- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 12 (2951)№ 29.03.2023
Илсе килнине мар, хамăрăнне кăмăллаççĕ
2023 çулхи çур аки çывхарса килет. Республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче кăçал акма палăртнă лаптăксен структурине, ÿсен-тăран вегетацийĕн пуçламăшĕнчи культурăсен пахалăхне тата тăпрари нÿрĕк саппасне тишкерер-ха. «Хресчен сасси» ыйтăвĕсене ЧР Ял хуçалăх министерствин ÿсен-тăран пайĕн ертÿçи Владимир Васильев хуравлать.
— Ертÿçĕсем журналистсене пĕлтĕр пухса илнĕ çĕр улмипе пахча çимĕçе йÿнĕ хакпах сутса яма тивни пирки пĕлтереççĕ, лаптăка пĕчĕклетесси пирки калаçаççĕ.
— Сутлăх хак çулталăк каяллахинчен пĕчĕкреххи пире те пăшăрхантарать, анчах çав сăлтава пула иртнĕ çулхинчен сахалрах акма-лартма юрамасть. Çĕр улми ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 5,3 пин гектартан сахал мар лартса хăвармалла. Танлаштарма: 2022 ç. — 5,7 пин га, 2021 ç. — 4,9 пин га. Республикăра çĕр улмипе пахча çимĕçĕн пысăкрах пайĕ Раççей Федерацийĕнчи пекех кил хуçалăхĕсен: мĕн пур йышши хуçалăхсем лартакан лаптăкăн 71,4%. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илес тĕлĕшпе специализациленнĕ организацисен тÿпи вара — 5350 га ª28,6%º.
— Республика халăхĕ тулашран илсе килнине мар, хамăр аграрисен пахча çимĕçнех кăмăллать. Унăн лаптăкĕ епле пулĕ?
— Сутма туса илекен организацисем ăна уçă вырăнта 930 га акĕç-лартĕç. Вăл 2021 çулта — 900, 2022 çулта 960 га йышăннă. Пĕтĕм хуçалăхра пухса кĕртекен пахча çимĕç лаптăкĕн 76,1% — кил хуçалăхĕсен, 23,9% ª930 гаº — ăна сутма ÿстерекен организацисен.
— Выльăха тăрантарма паха апат нумай кирлине пурте пĕлетпĕр. Ăна кирлĕ чухлĕ туса илме çĕр çителĕклĕ уйăраççĕ-и?
— 187,1 пин га е кăçал акакан-лартакан уй-хирĕн 34%.
— Владимир Геннадьевич, эсир агроном иккенне пĕлетĕп. Министерствăра ĕçлетĕр пулин те кĕрхи культурăсен калчи вегетаци тапхăрĕ умĕн юр айĕнчен епле вăйпа тухнипе кăсăкланатăр.
— Мана та шухăшлаттарать паллах. Иртнĕ кĕркунне вĕсене республикăра 80,6 пин га акнă. Шел те, агрегатсем уйхирте варăнтарнă чухне çанталăк типĕ тăчĕ, вăрлăха лайăх шăтма нÿрĕк çитмерĕ. Кĕр акине чылай хуçалăхра августăн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче пуçларĕç, пурте тенĕ пекех сентябрĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш вунă кунлăхĕсенче акрĕç. Çанталăк вăрлăха сиенлекен хурт-кăпшанка нумай ĕрчеме май туса памарĕ — сăтăрлаймарĕç, çапах та чир-чĕре аталанма пулăшрĕ. Сентябрьти сывлăш температури вăтамран 10,6 градус ăшăпа танлашатчĕ, ку 2014-2022 çулсенчи вăтам кăтарту шайĕнчеччĕ. Калча ытларах иккĕмĕшпе виççĕмĕш вунă кунлăхсенче шăтрĕ, çулçисем сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш вунă кунлăхĕсенче тухрĕç. «Россельхозцентр» филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхисем вегетаци тапхăрне пĕлтĕр вăтам шутлă тĕмленсе лайăх вĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен юр айне пуличчен 50,9% — лайăх, 48,8% — вăтам, 0,19% çеç начар хака тивĕçрĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Иван Яковлевпа çыхăннă вырăнсенче пулса курĕç
Тунтикун Чăваш Республикин делегацийĕ Чĕмпĕр облаçĕнче пулнă, регион губернаторĕпе Алексей Русскихпа тĕл пулса чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă пĕрлехи мероприятисене ирттересси пирки калаçса татăлнă.
Тĕлпулу шайĕнчех Чĕмпĕр облаçĕнчи Çут ĕç тата воспитани министерстви тата ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви тачă çыхăнура ĕçлеме калаçса татăлса килĕшĕве алă пуснă.
«Кăçал эпир чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев 175 çул тултарнине анлă паллă тăвăпăр. Иван Яковлевич яланах тăванла халăхсене пĕрле туслă пурăнма чĕнсе каланă», — палăртнă РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Аслă вĕрентекенĕмĕр 175 çул тултарнине халалланă мероприятисене йĕркелекен комитетăн ертÿçи Анатолий Аксаков.
«Тĕнчери лару-тăру пире пĕрлехи обществăра пурăнма хистет. Çакна пире Иван Яковлев та халалланă. И.Я.Яковлев — пире çыхăнтаракан ят. Эпир нумай регион педагогсемпе наставниксен ĕçĕсем тавра чăмăртаннине куратпăр. Раççей туслă пурăннипе, пĕтĕçÿллĕ пулнипе вăйлă. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй», — палăртнă ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров. Чĕмпĕр облаçĕнче Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев 175 çул тултарнине халалласа 70 ытла мероприяти — халăх учителĕсен съезчĕсем, Акатуй, тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен форумĕ, семинар-канашлу, методика вебинарĕсем, ăсталăх класĕсем, шкул ачисемпе студентсен ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, олимпиадăсем тата ыт.те — ирттерме палăртнă. <...>
Анна ФИЛИППОВА
♦ ♦ ♦
Уй-хир паттăрĕсем паян та хастар
Муркаш округĕнче Чăваш Енри АПК ветеранĕсен Союзĕн уйрăмне йĕркеленĕренпе 13 çул иртрĕ.
Çамрăк ăрушăн — тĕслĕх
Ăна пĕрремĕш кунранах Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валерий Вязов ертсе пырать. Валерий Иванович тилхепене çирĕп тытнăранах АПК ветеранĕсен Союзĕн районти уйрăмĕн отчет пухăвне 50 çынна яхăн пуçтарăнчĕ. Уй-хирте е выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче нумай çул ырми-канми вăй хурса вĕсем кашниех ырă ята тивĕçнĕ. Ветерансем паян та хастар, тивĕçлĕ канурисем тăван ен аталанăвĕпе кăсăкланса тăраççĕ.
Пухăва Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Лилия Тарасова, Чăваш Енри АПК ветеранĕсен Союзĕн председателĕн çумĕ Валериан Соловьев тата асăннă Союзăн Президиум членĕ Николай Ванеркин тата ыттисем хутшăнчĕç.
— Çынна ĕçне кура хаклаççĕ. Сирĕнтен кашниех тăван ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Эпир ăна нихăçан та манмăпăр. Эсир халĕ те хастарлăха çухатманнипе çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăратăр, — округ пуçлăхĕ Алексей Матросов ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ Лилия Юрьевна.
— Муркашсем — ытти çĕрте те, ветерансен юхăмĕнче те республикăшăн ырă тĕслĕх. Ку савăнтарать. Эсир çак вăя малашне те çухатмасса шанатăп, — терĕ Валериан Соловьев кăçалхи отчет пухăвĕ хăйне евĕр интереслĕ пуласса систерсе. Пуçлăхсем калани сăмах çинче юлмарĕ.
Сывă пурнăç йĕркишĕн
Пухăва савăнăçлă пулăм тăсрĕ: Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн бухгалтерийĕнче нумай çул ĕçленĕ Ю.Жеколдина ветерана юбилей ячĕпе АПК ветеранĕсен республикăри Союзĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Малалла сăмах сывă пурнăç йĕркине тытакан ветерансем пирки пулчĕ. Уйрăмри 47 ветерантан 36-шĕ иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн ГТО нормативĕсене пурнăçлама хутшăннăччĕ. Вĕсенчен пĕр пайĕ хăйсене тивĕçнĕ наградăсене илнĕччĕ те. Пухура тепĕр 17 ветерана ГТОн ылтăн паллисемпе чысларĕç. Ветерансем иртнĕ çул чылай ĕç тунине палăртмалла. Республика представителĕсене явăçтарса отчетпа суйлав пухăвне ирттернисĕр пуçне пĕрле пухăнса театрсемпе музейсене, районти тата республикăри паллă вырăнсене пĕрре мар çитнĕ, пĕр-пĕрне çуралнă кунĕсемпе саламланă. Çакă йăлтах ветерансен хастарлăхне çирĕплетет. <...>
А.БЕЛОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас