Хыпар 73-74 (28101-28102) №№ 07.07.2023

7 Утă, 2023

Сулахаялла каятăн – çухату тÿсетĕн…

«Хырăм вара пурин те выçать» — çак каларăша республика Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун Экспорт канашĕн анлă ларăвĕнче, ку хутĕнче республикăри экспортерсен клубне тата Раççейĕн темиçе çĕршыври суту-илÿ представителĕсене явăçтарса йĕркеленĕскерте, аса илтерчĕ. Сăлтавĕ — Анăç Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăннă пулин те Чăваш Ен агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн экспортне ÿстерсе пыни. Çапах ку енĕпе ĕç-пуç аван пулин те, пĕтĕмĕшле илсен, экспортпа çыхăннă лару-тăру лайăх тееймĕн — çакă суту-илÿ представителĕсен сăмахĕнче те палăрчĕ

Тутлă та йÿнĕ тĕк — туянаççех

Экспорт канашĕн умĕнхи ларăвĕ те нумаях пулмасть кăна, Республика кунĕнче, иртнĕччĕ. Халĕ каллех сумлă йышпа пухăннă. Çакна та Олег Николаев Чăваш Ен экспорта аталантарас ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулнине çирĕплетекен пулăм вырăнне хурса хакларĕ. Ун шучĕпе, регион ку енĕпе аван ĕçлет — экспорта кăлармалли продукци хатĕрлес тĕлĕшпе те ăнăçусем пур. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова экспортпа çыхăннă ĕçе тĕплĕн хакларĕ. Республикăн экспорта пулăшакан центрĕ ăнăçлă ĕçлет. Раççей шайĕнче патшалăх экспорт аталанăвне хывакан кашни тенкĕ пуçне экспортăн 35 тенкĕлĕх калăпăшĕ тивет. Чăваш Енĕн çак кăтартăвĕ вара чылай пысăкрах — 61 тенкĕ. Экспорт чакни куçкĕрет. Анăç санкцисем йышăниччен Чăваш Ен 81 çĕршывпа ĕçленĕ, паян вара çак кăтарту самай чакнă — 67 çĕршывпа çыхăну тытатпăр. Çапах ырă туртăмсем те çук мар. Хальччен «пĕлмен» çĕршывсене те тĕрлĕ продукци ăсатма пуçлани савăнтарать: Иранпа Ирландие, Колумбипе Мавритание, Конгăна… Хăйсен продукцине чикĕ леш енне республикăри 400 яхăн предприяти ăсатать. АПК предприятийĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ терĕмĕр — ку ĕçпе ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республика ял хуçалăх продукцине хăйне кирлинчен чылай ытларах туса илет. Çав шутра — çĕр улми, сĕт, пахча çимĕç. Эппин, ытлашшине сутмалла. Мĕн чухлĕ хаклăрах — çавăн чухлĕ лайăхрах. Чикĕ леш енне ăсатни, паллах, тупăшлă. Палăртни вырăнлă: продукцин 84% Чăваш Ен тирпейлесе ăсатать — ку чылай тупăшлăрах. Регион экспорта ăсатакан таварсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче АПК продукцийĕн тÿпи 24% танлашать. Пĕлтĕр республика агроэкспорта 5% ÿстерме пултарнă. Кăçалхи ÿсĕм чылай пысăкрах пулас шанăç пур — хальлĕхе иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 20% ытла. Чи пысăк экспортерсен шутĕнче Сергей Геннадьевич Китая чăх ашĕпе тăрантаракан «Мега Юрмана», нумай çĕршыва хăйĕн паха кондитер çимĕçĕсемпе сăйлакан «Акконда», чикĕ леш енне мороженăй ăсатакан «Волга Айса», Етĕрнери спирт заводне, ытти предприятие асăнчĕ. Ют çĕршывсенче Чăваш Енре çитĕнтерекен севока, Шупашкарта вĕретекен сăрана кăмăллаççĕ. Пĕлтĕр чикĕ леш енне ăсатнă севок калăпăшĕ 41 хут ÿснĕ, сăран – 28%. Пирĕн АПК продукцийĕн пысăк пайĕ Польшăна, Китая кайнă. Тата — Германие, Сербие, Израиле, Монголие, АПШна, ытти çĕршыва. «Тутлă, хакĕ çыртмасть пулсан — санкцисене пăхмасăрах туянаççĕ», — пĕтĕмлетрĕ ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕн темине Олег Николаев. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Технологисем ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ

Агрофирмăра пысăк репродукциллĕ вăрлăх туса илеççĕ Вăрнар округĕнчи «Санары» агрофирмăна республикăра пурăнакансем вăрлăх туса илекен предприяти пек пĕлеççĕ. Ăна аталану çул-йĕрĕпе нумай çул Роберт Петров ертсе пынă. 2019 çултанпа ашшĕн ĕçне малалла тăсса директор тивĕçĕсене Андрей Робертович пурнăçлать.

