Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ

27 Кăрлач, 2023

ОМС страхланă граждансене çĕнĕ сервиссем сĕнет

Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ 2023 çулхи кăрлачран пуçласа Федерацин обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕ /малалла — ФОМС/ Раççей Федерацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствипе /малалла — Цифра министерстви/ пĕрле Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /малалла — ЕПГУ/ ОМС страхланă граждансем валли çĕнĕ сервиссене хута яни çинчен пĕлтерет.

ЕПГУра шута тăнă граждансем «Сывлăх» уйрăмра хăш-пĕр пулăшупа усă курма пултараççĕ те ĕнтĕ. Çав шутра — «Врач патне йышăнăва çырăнасси», «COVID-19-тан вакцинациленме çырăнасси». Çавăн пекех усă курнă медицина пулăшăвĕ, унăн хакĕ, ытти çинчен сведенисем илме пулать.

Ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă май граждансем хушма майпа — «ОМС полисĕпе ĕçлесси» сервиспа — усă курма пултарĕç. Вăл çапла тума май парать:

— ОМС системинче страхланса шута тăма;

— ОМС системинче страхланă çын страхланни çинчен калакан кăтартусене /страхлакан медицина организацийĕн ятне/ илме;

— страхланă çынна медицина организацийĕ çумне çирĕплетни çинчен калакан кăтартусене илме;

— страхлакан медицина организацине суйлама /улăштарма/;

— ОМС полисĕ вăйра пулассине чарса лартма /граждансен уйрăм категорийĕсемшĕн/;

— ОМС системинче страхланса çĕнĕрен шута тăма.

Хальччен пулнă тата çĕнĕ сервиссемпе ЕПГУра шута тăрса идентификаципе аутентификаци процедурисене вĕçленĕ кашни çын усă курма пултарать.Страхланнă çынсен çавăн пекех ФОМСа çĕнелнĕ кăтартусене илмешкĕн ирĕк памалла.

Аса илтерни вырăнлă: çын камне ĕнентерекен документсен кăтартăвĕсене, СНИЛСа, ОМС полисĕн номерне /«Сывлăх» уйрăмра — ФОМСран ыйтса пĕлмелле пулсан/ ЕПГУра çĕнетсех пымалла. Вĕсем пĕр килменни палăрсан кăтартусене çĕнетме хăвăрăн страхлакан медицина организацине памалла. Раççей Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессин хальхи тапхăрĕнче кăтартусем çĕнелессе 5 кун таран кĕтме тивет.

www.hypar.ru

Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Республикин ТФОМСĕн ĕçченĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.