Чăваш хĕрарăмĕ 15 (1294) № 20.04.2023

20 Ака, 2023

Юлия МЕЛЬНИК: «Паянхи ĕçсем — ĕнерхи ĕмĕтсем»

Харăсах икĕ ят тĕл пулсан вулакан ан тĕлĕнтĕр тесе малтанах асăрхаттарас килет — журналист йăнăшĕ мар ку. Хăй çапла вăл — ачаранах икĕ ятпа çÿренĕскер. Леонид ятлă ашшĕне çывăх çыннисем юратса Люля тесе чĕннĕмĕн. Çемьере чи кĕçĕнни вара — Юля. Люля, Юля… Тахăшне чĕнеççĕ, ăнланмалла мар. Арпаштарас мар тесе никам кĕтмен çĕртен Юля… Люда пулса тăрать. Шкула кайма пуçличченех çак ятпа çÿрет вăл. Калăпăр, пÿртре кам-тăр тĕпĕртетнине илтсен амăшĕ: «Каллех Людăна ташлаттараççĕ ĕнтĕ», — тенĕ. Галина Германовна хăй те ташша-юрра ухута пулнă, амăшĕ тĕпĕртетсе, ура тапса ташланине хĕрĕ паян кунчченех ас тăвать.

Парта хушшине ларсан хăйне Юлия теме пуçланине аран хăнăхать хĕрача. Çавăнтанпах халĕ Юлия ятпа çÿрет вăл. Çемье çавăрсан упăшкин хушаматне — Мельник — илнĕ. Çапла, «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелĕнче хăнара паян — Чăваш Патшалăх Пукане театрĕн ертсе пыракан артистки, ЧР тава тивĕçлĕ артистки, «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Театр ĕçченĕсен союзĕн ятарлă парнине тивĕçнĕ, хăй те режиссер пулса темиçе ĕç те сцена çине кăларнă Юлия Мельник.

Атте пек çын курман…

— Эсĕ Элĕк районĕнчи Куракăш ялĕнче çуралса ÿснине пĕлетĕп. Ахăртнех, çемьере такам питĕ пултаруллă пулнах. Эсĕ Пукане театрĕнче ятарлă пĕлÿ илмесĕрех ĕçлеме пуçланă вĕт — апла, Турă пани пулнă санăн…

— Иртнĕ ĕмĕртех çуралнă эпĕ… Тăватă ачаллă çемьере — асли пичче, ун хыççăн аппасем — кĕçĕнни пулса ÿснĕ. Анне мана ватта сулăнсан «тупнă» — хам умри аппаран сакăр çул кĕçĕн эпĕ.

Юрлас енĕпе пирĕн çемьере пурте пултаруллă. Атте пирки кăна «юрламасть» тесе шухăшланă. 3-4 çул каялла авалхи чăваш юррисене мĕнле шăрантарма пуçларĕ!

Атте Леонид Павлов çинчен уйрăм калас килет. 92 çулта вăл. Кăштăртатса — те кăштăртатса темелле ĕнтĕ — çÿрет-ха. Кроликсене пăхать. Йытта тăрантарать, кашни кун пĕçерет ун валли. Ку çитмест, кил тĕрĕшри ытти ĕçе те пурнăçлать. Виçĕм çул каснă пан улми йывăççисене тымарĕ-мĕнĕпе тасатнă çавскер. Пĕлтĕр пусма тăрăх хăпарса кайса пан улми пуçтарнă. Килте пĕччен пурăнмасть-ха. Тăван йăвара тăватă ăру кун кунлать — атте, пиччепе инке, вĕсен ачисем тата ачисен пепкисем. Паллах, аттене куç пек упрама тăрăшатпăр. Анчах вăл авă ĕçсĕр лараймасть… Атте пек çын курман эпĕ.

Ĕмĕр тăршшĕпех пушар хуралĕнче ĕçлерĕ вăл. Пилĕк çул каялла хăнара пулнăччĕ пирĕн патра. «Кăçал килетĕн-и?» — тетĕп те: «Унччен тата эрне ытла пурăнмалла-ха», — тет. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   


Пусăран ăсма çук…

«Юн паракансем мĕн тери пархатарлă ĕç тунине ăнкарнă паллах. Анчах çакна чун-чĕре витĕр кăларман-тăр. Нумаях пулмасть анне больницăна лекрĕ те — донор пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ. Пире юрăхлине виçĕ кун кĕтме тиврĕ. Юрать-ха пĕтĕмпех йĕркеллех, çывăх çыннăм сипленнĕ хыççăн киле чĕрĕ-сывă таврăнчĕ», — пĕлтерчĕ пĕлĕшĕм.

Ыр кăмăллăх çинчен ыттисем пекех вăл та нумай илтнĕ паллах. Чылай ĕçе хăй те пĕрре мар хутшăннă. Анчах юн парас шухăш пуçне çак таранччен килмен. Пĕрре те иккĕленместĕп — часах вăл та донорсен йышне кĕретех. Çакă тепĕр çын пурнăçне çăлма кирлине никамран лайăхрах ăнланать вăл халĕ.

