Çамрăксен хаçачĕ 14 (6464) № 13.04.2023

13 Ака, 2023

«Çывăх çынсемпе тăвансене ӳкерме юратмастăп»

Анна Бубнова ÿкернĕ портретсене пăхсан çын чĕрĕ пекех туйăнать. Çын тунсăхлать-и, савăнать-и, ĕмĕтленет-и — ÿнерçĕ унăн пĕтĕм кăмăл-туйăмне хут çине куçарма пултарать. Паян вулакансене унăн пултарулăхĕпе паллаштарăпăр.

Пултаруллă çемье

— Анна, малтан хăвăн пирки, çемье çинчен каласа кăтарт-ха.

— Эпĕ ӳнерçĕсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Атте Юрий Бубнов живописец, реставратор, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ пулнă. Анне Наталия Бубнова та ӳнерçĕ пулнă, «Чăвашгражданпроектра» архитекторта ĕçленĕ. Шел те, паянхи кун вĕсем юнашар çук. Атте — 2009 çулта, анне 2019 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Пултарулăх çыннисен çемйинче ӳснĕрен эпĕ ӳнер шкулне çӳремен. Шупашкарти ӳнер училищине вĕренме кĕмешкĕн мана атте хатĕрлерĕ. Унта 4 çул пусма çине ӳкерме хăнăхрăм. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче унта анне те вĕреннĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ӳнерпе графика факультетĕнче 4 çул ăс пухрăм. 2012 çултанпа эпĕ — РФ Художниксен союзĕн членĕ.

— Эсĕ ача чухнех ӳкерме юратнă. Пĕрремĕш пĕлтерĕшлĕ ӳкерчĕкӳ асра юлман-и?

— Астумастăп. Анчах «Табор уходит в небо» фильма курсан чикансене кăна ӳкерме пуçларăм. Атте-анне ман валли альбомпа фломастер илсе ĕлкĕрейместчĕç.

— Апла пĕчĕк чухнех нумай ӳкернĕ эсĕ.

— Яланах ӳкереттĕм. Аттепе анне пӳлĕме кĕрсе эпĕ киле панă ĕçсене тунипе туманнине тĕрĕслетчĕç. Ӳкерчĕксене кĕнекесен айне пытарма хăнăхрăм.

— Çемьере пултаруллă çынсем татах пур-и? — 11 çулти хĕрĕм Ксюша манăн çулпах пырать: ӳкерме, пластилинран мĕн те пулин ăсталама юратать. Пирĕн çемьере пултаруллă çын нумай. Кукамай Светлана Ефимова-Михайлова Чăваш АССРĕн халăх артистки пулнă, пĕтĕм пурнăçне театра халалланă. Асатте Александр Бубнов — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ пулнă. Пĕртăванăм Екатерина Бубнова икĕ чĕркуççине те амантиччен балеринăра ĕçлерĕ. Халĕ Санкт-Петербург хулинче — солист.

— Хĕрӳ пĕчĕк чухне эсĕ унăн портретне ӳкернĕ. Тĕлĕнмелле хитре пулса тухнă: ăна пăхсан сан çине чăн-чăн ача тинкерет тейĕн. Тăвансенчен тата кама сăнларăн?

— Çывăх çынсемпе тăвансене ӳкерме юратмастăп. Ахăртнех, ку мана аттерен куçнă — вăл та тăвансене сăнлама килĕштерместчĕ.

— Мĕншĕн?

— Мĕншĕн тесен чĕрешĕн хаклă çынна кӳрентерес хăрушлăх пысăк. Ку маншăн питĕ пысăк яваплăх.

— Çын портретне епле ӳкеретĕн? Хăвăн ума лартса-и?

— Университетран вĕренсе тухсан çуллă сăрăпа тата чĕрĕ натурăпа чылай вăхăт ĕçлерĕм. Анчах манăн живопиç никамах та интереслентерместчĕ. Пирĕн хулара кашниех тенĕ пек — художник, çавăнпа халăха мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме йывăр. Конкуренци пысăк. 2014 çулта кăна портретсем ӳкерме пуçларăм. Пĕррехинче çынсене чĕрĕ евĕр портретсем килĕшнине ăнлантăм. Вактĕвеке ӳкерме малтанах юрататтăм, çавăнпа ку стиль маншăн çывăх пулчĕ. Текех живопиç патне таврăнмарăм, мĕншĕн тесен пастеле тата графитлă кăранташа юратса пăрахрăм. Реализма парăнтарма çăмăл мар, ун валли вăхăт нумай кирлĕ. Çавăнпа эпĕ чĕрĕ натурăпа мар, сăн ӳкерчĕксемпе ĕçлетĕп. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


«Манăн ачасем пур вĕт, вĕсене ӳстермелле»

Патăрьел округĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан Иван Кудрявцевпа Елена Кабаева — нумай ача ашшĕамăшĕ. Çемье пуçĕ Иван Валерьевич çамрăк-ха, кăçал 40 çул çеç тултарать. Анчах пурнăç ăна самаях лăскама ĕлкĕрнĕ. Çамрăк арçын йывăр пулсан та çакна ыттисене кăтартмасть, ялта каласа çӳремест. Тĕрĕссипе, вăл йывăр чирлине нумайăшĕ, тен, пĕлмест те.

Футболла вылянă чухне амансан

Иван Валерьевич — пĕрремĕш ушкăнри сусăр. Вăл пĕчĕк чухне ытти арçын ача пекех урамра выляса ӳснĕ. Хăй чирлĕ пулни пирки шутлама та пултарайман. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне футболла вылянă вăхăтра вăл чĕркуççине ыраттарнă. Анчах суран темшĕн килте сипленипех иртмен, ăна больницăна илсе кайнă. Унта вара тĕрлĕ анализ илнĕ хыççăн чире тупса палăртнă. Унăн пӳрисем лайăх ĕçлемеççĕ иккен. Иван больницăра сипленнĕ, унтан тухсан чирĕ çинчен манса кайнă. Шкул пĕтерсен Иван техникума вĕренме кĕнĕ. Анчах унта диплом илме пӳрмен ăна — çемье çавăрма тивнĕ. Çамрăкскер çемьене тăрантарас тесе вĕренме пăрахса ĕçе вырнаçнă. Анчах ача çуралсан та çемье нумай тытăнса тăрайман — арканнă. Арăмĕнчен уйрăлсан Иван вĕренӳ патне таврăнман, стройкăна ĕçлеме çӳренĕ. Шăпах çавăн чухне вăл каллех йывăр чирлесе ӳкнĕ, хальхинче ӳпки шыçни палăрнă. Ăна тухтăрсем тĕрĕсленĕ те пĕтĕм йывăрлăх пӳресем йĕркеллĕ ĕçлеменнипе пулнине палăртнă. Çитменнине, юн пусăмĕ хăрушла пысăк пулнă. Ивана ирĕксĕрлесех больницăна вырттарнă, малашне те çавăн пекех пулас тăк гемодиализ тумалли пирки каланă. Ун чухне малашнехи пурнăçĕ питĕ йывăр пулассине шутлама пĕлнĕ-ши çамрăк арçын? Ахăртнех, ăнланнă, мĕншĕн тесен Иванăн аслă пиччĕшĕ Александр та çав чирпех нушаланнă. Вăл та пĕрремĕш ушкăнри сусăр пулнă. Ăна гемодиализ процедурине çӳреме тахçанах сĕннĕ, анчах вăл чирне унсăрах парăнтарасса шухăшланă-тăр: сиплеве йĕркеллĕ çӳремен, хăйĕн сывлăхне тимлĕх уйăрман. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Сăнарĕсем» те саламлама çитрĕç

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Чăваш халăх артисчĕн Александр Пăрттан юбилей каçĕ иртрĕ. Александр Ивановича 60 çул тултарнă ятпа саламлама ĕçтешĕсем, унăн пултарулăхне хаклакансем пухăнчĕç.

Красноармейски районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралса ӳснĕ Александр Степанов сцена ăсталăхне Ярославльти театр училищинче алла илнĕ. Дипломлă пулсан тăван тăрăха таврăннă, Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçлеме тытăннă. 1990 çултанпа вăл — Çамрăксен театрĕнче. Сцена çинче 30 ытла çул тăрăшаканскер 100 ытла сăнара калăпланă. Пирвайхи тĕп роль ăна Николай Сидоровăн пьеси тăрăх лартнă «Шупашкарти савни» спектакльте тивĕçнĕ. Ырă кăмăллă йĕкĕте, ял каччине Йăкăната вăл çав тери ĕнентерӳллĕ вылянă. Унăн вăйлă сăнар татах нумай: Александр Вампиловăн «Прощание в июне» хайлавĕ тăрăх лартнă камитри Репников, Анатолий Коровкинăн «Çураçнă хĕр валли парне» спектакльти Сергей, Сергей Беловăн «Ах, хуняма, хуняма…» пьеси тăрăх хатĕрленĕ постановкăри Сергей, Алексей Чеховăн «Дядя Ваня» хайлавĕ тăрăх калăпланă постановкăри Серебряков профессор, Иван Тургеневăн «Отцы и дети» романне тĕпе хурса сцена çине кăларнă спектакльти Петр Петрович, Петр Осиповăн «Пирĕн пурнăç хăтлăхра» драминчи Айтар… Хальхи вăхăтра та Александр Иванович спектакльсенче те, ача-пăча юмахĕсенче те вылять. Александр Пăрттан пултарулăхĕ нумай енлĕ. Темиçе çул каяллах хăйĕн ăсталăхне драматургире те тĕрĕслеме пуçланă. Вăл çырнă пьесăсемпе Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те, Чăваш патшалăх академи драма театрĕ те спектакльсем лартнă. «Турă пӳрмен юрату», «Вăрмана юлнă çамрăклăх», «Качча кайиччен», «Килех килчĕ Тур çырни», «Чăн телей юратура», «Кирек ăçта та пĕр хĕвел», «Укçа чул кастарать» куракансене нумай çул театра илĕртнĕ, хăшĕ-пĕри халĕ те репертуартах. Александр Пăрттан калавĕсемпе сăввисем республикăра тухса тăракан тĕрлĕ хаçат-журналта кун çути курнă. Ачасем валли çырнă сăввисене шкулта класс тулашĕнче вуламалли тăван литература программине кĕртнĕ. ЧР Профессионал çыравçăсен союзĕн ертӳçи Ольга Куликова, «Трак ен» ентешлĕхĕн председателĕ Иван Архипов, Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн, Пукане театрĕн представителĕсем юбиляра чи ăшă сăмахсем парнелерĕç. К.В.Иванов ячĕллĕ драмтеатртан вара чылай пьеса авторне ăнăçу сунма «Цветочный бар Хрюши» спектакльти сăнарсем килсе çитрĕç. Тăван театр коллективĕ, ăна ертсе пыракан Елена Николаева директор Александр Степанов ăста та пултаруллă артист, анлă тавра курăмлă драматург кăна мар, общество ĕçĕсен хастарĕ те пулнине палăртрĕç. Уяв каçĕнче артистсем куракансене «Çил çинчи çамрăклăх» спектакльпе савăнтарчĕç. Ытла вăраха тăсăлман çак спектаклĕн тĕшши: ĕмĕртен ĕмĕре куçакан ыйту — ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи ăнланманлăх. Çул çитмен çамрăксем пĕр-пĕринпе туслăн хутшăнайманнин сăлтавĕ ытла та тарăн-мĕн, вăл шăпах аслисен хăтланăвĕсене ăнланайманнипе, каçарайманнипе çыхăннă. Çемьере мăшăр пĕр-пĕрне улталани ачисен шăпине те витĕм кӳрет. Ывăл-хĕршĕн ашшĕ те, амăшĕ те пĕр пекех çывăх, вăл вĕсем уйрăлнине чунпа йышăнаймасть. Тĕп сăнарти Марианна çапкаланчăка çаврăннă ашшĕне шырать, ăна киле таврăнма ӳкĕтлет. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


1 пин ытла студент, 200 пултарулăх номерĕ…

Пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: кашни студент кĕтекен, çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ уяв вăл — «Студентсен çуркунни». Çĕр çывăрман каçсем, репетицисемпе хĕрӳ тавлашусем, чаршав хыçĕнчи пăлхану тинех хыçра... Çапла калама пултараççĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенсем. Иртнĕ эрнере çак аслă шкулăн культура керменĕнче фестивалĕн галаконцерчĕ иртрĕ.