Сахал нормăпа акса пысăк тухăç илеççĕ

Вăл «Санары» агрофирмăра 2004 çултанпах вăй хурать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машина тăвакансен факультетĕнче пĕлÿ пухнăскер ял хуçалăх отраслĕнчи ĕç стажне трактористран пуçланă. Техникăпа туслă çамрăка малтанах тĕрлĕ трактор, кайран комбайн шанса панă. Ĕçленĕ хушăрах Андрей Петров Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăн мар майпа агроном профессине алла илнĕ. Тĕрлĕ çулта тĕп инженерта, директорăн çумĕнче тăрăшнă. Тăватă çул каялла ертÿçĕ пуканне йышăннă. Çывăх çынни хăйĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине пытармасть Андрей Робертович, паян та ашшĕпе ывăлĕ ĕçсене пĕр-пĕринпе канашласа йĕркелесе пыраççĕ. Петровсен тепĕр ывăлĕ те агрофирмăрах тăрăшать. Александр — тĕп агроном. Çĕр ĕçне юратакан çемье ял хуçалăх предприятийĕ аталану çулĕпе çирĕп уттăр тесе тăрăшса вăй хурать.

«Санары» агрофирмăн акнă-лартнă лаптăкĕсем 1300 гектар йышăнаççĕ. Хуçалăх пысăк репродукциллĕ вăрлăх туса илет, ăна сутса тупăш тăвать. — Ял хуçалăх институчĕсенчен пысăк репродукциллĕ вăрлăх илсе килсе суперэлитăна, элитăна çитеретпĕр. Сертификациленĕ хыççăн сутатпăр. Çĕнĕ сортсемпе ĕçлеме тăрăшатпăр, рынок мĕн ыйтать, çавна акатпăр. Пăрçан «Кулон» сорчĕ хăйне лайăх енчен кăтартрĕ, кăçал вăл 120 гектар йышăнчĕ. Асăннă культурăпа виççĕмĕш çул ĕçлетпĕр, пĕр çулхине гектартан илнĕ тухăç 40 ытла центнерпа танлашрĕ. Çурхи туллăн КВС «Буран» тата «Никон» сорчĕсем пысăк тухăçлă, çавсене акатпăр. Пĕрремĕшĕн пĕр гектартан илекен виçи 48 центнерпа танлашрĕ. Урпан «Вакула» сорчĕ савăнтарать, ытти сортпа танлаштарсан, ăна сахал нормăпа аксах пысăк тухăç илме пулать. Сăмахран, пĕр гектар акмашкăн 150- 160 килограмм çителĕклĕ, — çĕнĕ сортсен тухăçлăхĕ те пысăкраххине ăнлантарчĕ Андрей Робертович. — Пысăк репродукциллĕ вăрлăха республикăри тата ун тулашĕнчи хуçалăхсем туянаççĕ. Кăçал Удмурт Республикинчи хуçалăхпа 300 тонна вăрлăх парса ярасси пирки килĕшÿ турăмăр. Кăштах илсе те кайрĕç, ыттине — вырнă хыççăн ăсатăпăр. Пусă çаврăнăшне тытса пымашкăн, тăпра пулăхлăхне лайăхлатмашкăн агрофирмăра тĕрлĕ культурăпа усă кураççĕ. Çакă çĕр çаврăнăшне лайăхлатнине, тухăçлăха ÿстернине палăртрĕ Андрей Робертович. Агрофирмăра кĕрхи культурăсем — 300-350 гектар, çурхи тулă — 180 гектар, урпа — 200 яхăн гектар, пăрçа — 120 га, вика 60 гектар йышăнаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне çу çарăкĕ, йĕтĕн, нумай çул ÿсекен курăк акаççĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА

♦   ♦   


«Тĕнчери тĕрĕс марлăха аркатмаллах»

Петр Нягинпа вăл отпуска килсен тĕл пулса калаçрăмăр. Çуркунне арçын Украинăри ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Мăшăрланнă кун, çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче, шăпах 55 çул тултарнăскер çак утăма тума епле шухăшланă-ха? — Шăллăмăн ывăлĕ ятарлă çар операцийĕнче пуç хучĕ. Унăн тупăкĕ умĕнче хама сăмах патăм: эпĕ тăшмана аркатма тухса каятăп. Хулана таврăнсан хăвăрт пуçтарăнтăм та çар комиссариатне çул тытрăм, — каласа кăтартрĕ Патăрьел районĕнчи Вăтаелте çуралса ÿснĕ Петр Васильевич.

Тăхтаса тăмасăр

Нягинсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Маринăпа Петр виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли Максим — 14 çулта, Амелия — 8-та, Александра 5-ре кăна-ха. Мăшăрланăва алă пусса çирĕплетме вара вĕсем халĕ, çемье пуçĕ отпуска килсен, шухăшланă. Петр Нягин шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Самана улшăннă май тĕрлĕ сăлтава пула вĕренме пăрахнă. Çĕпĕре ĕçлеме тухса кайнă. Элĕк тăрăхĕнчи Пĕчĕк Элĕк хĕрĕпе çемье çавăрсан Мускава çÿреме тытăннă.

— Салтак аттине хывнăранпа 35 çул хыçа юлчĕ. РФ Оборона министерстви çавах пулсан та çынсем халĕ урăхларах, кăмăлĕ те расна, ĕлĕкхи пек мар. Тĕллеве пурпĕрех пурнăçлама шухăшларăм. Шăллăмăн ывăлĕ Даниил салтакра артиллери çарĕнче пулнă. Çавăнтанах контракт çырса ятарлă çар операцине кайнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăл паттăрла пуç хунă. Даниил пирĕн кĕçĕн хĕрĕн Александрăн хĕреснашшĕччĕ. Вăл 5 çул тултарнă кун, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, шăллăма пытартăмăр. Тăван юн вĕт, чун çав тери ыратрĕ. Çавăнпа вăхăта тăсмасăр çар комиссариатĕнче комисси тухрăм: хамăн ÿсĕме кура мар, эпĕ çара юрăхлă. Тăван çĕршывшăн, çемьешĕн, ачасемшĕн, вĕсен лăпкă пурнăçĕшĕн тĕнчери тĕрĕс марлăха аркатмаллах. Неонацистсем пирĕн пата ан çитчĕр, — чунне уçрĕ Петр Васильевич. Çемьерен, паллах, мăшăрĕ те, ачисем те ярасшăн пулман. Пĕрле ларса канашланă хыççăн лару-тăрăва ăнланнă, кил хуçипе килĕшме тивнĕ. — Мăшăрăм маншăн та, ачасемшĕн те яланах çемье тĕрекĕ. Вăл пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче те. Килтен кăларса яма темĕнле йывăр пулсан та, мĕн тăвас тетĕн, чăтмалла, — калаçăва хутшăнчĕ Марина Анатольевна. Юратнă командир патне Нягинсем килте виççĕн çитĕннĕ: Марина, Петя тата Ваня. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Тăван çĕршыва юратасси вĕсен чунĕнче ачаран амаланнă. Петр Нягинăн çулсем иртнĕçемĕн патриотлăх туйăмĕ тата ытларах вăй илнĕ. — Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче повестка кайса илтĕм. Мăшăрăм кĕске вăхăтра тумтир, апат-çимĕç хатĕрлесе пачĕ. Шупашкарта ушкăн пуçтарăнасса кĕтмерĕм, тÿрех, тепĕр кун каçхине Самара çул тытрăм. Унта арăмăн пиччĕшĕ Андрей машинăпа леçрĕ, — аса илчĕ Петр Нягин. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


«Кăштах нушаланатăп та пăрахатăп»: – тенĕ малтанах

Анчах унтанпа нумай çул иртнĕ, ĕçе улăштарман

Хĕрлĕ Чутай округĕнчи «Коминтерн» ЯХПКра пултаруллă та хастар çынсем вăй хураççĕ. Ĕçченсем тăрăшнипе хуçалăх республикăра та малтисен йышĕнче. Коллективра пултаруллă, хисеплĕ çын йышлă. Вĕсенчен пĕри — Николай Воронов агроном.

