташăм унта ĕçлетчĕ те - йĕкĕлтеттĕм: «Мана 5 тенкĕ ытларах тÿлеççĕ, апла тăк манăн ĕç те санăннинчен пĕлтерĕшлĕрех».

Пенсие кайнă ветеран, паллах, çапла калама пултарать, анчах паян ĕçлекенсем ÿпкелешмеççĕ - преступленисене уçса парас енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Управлени пуçлăхĕ Павел Чесанов преступленисен шучĕ çуллен 10-12% чакса пынине палăртрĕ те - çакăнта, унăн шухăшĕпе, полици, ытти тытăм пурнăçлакан профилактика ĕçĕн витĕмĕ те курăмлă. Çын вĕлернĕ тĕслĕхсене илес тĕк - кăçал вĕсем 4,1% сахалланнă. Уйрăмах пĕлтерĕшли - çав преступленисене пурне те тенĕ пекех уçса пани. Пĕр тĕслĕхре кăна айăплине тупса палăртайман. Çавăн пекех çын сывлăхне ятарласа йывăр сиен кÿнĕ, çаратнă-вăрланă тĕслĕхсем сахалланнă. Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче уголовлă шырав сотрудникĕсем 499 преступнике, хыпарсăр çухалнă 46 çынна тупса палăртнă. Камне пĕлмен 14 çын виллине «палланă».

 

Ача çук!

Пуçлăхăн çумĕ Вадим Екунин уйрăм тĕслĕхсем пирки тĕплĕнрех каласа пачĕ. Вĕсенчен пĕри, республикăна кисретнĕскер, Куславкка районĕнче пулнăччĕ - унта 11 çулти хĕр ачана вĕлернĕ. Пĕчĕкскер шкултан килне кайма тухнă та - çухалнă. Паллах, пĕтĕм полицие ура çине çĕкленĕ. Вадим Викторович та унта васканă. Хăй шарламарĕ-ха, ĕçтешĕсем каларĕç: виçĕ талăк пĕр канми ĕçленĕ, сĕтел хушшинче пукан çинчех çывăрнă-мĕн. Преступнике тупнă-тупнах.

Халь уçăмлă ĕнтĕ: айăпли - Тутарстанри Зеленодольск районĕн 52 çулти арçынни. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл шкулти практика хыççăн килне çул хĕррипе пĕчченех утакан хĕр ачана асăрханă та - ăна улталаса хăйĕн машинине лартнă. Ачана вăрман тăрăхне илсе кайнă, çурăмĕнчен, кăкăрĕнчен ултă хут çĕçĕпе чикнĕ. Кайран преступлени йĕрĕсене пытарас тĕллевпе сапер кĕреçипе шăтăк чавнă та пĕчĕкскерĕн виллине пытарнă.

Сыщиксем, паллах, хăйсен оперативлă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене туллин уçса памаççĕ. Çапах, эпир пĕлнĕ тăрăх, çак преступление ача çухалнă хыççăн икĕ талăк иртсен уçса панă. Видеосăнав камерисене тĕпченĕ май вĕсем ÿкерсе юлнă пĕр машина иккĕленÿ çуратнă. Çакă хĕр пĕрчин тăван ялĕпе кÿршĕллĕ тепĕр ялта пурăнакан арçын йĕрĕ çине ÿкме май панă. Вăл айăпне йышăннă, ачана ăçта пытарнине те кăтартнă.

- Çав арçын çемьеллĕскер, ачисем çитĕннĕ ĕнтĕ. Халĕччен йĕркелĕх хуралĕн куçĕ тĕлне пулман, çар подразделенийĕ йышши хуралта ĕçленĕ. Мĕншĕн çапла хăтланнă - ăнланма йывăр. Ун тĕлĕшпе психиатр экспертизи пулĕ... - медиксем унăн хăтланăвĕн сăлтавне палăртма пултарасса шаннăн каларĕ В.Екунин.

 

Шыраври каччă дискотекăра сикет

«Шавлă» тепĕр тĕслĕх çулла Çĕнĕ Шупашкарта пулнăччĕ. Çĕрле унти кану заведенийĕсен пĕрин патĕнче çав вырăна машинăпа пырса чарăннă паллă мар çын хĕç-пăшалтан пеме пуçланă - 4 çынна суран кÿнĕ. Ку тĕслĕхре те айăплисене часах шыраса тупма пултарнă, вĕсене Мускавра тупса тытса чарнă. Перекенни Мари Эл çамрăкĕ иккен. Тĕрĕссипе, сăмах иртĕхерех пурăнакан «ылтăн» çамрăксем пирки пырать. Малтан каччăсем Шупашкарти каçхи клубра каннă. Хĕрĕнкĕскерсемшĕн хирĕçме нумай та кирлĕ мар - пĕр-пĕринпе урлă пулнă. Ку вара тавăрас тенĕ, хăйне кÿрентерекенсем патне Çĕнĕ Шупашкара пăшалпа кайнă... Сăмах май, тытса чарнă каччăсенчен пĕри унччен те преступлени тунă - 6 çул шыравра пулнă.

В.Екунинпа ăна пăхăнса тăракансем хыпарсăр çухалнисене те шыраççĕ. Унашкаллисем йышлă. «Хыпарсăр çухалнă» тесе çавнашкал информаци илнĕ хыççăн 10 кунра ĕç пуçараççĕ. Анчах çав 10 кун иртиччен тупнисем те пайтах-çке. Кăçалхи тăхăр уйăхра пĕтĕмпе 900 çынна шыраса тупнă.

Вадим Викторович каланă тăрăх - ку чăннипех калама çук пысăк ĕç. Кашни çын тĕлĕшпе анлă шырав йĕркелемелле, тăванĕ-пĕлĕшĕнчен ыйтса пĕлмелле. Тепĕр чух çын çухалман та, анчах тăванĕсем вăл сас паманнине кура полицирен пулăшу ыйтаççĕ - шырамалла. Мĕн чухлĕ вăй, вăхăт çухалать. Акă мĕншĕн сыщиксем тархасланăнах калаççĕ: «Ăçта та пулин каяс тăк çывăх çыннăрсене асăрхаттарма ан манăр». Çук, нумайăшĕ çакна шута илмест. Полици пĕр-пĕр çамрăка çĕр çывăрмасăр тенĕ пек шырать, вăл вара ĕçсе хĕрнĕ те дискотекăра сикет - ашшĕ-амăшĕ асра та çук.

 

Эпир ытла та уçă кăмăллă-шим?

Пăшăрхантаракан самант - ултав тĕслĕхĕсем нумаййи. Ывăлăр авари тунă, сирĕн банк карточкине блокировка тунă, эсир пысăк парне выляса илнĕ тесе шăнкăравлаççĕ, ватăсене укçа реформи пулать, сире тухатланă тесе, ытти мелпе усă курса шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ. Çакă кăтартуллă: ултавçăсенчен ытларахăшĕ - ют регионсен çыннисем.

«Çине-çинех асăрхаттаратпăр, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă ултав тĕслĕхĕсемпе паллаштаратпăр - çук, усси сахал, пур пĕр улталанаççĕ. Пирĕн çынсем те ытла та ырă - палламан-туман çынсене кивçен параççĕ, укçа куçараççĕ...» - тĕлĕнет П.Чесанов. Улатăрта ултав тĕслĕхĕ пушшех нумай-мĕн: «Те унти ватăсем уйрăмах ырă - нушаллă çынна юлашкине кăларса пама хатĕр?« - тĕлĕнеççĕ сыщиксем.

Тепĕр тесен ватăсем кăна мар, çамрăксем те час-часах улталанаççĕ. Нумаях пулмасть, сăмахран, пĕр лавккара ултав пулнă. Сутуçа 5 пин тенкĕлĕх суя укçа тыттарса хăварнă. «Çав ултава видеокамера ÿкерсе юлнă, - сăмахне тăсать Павел Валерьевич. - Ăна пăхрăмăр: çын сутуçа укçа парать, лешĕ çав купюрăна тĕплĕ пăхать, приборпа тĕрĕслет те - илсе юлать. Вăл мĕнпе пăхнă? Купюра çине «5000 дублей», «Билет банка приколов» тесе çырнă! Сутуçă çакна асăрхаман».

Мĕнле кăна улталамаççĕ! Шупашкарта Карачай-Черкеси хĕрĕ хваттер тара илнĕ. Çакăн хыççăн пĕр талăкра вăл хайхи ют хваттере хăй тата 5 çынна тара пама ĕлкĕрнĕ. Паллах, кашнинченех пысăк укçа илнĕ. Ăнăçлă ĕç хыççăн вăл кунта тытăнса тăман, Мускава тарнă. Чăн та, вăрах пытанайман, ăна унта шыраса тупнă, Чăваш Ене илсе килнĕ, суд умне тăрĕ.

Наркотиксем - уйрăм калаçу. Ку темăна эпир иртнĕ номерте те самай тĕплĕ çĕкленĕччĕ-ха, анчах пĕр самант патне таврăнни вырăнлă. Чăваш Енре кăçал наркотик контрбандишĕн те уголовлă ĕç пуçарнă. Раççейĕн ют çĕр-шывсемпе чикĕленмен регионĕсенче кунашкалли сайра. Айăпли - 11-мĕш класри шкул ачи. Интернет урлă Англирен наркотик кÿмешкĕн саккас панă, укçа куçарнă. Саккаса илме почтăна пырсан çамрăк çынна пакунлисем тытса чарнă.

 

«Ăстасем» ютран килеççĕ

Вăрăсем те тĕлĕрмеççĕ. Сĕмсĕрлĕхĕ-чеелĕхĕ - виçесĕр. Патăрьел районĕнче, сăмахран, инçе çул çÿрекен водитель канма чарăннă та - такамсем пломбăна ватсах рефрижератортан хаклă грузăн пĕр пайне, холодильниксемпе телевизорсене, вăрласа кайнă. Ку тĕслĕхре те преступниксене тупнă. Çулсем çинче машинăсене тустаракан эрменсем иккен. Тольятти çыннисем черетлĕ гастроле тухнă май Патăрьел районĕнче чарăннă...

Транспорт хатĕрĕсене хăйсене те нумай вăрлаççĕ - çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал 191 тĕслĕх пулнă. Çухалнă машинăсен шутĕнче хамăр çĕр-шывра туса кăларнисем ытларах. Тепĕр тесен преступниксем иномаркăсене те тиркемеççĕ. Хальлĕхе тупайман 19 транспорт хатĕрĕн списокĕнче те, авă, «Киапа» «Мицубиси» те, «Опель» те пур. Тепĕр чух преступниксем уйрăмах сĕмсĕр. Иртнĕ хĕлле пулнă тĕслĕхе аса илчĕç. Ун чухне преступниксем автомобильсем сутакан салонранах икĕ джипа вăрласа кайнă. Малтанах тĕплĕ хатĕрленнĕ ĕнтĕ, машинăсене тÿрех вăрттăн гаража кайса лартнă. Апла пулин те полици вĕсене тупнă, хаклă автомобильсене салона каялла тавăрса панă.

Сыщиксем иккĕленмеççĕ: республикăра машинăсем вăрлас енĕпе специализациленнĕ, пысăк квалификациллĕ, автомобильсен сигнализацийĕнчен «пăрăнса иртмелли» ятарлă сканерсемпе усă куракан вăрăсем çук. Çавнашкалли пулать тĕк - пĕлсех тăр, ютран килнĕ «гастролерсем». «Унашкал шухăшли-тĕллевлисем хамăрăннисен хушшинче те пур-тăр-ха, анчах эпир вĕсене «çитĕнсе çитме» памастпăр», - теççĕ сыщиксем вăрăсене вăрах иртĕхме паманнине систерсе.

Халĕ чылайăшĕ машинăна тĕрлĕ регионта туянса çав номерпех кунта илсе килсе регистрацилеме пултарни, унчченхи хуçипе суту-илÿ килĕшĕвĕ туни те çителĕкли хушма ĕç кÿрет. Çапла майпа илсе килеççĕ те - кунта ПАИне кайсан автомобиль вăрланăскер пулни палăрать. Регистрацие илсе пынă 52 машинăн двигатель номерĕсене улăштарса «çĕнетни» палăрнă. Хăшне-пĕрне регистрацилеме те ĕлкĕрнĕ - виçĕ автомобиль регистрацине пăрахăçлама тивнĕ.

Хăшĕсене хуçисем машинăра пăрахса хăваракан япаласем илĕртеççĕ - сумка-барсетка таврашĕ, видеорегистратор, антирадар... Çавнашкал преступлени нумай. Акă мĕншĕн П.Чесанов асăрхаттарать: «Паян нумайăшĕн машина пур. Унти япаласен сыхлăхĕшĕн тăрăшмаллах. Эсир вăл е ку япалана тар тăкса ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă - апла тăк мĕншĕн ытла та тирпейсĕр? Хаклă япаласене салонра тултан курăнмалла пăрахса хăварма юрамасть. Вĕсем кукăр алăллă çынсене илĕртеççĕ - сыхă пулăр».

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.