Пĕр шут темиçе налука улăштарĕ

28 Чÿк, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Порфирьева кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен пĕрлехи налук шучĕ çинчен каласа пачĕ.

Вăл предпринимательсен, юридици тытăмĕсен налук тÿлевĕсем пĕр шут урлă пулассине вăя кĕртет. Çавна май налук тÿлекенсемшĕн чылай ыйту сирĕлет. Çав шутра — НДФЛ енĕпе те. Ăна, Людимила Германовна палăртнă тăрăх, предприятисен халь куллен тÿлеме тивет, Çĕнĕ çултан вара тÿлевсене куçарма пĕр кун пулĕ — кашни уйăхăн 28-мĕш кунĕ.

Олег Николаев та çĕнĕлĕх налук тÿлекенсен пурнăçне тĕпрен ансатлатнине палăртрĕ. Хальччен, сăмахран, налук шучĕпе ытлашши тÿленĕ укçана каялла тавăрасси чăрмавлă пулнă, ку налук тÿлекенсене кăмăлсăрлантарнă. Халь вара çак ыйту та сирĕлет — «ытлашшине» пулас тÿлевсен шучĕпе самантрах шута илĕç. Паллах, муниципалитетсен малтанлăха, кăрлач уйăхĕ тĕлĕшпе, чăрмавсем çуралма пултараççĕ: ыйтма ÿркенмелле мар — хуравсем пулĕç.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас