- Чăвашла верси
- Русская версия
Арçынсем ăна юлма сĕнеççĕ
Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ Елена Раевская ача чухне Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Халĕ те çаплах. Юр Пике çи-пуçне тăхăнса уявсене çÿрекенскер çынсене, уйрăмах ачасене, савăнăç кÿме пултарнăшăн хĕпĕртет. Унччен те ăлкăра Юр Пике пулса курнăскер мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ-ха? 24-ри Елена уявсене кайсан мĕнле пăтăрмахсене çакланнă?
- Çĕнĕ çул мероприятийĕсенче Юр Пике пуласси мĕнрен пуçланчĕ?
- Ун пек çÿрекен Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем çинчен чылай çын илтнĕ-тĕр. Манăн та кăсăклану çуралчĕ, ачасене савăнтарас килчĕ. «Асатте» пулма пиччен юлташĕ килĕшрĕ. Пире укçа тÿленинчен те ытларах кĕçĕн çултисен хĕпĕртевĕ интереслĕччĕ. Уява 15 минутлăха пыма калаçса татăлсан та ытларах тăраттăмăр.
- Икĕ Çĕнĕ çулта сире хăнана миçе хутчен чĕнчĕç?
- Пĕлтĕр те, виçĕм çул та «ĕçе» раштавăн 23-мĕшĕнче пуçларăмăр. Кун каçипе вăтамран 3-4 киле çитеттĕмĕр. Пĕлтĕр Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче пурăнакан хăш-пĕр çемье йыхравларĕ. Тĕрĕссипе, районсене тухса çÿреме питĕ тăкаклă.
- Çĕнĕ çулăн тĕп хăнисем чăн-чăн маррине ачасем миçе çула çитсен пĕлеççĕ?
- Ултă çула çитнĕ ачасем иккĕленеççĕ, тĕлĕнерех пăхаççĕ. Паллах, эпир ĕнентерме, вĕсене хаваслă туйăм парнелеме тăрăшатпăр. Çи-пуçа та тĕплĕн хатĕрлетпĕр. 3-4 çултисемшĕн шур сухалпа унăн мăнукĕ чăннипех те пур. Пĕррехинче пĕр хĕр пĕрчи еплерех савăнчĕ, пире тахçанах кĕтнине хăйĕн чĕлхипе пĕрре мар каларĕ, пырса ыталарĕ.
- Хваттертен тухнă чухне кÿршисем хăйсем патне чĕнмеççĕ-и?
- Унашкалли те пулать. Уçă алăкран, çитĕннĕ çын хыçĕнче пăхса тăракан пĕчĕк ачана курсан ăна саламламасăр, парнепе савăнтармасăр епле тухса кайăн?
- Эсир садиксемпе шкулсене, килĕрен киле кăна мар, корпоративсене те çитетĕр. Каçхи уявсенчен епле кăмăлпа таврăнатăр?
- Кунашкал мероприятисене эпир çитнĕ тĕле пурте лайăх «хатĕрленеççĕ». Пурин те кăмăл лайăх. Карталанса тăраççĕ те симĕс чăрăш çинчен юрăсем шăрантараççĕ. Тĕрĕссипе, аслисем çапла хăтланнине курма хăнăхман эпĕ. Хăш-пĕр арçын Хĕл Мучине кайма хушса Юр Пикене юлма ыйтать.
- Эсир пĕр-пĕрне асăрхамасăр ятран чĕнни пулнă-и?
- Çук, йăнăшмалла ан пултăрччĕ. Уявра пĕчĕккисем кăна мар, çитĕннисем те пулаççĕ-çке-ха. Эпир юлташпа сценарие маларах хатĕрлетпĕр, вĕренетпĕр.
- Çĕнĕ çул асамлăхне е унпа çыхăннă тĕшмĕше ĕненетĕн-и?
- Эпĕ Хĕл Мучипе Юр Пике пуррине ĕненмесен те Çĕнĕ çул асамлăхĕн вăйне шанатăп, çавăнпа сехет йĕпписем Çĕнĕ çул пуçланнине пĕлтернĕ чухне ĕмĕтленетĕп. Анчах хăш-пĕр чухне темĕн çинчен те шухăшланăран мĕн ыйтнине те ас тăваймăн. Чи пысăк ĕмĕтсенчен пĕри - часрах çитĕнсе çемье çавăрасси тата ача-пăчаллă пуласси - пурнăçланчĕ. Хĕр ачасем нумай чухне çакăн пирки ĕмĕтленеççĕ мар-и-ха?
- Эсĕ Çĕнĕ çул уявĕпе киленме пултаратăн, ыттисене те савăк кăмăл парнелеме пĕлетĕн. Çак Юр Пике çуллахи шăрăх кунра епле пурăнать-ши?
- Эпĕ яланах хаваслă пулма тăрăшатăп. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп. Çывăх çыннăмсене Çĕнĕ çулта кăна мар, ытти чухне те савăнтарма тăрăшатăп.
Елена ТРОФИМОВА калаçнă.
Комментари хушас