«Шоу мар - чăн-чăн зарядка тăвасчĕ»
Çак тапхăрта спорт енĕпе Шупашкара çитекенни çуках
"Спорт форумĕччен шутлă кунсем кăна юлчĕç, апла пулин те пур ĕçе те вĕçлеймен-ха. Телее, çак тапхăрта çанталăк аван тăчĕ. Обьектсенче сăрламиаллисем пур тăк - çак ĕçе юлашки кунсене хăварас марччĕ. Мероприяти вăхăтĕнче сăрă шăрши ан кĕтĕрччĕ, никам та çи-пуçне сăрăпа ан варалатăрччĕ", - çапла пуçларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвне. Хальхинче унта 2 ыйту пăхса тухрĕç.
Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă финанс ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтерчĕ. Пысăк çак мероприятие йĕркелеме Раççей Федерацийĕн тата вырăнти бюджетран укçа уйăрнисĕр пуçне спонсорсене те явăçтарĕç. Ларура республикăн тĕн хулине хăтлăх кÿрес, çул-йĕре тирпейлес ыйтусем çинче чарăнчĕç. "Паян Шупашкарта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕпе çыхăннă 100е яхăн баннер çакнă. Çак кунсенче вĕсен хисепне 120-е çитерĕпĕр. Çĕнĕ хула патĕнчи çул айккинчи хыт хурана çулнă. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне Трактор тăвакансен проспектĕнчи çул-йĕре йĕркене кĕртсе çитеретпĕр",- терĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. Çавăн пекех Алексей Олегович "Çăлтăрпа зарядка тăвасси" физкультурăпа спорт мероприятине йĕркелесе ирттересси пирки каласа пачĕ. "Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра пурте ирхи зарядкăна пухăнăпăр. Тăхăр сехетре унта хутшăнакансене шута илме тытăнĕç. Зарядка вунă сехетре пуçланĕ. Унта ватти-вĕтти те хутшăнĕ. Хĕрлĕ лапама секторсем çине пайлăпăр. Хăнасене волонтерсем кĕтсе илĕç. Вĕсем валли ятарлă тумсем, каллпаксемпе шарфсем, сувенирсем хатĕр ĕнтĕ. Мероприяти ăнăçлă ирттĕр тесе маларах тренировкăсене ирттерме палăртнă. Пĕрлехи зарядкăна Раççейри тата Чăваш Енри паллă спортсменсем, форум хăнисем те хутшăнĕç. Ун хыççăн вара спорт парачĕ пуçланĕ. Спорт "çăлтăрĕсем" ялавсем, кубоксем йăтса утĕç. Унтан Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунĕ старт илĕ. Вун тăватă сехетре Спорт бульварĕ ĕçлеме пуçлĕ",- пĕлтерчĕ Алексей Олегович.
"Чăваш Республикинчи фитнесс-аэробика федерацийĕ" общество организацийĕн ертÿçи Оксана Вербина авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче хулари шкулсенче спорт уявĕсем епле иртнипе паллаштарчĕ. "Юпа уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче Хĕрлĕ лапамра зарядка ирттерессипе тĕплĕ тренировкăсем тăвасшăн. Сцена çинче "çăлтăрсемпе" пĕрле 2-4-мĕш классенче вĕренекен вунă ача зардка тăвĕ",- терĕ Оксана Юрьевна. "Зарядкăра пурин те çĕкленÿллĕ кăмăл пулмалла. Чи кирли - çынсене интереслентересси, хавхалантарасси! Халĕччен спортран аякра пулнисем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен ретне тăччăр",- хăйĕн шухăшне палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ.
ЧР физкультурăпа спорт министрĕн Сергей Мельниковăн шухăшĕпе вара - зарядкăна паха, усăллă ирттерессишĕн тăрăшмалла. Кашни çын валли вырăн çителĕклĕ пултăр, хусканусене ирĕклĕн пурнăçлама май килтĕр. Ларура ЧР вĕренÿ министрĕ Владимр Иванов зарядка пирки учительсен шухăшне те палăртрĕ: "Шоу мар, чăн-чăн зарядка тăвасчĕ"! Çавăн пекех Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем хальхи вăхăтра спорт енĕпе Шупашкара çитекен хула çуках тесе палăртрĕç. Мĕнех, халĕ кăна мар, ÿлĕм те çаплах пултăрччă!
Роза ВЛАСОВА
Комментари хушас