Хыпар 108 (28136) № 26.09.2023
Сарă ăшлă арпус та ÿстереççĕ
«Ĕç çынна илем кÿрет», — теççĕ Куславкка округĕнчи Куснарта пурăнакан Верăпа Константин Красновсем ваттисен сăмахне асра тытса. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕпе кукашшĕ-кукамăшĕ те çĕр ĕçĕпе пурăннă. Çапла, вĕсен ĕç культури, йăли-йĕрки ламран лама, йăхран йăха куçса пырать.
Ĕмĕр тăршшĕпех — руль умĕнче
Куснар — паллă ял. Кунта Трубина Мархви çыравçă, Ольга Ырсем артистка çут тĕнчене килнĕ. Сăрт çамки çинче вырнаçнă ялта çуркунне те иртерех килет. Юр, ытти тăрăхрипе танлаштарсан, васкарах ирĕлет. Çавна май Куснарсем мĕн ĕлĕкрен теплицăсенче калча, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Красновсем те — вĕсен йышĕнчех. Вера Витальевнăпа Константин Петрович эпир пынă кун кăшт ирĕклĕрехчĕ. Тепĕр кунхине вара хире çĕр улми пуçтарма тухасси пирки пĕлтерчĕç. Çавна май пулăшакансене чĕнсе тухрĕç. «Çанталăк аван. Кĕр кунашкал типĕ килнине астумастăп та. Телекуравпа пĕлтернĕ тăрăх, кунашкалли 90 çул каялла кăна пулнă. Çанталăка кура ĕç кал-кал каймалла пек. Хуларан ачасем пулăшма килме шантарчĕç. Аппа та пырĕ», — хавхаланса калаçрĕ кил хуçи. Сăмах май, вăл 11-мĕш класс пĕтернĕ чухне юлташĕсемпе пĕрле хăйсен ĕмĕчĕсене çырса Шампань эрехĕн кĕленчине чикнĕ. Константин Петрович унта: «Водитель пуласчĕ», — тесе çырнă. Чăн та, чылай çул водительре ĕçленĕ вăл. Халĕ те ун пирки килти хуçалăхра ĕçлекен водитель, тракторист теме пулать. Ĕмĕр тăршшĕпех руль умĕнче вăл. Куснар — хăйне евĕрлĕ те. Хăш-пĕр ялта севок сухан ÿстереççĕ. Теприсем çĕр улми, хĕрлĕ кăшман, кишĕр туса илеççĕ. Вăрманлă тăрăхрисем мунча пури туса, çырла, кăмпа татса сутаççĕ. Куснарсем вара помидор, купăста, хăяр калчи çитĕнтереççĕ, теплицăсенче пахча çимĕç туса илеççĕ. Кашнин кил хуçалăхĕнчех — икшервиçшер теплица. «Ĕлĕк калчана, пахча çимĕçе Хусана кайса сутнă. Халĕ вĕсем хăйсемех килсе илеççĕ. Ăнакăна туянатпăр тесе саккас параççĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Вера Витальевна. Вăл хăй вăхăтĕнче Куславккара çĕвĕçре ĕçленĕ. Кайран Куснарта вăй хунă. «Эпĕ Саратовра çуралнă. Аттепе анне эпĕ пĕчĕк чухне Куснара куçса килнĕ. Тĕрĕссипе, çĕнĕ çĕре кунтанах кайнă вĕсем. 1988 çулта Костьăна качча тухрăм. 35 çул пĕрле пурăнатпăр. Виçĕ ача — пĕр хĕрпе икĕ ывăл — пăхса ÿстертĕмĕр. Елизавета, Максим, Дмитрий — пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Кашниех çемье чăмăртанă. Çичĕ мăнук пирĕн. Мăнуксен йышĕ тата ÿсессе шанатпăр. Маларахри вăхăтра хуняçапа хунямана пăхса пурăнтăмăр», — çемйипе паллаштарчĕ Вера Витальевна. Красновсем Костантинăн аппăшĕпе, хăй вăхăтĕнче вырăнти хуçалăхра трактористкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Ольга Петровнăпа, килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ольга Петровна хулара пурăнакан мăнукĕсене ĕçлеме вĕрентес тесе купăста лартать. Хăй те вĕсемпе пĕрле çум çумлать. Тепĕр чухне шăллĕн мăнукĕсене те ĕçе явăçтарать. Куснарти шкулта вунă класс пĕтерсен Константин Куславккари АТПра ĕçленĕ. Унтан салтака кайнă. Хĕсметрен таврăнсан та автобус паркĕнчех тăрăшнă. Пурăна киле «Ял хуçалăх химийĕ» предприятие водителе вырнаçнă. Унтан «Аниш» совхоза /каярахпа вăл «Куснар» агрофирма, «Байгуловский» ял хуçалăх кооперативĕ пулнă/ килнĕ, водительте вăй хунă. «2008 çулччен вырăнти хуçалăхра тăрăшрăм. Юлашкинчен унта шалăва пачах пами пулчĕç», — ăнлантарчĕ кил хуçи. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Элистара... чăвашла юрласа кĕтсе илнĕ
«Тăван чĕлхе — халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе — халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», — тенĕ паллă академик Геннадий Волков.