Япăх вăрлăх акса уя вараламаççĕ

Çу кунĕсем çитнĕ май агрономăн йĕркеллĕ канма та вăхăт çук: ака-суха вĕçленчĕ кăна, утă çи пуçланчĕ. Хиртен кĕме пĕлмест темелле вăл. Иртен пуçласа каçченех çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле. Ыйту сиксе тухсан çийĕнчех татса пама тăрăшать. Çапла, хĕрÿ тапхăрта кашни сехечĕ хаклă. «Коминтерн» хуçалăхăн усă куракан çĕрсем — 3250 гектар ытларах. Ÿсен-тăран отраслĕшĕн, çĕр пулăхĕшĕн, тухăçĕшĕн шăпах Николай Воронов яваплă.

— Ĕлĕкхипе танлаштарсан ĕçлеме те çăмăлрах. Хирте хăватлă техника хуçаланать. Çынсем ытлашши кирлĕ мар. Кăçал та çур акине вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Яваплă тапхăра тĕплĕ хатĕрленнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх, им-çам, техника, ĕçлекенсем çителĕклĕ пулнăран ака-суха кал-кал пычĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1444 гектар йышăнчĕç. Кĕрхисем хĕл лайăх каçни савăнтарать. Пĕлтĕр мĕн акса хăварни йăлтах вăй илнĕ, çирĕп аталанаççĕ. Çурхисен лаптăкĕсем те тахçанах симĕс кавирпе витĕннĕ. Культурăсене сăтăрçăсенчен им-çам сапнă, минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Çанталăк чăрмантармасан кăçал та тухăç пысăк пуласса кĕтетпĕр, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Николай Дориянович.

Нумаях пулмасть округра комисси хуçалăхсен уй-хирне пăхса çаврăннă, акни-лартнине хакланă. «Коминтерн» ЯХПК — яланхиллех малтисен йышĕнче. Тикĕс, таса хирсем аграрисен кăмăлне те кайнă.

— Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ытларах выльăх-чĕрлĕх валли туса илетпĕр. Çапах хире паха, элита вăрлăх кăна акатпăр. Кондицие ларманнипе усă курни хире варалани çеç. Выльăха çитернипе пĕрлех ытлашши тырра сутатпăр. Таса, типĕ чĕр тавар яланах пысăк сортлă, — каласа пачĕ ÿсен-тăран отраслĕн хуçи. Хуçалăхăн ĕне выльăх — 2 пин пуç ытла. Юлашки çулсенче çĕнĕ витесем хута кайнă май вĕсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Тупăш выльăх-чĕрлĕхрен ытларах кĕрет. Çавна май уй-хирте çитĕнтерни вĕсене тăрантарма каять. Хĕл каçарма сĕтеклĕ апат, утă та чылай хатĕрлемелле. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», — тенĕ. Паха апат тухăçа, тупăша хăпартать, хуçалăха аталанма çул уçăлать. Ĕçченсен шалăвĕ ÿсет, парк хăватлă техникăпа пуянланать. Юлашки виçĕ çулта «Коминтерн» ЯХПКра 183 миллион тенкĕлĕх машина-трактор, оборудовани туяннă. Хуçалăхра кĕске хушăра 700 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене çулса сенаж хывнă. 4 пин тонна сĕтеклĕ апат хатĕр ĕнтĕ. 86 гектар çинче курăк çулса типĕтнĕ. Утта пăрушкасем те килĕштереççĕ. Апла тата ытларах хатĕрлеме тивет. Çулсерен кунта кашни выльăх пуçне 30 центнер ытла апат хатĕрлеççĕ. Уй-хир тухăçĕ те ÿсет. Пĕр гектар пуçне тырă вăтамран 30 центнер ытла тухнă. Юлашки çулсенче тĕп агроном тăрăшнипе пусă çаврăнăшне судан курăкне, куккуруса кĕртнĕ. Вĕсем силос, сенаж хывма аван иккен. Çĕнĕ апат сĕт, аш-какай илессине палăрмаллах ÿстернĕ. Кăтарту çĕр пулăхĕнчен килет. Ăна лайăхлатма тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Тислĕк, удобрени хываççĕ. Сидерат шучĕпе рапс, донник, фацели акаççĕ. Вырма вăхăтĕнче улăма вĕтетсе хирте сапалаççĕ. Пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнаççĕ. — Кĕрхисене акма 500 гектар çĕр те хатĕрлетпĕр. Халĕ лаптăка органикăпа пуянлататпăр. Кĕркунне ăна сухаласа акатпăр, — пĕлтерчĕ агроном. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Мăшăрланма... чăваш кĕпи çĕлеттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунне уявланă чухне, Александрпа Оксана çемье çавăрнă — чăваш çи-пуçне тăхăнса çырăннă, Кондукторовсен çемйи пулса тăнă. Чăваш йăли-йĕркине пăхăнса, хисеплесе алла ылтăн çĕрĕ тăхăнасси Оксанăн ĕмĕчĕ пулнă.

Тĕл пулма часах килĕшмен

Александр Муркаш округĕнчи Ситуккассинче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ Надежда Максимилияновна — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Катькасри ача садĕнче пултарулăх ертÿçинче тăрăшать. Унсăр пуçне «Шуçăм» фольклор ансамбльне çÿрекенскер хут купăс каласа ыттисене савăнтарать. Çемье пуçĕ Анфир Николаевич та, амăшĕ те икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне пĕчĕкренех тăван чĕлхене юратма, чăваш культурине, йăли-йĕркине хисеплеме хăнăхтарнă. Амăшĕн пултарулăхĕ хĕрне те куçнă, Марина Сочи хулинче пурăнать, ачасене ташă-юрă ăсталăхне вĕрентет. Саша Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Оксанăпа вĕсем интернет урлă паллашнă.

— Соцсетьре çур çул пĕр-пĕрин патне çыру çÿретрĕмĕр. Оксана тĕл пулма васкамарĕ. Ку мана тата тыткăнларĕ. Апла пулсан вăл çăмăлттай хĕр мар. Çуркунне тинех тĕл пултăмăр. Каччă пулсан та хумхантăм. Хĕр мăн кăмăллă марри, калаçăва хăвăртах çыхăнтарма пултарни илĕртрĕ, — чунне уçрĕ Александр. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл Оксанăна качча тухма ыйтнă.

— Çак пулăм маншăн ăнсăртран пулчĕ, анчах ăна нихăçан та манмăп. Вăл мана хăйсем патне, Муркаш тăрăхне, хăнана чĕннĕччĕ. Юлташĕсем пуçтарăннăччĕ. Кăштах ларсан Саша тăрук таçта çухалчĕ. Шыв ăсма кайнă терĕç. Шăнкăравласа ыйтрăм, часах çитессине пĕлтерчĕ. Унтан юлташĕсем мана куçа хупма ыйтрĕç, илсе тухрĕç. Куçа уçрăм та — манăн умра Саша чĕркуçленнĕ: чечек çыххипе, ылтăн çĕрĕпе. Çав вăхăтрах фейерверк ялкăшрĕ, — пурнăçри пĕлтерĕшлĕ самантра куççуль те тухнине пытармарĕ Оксана. Хĕр чухне хĕрĕх тус тенĕ пек, пике малтан каччăсемпе калаçкаланă, суйланă. Сашăна вара никампа та танлаштарма çуккине ăнланнă. Хулара çуралса ÿснĕ хĕре Муркаш ен каччи ĕçченлĕхĕпе те илĕртнĕ. Ăна çеç-и? Оксанăн амăшĕ те тÿрех юратнă пулас кĕрĕвне. Ашшĕне те килĕшнĕ хĕрĕ суйланă яш. Хĕр вара тĕлпулăва кайма мĕншĕн иккĕленни çинчен те каласа кăтартрĕ:

— Саша ырă кăмăллă, тарават, сăн-питрен те — чи хитри. Манпа та яланах питĕ тимлĕ. Усал сăмах каламасть, сасă та хăпартса калаçмасть. Вăл тĕлпулăва йыхравласан Муркаш округĕ малтанах маншăн питĕ инçе пек туйăнчĕ. Ăна аякран Шупашкара çÿреттерсе чăрмантарас килмерĕ. Чун туртниех ĕнтĕ — пĕррехинче килĕшрĕм. Калаçу хăвăрт çыхăнчĕ. Пирĕн пĕр пеклĕхсем тупăнчĕç: пилĕк çулта чухне эпĕ те, вăл та инкек тÿссе ирттернĕ, чутах машина айне пулман, — аса илчĕ Оксана. Пĕрремĕш тĕлпулăва кайма вăл пушшех те пăлханнă. Шăпах çавăн умĕн ăнсăртран алăка перĕнсе куçне кăвакартнă. Хĕр соцсетьри каччăн сăн ÿкерчĕкĕсене тĕпченĕ май ун çинчен вăл урăхла шухăшланă, калаçма йывăр пуласса кĕтнĕ. Анчах пĕрре курсах ĕненнĕ: Турă çырни! Сашăпа хутшăнма питĕ çăмăл пулнă, пĕрремĕш хут курнăçнă тееймĕн те. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.