Чăваш хĕрарăмĕ 41 (1320) № 19.10.2023

19 Юпа, 2023

«Ку спектакль – ялтан тухнă кашни çын çинчен»

«Спектакльте Распутинăн чĕлхине, вăл епле каласа панине, сăнарсен калаçăвне, ватăсемшĕн пăшăрханнине, ачалăхпа çамрăклăх вăхăтне аса илнине упраса хăварас килчĕ», — шухăшне пĕлтерчĕ Алексей Герасимов режиссер. Сăмахăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Валентин Распутинăн «Последний срок» повеçĕпе лартнă «Анне» драма çинчен. Çак кунсенче унăн премьери пулчĕ.

Чăвашла ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Туркай куçарнă. Валентин Распутинăн «Последний срок» повеçĕ пуçласа 1970 çулта «Наш современник» журналта пичетленнĕ. 1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускаври Академи драма театрĕнче /МХАТ/ пĕрремĕш хут ку произведенипе лартнă спектакль кăтартнă. Тĕттĕм те пĕчĕк ялта кун кунлакан сакăр вуннăри Анна Степанова /РСФСР халăх артистки Нина Григорьева/ тĕрлĕ çĕре саланнă тĕпренчĕкĕсене аранах кĕтсе илет. Вилме хатĕрленнĕ амăшĕ умĕнче кашни ачин ырăпа усал енĕсем уçăмлăн палăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕмĕрлĕхех каять, ачасене вара ватăсем кирлĕ мар — малтанласа спектакль çакăн çинчен пек туйăнать, анчах тĕп шухăшĕ тата тарăнрах… «Анне» драма куракана пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма хистет. Художникĕ — Евгений Аввакумов, ташăсене лартаканĕ — Эльвира Кержиманкина, режиссера пулăшаканĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Яковлев. Артистсем çав тери ăста вылянине уйрăммăн палăртас килет. Спектакль куççуль кăларать… Мирун маткине РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, Варварине ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ирина Верьялова, Иллене ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Котеев, Люççана ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Воюцкая, Мишшана ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Аркадий Андреев, Надьăна ЧР тава тивĕçлĕ артистки Лилия Петрова, Таньчорăна Ирина Иванова выляççĕ. «Манăн тĕп сăнар — ялта пурăнакан ахаль хĕрарăм. Ялан ырми-канми ĕçленĕ вăл. Вырăн çинчен тăрайми пулсан вăл утма пултаракан Мирун маткине ăмсанать. Анна кинеми ырă кăмăллă, тӳрĕ чунлă. Тем пек йывăр пулсан та шарламасть, никама та ӳпкелемест. Ачисемшĕн кăна пурăнать вăл», — каласа парать Нина Григорьева. «Эпĕ хăй вăхăтĕнче Валентин Распутинпа курнăçнă. Ăна хамăрăн, чăваш авторĕ тесе йышăнатăп. Вăл пирĕн театрпа куракана çывăх. «Анне» спектакльте артистсем çав тери лайăх выляççĕ. Ку спектакль, сăмахсăрах, ялтан тухнă кашни çын çинчен. Пирĕн çинчен. «Анне» — паянхи куншăн питĕ çивĕч спектакль. Ăна кашни шкул ачин, кашни студентăн пăхмалла. Театрта пулнă хыççăн вара ашшĕ-амăшĕ патне шăнкăравламалла, вĕсем патне çитсе килме тăрăшмалла», — шухăшне палăртрĕ театрăн илемлĕх ертӳçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. Спектакльти ĕçсем темиçе çул каялла мар, паян пулса иртнĕн туйăнаççĕ. Паян та чăваш ялĕсенче Анна аппа пек шăпаллă аннесем пурăнаççĕ. Хуланалла саланнă ачисем вĕсем патне сайра килсе кураççĕ. Ара, çитĕннĕ те кашнин хăйĕн шăпи, пурнăçĕ, ĕçĕ… «Анне пĕчĕк чухне кăна кирлĕ, ун чухне кăна лайăх вăл, çитĕнсен кирлĕ мар», — ирĕксĕрех аса килчĕç пĕр кинемин сăмахĕсем. Шел те, хăшĕсем çулталăкра пĕрре кăна, Çимĕкре, тăван тăрăха, анне патне каймаллине аса илеççĕ. Спектакльте амăшĕ, паллах, пур ачине те юратать. Анчах чунĕ унăн ытларах кĕçĕнни патнелле туртăнать. Таньчорăна /Таньăна юратса çапла чĕнет/ кĕтет вăл. Пĕчĕк чухне тĕпренчĕкĕ хăйне «аннем» тесе чĕннине, чĕвĕл-чĕвĕл калаçнине аса илет… Шел, Таньчорăна кĕтсе илеймест. Эпир хытă юратнă çынсем пирĕн паталла ун пекех туртăнмаççĕ. Сăнанă-и? Ку – пурнăç чăнлăхĕ. <...>

Раиса ИВАНОВА.

♦   ♦   


Асламăшĕн пилĕпе

Хула ачисене тăван чĕлхепе литературăна хаклама вĕрентес тесе чунтан тăрăшнă Альбина Тимофеевăпа, вăл Шупашкар хулинчи Кăнтăр поселокĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Н.Боголюбов ячĕллĕ вăтам шкулта ĕçлетчĕ-ха эпир курнăçнă чухне, мана унăн асламăшĕ «паллаштарчĕ». Икĕ çул каялла эпир 1941 çулхи чӳк уйăхĕнче çĕршывăн тĕп хули патне çывхарсах çитнĕ нимĕç фашисчĕсен малалли талпăнăвне пӳлсе лартма Сăр юхан шывĕпе Хусан хулин хушшинче хӳтĕлев чиккисем тунă çĕрте хăйсене шеллемесĕр тăрăшнă çынсен паттăрлăхне тивĕçлĕн чысларăмăр. Шăпах 80 çулхи çавра çулĕ пулчĕ. Тĕпрен илсен, ку йывăр ĕçре, паллах, ашшĕсене, упăшкисене, пиччĕш-тетĕшне вăрçă хирне ăсатнă хĕрарăмсемпе çамрăк хĕр упраç тăрмашнă. Пулас çапăçусем валли блиндаж-траншейсем, дзотсем, дотсем, çĕр пӳртсем хатĕрлесе чăм шыва ӳксе тăрăшнă. Унти хĕн-тертлĕ пурнăç, йывăр та асаплă, çав вăхăтрах пархатарлă ĕç пирки халь ĕнтĕ питĕ лайăх пĕлетпĕр — аса илӳсем те, тĕпчевсем те нумай пичетленчĕç. Альбина Михайловнăн асламăшĕ шăпах çавăн чухнехи йывăрлăха, нуши-тертне чăтса ирттернĕ.

«Кин, ачуна пăхсам»

1941 çулхи раштавăн, 1942 çулхи кăрлачăн шартлама сивви /40 градус таранах пулнă теççĕ/ унăн сывлăхне хавшатса хăварнă, питех те кĕске килсе тухнă Ксения Ивановнăн ĕмĕрĕ: вăл 62 çул тултарса ĕлкĕреймесĕрех çĕре кĕнĕ. «Асанне питĕ чирленине каласа паратчĕ анне, — аса илет халĕ Альбина Михайловна. — Вăл вилнĕ чухне эпĕ ултă уйăхри ача пулнă. Аннене, Нина Захаровнăна, вăл Ксения Ивановнăн ывăлне Михаила качча килнĕ, питĕ ăшталанма тивнĕ, хунямăшĕ утайми пулнă, ури çĕрсе юхăнса тăнă. «Марльăна çуса типĕтсе ĕлкĕрейместĕмччĕ», — тетчĕ анне. Выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла, эпĕ те — сăпкари ача. «Кин, ачуна пăх-ха, манпа ан асаплан. Выçă та пуль вăл. Вилсе кайман-и? Тем, пĕрре те шарламасть», — тенĕ асанне пĕрмай. Вăл мана питĕ пурăнтарасшăн тăрăшнă. Эпĕ вара макăрман. Икĕ пӳрнене çăвара хыпнă та кăкăр ĕмнĕ пек шăп кăна выртнă. Асанне, маншăн пăшăрханнăскер, мăнукне телейлĕ тăвасшăн çуннăскер, пил парса хăварнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Çавăнпа хамăн пурнăçа хурлама пултараймастăп, чăнласах ăнчĕ пулĕ тетĕп», — каласа кăтартать Альбина Тимофеева.

Аса илӳсене тĕпе хурса

«Пирĕн бригадăри Курчаткина çурма суккăрччĕ, тĕттĕмленсен вăл нимĕн те курмастчĕ, пĕрех ĕçлетчĕ, сас-чӳ тăрăх чухласа, тавçăрса шăннă çĕре таккатчĕ. Чӳк уйăхĕпе 1942 çулхи кăрлач уйăхĕ вĕçленичченех ĕçленĕ те-ха эпир, кунсем ун чухне питĕ кĕскеччĕ, ытларах каç тĕттĕмĕнче çĕр чавма тивнĕ. 8 сехетрен пуçласа каçхи саккăрччен. Тĕттĕмленсен кăвайт çунтарнă, шăннă çĕре кăштах ирĕлтернĕ. Курчаткинсем питĕ чухăн пурăнатчĕç, тумтирĕ кĕрхи пальто пек çӳхе сăхман кăначчĕ. Ĕçленĕ чухне шăннине туймастăн, чăм шыва ӳкетĕн. Хваттере çитиччен тумтир, ĕçлесе тарпа витĕр йĕпеннĕскер, шанках хытса ларатчĕ, кĕперен çатăртатса аран хăпăнатчĕ. Тепĕр чухне аялти кĕпе те ӳт çумне çыпçăнса шăнса ларатчĕ. Курчаткина вара тумтирĕ ирĕлсе ӳтĕнчен хăпиччен кăмака çумĕнче ларатчĕ, ывăнса халтан кăйнăскер çапла салтăнмасăрах, каçхи апат тумасăрах çывăрса каятчĕ. Çапах та вăл нихăçан та ӳпкелешместчĕ, юрă юрлатчĕ, пурнăçри тĕрлĕ кулăшла саманта аса илсе каласа пирĕн кăмăла çĕклетчĕ, асапсене, унти нуша-терте сиретчĕ. Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче — эпĕ ку куна питĕ лайăх ас туса юлнă, мĕншĕн тесен Раштав уявĕн кунĕ — тăшмана Мускав патĕнче чарса лартнă, пирĕн çарсем ăна хăвалама пуçланă тесе пĕлтернĕ хыççăн чунра шанăç çуралчĕ: тăшман Сăр хĕррине çитмест», — Çĕрпӳ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче 1901 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралса çитĕннĕ Ксения Ивановăн пурнăç-шăпине хĕрарăмăн аса илĕвĕсене тĕпе хурса Екатерина Пегасова вĕренекен тĕпченĕ. — Альбина Михайловна пире Ксения Ивановнăн шăпи çинчен каласа пачĕ те — манăн ун çинчен, çав вăхăтри хĕрарăмсен паттăрлăхĕ çинчен ытларах пĕлес килчĕ, — терĕ Катя. «Хальхи çамрăксем çав хĕрсем, хĕрарăмсем пек йывăрлăхсене чăтма, вĕсем пекех хастар пулма пултарĕччĕç- ши?» — тесе ыйтсан: — Ыттисем пирки калаймастăп, эпĕ тăрăшнă пулăттăм. Вĕсем ахальтен асапланман вĕт, унта ĕçленĕ кашни çынна эпĕ паттăр тесе шухăшлатăп, — пулчĕ хурав. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   


«Хыпар» турнирĕнче – ветерансем те, çамрăксем те

Пĕтĕм Раççейри турнира кăçал та Шупашкарти маунтинбайк центрĕ йышăнчĕ. Чăваш Ене 12 регион пăхаттирĕсем пухăнчĕç. 15 çултан аслăрах яшсемпе хĕрсем, çамрăксем, арçынсемпе хĕрарăмсем тата спорт ветеранĕсем хăйсен виçисенче чи лайăххи пулассишĕн кĕрешрĕç.

Кире спортне юратакан çемье сахал мар. Ку енĕпе Елчĕк округĕнчи Тӳскелти Петровсем тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă 17-ри Дарья «Хыпар» турнирĕнче кăна мар, республика ăмăртăвĕсенче лайăх çитĕнӳсем тунă. 14-ри шăллĕ Матвей те кире пуканĕ йăтать. Вĕсем Олег Федоров тренер пулăшнипе спортра çирĕп утăмсем тăваççĕ. Матвейпа Дарья пиччĕшĕ Николай Петров та тимĕр вăййипе туслă пулнă. Спорт лапамĕнче ăсталăха туптаса тĕрекленнĕскер пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. 2022 çулта Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Елчĕк каччи алла пăшал тытнă. Анчах кăçал пĕр çапăçура ăна вилмеллех амантнă. Паттăрлăх кăтартнă аслă лейтенанта Раççей Геройĕн ятне панă. Ăна асăнса кăçал Елчĕкре шкул ачисен хушшинче кире пуканĕ йăтас енĕпе уçă ăмăрту ирттернĕ. Владимир хулинчи Александр Арифулин та хăйĕн ачисене спорта явăçтарнă. Акă 16-ри ывăлĕ Владислав «Хыпар» турнирĕнче 16 килограмлă икĕ кире пуканне йăтса хăйĕн кăтартăвне лайăхлатрĕ. Унăн 11-ти шăллĕ Вячеслав та кире спорчĕпе туслашнă. Александр Арифулин тăрăшнипе кăçал Владимир облаçĕнче кире спорчĕн федерацине /ăнах унăн ертӳçи пулма суйланă/ туса хунă, секци уçнă. Икĕ ушкăнра 30 ытла çын ăсталăха туптать. Удмурт Республикинчен килнĕ Ирина Заварухинăна ял спорт вăййисене хутшăнни кире пуканне алла тытма хистенĕ. «Ку ăмăртусенче аванах йăтрăм, анчах районта ирттернĕ ятарлă турнирта призерсен йышне лекейменни мана тарăхтарчĕ, вара эпĕ çине тăрсах тренировка тума пуçларăм. Çулталăкран район чемпионатĕнче пĕрремĕш пулни мана хавхалантарчĕ. Çав тапхăртанпа спортран уйрăлмастăп. Помост çине тăмассерен нумайрах йăтас килет. Кире спорчĕ йывăрлăха чăтма вĕрентет. Ăмăртусем çĕнĕ çитĕнӳ тума çунат хушаççĕ. Тренировка хыççăн манăн выртса канас килмест, пачах урăхла — пĕр-пĕр ĕç тума вăй кĕрет», — терĕ Ирина Петровна. 2019 çулта Шупашкарта ветерансен хушшинче иртнĕ турнирта вăл абсолютлă чемпион пулнă. Çав çулах хĕрарăм тĕнче чемпионатĕнчен çĕнтерӳпе таврăннă. Европа кубокĕнче те ăннă ăна. 50 çулти хĕрарăм баскетболла, теннисла, волейболла выляма юратать. Нумаях пулмасть дартс вăййине алла илнĕ. Спорт инструкторĕнче ĕçленĕрен ун патне шкул ачисем çӳреççĕ, вĕсене вăл тимĕр вăййипе туслаштарать. Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче пурăнакан Игорь Шубин — Чăваш Енри спорт ветеранĕсен тусĕ. 57-ри пăхаттира республикăри кире спорчĕн федерацийĕн йышне илнĕ. Вăл тимĕр снаряда 44-ра чухне алла тытнă. «Тимĕр вăййипе туслă арçынсемпе юлташлантăм та, хамăн та йăтса пăхас килчĕ. Пирвайхи лайăх результатсем малалла аталанма хавхалантарчĕç», — терĕ транспорт отраслĕнче ĕçлекен арçын. 2018 çулта вăл «Хыпар» турнирĕнче хăйĕн вăйне пĕрремĕш хут тĕрĕсленĕ, 2020 çулта тĕнче чемпионатĕнче спорта юратакансен хушшинче çĕнтернĕ. Онлайн мелпе ирттерекен турнирсене те хастар хутшăнать вăл. Йĕпреç округĕнчи Эйпеç шкулĕнче физкультура вĕрентекен Наталья Тарасовăна та онлайн турнира хутшăнни кире спорчĕпе туслашма çунатлантарнă. «Ун чухне республика йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа кире пуканне 100 хут йăтрăм, диплом ярса пачĕç. Çавăн хыççăн тренировка тума тытăнтăм, ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнни малалла тăрăшма хистерĕ», — терĕ Наталья Львовна. Спорт ветеранĕсен хушшинче ирттерекен кашни турнира хутшăнма тăрăшать. Помост çинче те ăна ăнать, унăн пухмачĕнче награда сахал мар. Ку хутĕнче те вăл хаçат парнине çĕнсе илчĕ. Вĕренекенĕсене те кире пуканĕ йăтма хăнăхтарать. Тĕслĕхрен, унăн вĕренекенĕн Даяна Бачинăн спортри çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар. Хĕр «Хыпар» турнирĕн пьедесталĕ çине те хăпарма тивĕç пулнă. Улатăрти Евгений Сетяминăн, 15-ре чухне Валерий Притуленко тренер патĕнче пĕрремĕш утăмсем тунăскерĕн, тĕрлĕ сăлтава пула темиçе çуллăха спортран пăрăнма тивнĕ, икĕ çул каялла вăл çĕнĕрен тренировка тума тытăннă. Унăн 8-ри ывăлĕ те спорт секцине çӳрет. Ишес ăсталăха туптанисĕр пуçне кире пуканĕ те йăтать. «Хамăн ачасем спортпа туслă пулччăр тесе тăрăшатăп. Çамрăксем çитĕннисенчен тĕслĕх илеççĕ. Çавăнпа пирĕн ялан хамăра тивĕçлĕ тытмалла», — терĕ чи йывăр виçеллĕ ушкăнра тупăшакан пăхаттир. 35-ри пăхаттир кăçал Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта эстафетăра ылтăн медальпе пуянланнă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. «Хыпар» турнирĕнче те вăл Александр Павловпа, Александр Константиновпа, Денис Михайловпа пĕрле эстафетăра Чăваш Ен чысне хӳтĕлерĕç. Ăмăрту пуçламăшĕнчех пирĕн пăхаттирсемпе Киров облаçĕн команди хушшинче хĕрӳ тупăшу пычĕ. Ентешсене ăнчĕ, вĕсем пĕр очко ытларах пухса çĕнтерчĕç. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.