Шăнкăрч вĕлли тăвар-и?

27 Пуш, 2023

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çут çанталăка юратма чĕнсе «Шăнкăрчсем тăван ене вĕçеççĕ…» видеороликсен конкурсĕ ирттерет.

Унта хутшăнас тесен шăнкăрч вĕлли ăсталанине кĕске видео /90 çеккунт/ ӳкермелле. Хатĕр ĕçе «Контактра» социаллă сетьре «Минприроды Чувашии» ушкăна кĕрсе пĕрремĕш /çирĕплетнĕ/ пост айне комментари пек вырнаçтармалла. Конкурс çĕнтерӳçисем сумлă парнене тивĕçĕç, вĕсенчен пĕри — Чăваш Енри паллă орнитологпа Александр Яковлевпа хăйне евĕрлĕ экскурси. Ĕçсене пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерӳçе ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче палăртаççĕ.

www.hypar.ru Интернетри сăн ÿкерчĕк

Комментари хушас