Эсĕ кам ачи?
Халăхăн аваллăхне упракансем, телейлĕ малашлăх никĕсне хывма пулăшакансем, манăн шухăшпа, хальхи вăхăтра тăван чĕлхене вĕрентекенсем пулса тăраççĕ. Самана улшăнса пырсан та чылай чăваш ăс-тăнĕнче халĕ те «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ мар» ăнлав çирĕп ларатьха. Çак шухăша вĕсем ачисене те витерме тăрăшаççĕ. Тĕслĕх шырама инçе те каймалла мар. Ялсенче пурăнакансем акă нумайăшĕ ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкренех чăвашла калаçтармасть. Тепĕр чĕлхе пĕлни нихăçан та ытлашши мар. Анчах тăван чĕлхене ăса хывма тăрăшманни канăçсăрлантарать… Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен ачасенчен: «Чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» — тенине, шел те, пĕрре-иккĕ кăна мар илтме тивет. «Санăн аçу-аннÿ кам? Чăвашсем. Эсĕ ăçта пурăнатăн? Чăваш Республикинче. Хăйне хисеплекен çыннăн, чăваш пулмасан та, хăй пурăнакан вырăнти халăхăн чĕлхине, культурине пĕлмелле. Чăваш чĕлхи — патшалăх чĕлхи», — çакăн евĕрлĕ калаçусем час-часах пулкалаççĕ. Класра иккĕн-виççĕн чăвашла лайăх калаçакан пурах. Вĕсем калаçăва хутшăнсан ыттисен кăмăлĕ те çаврăнать вара», — терĕ Шупашкар хулинчи Г.Волков ячĕллĕ 62-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Нина Егорова. Паллах, кун евĕрлĕ калаçусене вĕренекенсемпе кăна мар, ашшĕ-амăшĕпе те йĕркелеме тивет. Мĕншĕн тесен 2017 çултанпа ача чăваш чĕлхи урокĕсене çÿрессине вĕсем татса параççĕ. 62-мĕш шкулта, сăмахран, çулсерен пĕрремĕш класа çÿрекенсенчен 7080-шĕ чăваш чĕлхине суйлать. Кăçал вара 151 ача тăван чĕлхене вĕренме кăмăл тунă.
Мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ
Нина Иосифовна 30 çул ĕнтĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет. Педагог профессийĕ пирки вăл мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. «Ачана урăхла лару-тăрăва лекни килĕшмесен те пултарать. Мана вара шкула çÿреме пуçлани питĕ кăмăла кайнă. Çав тапхăртанах ÿссен учитель пуласси пирки шухăшлама тытăннă. Шкулла выляни те асрахха. Сĕтел хушшине шăллăма, унăн юлташĕсене лартаттăм. Мĕн вĕрентнĕ вĕсене? Халĕ астумастăп та», — каласа кăтартрĕ Нина Иосифовна. Икĕ çул тăван ялĕнчи, Етĕрне тăрăхĕнчи Хурамалăхри, шкулта вĕреннĕ, 3-мĕш класа Хучаша çÿреме тытăннă. 5-мĕш класра чăваш чĕлхине Валентина Валерьяновна вĕрентме пуçланă. Хĕрачашăн вăл чи юратнă урок пулса тăнă. Педагог ертсе пынă кружока та кăмăлласа çÿренĕ. Унта ачасем сăвă-калав çырас ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçăмлатнă. Каярахпа юратнă вĕрентекенĕ сĕннипех Нина Иосифовна чăваш чĕлхипе литература учителĕн профессине суйланă. «Шкул пĕтеретпĕр ĕнтĕ. Малалла ăçта вĕренме каймалла? Учитель пулма шутланăха. Анчах хăш предметпа? «Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмне пĕтернĕ. Çавăнта кай», — Валентина Валерьяновна çакăн пек калани манăн иккĕленĕве чăл-пар сирчĕ. Аслă шкула вĕренме кĕтĕм, пĕтертĕм, ĕçлеме пуçларăм», — аса илчĕ Нина Иосифовна. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Сталина ят пулăшнă та, такăнтарнă та
Сталина Гурьевăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе, ун хыççăнхи терт-нушапа пĕр килнĕ. Апла пулин те хаваслă пурăннине палăртать вăл. Ялти ачасемпе туслă çÿренĕ. Шкулта вăрçăран аманса таврăннă педагогсем ăс панă.
Килтен тухса тарнă
«Фронтран таврăннисен хушшинче Иван Павлович пурччĕ. Купăс ăста калатчĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче унпа пĕрле пĕр ялтан теприне çитеттĕмĕр. Паттăрсене мухтакан юрăсене шăрантараттăмăр», — аса илет Сталина Михайловна. Ачалăхне куçĕ умне кăларса юрласа та кăтартрĕ вăл. Пĕррехинче пĕр ачан çăпата кантри саланнă. Сталина Гурьева умĕнчи хĕрача ун çине ăнсăртран пуснă та тантăшĕ вăркăнса кайнă. Ыттисем те кĕпĕрленсе ÿкнĕ. Çĕршывшăн пурнăçа пама хатĕррине палăртакан юрă йĕркисене шăрантарнипе пĕр килнĕ çав пулăм. Телее, никам та суранланман. «Сталина ят — аттерен юлнă парне. Ăна çывăх çыннăм суйланă. Хăй 1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Сталина ята мĕншĕн килĕштарнине никам та ыйтса тĕпчемен унран», — тăсăлчĕ калаçу. Ашшĕ çар çынни пулнă. Сталина Гурьева Хабаровск тăрăхĕнчи Бикин хулинче çут тĕнчене килнĕ. Çемье пуçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайсан мăшăрĕ икĕ хĕрĕпе пĕрле çуралнă тăрăха — Чăваш Ене — таврăннă. «Хамăн ĕмĕрте никама та «атте» тесе кураймарăм», — тарăн шухăша путса калаçать 83-ри Сталина Михайловна. Амăшĕ икĕ тĕпренчĕкĕпе пĕрле Муркаш тăрăхĕнчи Тури Тăмлайра малтан — хуняшшĕпе хунямăшĕн, унтан ашшĕпе амăшĕн килĕнче хăтлăх тупнă. «Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков мана воспитани панă тесен те юрать. Вăл аннен йăмăкне Александра Назаровнăна качча илнĕ. Яла пĕр вĕçĕм килсе çÿретчĕç. Çулла ялта пурăнатчĕç. Леонид Яковлевич ирех тăрса халăхпа калаçма тухатчĕ», — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Сталина Михайловна. Ахăртнех, ял-йышпа хутшăнни çыравçа çĕнĕ калавповеç хайлама пулăшнă. Хĕрача Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă ашшĕ Михаил Вершинин таврăнасса нумай кĕтнĕ. Пĕррехинче амăшне, тăлăх арăма, ялти учитель качча илме пынă. Кĕçĕн класра вĕренекен Сталина вара çакна хирĕçлесе килтен тухса тарнă. Леонид Агаков çыравçă «Таркăнсем» калавра шăпах Сталина Гурьевăн пурнăç историне çырса кăтартнă. Ун чухне хĕрача Шупашкарта хăйсен ялĕнчи пĕлĕшне шыраса тупнă. Чăваш шкулне вĕренме кайса пăхнă. Анчах пĕлÿ çуртĕнчен каçхине тухнă та... хваттере кайма çул тупайман. «Агаковсен тĕлне пĕлетĕп, анчах кĕме хăратăп. Пĕр милиционер хăйсем патне илсе кайрĕ, çывăрттарчĕ. Тепĕр кунхине пĕлĕшĕн хваттерне тупма пулăшрĕ. Çавнашкал ларутăру сиксе тухнине пула килтен тухса тарни уçăмланчĕ. Анне хулана килсе мана яла илсе кайрĕ», — ăнлантарать нимрен те хăрама пĕлменскер. Унăн ашшĕне хыпарсăр çухалнисен йышне кĕртнĕ. Тен, çавăнпах хĕрĕ ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлнине ĕненесшĕн те, йышăнасшăн та пулман. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА
♦ ♦ ♦
Негативсенче – вырăс, тутар, ирçе, чăваш
Чăвашсене фотоаппаратпа пĕрремĕш е малтисен йышĕнче ÿкерекенĕ Аслă Британири Эдинбург хулинче çуралнă Вильям (Василий) Каррик (1827- 1878) пулнă.
