Китайпа çыхăннă проектсене аталантармалла

17 Утă, 2023

Тунтикунхи канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов çак кунсенче Раççейĕн пысăк делегацийĕн йышĕнче Китайра иртекен, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассине халалланă конференцие хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ.

Дмитрий Иванович унта Чăваш Ен презентацине ирттерме палăртнă. Олег Алексеевич иккĕленмест: пирĕн çакнашкал майсемпе те май пур таран туллин усă курмалла — Китайпа çыхăннă проектсене малалла аталантармалла, çĕнĕ проектсем пуçарса вĕсене тӳрре кăлармалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас