Çамрăксен хаçачĕ 40 (6490) № 12.10.2023

12 Юпа, 2023

Операцие кайсан офтальмолог пулма тĕллев лартнă

Ача чухне Ксения Александрова куçне операци тутарнă. Çавăн чухне хĕрача малашлăхне медицинăпа çыхăнтарма çирĕп тĕллев тытнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан ача-пăча офтальмологĕнче ĕçлеме пуçланă.

Асран тухман «салтак тӳми»

— Ксения, хальхи вăхăтра эсĕ федераци больницинче, «Куç микрохирургийĕнче», ача-пăча офтальмологĕнче ĕçлетĕн. Мĕншĕн шăпах куç тухтăрĕ пулма шухăшларăн?

— Ача чухне, шкула çӳренĕ çулсенче, инçетрине япăх курма пуçларăм. Миопи чирĕ аталансах пычĕ. Çавăнпа куç çивĕчлĕхĕ ытла чаксах кайиччен операци тумаллине пĕлтерчĕç. 14 çулта чухне мана çывăх çынсем «Куç микрохирургине» илсе кайрĕç. Тĕнче шайĕнчи технологисемпе ĕçлесе пыракан больницăна пырса кĕрсенех хам унта мĕнле тĕллевпе çитнине те мантăм. Уйрăмах операци тăвакан пӳлĕмре «салтак тӳмине» курсан тĕлĕнтĕм. Ăнлантаратăп: чечекĕн кашни çуначĕ вырăнĕнче — операци сĕтелĕ. Урăхла калас тăк, харăсах сакăр ачана операци тăваççĕ унта. Çавăнта тухтăрсем мĕн тунине тимлĕ сăнанине астăватăп. Ун чухне клиникăран: «Çакăнта ĕçлеме вырнаçассишĕн хам пултарнă таран йăлтах тăвăп», — тесе шухăшласа тухрăм. Хама текех урăх профессире курмарăм. Чăн та, эпĕ Шупашкарти 46-мĕш гимназире аслă классенче гуманитари енĕпе пĕлӳ илтĕм. Медицина специальноçĕпе класран эпĕ кăна вĕренме кĕтĕм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче «Сиплев ĕçĕ» специальноçе тӳлевсĕр илтĕм.

— Куç чирĕ çав тери нумай. Чи анлă сарăлнисем хăшĕсем? Куçлăх тăхăнни хăш-пĕр чир шала каясран çăлма пултарать-и?

— Тĕрлĕ ӳсĕмре тĕрлĕрен чир аталанма пултарать. Нумайăшĕ катаракта, глаукома, чапрас куç, амблиопи /ăна «кахал куç» та теççĕ/, куç рефрекцийĕ /инçетрине е çывăхрине курманни/ пирки пĕлет ĕнтĕ. Нормăпа килĕшӳллĕн çутă пайăркисем куç сетчатки çине ӳкеççĕ. Çак йĕрке пăсăлсан пайăркасем е ун патне çитеймеççĕ, е сетчаткăран иртсе каяççĕ. Норма пăсăлни çуралнă чухнех пулма та, кайран аталанма та пултарать. Тин çуралнă ачасем çывăхрине курмаççĕ. Шăпăрлан 5-7 çула çитсен кăна çывăхрине лайăх курма пуçлать. Çуралнă чухнех çывăхрине курманни патологи шайĕнче тĕк ачана куçлăх тăхăнтартса тата тухтăр палăртнă сиплеве пăхăнса сиплеме пулать. Çавăнпа пĕчĕккисен куç чирĕсемпе кĕрешесси ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕнчен нумай килет. Шел те, аслисенчен чылайăшĕ ача куçлăх ирех тăхăнма пуçласан вăл ун патне хăнăхать тесе шутлать. Йăнăш ку. Ачан çуралнă чухнех чир пуррипе çуккине тĕрĕслемесĕр палăртма çук. Пĕчĕкскер хăй япăх курнине чĕлхи уçăлсан та калаймĕ, мĕншĕн тесен вăл нормăпа килĕшӳллĕн мĕнлерех курмаллине пĕлмест-çке. Çавăнпа çур çулта, çулталăкра, виçĕ çулта чухне ачан куçне тĕрĕслеттермеллех. Пепкен «кахал куç» синдромĕ аталанни чылай чухне çакăнпа çыхăннă. Вăхăтра куçлăх тăхăнмасан ĕмĕрлĕхех сусăр юлас хăрушлăх та пур. Ашшĕ-амăшĕн çакна ăнланмалла: ачана сипленин усси пултăр тесен больницăра кăна мар, килте те çине тăрса тăрăшмалла.

— Халĕ ачасен куç чирĕсене ытларах аппаратпа сиплеççĕ.

— Унпа ытларах амблиопие тата чапрас куçа сиплеççĕ. Анчах аппарат сиплевĕ ачан куçне çĕр проценчĕпех курмалла тăваймасть. Унăн тĕллевĕ — ача куçлăх тăхăнсан май пур таран ытларах йĕркене курма пултартăр тесе тăрăшасси. Аппарат сиплевĕн усси вăхăтлăх кăна тесе шухăшлани тĕрĕс мар. Ача пĕр е икĕ йĕрке ытларах курма пуçлани те — лайăх кăтарту. Куç çивĕчлĕхне çав шайра тытăнса тăрассишĕн вара шăпăрланăн хăйĕн тăрăшмалла. Паллах, ăна ашшĕ-амăшĕн те тимлемелле.

— Пĕр куç лайăх курнă çĕрте тепри хавшакрах пулма пултарать. Кун пек чухне хавшакраххине сыватма пулать-и?

— Икĕ куç пĕр-пĕринчен виçĕ е ытларах диоптри чухлĕ уйрăлса тăрсан, иккĕшĕ те пĕр пекех япăх курнипе танлаштарсан, сыватма йывăртарах. Аппарат сиплевĕ те, куçлăхпа çӳрени те лару-тăрăва лайăхлатмаççĕ пулсан кун пек ачасене операци тăватпăр. Вăл — çитĕннĕ çынсене тăвакан коррекци операцийĕ йышшиех. Тĕллевĕ — диоптри уйрăмлăхне пĕчĕклетесси. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Экзаменра хăюсăр хĕре вĕрентекен шӳчĕ лăплантарнă

Вĕрентекенĕн яланах пĕлӳ çулĕпе утмалла. Унсăрăн вĕренекенсен чăн-чăн хисепне çĕнсе илме хĕн. Алина Петрова — учительсен хушшинче куçăн тата куçăн мар майпа иртекен ăмăртусен чăн хастарĕ. 2021 çулта Мускавра тăван çав шутра вырăс та чĕлхене вĕрентекенсен педагогика форумне хутшăннăскерĕн ăсталăх лаççи пуянлансах пырать.

Капашлă букварь

«Эпир, Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕн ачисем, Чăваш Сурăмĕнчи шкулта сакăр класс вĕренсе пĕтерсен Муркаш районĕнчи Тивĕше кайрăмăр. Пĕр çул вĕренсен, çуллахи каникул вăхăтĕнче, пирĕн практикăна çӳремеллеччĕ. Ун чухне шкулăн çĕнĕ çуртне тума пуçланăччĕ. Çапла строительсемпе пĕрле хăйăр та, кирпĕч те йăтрăмăр. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче вара çĕнĕ шкулта пĕлӳ илме пуçларăмăр. Хăтлă çурта кĕнĕ чухне чунра мăнаçлăх туйăмĕ хуçаланнăччĕ, «Эпĕ те кунта хамăн тӳпене хыврăм вĕт», — тенешкел», — аса илме пуçларĕ хăй вĕренекен пулнă вăхăта Алина Геннадьевна. Ун чухне шкул малашнехи пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнасси пирки шутлама та пултарайман-ха вăл. Чăн та, вĕрентекенсем унра шăпах пулас учителе курнă. Чăваш Сурăм шкулĕнче акăлчан тата чăваш чĕлхисене вĕрентнĕ Маргарита Алексеевна Алина Павлова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ çыракан сочиненисене класс умĕнче вуланă. «Алина, санра чĕлхе туйăмĕ пур, филологи енĕпех вĕренме каймалла», — сĕннĕ вăл 7-8-мĕш класс хĕрачине. Класс ертӳçине епле шанмăн? Çапла ку шухăша пуçа чикнĕ Алина. Тивĕш шкулĕнче тăван чĕлхепе Тамара Павловна вĕрентнĕ. Вăл та хĕрача хăйĕн шухăшĕсене ăста йĕркелесе çырма пултарнине сăнанă. Нумай ачаллă çемьере çитĕнекен Алинăшăн пĕртен-пĕр ыйту кăна уçăмлă пулман: хăрах çунатлă кăна тăрса юлнăскере /хĕрача 13 çулта чухне ашшĕ чире пула çĕре кĕнĕ/ аслă шкулта вĕреннĕ чухне укçа-тенкĕ енчен йывăр пулмĕ-и? Юрать-ха, амăшĕ Евдокия Егоровна 7 ачинчен чи кĕçĕннине, Алинăна, ĕмĕтне пурнăçлама чарман. «Чи кĕçĕннин ачашши пулмалла та… Анчах ачалăхăм сăпкара сикнĕ пек кăна лăпкă иртмерĕ. Атте чирлетчĕ. Анне çине нумай ĕç тиеннĕччĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаттăмăр. Чи пĕрремĕш çуралнă пичче манран 21 çул аслă. Эпĕ кун çути курнă тĕле вăл салтакран килнĕ. Юрий мана илме больницăна та пынă. Пиччесем тата аппа шкула тухса каятчĕç. Вĕсене кура манăн та вĕренес килетчĕ. Атте-анне ĕçре чухне пĕччен ларасран мана хĕресне аннепе юлма ирĕк паратчĕç. Юлия Александровна хамăр ялтах пурăнатчĕ. Вĕсен килне сумка çакса /хама шкул ачи пек туяс килнĕ-тĕр/ каяттăм. Букварь чикеттĕм унта. Вăл хальхи кĕнекерен чылай пысăкрахчĕ. Шкул сукмакне такăрлатма пуçличчен чылай малтан вулама вĕрентĕм. Анчах кам вĕрентнĕ мана сас паллисене çыхăнтарма — ăна астумастăп. Хĕресне анне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Анчах ача-пăча умĕнче фронтри пурнăçа питех аса илместчĕ. Юмахсем каласа паратчĕ. Мамак /асанне. — Авт./ халапсемпе, халăхра çӳрекен шӳтсемпе паллаштарни асра. Аттепе пĕртăван Антуни аки те, кукамай та халăх сăмахлăхĕпе мана самай çывăхлатнă», — тăван чĕлхе пуянлăхне мĕн пĕчĕкрен ăса хывнине палăртрĕ Алина Геннадьевна. Аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн тĕплĕн хатĕрленнĕ вăл. Анчах хăюсăрскер çав-çавах хăранă. «Ытлашши ан чĕтре, атту парта та чĕтренет», — сăмахпа каласа тытмалли экзаменра Петр Яковлев /Яккусен/ преподаватель çапла каланине халĕ те йăл кулса аса илет. Экзаменсем ăнăçлах иртнĕ, Элĕк пики И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультечĕн студенчĕсен йышне кĕнĕ. «Пиллĕкмĕш курсра Тивĕш шкулне практикăна килтĕм. Тамара Павловна ĕçлетчĕ-ха. Чӳк уйăхĕнче вăл квалификацие ӳстермелли курса вĕренме кайрĕ. Мана вара хăйĕн вырăнне юлма ыйтрĕ. Паллах, килĕшрĕм. Çийĕнчен мана ĕçе вăхăтлăх илсе укçа та тӳлессине пĕлтерчĕç. Çавăн чухне кĕтмен çĕртен кăмăла çĕкленĕ самант пулчĕ. Учитель сĕтелĕн сунтăхне уçса кирлĕ кĕнекене шырама тиврĕ. Тамара Павловнăн тетрадьброшюри хушшинче хамăн почерклă тетрадьсене курах кайрăм. Манăнах иккен. Çакăн çинчен вĕрентекене каласан: «Çапла, эсĕ çырнă калав-сочинение ачасене халĕ те вуласа паратăп», — терĕ. Хавхалантăм. Çав вĕренӳ çулĕнче хĕпĕртемелли тупăнсах пычĕ. Савнă çыннăмпа мăшăрланма шухăш тытрăмăр, туй кунне кăрлачăн 8-мĕшне суйларăмăр. Ун чухне сесси пуласса пăхман-ха эпир, шереметсем. Шăп çав куна «Пĕтĕмĕшле чĕлхе пĕлĕвĕ» предметпа экзамен лартса пачĕç. Пăшăрханма пуçланăччĕ çеç — Иван Андреев профессор занятисене сиктермесĕр çӳренĕ хастар студентсене «автомат» мелĕпе лайăх паллă лартассине пĕлтерчĕ. Çак списока эпĕ те лекни чăн-чăн парне пулчĕ. Пĕр ушкăнри хĕр туссем экзамен тытрĕç те каçалапа пирĕн уява çитрĕç. Туй тума укçа-тенкĕ те самай кирлĕ. Студентăн вара вăл ăçтан пултăрха? Практикăра вĕрентекен вырăнне юлса ĕçленĕшĕн шалăва тӳрех тӳлеменччĕ, шăп туй умĕн килех пырса пачĕç. Чăн-чăн парне пулчĕ», — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ вĕрентекен. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Кондитерăн уявсенче канма вăхăт çук»

«Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне питĕ учитель пулас килетчĕ. Ун чухне пире Людмила Каргина вĕрентетчĕ. Хăйне епле тыткалани, сасă хăпартмасăр калаçни, килĕшӳллĕ тумланни… Йăлтах кăмăла каятчĕ. Ăна тĕл пулас тесе ятарласа вĕсен килĕ умĕнчен иртсе çӳреттĕмĕр. Пĕрре, 4-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн çулла, 20 ача пухăнтăмăр та вĕрентекене çуралнă кунпа саламлама хăйне систермесĕрех кайрăмăр. Апла пулин те пире хапăл туса кĕтсе илчĕ, тĕрлĕ вăйă выляттарчĕ, юрлаттарчĕ, сĕтел хушшине лартса хăналарĕ. Халĕ шухăшлатăп та: ун чухне вăл хăна кĕтсе илме хатĕрленнĕ пуль, ĕçĕ те нумай пулнă-тăр. Эпир вара ним шухăшсăр хăна пулса килтĕмĕр», — калаçăва пуçласанах ача чухнехине аса илчĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Наталия Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Мулюкова).

Зефир, пĕремĕк, халва…

Ӳсерехпе хĕрачан шухăшĕсем улшăннă. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнăскерĕн ачалăхĕ шăпах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи йывăр тапхăрта иртнĕ. Ун чухне лавккара тавар сахалччĕ, пуррине те таллонпа кăна паратчĕç. Наташăн амăшĕ ачисем валли килтех тутлă апат хатĕрлеме тытăннă. Икĕ хĕрне Наташăпа Настьăна та çак ĕçе явăçтарнă. «Эпир аннепе пĕрле мĕнле кăна тутлă çимĕç хатĕрлеменши? Зефир, пĕремĕк, халва, ирис, мармелад, торт, пирожнăй… Анне çав тери тутлă пĕçеретчĕ. Çавăн чухне шухăш улшăнчĕ. Ӳссен кондитер пулма, хулара ĕçлеме ĕмĕтлентĕм. Мĕншĕн тесен анне ача садĕнче ĕçлет пулсан та колхозра севок пайĕсем илетчĕ. Çу каçипе уй-хирте нушаланнă эпир. Ытти ача Пăлара шыва кĕрсе савăнатчĕ, эпир вара çум çумлаттăмăр. Хамăрăнне пĕтерсен аппасем патне пулăшма яратчĕç. Çумласа пĕтереттĕмĕр кăна — малтанхи йăрансем çинче каллех çум курăк ӳссе ларатчĕ. Шкулта питĕ лайăх вĕрентĕм. Лайăх ĕлкĕрсе пыракан ача кондитера кăна кайни, аслă пĕлӳ илменни аван мар пуль тесе шутлама тытăнтăм. Шкул пĕтернĕ тĕле ăçта каяссине çирĕппĕнех палăртса хутăм: биотехнолог пулăп теттĕм. Химипе экзамен тытрăм. Çапла икĕ çĕре вĕренме кĕтĕм: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими факультетне тата Мускаври прикладной биотехнологи университечĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалне. Мускав университетне суйларăм. Икĕ курсне Çĕнĕ Шупашкарта вĕрентĕмĕр, кайран — Мускавра. Мускава кайни паянхи кун та асра. Пире, икĕ ушкăнри студентсене, пысăк автобуссемпе илсе кайрĕç. Эпĕ унта унччен пулса курманччĕ. Салтака ăсатнă тейĕн, ашшĕ-амăшĕ хушшинче йĕрекенсем те пулчĕç. Пире общежитие вырнаçтарчĕç. Юрать, пĕрле вĕреннисенчен уйăрмарĕç. Студент пурнăçĕ мĕнлине пĕлетĕр ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк, хăш чухне апат-çимĕç пĕтни те пулнă пуль. Пĕр-пĕрне яланах пулăшаттăмăр. Ĕçлеме тăрăшаттăмăр. Пĕр хушă турагентствăра курьерта тăрăшрăм. Ĕç укçи пысăках марччĕ пулин те кăшт пулăшуччĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ Наталия. Шкулта вĕреннĕ чухне Наталия тĕрлĕ предметпа олимпиадăсене хутшăннă. 2003 çулта чăваш чĕлхипе тата литературипе республика шайĕнче иртнĕ олимпиада çĕнтерӳçи пулнă вăл. Çав çул олимпиада çĕнтерӳçисене ЧР президенчĕн стипендине панă. Наталия та вĕсен йышне кĕнĕ. Ку ăна питĕ хавхалантарнă. Мускавра вĕренме пуçласан та хĕр тĕрлĕ конкурса хутшăнма пăрахман. 2007 çулта «Мускав чăваш пики» конкурсра Наташа иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Чăвашсем ирттернĕ мероприятисене хутшăннă вăл, Чăваш Ен артисчĕсен пĕр концертĕнчен те юлман. Университетра диплом илнĕ хыççăн Наталия Мускаври транспорт компанийĕнче вăй хунă. Ун чухне Шупашкара таврăнасси пирки шутламан-ха вăл. Анчах кĕçех пурнăçĕ улшăннă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Призывпа кайнисене çар операцине ямĕç

Кремль полкне те лекĕç

— Бахтиер Махмаджонович, тӳрех ыйтар-ха: кăçал пирĕн республикăран миçе каччă çар ретне тăрĕ? Пĕрремĕш салтаксене хăçан ăсатма палăртнă?

— Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланнă. Вăл раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕ. Тӳрех калам: çуркуннехи призыв та, кĕрхи те ятарлă çар операцине ирттернипе ниепле те çыхăнман. Кăçалхи кĕркунне çар службине пурнăçлама Чăваш Республикинчен 1 пинрен кăшт ытларах салтака яма палăртнă. Кăçалхи çуркуннехи призывпа танлаштарсан, ку чылай сахалрах. Чăваш Енри сбор пунктĕнчен пĕрремĕш салтаксене юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ хыççăн ăсатма палăртнă.

— Эсир призыв ятарлă çар операцине ирттернипе çыхăнман терĕр. Çапах ашшĕ-амăшĕ ывăлне ятарлă çар операцине е чикĕ çывăхĕнчи облаçсене ярасран шикленет. Хăрама кирлех-ши вĕсен?

— Призывниксене те, ашшĕ-амăшне те лăплантарас килет. Пĕлетĕп, ку ыйтăва пулас салтакăн çывăх çыннисем тăтăшах хускатаççĕ. Призывпа кайнă каччăсен служба срокĕ улшăнман: унчченхи пек 1 çулах юлнă. Çара илсе кайнă салтаксене ятарлă çар операцине хутшăнтармаççĕ. Служба вĕçленсен вĕсене киле вăхăтра яраççĕ.

— Территорие тата специальноçсене илес тĕк, кĕрхи призывпа кайнă салтаксене ытларах ăçта ăсатĕç? Чăваш Енри яшсене Кремль полкне те яраççĕ. Хальхинче те ку йăлана пăсмĕç-и?

— Салтаксен служба тивĕçне пурнăçламалли географи анлă. Пирĕн призывниксем Раççейри пур регионта та, пур çарта та службăра пулĕç. Çав шутра — Росгвардин çар чаçĕсенче те. Чылай призывника çар комиссариатĕнчен вĕренӳ подразделенийĕсене ярĕç, унта вĕсем хальхи йышши çар техникине хăнăхĕç, çар-учет специальноçне илĕç. Паллах, яшсене Президент полкне ăсатас йăла пăрахăçланмĕ. Унашкаллисем хальхинче те пулĕç. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.