Чăннипех те пархатарлă, сумлă та пĕлтерĕшлĕ çак ырă ĕçе тăтăшах хутшăнакансем сахал мар республикăра. Чăваш Енре Раççей тата СССР хисеплĕ донорĕсен йышĕ 4300 çынран та иртет. Ку хисеплĕ ята тивĕçес тесен юн 40 хутран кая мар памалла. Пĕрисем иккĕленсе тăнă вăхăтра теприсем çак хисепе ÿстерсех пыраççĕ.

Паллах, кашни çын донор пулаймасть. Кăмăл туртсан та сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ чару сиксе тухать. Хăшĕ-пĕри вара кун пирки нихăçан та шухăша путман. Шăпах çакна шута илсе-тĕр ака уйăхĕн 17-23-мĕшĕсенче донорсем çинчен ытларах каласа кăтартас тĕлĕшпе ятарлă эрне иртет. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Донорсен наци кунне паллă тунипе çыхăннă вăл.

Пĕринчен юн илсе ăна теприне ярас тĕлĕшпе йĕркеленĕ опытсене 1666 çултах ирттерме пуçланă. Раççейре вара ку ĕçе 1832 çулта пуçăннă. Шăпах ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнă ку. Ун чухне упăшки арăмĕн пурнăçне çăлса çĕршыври пĕрремĕш донор пулса тăнă. Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче вара Пĕтĕм тĕнчери донор кунне паллă тăваççĕ. Донор тивĕçне çул çитнĕ тĕк кирек кам та хутшăнма пултарать. Юн чирĕсем, СПИД, туберкулезпа гепатит çукки пĕлтерĕшлĕ. Ача кĕтекенсене, кăкăр ĕмĕртекенсене, татуировка е пирсинг лартнисене ырă ĕçе хутшăнмашкăн ирĕк памаççĕ. Эрех-сăра темиçе кун пачах сыпманни те пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, донорсем ыттисемпе танлаштарсан 5 çул ытларах пурăнаççĕ-мĕн. Кунпа пĕрлех тухтăрсем юн пани организмшăн та усăллă иккенне калаççĕ — çĕнелме, çамрăкланма май парать. Кунпа пĕрлех ырă ĕçе хутшăнни кăмăла та çĕклет, хавхалану кÿрет. <...>

Татьяна НАУМОВА

♦   ♦   


Аслă Улăпăмăрăн вĕренекенĕсем

Элĕк салинчи шкула, документсем тăрăх, 1854 çулта уçнă. Çав вăхăтра Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулнă Иван Яковлевич Яковлев çула тăтăшах тухса çÿренĕ. Çуртсем ытла та начарри ыраттарнă ун чунне. Элĕк вулăсĕнчи шкул та питĕ пĕчĕк пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевич çĕннине çĕклемешкĕн ирĕк ыйтса илнĕ. Çапла 1898 çулта кунта çĕнĕ çурт çĕклесе çитереççĕ. Строительство пынă вăхăтра Иван Яковлевпа пĕрле Илья Николаевич Ульянов та тăтăшах пырса çÿренĕ.

Элĕк шкулĕн историне Арсений Иванович Золотов /1898-1966/ питĕ лайăх пĕлнĕ, мĕншĕн тесессĕн 1911-1912 çулсенче хăй те кунти икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Пĕлĕвне вăл малалла Иван Яковлев шкулĕнче тарăнлатнă. Унтан Элĕке таврăнса 30 çула яхăн ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Нумай çул директорта вăй хунă. 1950 çулта ăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ятпа чысланă.

XIX тата XX ĕмĕрсенче Синер ялĕнчи Золотовсен çемйинчен çак шкултан улттăн вĕренсе тухнă, малалла Чĕмпĕре çул тытнă. Учительсен семинарийĕнче ăнăçлă ĕлкĕрсе пырса хăйсем те ачасене вĕрентме пуçланă. Василий Гордеевич Золотов /1874- 1919/ 1889 çулта — Элĕкрен, 1896 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелте ачасене физика вĕрентнĕ. Каярахпа Йĕпреç районĕнчи Хумпуç Патăрьел шкулĕнче директорта вăй хунă. Вăл халăх ăс-хакăлĕшĕн хĕрÿллĕ кĕрешекен вĕрентекен пулнă.

Николай Яковлевич Золотов /1898-1967/ ăсчаха халăх тăшманĕ тесе айăпланă. 1956 çулта унăн таса ятне тавăрнă. Чăваш писателĕсен тата журналисчĕсен союзне йĕркелекенсенчен пĕри, çак пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ертÿçи, «Капкăн», «Ялав» журналсен пĕрремĕш редакторĕ. Руфа Герасимовна Золотова /Шумилова/ /1899-1987/ — пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕвĕрентекенĕсенчен пĕри, çут ĕç инспекторĕ, 30 çул ытла хулари шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Аркадий Иванович Золотов /1901-1942/ — писатель, критик, публицист, «Канаш» хаçат, «Сунтал», «Капкăн» журналсен редакторĕ. Петр Терентьевич Золотов /1902-1989/ — журналист, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче вăй хунă, Ульяновск облаçĕнчи Елаура шкулĕнче обществознани вĕрентнĕ, директор пулнă. <...>

Нина РАТАЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.