Каррик купса çемйи суту-илÿ пуçлама Раççее Шотландирен ÕVIII ĕмĕрте куçса килнĕ. Вильям аслашшĕне Лондон биржинче тĕл пулсан пурте «Петербург купси» тесе чĕннĕ, ашшĕ Эндрю купса тавар сутма 1825 çулта Петербурга килсен вырăс хĕрне качча илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ Вильям çулталăкра чухне пурăнма Кронштадт хулине илсе килнĕ те — ĕмĕрне Раççейре пурăнса ирттернĕ. Çемье 1844 çулта Кронштадтран Петербурга куçнă, Вильям Императорăн ÿнер академийĕнче архитектора вĕреннĕ. Ăна çурт-йĕр тума ирĕк панă пулин те специальноçĕпе ĕçлемен. Италире сăрăпа ÿкерме темиçе çул хăнăхнă хыççăн Шотландире фотограф профессине алла илнĕ. Раççее фотографи техникĕпе Джон Мак-Грегорпа пĕрле таврăннă, 1859 çулта Петербургра пĕрремĕшсен йышĕнче фотоателье уçнă. Фотографие юратнă Дмитрий Менделеев химик та Вильям пултарулăхне пысăка хурса хакланă, ăна паллă ÿнерçĕсен картинисен фоторепродукцине тутарнă, Вильям сăн ÿкерчĕкĕсене пухса пынă. Каррик тата Мак-Грегор 1871 çулта сăн ÿкерчĕксем тума пăрахутпа Атăл тăрăх Чĕмпĕр кĕпĕрнине Шупашкартан иртсе килнĕ. Вĕсене Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Синкĕлей уесĕнче Крым вăрçин ветеранĕ Николай Соковнин вице-адмирал кĕтсе илнĕ. Вăл кĕпĕрнере йĕркеленĕ фотографсен этнографи экспедицийĕ çинчен çапла çырса хăварнă: «Пирĕн тăрăха вĕсем 1871 çулхи çулла çитрĕç. Хĕвел тухсан ĕçе пикенчĕç те вăл ансан çеç киле таврăнчĕç, кун каçа — 25 яхăн негатив, пурĕ 200 ытла турĕç. Аслă вырăс халăх çыннисен, çавăн пекех ытти йăхрисен ªтутар, ирçе, чăвашº коллекцине пухрĕç. Пĕр уйăх вĕсемшĕн пĕр кун евĕр иртрĕ. Кайран Вильям Петербургра Атăл тăрăхĕнчи çут çанталăкпа киленейменшĕн тунсăхлатчĕ, кĕпĕрнене каллех килме ĕмĕтленетчĕ. Иккĕмĕш хут 1875 çулта пĕччен килчĕ. Мак-Грегор техник 1872 çулта вилнĕччĕ ĕнтĕ. Вильям ун чухне те çанă тавăрсах ĕçлерĕ, нумай яла çитсе 700 яхăн сăн ÿкерчĕк турĕ. Виççĕмĕш хутчен экспедици ирттерес ĕмĕтлĕччĕ…» Сăн ÿкерчĕксене искусство шайне хăпартса тума Каррика çăмăл пулман, мĕншĕн тесен 152 çул каялла фотопластинкăсем çутта начар туйнă, выдержка темиçе минутлăх çеç пулнă, аппаратпа кăнтăрлахи çутăра çеç ÿкерме пултарнă. Ăна пĕрремĕш хут курнă хресченсемпе калаçсанах хăйсенчен мĕн кирлине тÿрех ăнланса илеймен, çавăнпа Каррик режиссер тивĕçне те пурнăçланă — камера умĕнче мĕнле лармаллине-тăмаллине, ăçталла пăхмаллине, кăмăла тĕллеве майлă епле çавăрмаллине ăнлантарнă. Геройĕсенчен наци тумтирне тăхăнма ыйтнă, аппарат умĕнче çынсен кăмăлне уçтарса тĕрлĕ сюжетлă сцена тутарнă. Фотографсем урапана камера, лаборатори хатĕрĕ хурса ялтан яла çÿренĕ. Вильям кама ÿкернине, вăл е ку çын хăш халăхран тухнине ытларах чухне хут çине çырса пынă. Фотографсем вырăссен — Починки тата Карсун, ирçесен — Мăн Березники, Сабаево тата Судосево, чăвашсен — Синкĕлей ялĕсенче, Атăлпа Сăр юхан шывĕсем çинче ÿкерни паллă. 1871 тата 1875 çулсенче е урăх çул Каррик Пăрачкавра пулса сăн ÿкерчĕк тунă, ăна «Уяв кĕпетумтирне тăхăннă хĕр тата качча кайнă хĕрарăм» ят панă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас