Унта та кунта свай çапаççĕ

10 Ака, 2023

Шкулсен строительствин, юсавĕн теми тавра тунтикунхи канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ. Строительство министрĕ Павел Данилов кашни объектри ĕçсемпе паллаштарчĕ. Чи малтанах — концесси мелĕпе çĕклемелли шкулсем тĕлĕшпе. Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонти 1,4 пин ачана йышăнмалли шкула 3-мĕш стройтрест хăпартать. Проектпа смета докуменчĕсене патшалăх экспертизине панă. Объект хакĕ 1,8 миллиард тенкĕрен те иртет. Халĕ никĕс свайĕсене çапаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та 1,1 пин ача валли шкул тумалла. Вăл 1,54 миллиард тенке ларĕ. Унта та подрядчик свайсем çапма тытăннă. Кӳкеçри 825 ача вĕремелли шкула, 821 миллион тенке лараканскере, ЧР Ипотека корпорацийĕ тăвĕ.

Сад микрорайонĕнчи стройка, Павел Владимирович каланă тăрăх, утă уйăхĕнче вĕçленмелле. Подрядчике, «Медведевская» ПМКна, укçан 86% куçарса панă, анчах ĕçсен пысăк пайне йышăнман-ха. Олег Николаев унта хушма подрядчике явăçтарас ыйтăва татса памаллине, ку объект «тимлĕхĕн уйрăм зонинче» пулнине аса илтерчĕ. Университет микрорайонĕнчи шкула «Тус» компани тăвать — хальлĕхе ĕçсен 13% пурнăçланă.

Шкулсен кăçалхи капиталлă юсавĕ валли 2,75 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Паянхи кун тĕлне 952 миллион тенкĕпе усă курнă. Пĕтĕмпе — 15 округри 41 объект. Пурин тĕлĕшпе те контракт тунă. 5-шĕнчи ĕçсене вĕçленĕ те ĕнтĕ. Темиçе шкулта çивĕчлĕх пур. Вĕсене министр пайăррăн асăнчĕ: Шупашкарти 7, 23, 38-мĕш шкулсенчи тата Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназири ĕçсем кал-калах пымаççĕ.

Вĕрентӳ министрĕ Дмирий Захаров уйрăм объектсем тĕлĕшпе ӳкерчĕке тĕплĕрех сăнларĕ. Сад микрорайонĕнчи шкулта паян алăксем лартаççĕ, линолеум сараççĕ. Çĕнĕ шкула кирлипе тивĕçтермешкĕн 240 миллион тенкĕ уйăрнă, оборудование туяннă. Çак шкул пĕтĕм района илĕртмелли хăйне евĕр вырăн пулмалла. Ун валли аграрлă çул-йĕре суйласа илнĕ те — агролаборатори те пулмалла. Тата спорт тĕлĕшпе пысăк тимлĕх пулĕ. Унта физультура валли тулта та условисем лайăх, çав вăхăтрах шкулта 3 спорт залĕ ĕçлĕ.

Университет микрорайонĕнчи шкул та спортпа туслă пулĕ — бассейн та тăваççĕ. Çав вăхăтрах ача сачĕ тата университет корпусĕсем çывăххине шута илсе шкулчченхи, шкулти тата вузри вĕренĕве пĕр çыхăра аталантармалли лайăх майсемпе усă курсшăн — наука, инженери çул-йĕрне тĕпе хума пăхнă. Хĕвеллĕ микрорайонти шкул та наукăна хаклать, унта техника, медицина енĕпе тарăнрах пĕлӳ парасшăн, çийĕнчен культурăпа та туслă пуласшăн. Çĕнĕ Шупашкарта тăвакан шкул вара химипе биологие тарăнрах вĕрентĕ. Ку енĕпе «Химпром» пулăшма хатĕр-мĕн. Унсăр пуçне пысăк бассейн, икĕ спортзал пулмалла. Кӳкеçре тăвакан çĕнĕ шкул тĕлĕшпе ЧПУпа калаçса татăлнă — медицина, наука çул-йĕрне мала кăларасшăн.

Юсамалли шкулсем çинчен каланă май министр пуринче те ĕçсем пуçланнине çирĕплетрĕ. Пĕринче кăна, Улатăр районĕнчи Атраçре, ĕçсене каяраха хăварнă. Ăна хупас пулсан ачасене урăх шкула илсе çӳремелле, ку тĕслĕхре вара чукун çул урлă каçма тивет — апла тума юрамасть. Çавăнпа ĕçсене ачасен каникулĕ вăхăтĕнче пуçлама йышăннă.

Çапах ĕçсем çакăнпа кăна та вĕçленмеççĕ-ха. Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăкра ПМК-8 çĕнĕ шкул котлованне чавнă, свайсем çапать. Округ пуçлăхĕ Алексей Иванов ĕçсем графикпа килĕшӳллĕн пынине çирĕплетрĕ. Сĕнтĕрвăрри, Канаш округĕсенчи шкулсем тĕлĕшпе те пысăк чăрмавсем çук. Муркаш округĕнчи Москакассинчи ĕçсем вара проект шайĕнчех лакса ларнă. Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов проектпа смета докуменчĕсем патшалăх экспертизи витĕр тухайманнине йышăнчĕ. «Тӳрлетме» тивнĕ — экспертизăна çĕнĕрен параççĕ. Олег Николаев паянхи лару-тăрура пĕр кун тытăнса тăни те ĕçсене çулталăклăха каялла ывăтса яма пултарасси пирки асăрхаттарчĕ, эксперизăпа çыхăннă ĕç мĕнле пынине хăйне эрнесерен пĕлтерсе тăма хушрĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас