Сунарçăсем айăпа кĕнĕ
Шывра ишекен кайăксене тытма ирĕк панăранпа йĕркене пăснă 10 тĕслĕхе шута илнĕ.
Сунар тапхăрĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçланнă. Сăмах май, йĕркене пăхăнманнисене тупса палăртас тĕллевпе республикăра инспекторсен ятарлă 5 ушкăнĕ ĕçлет. Иртнĕ канмалли кунсенче кăна йĕркене пăснă 10 тĕслĕхе шута илнĕ. Ытларахăшĕ шыв кайăкне тытма, пăшалпа усă курма тата ăна килте упрама ирĕк илменнипе çыхăннă. Шупашкарти шыв управне моторлă кимĕпе тухнă пăшаллă сунарçăсене те тытса чарнă. Йĕпреç округĕнчи икĕ çын ирĕк паричченех сунара тухнă. Вĕсен тĕлĕшĕпе те протокол çырнă.
Комментари хушас