Икĕ юпа хушшинчи аташу
Пĕтĕм чăвашăн Мускаври Акатуйне çуллен тĕп хулари «Сокольники» паркра утă уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче йĕркелесси çинчен калаçса татăлас. Çак сĕнĕве республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пачĕ.
Пухăннисем «Сокольникире» пирвайхи хут йĕркеленĕ Акатуя пĕтĕмлетрĕç. Унта «Хыпар» корреспонденчĕ те хутшăннă — праçник пирки уйрăммăн тĕплĕн каласа кăтартать. Эппин, канашлура палăртнă уйрăм самантсем çинче кăна чарăнса тăрам. Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, Акатуя пĕтĕмпе 87 пин çын хутшăннă. Уяв хĕрсе çитнĕ самантра унта харăсах 28 пин çын савăннă. Праçник вĕçленсе пынă вăхăтра та, финалта, йыш пĕчĕк пулман — 7 пин çын ытла.
Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, çÿллĕ шайра иртнĕ пулин те Алексей Олегович çитес çул шута илмелли самантсене те палăртрĕ. Уяв навигацине тĕплĕнрех хатĕрлемелле, Чăваш Енри апат-çимĕç туса кăларакан пысăк предприятисене явăçтармалла. Калăпăр, хальхинче халăх чăваш сăрине питĕ килĕштернĕ — ытти ĕçме-çиме те хăнасене туянмалăх-сăйланмалăх çителĕклĕ пулмалла. Çак шухăшпа Олег Николаев та килĕшрĕ. Çийĕнчен вăл Акатуй тĕлне тĕрлĕ викторина-конкурс ирттерни вырăнлине те палăртрĕ. Е тата, сăмахран, кĕçех республикăра çырла фестивалĕ иртмелле. Çак продукци те Акатуй хăнисемшĕн интереслĕ пуласси иккĕленÿсĕр.
Канашлура сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетмелли программăна пурнăçлас ĕçсене сÿтсе яврĕç. Строительство министрĕн заместителĕ Михаил Коледа пĕлтернĕ тăрăх, асăннă программăри кăçалхи ĕçсен шутĕнче — 22 фельдшерпа акушер пункчĕн, 4 врач амбулаторийĕн, Канаш районĕн больницин поликлиникин çурчĕн строительствипе юсавĕ. Пĕтĕмпе 662 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Объектсен пĕр пайне хута янă ĕнтĕ, ыттисенче хĕрÿ ĕç пырать. Виççĕшне – Вăрнар округĕнчи Çĕньял Хапăсри, Вăрмар округĕнчи Арапуçри тата Улатăр округĕнчи Алтышевăри объектсене — вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе иккĕленÿ пур-мĕн. Çакă объективлă сăлтавсемпе çыхăннă пулин те подрядчиксемпе тунă контрактсене татма йышăннă. Олег Николаев вĕсенчен пĕрин тĕлĕшпе пĕлтĕр те ыйтусем пулнине аса илтернĕ май кăçал мĕншĕн ăна шаннипе кăсăкланчĕ. Чăнах та, иртнĕ çул вактĕвек ыйтусем пулнă, анчах пĕтĕмĕшле илсен çав компани икĕ ФАПпа çыхăннă ĕçсене йĕркеллех вĕçленĕ — çавăнпа ăна кăçал та шаннă. Анчах ку хутĕнче, авă, шанăçа тÿрре кăларайман.
Ĕçсене урăх организацисем вĕçлĕç. Вăхăт пур-ха — объектсене чÿк уйăхĕччен хута ямалла. Республика Пуçлăхĕ «строительсем пур-и?» тесе ыйтни тĕлĕшпе те уçăмлă хурав пулчĕ: хăйсен об±екчĕсене малтан палăртнинчен те маларах вĕçленĕ организацисем пур, вĕсен çыннисем пушанаççĕ — çак ĕç вăйне явăçтарма палăртнă.
Апла пулин те Олег Николаев тимлĕхе çухатма юраманни çинчен пусăм тусах асăрхаттарчĕ. Президент указĕпе сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетессине васкатма йышăннине кура Чăваш Енре çитес çул тума палăртнă тата 19 ФАПа кăçалах çĕклемелле. Çапла вара 2023 çулта хута ямалли ФАПсен шучĕ 41-пе танлашать — пушшех ĕç калăпăшĕ пысăкланать. «Подрядчиксен хальчченхи пек ĕçлеме юраманнине ăнланмалла. Ĕçлесшĕн мар тăк — вĕсем тĕлĕшпе май пур таран çирĕп мерăсем йышăнмалла», — терĕ Олег Алексеевич. Вăрнар районĕнчи тĕслĕхпе кăмăлсăрланчĕ: çĕр лаптăкне строительство валли уйăрнă, унтан вара электролинин икĕ юпине куçарас ыйтăва татса парас тĕлĕшпе виçĕ уйăх ирттернĕ. Икĕ юпа хушшинче аташса кайнă — çапла ĕçленине ниепле те тÿрре кăларма юрамасть...
Çав вăхăтрах вăл муниципалитет округĕсен администрацийĕсен Пĕрлехи саккасçă службипе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли çинчен те каларĕ. Хальлĕхе вырăнти влаç пĕтĕмпех Пĕрлехи саккасçă служби çине йăвантарса яваплăха хăйĕн çинчен сирме хăтланнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕха — унашкалли пулмалла мар.
Сÿтсе явнă тепĕр ыйту — шкул туризмне аталантарасси. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров туризм программисене явăçтаракан ачасен йышĕ пысăклансах пынине палăртрĕ. Муркаш, Шăмăршă округĕсен кăтартăвĕсем ку енĕпе уйрăмах пысăк. Вăрнар, Комсомольски округĕсен, Канаш хулин цифрисем вара пĕчĕкрех — малалла туртăнмалла.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтĕр 5-9-мĕш классенче вĕренекен 3,3 пин ытла ача республикăри паллă вырăнсем тăрăх тÿлевсĕр турсенче пулнине аса илтерчĕ. Ку ĕçе кăçал малалла тăсĕç — асăннă ÿсĕмри 5 пин ача тÿлевсĕр çул çÿреве тухĕ. Унсăр пуçне 3-4- мĕш классенчи 2 пин, 10-11-мĕш классенче вĕренекен 1 пин ача пĕр кунлăх профориентаци çул çÿревĕнче пулĕç.
Ачасемпех çыхăннă тепĕр тема та пулчĕ — вĕсен çуллахи каникулти канăвне мĕнле йĕркеленине тишкерчĕç. Лагерьсенче пĕрремĕш смена вĕçленнĕ — тĕпрен илсен пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова ачасен пĕр пайне лагерьсенче канмалли тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтернине çирĕплетрĕ. Çав шутра — нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенчи ачасем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем. Тата — Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ темиçе теçетке ача.
Олег Николаев «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» проекта пурнăçлассипе çыхăннă ĕçпе кăсăкланчĕ. Сăмах «Артек» меслечĕпе ачасем çулталăк тăршшĕпех канмалли лагерь йĕркелесси пирки пырать. Спорт министрĕ Василий Петров «Белые камни» лагерь çапла ĕçлессине çирĕплетрĕ. «Росинкăра» тата «Лесная сказка» лагерьсенче те çавнашкал майсем пур. Çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен лагерьсенче ачасене вĕрентессине те кун йĕркине кĕртме тивĕ — çынсене хатĕрлемелле. Олег Николаев ку ĕçе йĕркелемеллине палăртнă май специалистсен ушкăнне опытпа паллашма «Артека» ярса килме сĕнчĕ — унти ĕç мелĕсем кунта та вырăнлă, усăллă пулĕç.
Комментари хушас