Çĕнĕ центр уçăлчĕ

1 Пуш, 2023

Ҫĕнĕ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли центрта "Ҫул ҫитмен ҫамрӑксен хутшӑнмалли территори" центр /ТОП/ уҫӑлчĕ.

Ӑна савӑнӑҫлӑ лару -тӑрура уҫнӑ ҫĕре ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ. Вӑл ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ĕҫĕ-хĕлĕпе, шухӑш-кӑмӑлĕпе паллашрĕ. Пултаруллӑ яш-кĕрĕмĕн нумай ыйтӑвне хуравларĕ.
"Ҫамрӑксен командӑпа ĕҫлеме вĕренмелле. Кун пек центрсем малашне те уҫӑпӑр", - терĕ Олег Алексеевич.

Роза ВЛАСОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас