Тĕрĕслевсен усси тата юсав ĕçĕнчи „скелетсем“ çинчен

26 Авăн, 2023

Наци проекчĕсене пурнăçланă чухнехи саккунлăх ыйтăвĕсене ытларикун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен канашлу ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Республика прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Грязников Чăваш Ен 12 наци проектне пурнăçлама хутшăннине палăртнă май ĕçре çитменлĕхсем пурр çинчен тӳррĕн каларĕ — çакна прокуратура тĕрĕслевĕсем çирĕплетеççĕ. Контрактсене вăхăтра пурнăçламан тĕслĕх чылай. Надзор органĕн саккасçăсемпе подрядчиксене васкатма тивнĕ тĕслĕхсен шутĕнче Александр Александрович Улатăр округĕнчи Алтышевăри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн строительствине асăнчĕ. Айăплисене явап тыттарни строительсене ĕçĕсене хăвăртлатма «пулăшнă». Çав вăхăтрах сывлăх сыхлавĕн тата ултă объекчĕ тĕлĕшпе подрядчиксем графика пăхăнаймасси халех паллă. Прокуратура енчен яваплăх мерисем пулĕç-ха, анчах тĕллев кама та пулин айăпласси мар-çке — граждансене кирлĕ çав объектсене вăхăтра хута ярасси. Çавăнпа та вĕсене май пур таран хăвăртрах ĕçлеттерсе ярас тĕлĕшпе пултарнине пĕтĕмпех тумалла.

Медицина темине малалла тăснă май надзор органĕн пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ учрежденийĕсене хута янипе кăна çырлахма юраманнине те палăртрĕ. Пушă стенасем чирлисене сиплеймĕç. Сăмахран, Етĕрне районĕн прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ май Ильина Гора ялĕнчи фельдшер-акушер пунктĕнче пациентсене пулăшмалли оборудовани çуккине палăртнă. Суда тавăçпа тухма тивнĕ.

Уйăрнă укçапа туллин усă курас тĕлĕшпе те иккĕленӳ çуралать. Ку чи малтан «Хăрушлăхсăр паха çулсем» проекта пырса тивет. Унпа пăхнă ĕçсем валли кăçал 4,5 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă, хальлĕхе 2,2 миллиард тенкĕ кăна тăкакланă. Вăхăт вара кĕтмест — авăн уйăхĕ те вĕçленсе пырать. Прокурор асăрхаттарчĕ: «Пĕлтĕр Шупашкарти Граждан урамĕнчи çул реконструкцийĕпе çыхăннă ĕçсен пĕр пайне 2023 çула хăварма тивнĕччĕ — кăçал унашкалли пулмалла мар». Чăнах та, иртнĕ çулхи кĕркунне çул-йĕр строителĕсене савăнтарманччĕ — çумăрлă уйăхсем нумай чăрмав кăларса тăратнăччĕ. Кăçал çанталăк çул юсакансене, тăвакансене иртĕхтерет теме те юрать — çакнашкал вăрах уяр кунсенче те палăртнине пурнăçлайманни вĕсене чыс тумĕччĕ.
Прокурор шкулсен теминчен те пăрăнса иртмерĕ: «Вĕсене вăхăтра юсайманни йăлана кĕрсе пырать теме те юрать...» Кăçал прокурорсен виçĕ шул юсавĕ тĕлĕшпе яваплăх мерисемпе усă курма тивнĕ. Иккĕшĕ ачасене йышăннă ĕнтĕ, Шупашкарти 10-мĕш шкулти ĕçем вара вĕçленмен-ха — надзор органĕ унти ĕçсене куçран вĕçертмест.

Тишкерекен темăна экономика аталанăвĕн министрĕн Дмитрий Крсновăн доклачĕ пушшех пуянлатрĕ. Вăл та пĕтĕмпех çутă тĕспе кăна сăнлас çул çине тăмарĕ. Дмитрий Иванович палăртнă тăрăх, нацпроектсене пурнăçлама бюджетран уйăрнă укçа кăна — 14,6 миллиард тенкĕ. Бюджет тулашĕнчи ытти çăл куçран та уйăраканнине шута илсен пĕтĕмĕшле виçе 20,7 миллиард тенкĕрен те иртет. Бюджет тăкакĕсен касса енĕпе пурнăçланă виçи хальлĕхе 9 миллиард тенкĕ урлă кăна каçнă-ха.

Министерство тĕрĕслевĕсемм ку енĕпе йĕркене пăснипе çыхăннă 632 тĕслĕхе тупса палăртма май панă. Унашалли сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă нацпроект тĕлĕшпе пушшех нумай — 324 тĕслĕх. Экологи тĕлĕшпе — 86, çурт-йĕр тумалли, хăтлă хутлăх йĕркелемелли нацпроекта пырса тивекеннисем — 63, вĕрентӳ сферинче — 51... Çак списокра пысăк укçапа çыхăннă тĕслĕхсем те çук мар. Калăпăр, нацпроект тытăмне кĕрекен «Атăла сыватасси» проект тĕлĕшпе хатĕрленĕ отчет чăнлăхпа килĕшсе тăманни палăрнă. Е тата — Шупашкарта савăт-сапа çумалли машинăсем туса кăлармалли индустри паркĕн территорине субсиди укçипе тирпейлени...

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев нацпроектсем валли уйăрнă укçапа тирпейлĕ, тухăçлă усă курнине тимлĕ сăнаса тăмаллине çирĕплетрĕ. Çав шутра — прокуратура тимлĕхĕ те. Çак тĕрĕслевсем, Олег Алексеевич шучĕпе, çивĕч ыйтусене вăхăтра аăрхама май параççĕ. Ку ФАПсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерессине те пырса тивет. «Йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ нульпе танлашни идеал пулĕччĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Паллах, çав шая нихăçан та çитеймĕпĕр, анчах ку ун патне ăнтăлмалла мар тенине пĕлтермест».

Прокурор сăмахĕ тиркевлĕ пулнине кура-тăр — регион ертӳçи шкулсен юсавĕн ыйтăвĕ çинче те пайăррăн чарăнса тăчĕ: «Тепĕр чухне çĕннине тăвасси киввине юсассинчен те çăмăлрах пуль — мĕнле кăна «скелетсем» сиксе тухмаççĕ! Апла пулин те, ман шутпа, эпир çак ĕçе япăх мар пурнăçлатпăр».

www.hypar.ru
 

Комментари хушас