Сĕт хакĕ пăшăрхантарать
Красноармейски округӗнчи Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнче Информаци кунӗ иртет.
Ку тӑрӑхра пурӑнакансемпе ЧР вӗрентӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин, округ пуҫлӑхӗ Борис Клементьев тӗл пулчӗҫ.
Халӑха сӗт хакӗ чакни пӑшӑрхантарать. Красноармейски округӗн депутачӗсен пухӑвӗн председателӗ Валерий Петров каланӑ тӑрӑх, халӑхран пухакан сӗт тӗпрен илсен типӗтнӗ сӗт тума каять.
Хальхи вӑхӑтра ҫак продукцие кӑларакансем чӗр тавара саппаслӑх илме хӑрарах тӑраҫҫӗ. Сӗт вара нумайлансах пырать. Тавар нумай чухне хак та чакать. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗне выльӑх шучӗ те ӳссе пырать.
Комментари хушас