Тĕтĕм кăлараççĕ, параппан çапаççĕ Кăçалхи фестиваль пур енчен те рекордлă пулчĕ: номинацисен тата жюри членĕсен шучĕпе те, мероприятие хутшăнакансен тата ăна онлайн мелпе пăхакансен йышĕпе те. ЧПУра 54-мĕш хут иртнĕ уява кăçал «Пирĕн вăхăт» ят панă. Аслă шкулта фестиваль пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнчех старт илнĕ. Шăпах çав кун «Студентсен çуркуннине» савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Кун хыççăн тĕрлĕ факультет студенчĕсем пултарулăхĕпе паллаштарма тытăннă. Çăмăл алăллă пулса сцена çине малтан «F3» командăсем /вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика, ют чĕлхесен, хушма математика, физика тата информаци технологийĕсен факультечĕсем/ тухнă. Чи юлашкинчен те 3 факультетран тăракан ушкăн /медицина, химипе фармацевтика, управленипе социаллă технологисен факультечĕсем/ сцена çинче хуçаланнă. Пĕр уйăхра пурĕ 10 концерт кăтартнă. Унсăр пуçне студентсене «Вокал», «Инструментал», «Ташă», «Хăйне евĕр жанр», «Театр тата мода», «Видео тата Медиа» жанрсемпе уйрăм хакланă. — «Студентсен çуркуннине» ирттермен çул пулман. Пирĕн çĕршыва шар кăтартнă ковид та ăна йĕркелеме чармарĕ: концертсене онлайн мелпе кăтартрăмăр. Кăçалхи фестивале вара 1 пин ытла студент хутшăнчĕ. Вĕсем 200 пултарулăх номерĕ хатĕрлерĕç, — палăртрĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров. 37 жюри членĕ /Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕн представителĕсене те ятарласа чĕннĕ/ чи пысăк хак панă номерсем кăна финала çитнĕ. Шăпах вĕсене галаконцертра курма май килчĕ. Пулас юристсемпе историксем, географсем, экономистсем тата ыттисем юрă-ташă номерĕсемпе, сĕрме купăс каласа тата параппан çапса, мода /этника тумĕнчен пуçласа шерепеллĕ кĕпе таранах/ кăтартса, тĕтĕм кăларса тĕлĕнтерчĕç. Паллах, çамрăксем веçех — сценарирен пуçласа каçхи кĕпе çĕленĕ таранах — хăйсем хатĕрленĕ. Пуласлăхра завод-фабрикăра, ял хуçалăхĕнче тата ытти тытăмра ĕçлеме палăртакан çамрăксем сцена çине кашни кун тухакан чăн-чăн профессионалсенчен те, «çăлтăрсенчен» те вăйлăрах пулнăн туйăнчĕç. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Сăвă çырмасан кун пушăлла иртнĕ пек туйăнать»

Паян сăмахăм «Çамрăксен хаçачĕ» ирттернĕ «Поэзи баттлне» хутшăннă Алина Николаева çинчен пулĕ. Сăвă çыракансем мана ют планетăран килнĕ çынсем пекех туйăнаççĕ: шухăшлавĕ те, тĕнче курăмĕ те вĕсен урăхларах. Туйăмĕсем — черчен те илемлĕ. Эпĕ хам та — чĕлхеçĕ, литератор, анчах сăвă çырас пултарулăх манăн нихăçан та пулман. Çавăнпах-тăр сăвăçсен пултарулăхĕпе яланах хавхаланатăп.

Туслă пысăк çемье Алина Николаевăна тахçанах пĕлетĕп. Эпĕ те ун пекех шкулта ĕçленĕ. Алина Михайловна вара паянхи кун та Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи Леонид Пучков ячĕллĕ шкулта вăй хурать, ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл Красноармейски тăрăхĕнчи Тватпӳрт ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Михаил Романов вăрçă ветеранĕ пулнă. Шкулта 7 çул вĕреннĕскер питĕ кăсăклă каласа пама пĕлнĕ, сипленме е канма кайсан та тем вăрăмăш туйăмлă та ăшă çырусем янă, вĕсене пĕр йăнăшсăр çырнă. Амăшĕ Анастасия Михеевна 4 класс кăна пĕтернĕ, çапах питĕ ăста калаçнă, сăмах тĕшшине туякан хĕрарăм пулнă. «Çемьере тăваттăн ӳснĕ эпир: виçĕ пичче тата эпĕ, чи кĕçĕнни. Пирĕн çемье питĕ туслăччĕ. Пиччесем мана питĕ юрататчĕç. Виççĕшĕ те манран чылай аслăччĕ. Ача чухне пур çемьере те çавăн пек туслăх хуçаланать пулĕ тесе шухăшлаттăм. Анчах пурнăç тикĕс килмест: икĕ пичче, Владиславпа Алексей, питĕ ир çĕре кĕчĕç. Çитменнине, иккĕшĕ те пĕр кунра, тульккăш тĕрлĕ çулта. Владислав Мăнкунра шыва ӳксе вилчĕ, Алексей вара усал шыçăпа нушаланса çĕре кĕчĕ. Халĕ чи аслă пиччепе Петрпа иксĕмĕр кăна юлтăмăр. Вăл та ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçлет. Малтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕ, халĕ историпе обществознани предмечĕсемпе ачасене ăс парать. Эпир çемйипех кĕнеке, хаçат-журнал вулама юрататтăмăр. Атте купăс калатчĕ, эпĕ ташласа-юрласа савăнтараттăм, ыттисем алă çупатчĕç. Пирĕн килте диафильм пурччĕ. Хальхи çамрăксем вăл мĕнне те пĕлмеççĕ пуль. Пичче Петĕр пукане театрĕ йĕркелетчĕ, ял ачисем пирĕн пата курма килетчĕç. Ялта эпир телевизор туянакансенчен пĕрремĕш пулнă, пирĕн пата ялĕпех курма килетчĕç. Мĕн пĕчĕкрен илем енне туртăнса çитĕннĕ эпир. Пиччесем хаçат-журнала статьясем çыратчĕç, эпĕ вĕсенчен вĕренсе пытăм. Аттепе анне чĕлхе енчен пултаруллăччĕ, сăвă çырасси вĕсенчен куçнă пулĕ. Чи малтан шкула кайнине астăватăп. Манпа пĕрле вылякан юлташсем шкула кайрĕç те, эпĕ те пуçтарăнтăм. Учитель пĕчĕкрех-ха, тепĕр çул килĕн тесе каялла киле ячĕ. Çул тăршшĕпе макăрса пытăм. Эпĕ йĕнине курсан анне йăл кулчĕ. Пуçран шăлса çапла каларĕ: «Ан макăр, çитес çул кайăн». Çапла çитес çулччен кĕтрĕм. Шкулта вулама- çырма вĕренсенех сăвăсем шăрçалама тытăнтăм. Пĕр 5-6-мĕш классенче «Хатĕр пул» журналта сăвва пĕрремĕш хут пичетлерĕç. Ун тăрăх ӳнерçĕ ӳкерчĕк те хатĕрленĕччĕ. Питĕ савăнтăм. Ун хыççăн сăввăмсене «Ял пурнăçĕ» район хаçатĕнче те, «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатра та пичетлерĕм. 1982 çулта, эпĕ ун чухне 9-мĕш класра вĕренеттĕм, «Пионер сасси» хаçат ирттернĕ конкурсра лауреат пултăм, мана фотоаппарат парнелерĕç. Мĕн пысăкăш савăнăç пулнă ку маншăн! Çакна пĕрле вĕреннĕ юлташсем халĕ те аса илеççĕ, «Эх, мĕнле ăмсанаттăмăр сана», — теççĕ. «Эсĕ журналист пулăн», — тетчĕç мана. Хам та çав ĕмĕтпех ӳсрĕм. Çыру урлă кампа кăна паллашман-ши? Пĕрре ют тăрăхри хĕрачапа паллашрăм. Ун пирки «Комсомольская правда» хаçата статья çырса ятăм. Пичетлерĕç. Çав статьяна Узбекистан ачи вуланă та райкома çыру ярса манăн адреса шыраса тупнă. Çичĕ çул çыру çӳретрĕмĕр. Анчах пĕрре те тĕл пулма тӳр килмерĕ. Кайран хамăр та ӳссе çитĕнтĕмĕр. 8-мĕш класс таран кӳршĕ Кушкă шкулĕнче вĕрентĕм, кайран 5 çухрăмра вырнаçнă Мăн Шетмĕ шкулне çӳрерĕм. Аттестат илсен ним шухăшламасăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна çул тытрăм. Практика вăхăтĕнче тăван район хаçатĕнче ĕçлесе пăхрăм. Çапах диплом илсен шкула ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме кайрăм. Çапла ачасене 35 çул пĕлӳ паратăп» , — аса илчĕ Алина Михайловна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.