Парад мăнаçлăх туйăмĕ çуратать
Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа кăçал 78 çул çитет. Ăна халалласа тĕрлĕ мероприяти иртет. Паян Шупашкарти Хĕрлĕ nÿремре шкул çулне çитменнисен тата тĕп хулари шкулсенчи юнарми уйрăмĕсен парачĕ пулчĕ.
Сумлă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, "Инвалиды войны" правлени председателĕ Геннадий Матвеев та çитрĕç. Вĕсем паянхи парад çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
Каласа хăвармалла: асăннă парад кăçал саккăрмĕш хут иртет. Кăçал унта икĕ пин ытла ача хутшăннă. Ачасем тĕрлĕ çар тумĕсене тăхăннă. Вĕсен йышĕнче моряксем, пехотинецсем, десантниксем тата ытти те. Çавăн пекех кадет класĕнче вĕренекенсем, юнарми членĕсем, шкулти шырав отрячĕн хастарĕсем пĕр-пĕрин хыççăн парадра утса тухрĕç.
Уяв сĕмне юрă-кĕвĕ пуянлатрĕ. Парада хутшăнакансем çак мероприяти савăнăçпа мăнаçлăх туйăмĕ çуратнине пытармарĕç.
www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас