- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 34 (1313) 31.08.2023
«Шеп хитре хĕр»
«Чăваш хĕрарăмĕн» 2023 çулхи утă уйăхĕн 6, 13 тата 20-мĕшĕсенче тухнă номерĕсенче пĕрремĕш чăваш пианисткин Галина Максимовăн пурнăçĕпе паллаштартăмăр. Çакăн хыççăн вулакансем ашшĕ-амăшĕ çинчен те çырма ыйтрĕç. Вĕсем пирки каласа пама Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ÿнер уйрăмĕн аслă сотрудникĕнчен, искусствоведени докторĕнчен Михаил Кондратьев профессортан ыйтрăмăр.
Евчĕсем çавăрнă
— Ашшĕ, Степан Максимов ª1892-1951º, хальхи Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă, 1907-1911 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Иван Яковлев 1911 çулта «Пуçламăш классен вĕрентекенĕ» ята илнĕ С.Максимова — ачасене сĕрме купăс каламашкăн, Федор Павлова, каярахпа тепĕр паллă композитор пулса тăнăскере, тĕн юррине вĕрентме шкулта хăварнă. Амăшне, Капитолина Никитична ªăна тантăшĕсем Капа тенĕº Эсливановăна, хĕрсен училищин ертÿçин пулăшуçи пулма тата вĕсене чиркÿ юррине вĕрентме шаннă. Капа шкулта ăста юрланипе палăрса тăнă, хĕрсен хорĕн дирижерĕ пулнă.
— Аплă тăк Çтаппан тата Капа шкулта пĕрпĕрне лайăх пĕлнĕ…
— Çапла. Кунта концерт час-часах ирттернĕ. Тĕслĕхрен, 1912 çулта çĕнĕ корпус уçнă ятпа К.Эсливанова та юрланă. «Ун чухне вăл хĕрччĕ, шенкер вăрăм кĕпепеччĕ. Питĕ илемлĕ юрларĕ — куракансем хыттăн алă çупса йышăнчĕç. Рояль çукчĕ, пĕччен тата виçĕ хĕр аккомпанеменчĕ пулăшнипе шăрантарчĕ», — çырса хăварнă Иван Дмитриев, пулас паллă ÿнерçĕ. 1913 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Романовсен патша династийĕ 300 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ концертра шкул оркестрĕ, хорĕ тата солисчĕсем Михаил Глинкăн «Патшашăн пурăннă пурнăç» оперин увертюрине тата пилĕк номерне кăтартнă. Ф.Павловпа С.Максимов — дирижерсем, Антонина партине К.Эсливанова юрланă. Кĕпĕрнен «Симбирянин» хаçатĕнче концерта, дирижерсене, Капăна мухтанă. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче хор тата оркестр В.Моцарт «Реквиемĕн» виçĕ номерне, хор тата вулавçă Ф.Давидăн «Пуш хир» ода-симфонийĕн пĕрремĕш картинине кăтартнă. Сцена çине кăларма хатĕрлекенсем каллех — Максимовпа Павлов. — Йăрăс пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ Капăна курсан çамрăк вĕрентекенсен чĕри хăвăрт тапма тытăннă. Гурий Комиссаров çырса хăварнă тăрăх, пĕррехинче Ф.Павлов хăйне Капа питĕ килĕшнине каласа панă. «Капа евĕрлисене «шеп хитре хĕр» тенĕ, — çырнă Г.Комиссаров. — Анчах часах Капăна Павлов юлташĕ тата ĕçтешĕ Степан Максимов та куç хывни палăрать. Çав вăхăтра Федор малалла вĕренме тĕллев лартнă, авланма иртерех тенĕ, çавăнпа Капăна çирĕп ярса тытман, унпа чунне уçса калаçман, качча тухма ыйтман. Çав вăхăтра вара евчĕсем Капа пуçне Степан майлă çавăрнă, пике ăна качча тухнă».
— Пирĕн улăпсен тĕлĕнмелле истори иккен. Çтаппанпа Капа пĕр çемьене ăçта, мĕнле пĕрлешнĕ?
— 1913 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, концертра В.Моцарт тата Ф.Давид произведенийĕсемпе паллаштарнă хыççăн икĕ кунран, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче туй тунă. И.Дмитриев Капăпа Орловсем патĕнче тĕл пулнине, хĕр хăйне йыхравланине çапла аса илнĕ: «Ваня! Пирĕн пата туя пыр! Эпĕ качча тухатăп!» «Кама?» — кăсăкланнă пулас ÿнерçĕ. «Степан Максимовича», — хуравланă кин пуласси. Мăшăр венчете шкул чиркĕвĕнче тăчĕ. Хĕрĕн пуç кăшăлне шăллĕ Вася, Хусанти тĕн семинарисчĕ, тытрĕ. Туя Капа ашшĕпе амăшĕ Никита Савельевичпа Ольга Мартемьяновна та килнĕччĕ. Шкул учителĕсем, вĕсен арăмĕсем, ачисем, çамрăк арăм тăванĕсем, Иван Яковлевич тата мăшăрĕ, Шуваловсем ªсвященниксемº пурччĕ. Туй апачĕ çÿлти çуртăн кухнинче иртрĕ. Вĕрсе каламалли сăпрайсен оркестрĕ музыка каларĕ, çĕнĕ арăм, унăн йăмăкĕсем, вĕрентекенсен арăмĕсем ташларĕç…» <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Кăкăр çименнине пула…
Пурнăçри ăнман самантсем пирки вĕçĕмех çапла каласа шÿтлет вăл. Çакна хирĕç тăванĕсем: «Эпир кăкăр та çинĕ-ха та…» — тесе хирĕçлеççĕ. Тен, çакна çу уйăхĕнче çуралнипе çыхăнтармалла? Вырăссем çак уйăхра çут тĕнчене килнисем ĕмĕр асапланаççĕ тесе ĕнентереççĕ вĕт…
Пурăнасса кĕтмен
Апла-и, капла-и, пĕчĕк Çинук, çемьери пиллĕкмĕш пепке, çуралнă май амăшĕ айăпланса юлнă, хĕне кайнă та ура çине ниепле те тăрайман. Больницăра та сипленсе пăхнă-ха вăл. Вырăнти сывлăх хуралĕн ĕçченĕ ăна: «Операци тусан та, тумасан та усси çук — пур пĕрех пурăнаймăн», — тенĕ. Çакна илтсен хĕрарăм килне таврăннă. Юлашки кунĕсене çемйипе ирттерес тенĕ пулинех. Кĕçĕн ачи сакăр уйăха çитсен ĕмĕрлĕхех куç хупнă хĕрарăм, Клавдия ятлă пулнăскер. «Зина пурăнтăр» тесе никам та каламан. Çут тĕнчене иккĕн килнĕ-ха вĕсем. Йĕкĕреш хăраххи, самăркка ывăл, те вилĕ çуралнă, те каярахпа тухнă чунĕ — çакна Зинаида халĕ те пĕлмест. Вăл вара, ытла та пĕчĕк, начар çуралнăскер, тутлăхлă япалана амăшĕн варĕнчех арçын ача туртса илнĕ-ши, пур вăйне пухса пурнăçшăн кĕрешнĕ. Вырăн çинчен тăрайман хĕрарăм хĕрхеннĕ пепкине. Амăшĕсĕр пуçне кама кирлĕ пĕчĕк ача? «Ан пăхăр-ха çавна, хамран маларах вилтĕр», — тенĕ чунне хытарса. Çемьене пулăшма кукамăшĕ килнĕ. Аслă мăнукĕсемпе кăмака çинче выртаканскер: «Анса пăхăр-ха çавна, чунĕ тухман-и?» — тенĕ хулăн сасăпа. Кĕçĕннине пăхма аппăшĕ Зоя тăтăшах пынă. Паллакан сăна курсан сăпкаран кушак çури пек сасă илтĕннĕ — макăрма та вăйĕ пулман мăнтарăнăн… Улăм витнĕ çурт тăрринчен сăпка тĕлне çил вĕрнĕ, ачана урăх вырăна куçарас шухăш çеç никамăн та пулман. Шăпăрланăн чунĕ тухасса кăна кĕтсе пурăннă пурте... Çемье ăшшин управçи вилсен кил пуçĕ урăх хĕрарăм илсе пынă — пĕр Клавдия вырăнне тепĕр Клавдия. Чăнчăн амаçури пулман вăл. Кĕçĕннине, чунĕ ниепле те тухманскерне, çине тăрсах пăхнă. Чăмлак тăва-тăва панă. Ачашăн чун управçинех çаврăннă çав чăмлак. Хĕрарăм хăй ĕçе кайнă май чи пĕчĕкки валли ятарласа апат пĕçерсе хăварнă. Анчах аслисен те хырăм выçнă вĕт. Кĕçĕнни валли хăварнă апата вĕсем йăлт çисе янă. Çинук каллех выçă юлнă… Çемьери лару-тăрăва ял-йыш куçран вĕçертмен. «Ай-уй, ларакан, кулакан пулнă!» — хĕрача чĕрĕ юласса, çын пуласса шутламан кÿршĕсем. Хайхискерне курсан шалт тĕлĕннĕ. Вăхăт шунă. Хĕрача урама хĕвел питтине тухакан пулнă. Иккĕмĕш Клавдия ĕнтĕ ăна хăйĕнчен хăварман, çавăтсах çÿренĕ. «Апи /тури чăвашсем аннене çапла калаççĕ/ чăн-чăн апи пулчĕ вăл маншăн, — аса илет халĕ Зинаида Павловна. — Ылтăн чĕреллĕ хĕрарăм». Ялта шкул пулманнипе Муркаш районĕнчи Малиновка ачисем Тойкилтĕне çÿренĕ. Вăхăт çитсен ыттисемпе пĕрлех Зина та парта хушшине ларнă. Анчах та çаплипех ниепле те ураланайман вăл. Вăйсăрскерне шкула пиччĕшĕ çавăтса, сĕтĕрсе тесен тĕрĕсрех те, çÿренĕ. Хĕллехи çил-тăманра вара шкул ачисене илме ашшĕ-амăшĕ лаша кÿлсе пынă. Пĕтĕмĕшле тулли пĕлÿ илме Муркаша çÿренĕ. Шкул хыççăн вара умри çула суйлама пуçланă. Ашшĕ медицина енĕпе ярасшăн пулнă, хăй вырăс чĕлхине килĕштернĕ. Анчах пур çĕре те конкурс пысăккипе вĕренме кĕреймесрен шикленнĕ. Мĕн тумалла? Çапла вара тытнă та Вăрнара хуртхăмăр ăсти пулмашкăн вĕренме кайнă. Çамрăк специалиста Етĕрне районĕнчи Урпаша ĕçлеме янă. Пулас мăшăрĕпе шăпах çавăнта паллашнă та вăл. Йĕкĕте çара ăсатнă /сăмах май, кĕтсе те илнĕ/. Хĕлле утар ĕçлеменнипе хĕр районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцине çул тытнă. Ун чухне редакторта вăй хунă Денис Гордеев ăна наборщицăна ĕçлеме илнĕ. Çамрăклăх малаллах йыхравлать мар-и? Линотип машинипе ĕçлес килнипе тантăшĕпе Шупашкара çул тытнă. Володарский урамĕнчи типографие ĕçлеме йышăннă вĕсене. Çулталăкран Зинаида çартан таврăннă савнийĕпе çемье çавăрнă. <...>
Маргарита ИЛЬИНА
♦ ♦ ♦
Тупа пĕлĕт пĕрлешет, çавăнта кĕтет пехет
Нар пек питлĕ хĕрсене хитре тенĕ ĕмĕрне
Крым тăрăхĕнчи пекех, Кавказра та тĕрĕк чĕлхипе çыхăннă сăмах нумай. Калăпăр, Нарын-кала цитадель. «Нарын» тени чăвашла «хитре» тенипе пĕр килет. Тÿрех чăваш каларăшĕ аса килет — нар пек питлĕ хĕрсене хитре тенĕ ĕмĕрне… Нарын вара шах хĕрĕ пулнă. Крепоçе ун ятне панă теççĕ. Дагестанра туристсене илĕртекен вырăн питĕ нумай. Вĕсенчен пĕри — Нарын-кала крепоç. 1989 çултанпа вăл Патшалăх историпе архитектура тата илемлĕ заповедник музей тытăмне кĕрет. 2003 çултанпа Нарын-кала ЮНЕСКО Раççейри обĕекчĕ шутланать. Нарын-кала крепоç кăна мар, хула пайĕ те пулнă. Ăна Кавказ тăвĕ еннелле тăсăлакан 40 çухрăм стена хупăрласа тăрать. Тупа тинĕс хушшинчи пĕчĕк лаптăка хÿтлесе тăнă крепоç — тăшман шăпах çав енчен тапăннă. Крепоç пĕрремĕш стенисене 440-мĕш çулсенчех çĕклени паллă. Перс шахĕсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулнă вăл. Хула витĕр Аслă пурçăн çулĕн пĕр маршручĕ иртнĕ. 1722-1724 çулсенче цитадель Раççей империйĕн аллине куçнă. Крепоçпе I Петĕр хăй паллашнă. 1735 çулта перссем крепоçе тавăрма вăй çитернĕ, анчах та нумайлăха мар, 1796 çулта вырăссем ăна каллех парăнтарнă. Сăмах май, Дагестан халăх поэчĕ Расул Гамзатов çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май ирттернĕ уявсене Раççей Президенчĕ те хутшăннă, регионра çÿллĕ шайра иртнĕ тĕл пулусенче туризм аталанăвĕ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çĕршыв ертÿлĕхĕ Нарынкалара та пулса курнă, хăйсен шухăшĕсене асăнмалăх çырса хăварнă. СПРАВКА. Нарын-кала 4,5 гектар йышăнать. Стена хулăнăшĕ — 3,5 метр. Крепоçе шыв тĕрлĕ çулпа илсе пынă — вĕсене паян та курма пулать. Çавăнпа кунта вăрах хÿтĕленсе пурăнма май пулнă. Нумай япаларан вара чул купи кăна тăрса юлнă. Стена, Хан мунчи, керменĕ, çĕр ăшĕнчи, пĕччен лармалли тĕрме, канцеляри, гауптвахта начар мар сыхланса юлнă. Хĕвел анăç енчи стенара вăрттăн тухса çÿремелли алăк пулнă. Ун витĕр тиевлĕ чĕр чунсене кĕртсе çÿренĕ. Пулăшу та çав алăкранах çитме пултарнă. Хăрушлăх тухса тăрсан патшалăх ертÿçисем çавăнтан вăрттăн тухса тарма пултарнă. Шпионсем те унтанах кĕрсе çÿренĕ. Çĕр ăшĕнчи тĕрмене курсан чун сÿлетет — Зиндан /16-18 ĕмĕр/ тарăнăшĕ 11 метрпа танлашать. Стена сарлака пулнипе ун çине хăпарса утма, паянхи Дербентпа паллашма пулать. <...>
Рита АРТИ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас