Чăваш хĕрарăмĕ 40 (1268) № 13.10.2022

13 Юпа, 2022

 

Юрласа ĕçлесен чун уçăлать

Ашшĕсĕр çитĕннĕ

Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуçри ултă ачаллă çемьере çитĕннĕ Дария Никитична. Çут тĕнчене хĕрсем умлă-хыçлă килнишĕн кил хуçи мăшăрне çилленме пăхнă. Ара, ун чухне хĕрачасене çĕр паман. Виççĕмĕш пепке Дария хыççăн тин ывăлсем çуралнă. Унтан Матрена Александровна тепĕр хĕр пĕрчине кун çути кăтартнă.

«Эпĕ виçĕ çула çитсен атте колхоза кĕме шухăш тытрĕ. Пирĕн хура ăйăр пурччĕ. Ăна илсе кайма килчĕç. Лаша картишĕнче çаврăнса чупать, никама та тыттармасть», — пÿлĕмри пĕчĕк чÿречерен чĕвен тăрса сăнанине куçĕ умне кăларать 90-ри хĕрарăм. Ăйăра пур пĕрех колхоза çавăтса кайнă. Ăна хупнă витене те хăварман. Йăлтах сÿтсе илсе кайнă. Ашшĕ Никита Шуряков колхозра жнейкăпа тырă вырнă. «1942 çулта çуралнă йăмăка кÿмепе хире илсе каятчĕç. Мана ача пăхма шанатчĕç», — пĕчĕкренех яваплăха хăнăхнине çирĕплетет вăл. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Кăмпа яшки мĕнле тутлă…

Çумăр та çăвать, вăхăтăн-вăхăтăн тавралăха тĕтре те карса илет. Кĕрхи çанталăк хăйне евĕрлĕхĕ ку. Кунашкал кунсенче вăрманта кăмпа тухатех. Çут çанталăк тусĕсем çакна никамран лайăх пĕлеççĕ. «Шăпăрт сунара» çÿреме кăмăллакансене ăмăр çанталăк ура хумĕ паллах. Иртнĕ канмалли кунсем хĕвеллĕ те ăшă, çутă та янкăр пулнă май вăрмана пуçтарăнакансем уйрăмах йышлă пулчĕç-тĕр. Хĕвел йăл-йăл пăхнă чухне çынсем кунтăк йăтса утнине лăпкăн епле пăхса ларăн-ха? <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Мĕнле пулмалла чăн-чăн ашшĕн?

Ашшĕн кунне республикăра хăйне евĕр паллă тума хатĕрленеççĕ. Хĕрарăмсен регионри союзĕ, республикăри Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй тата Ашшĕсен канашĕ шкулсенче урок тулашĕнчи сехетсем ирттерме сĕннĕ. Вĕсене ашшĕсен статусĕпе çыхăнтарĕç. Асăннă мероприятисем Раççей Çут ĕç министертсвин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Пĕлтерĕшли çинчен калаçар» проектпа килĕшÿллĕн иртĕç.

Класс сехечĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерессишĕн ĕç тăвакан, вырăнти хăй тытăмлăх, депутатсен, общество организацийĕсен представителĕсем яваплă. ЧР Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçин Наталья Николаевăн шухăшĕпе, ашшĕн, арçыннăн çемьери ролĕ пирки ÿсекен ăрупа калаçни питех те пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех ачасемпе Ашшĕн кунĕ çинчен ятарласа сăмах хускатни те вырăнлă. «Эпир шкул ачисене тĕрлĕ арçын — вĕсем яланах Раççейшĕн, обществăшăн тĕрев шутланнă — историйĕпе паллаштарасшăн. Пирĕн паттăрсен кун-çулĕ вĕренекенсен чунне пăлхатасси пĕрре те иккĕлентермест», — палăртать Наталья Алексеевна. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Киле таврăннă

Ачана çемьере хăтлă. Анчах ашшĕ-амăшĕ пепкине тивĕçлĕ воспитани параймасан мĕн тумалла-ха? Çывăх çыннисем капланса пыракан ыйтусене хăйсен тĕллĕн татса параймасан тĕпренчĕк Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрне лекет.

«Пĕтĕмĕшле илсен, йывăрлăха лекнисем ачасене çемьене тавăрасшăн, — ăнлантарать центр ертÿçи Лариса Рябинина. — Анчах вĕсене специалистсен пулăшăвĕ кирлĕ». <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.