Хĕл хăтлă, инкек-синкексĕр пултăр
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кадрсемпе çыхăннă йышăну тунинчен пуçларĕ — Строительство министерствине пырса тивекен указсене алă пусни çинчен пĕлтерчĕ.
Туни те, тумалли те нумай
Павел Данилов малашне «ирĕклĕ» премьер-министр пулĕ — строительство министрĕн пуканне пушатать. Анчах ку вăл отрасльпе сывпуллашассине пĕлтермест — малашне те пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн яваплă пулĕ. Строительство министрĕн должноçне вара Михаил Коледана, маларах манистр заместителĕ пулнăскере, çирĕплетнĕ.
Çак улшăнусем пирки каланă май Олег Николаев вице-премьер яваплăхĕ питĕ анлине палăртрĕ. Çав шутра — коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессине централизацилесси. Потребительсене шывпа, электричествăпа тивĕçтерес, ытти енĕпе пуçламăш утăмсене тунă. Халь «Чăвашгаз» никĕсĕ çинче ăшăпа тивĕçтерессине те централизацилемелли ĕçсене пуçланă. Çавăн пекех икĕ хулана тата тăватă муниципалитет округне пĕтĕçтерекен Шупашкар агломерацине аталантарас ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕçе ăнăçлă йĕркелени федераци шайĕнчи аталану институчĕсене явăçтарса, вĕсен укçипе усă курса малалла утма май памалла. «Строительствăра немай тунă, анчах тумалли те унран сахал мар, тен, ытларах та...», — ĕç калăпăшĕ пысăккине пусăм туса палăртрĕ Олег Алексеевич.
Шăпах вăл каланине çирĕплетмелле тенĕн Павел Данилов хăй те сăмах илчĕ — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ĕçлеме хатĕрленипе паллаштарчĕ. Çав хатĕрленÿпе çыхăннă мĕн пур ĕçе пурнăçланин вăтам кăтартăвĕ авăн уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне 92% танлашнă. Юлнă ĕçсене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен вĕçлемелле. Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен мĕн пур муниципалитетăн тивĕçлĕ тĕрĕслевсен «али» витĕр тухса ЖКХ об±екчĕсене хĕле хатĕрлесе çитернине çирĕплетекен паспортсене илмелле.
Павел Владимирович коммуналлă ресурссемшĕн тÿлемелли парăмсен ыйтăвĕ çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Вĕсем чакни сисĕнет — пĕтĕмĕшле илсен 14% ытла пĕчĕкленнĕ, çапах — пурпĕр пысăк-ха, пĕтĕмпе 1,9 миллиард тенкĕ ытла. Çав шутра ăшăшăн тÿлесе татман тÿлевсен виçи 18,5% чухлех чакнă, анчах тата 553 миллион тенкĕ юлнă. Электричество парăмĕ 373 миллион тенкĕ шайĕнче. Чи пысăкки газ парăмĕ — 986 миллион тенкĕ.
Газпа тивĕçтерекен компани ертÿçи Александр Бусыгин малашне потребительсен газ сечĕсене, оборудованине пăхса тăрас тĕлĕшпе пĕртен-пĕр организаципе ĕлемелли çинчен каларĕ — ку енĕпе çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Çавна май «Шупашар Газпром газораспределение» компанин 307 пин потребительпе çĕнĕ килĕшÿсем тума тивĕ. Çапах унăн клиенчĕсен хыпăнса ÿкме кирлĕ мар — унччен тунă килĕшÿсем вĕсен вăхăчĕ вĕçлениччен вăйра пулĕç.
Олег Николаев ку информаци пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, мĕншĕн тесен вăл çынсене, газпа усă куракансен хăрушсăрлăхне тÿррĕнех пырса тивет. Олег Алексеевич газ оборудованийĕн юсавлăхне тĕрĕслес тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Шел те, мăрьесем, вентиляци юсавсăррине кура çуллен инкексем пулаççĕ — çынсем вилеççĕ. Республика Пуçлăхĕ ансат çак ĕçсем çине алă сулма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ — пĕчĕк ĕçсене вăхăтра туманни пысăк инкексемпе çаврăнса тухма пултарать.
Эпир пĕрле
Канашлу пирĕн медиксен Запорожье облаçĕнчи ĕçне пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов шурă халатлă ентешсен бригади çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче унта тухса кайнине аса илтерчĕ. Нумаях пулмасть медиксем тăван ене таврăннă. Бердянск районĕнче ĕçленĕ — офтальмолог, хирург, акушер-гинеколог, педиатр тата терапевт пĕтĕмпе 2 пин ытла çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Операци кирлĕ нумай çынна тупса палăртнă. Çав йышри пĕр çын Чăваш Ене килме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ — кунта пысăк технологиллĕ пулăшупа усă курать.
Олег Николаев Чăваш Ен Бердянск районне Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе килĕшÿллĕн шефа илни çинчен каларĕ. Регион нушаллă территорие пулăшас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлать. Олег Алексеевич строительсене уйрăммăн тав турĕ. Вĕсем Осипенко ялĕнчи вăтам шкула йĕркене кĕртнĕ. Халь коммуналлă хуçалăха хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе пулăшаççĕ. Çав шутра Олег Алексеевич тивĕçлĕ документацие йĕркене кĕртсе хатĕрленине те пысăка хучĕ — ку муниципалитетри нумай мероприятие пурнăçлас тĕлĕшпе федераци программисене кĕмешкĕн питĕ кирлĕ.
Пулăшу мĕн пур сферăна пырса тивет — потребительсене ăшăпа тивĕçтерессине йĕркелессинчен тытăнса социаллă учрежденисене кал-кал ĕçлеттересси таран. Олег Николаев республикăри организацисем, граждансем пулăшу ĕçне хастар хутшăннăшăн тав турĕ: «Ку пирĕншĕн йăлана кĕнĕ ансат принцип — пулăшу кирлисене тĕревлессии...» Ун шучĕпе, «çакă Раççее усал сунакансене, пире уйăрса хирĕçтерсе ярас кăмăллăскерсене, панă хăватлă хурав».
Культура министрĕн Светлана Каликовăн пĕлтерĕвĕ çак сăмахсемпе пĕр саслă пулчĕ: авăн уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Чăваш Енре паллă икĕ коллектив — Донбасс академи симфони оркестрĕ тата Донбасс юрăпа ташă ансамблĕ — гастрольте пулаççĕ, хăйсен юрри-кĕввипе паллаштарĕç. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ыркăмăллăх концерчĕ иртмелле. Билет сутнинчен пухăнакан укçана çулталăк каяллахи пекех ку хутĕнче те «Пĕрле» фонда хывĕç.
Комментари хушас