- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тантăш» 39 (4401), авăн, 25, 2014.
Пĕр тăван Олегпа Максим Федоровсем пирки: «Пирĕн хастар паттăрсем», - теççĕ Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма ялĕнче пурăнакансем. Мĕншĕн апла калаççĕ-ха? Ăна вара хаçат страницисенче вуласа пĕлĕр.
Иртнĕ эрнере Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕ çĕнĕ, 82-мĕш, сезона уçрĕ. Артистсем куракана тĕлĕнтерме яланах хавас. Ку хутĕнче те театрта «Пирĕн атте авланать» камит лартрĕç. Тĕплĕнрех - «Ÿнер кустăрми» рубрикăра.
8-мĕш страницăра Луиза Васильевăн интереслĕ калавĕсене вырнаçтартăмăр.
«Паттăрлăх» рубрикăра хăюллă пионер Костя Кравчук ĕçĕ-хĕлне çутатрăмăр.
Пурнăçри хăш-пĕр лару-тăрура вăл е ку чĕр чун этемрен чылай ăслăрах. Сисĕмлĕскерсем инкекрен те сыхланма пĕлеççĕ, пире те çăлса хăвараççĕ. «Чĕр чунсем те çара каяççĕ» статьяра пирĕн пĕчĕк туссен пысăк ĕçĕсем çинчен вулăр.
«Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурс малалла пырать. Ку хутĕнче Етĕрне районĕнчи Ванькушкăн ялĕн историне пичетлерĕмĕр. Ăна вулакансене Кивĕ Тинкеш шкулĕнче вĕренекен Таня Владимирова каласа парать.
Комментари хушас