Хыпар 115 (27994) 11.10.2022
Чăваш Ен аграрийĕсем те хутшăннă
Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» курав кăçал юпа уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнче çирĕм тăваттăмĕш хут иртрĕ.
Унта 100 ытла компани хăйĕн экспозицине кăтартнă, çĕнĕ техникăпа, оборудованипе, наукăри çĕнĕлĕхсемпе, выльăхăн лайăх ăрачĕсемпе, регионсен ăнăçлă инвестпроекчĕсемпе паллаштарнă. Пĕтĕм Раççейри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕн çуртĕнче «Ылтăн кĕркунне» ятпа гастрономи фестивальне йĕркеленĕ. Юпан 9-мĕшĕнче фермерсен ярмăрккисенче регионсенчи ХФХсем çитĕнтернĕ-хатĕрленĕ апат-çимĕçе сутнă. Юпан 5-мĕшĕнче курава çитсе АПК çитĕнĕвĕсемпе РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин паллашнă, «Раççейĕн тата тĕнчен апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ» сессире сăмах каланă. Çĕршывра кăçал тырă, тип çу, сахăр, ашпа пулă тата вĕсенчен хатĕрлекен апат-çимĕç хăрушсăрлăх доктринин кăтартăвĕнче палăртнă чухлех туса илессине пĕлтернĕ. «Тыр-пул пухса кĕртес енĕпе 2022 çулта рекорд тăвасси халех паллă, — тенĕ вăл. — Тухăç пилĕк çул каяллахинчен те пысăкрах. Ун чухне 135 миллион тонна пуçтарса кĕртнĕ, кăçал 140 миллион ытла пулĕ. Çу юхтармалли культурăсен те тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çырлапа ÿсен-тăран та 1,5 миллион тонна çимĕç парасса — рекордпа савăнтарасса — шанатпăр». Правительство Председателĕ каланă тăрăх, ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине пурнăçлама кăçал федераци бюджетĕнчен 280 миллиард тенкĕ уйăрнă, агропром умне хăш-пĕр енĕпе йывăрлăх тухса тăнăран пулăшу калăпăшне 35% пысăклатнă. Ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев çивĕч ыйтусене те çĕкленĕ, хамăр туса илекен вăрлăх пурне те тивĕçтертĕр тата çиттĕр тесе наука учрежденийĕсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме сĕннĕ. «Хальлĕхе ял хуçалăх культурисене селекцилессине кирлĕ шайра туса пыраймастпăр. Ку ĕçе вăйлатассишĕн Ял хуçалăх министерствине 11 наука-тĕпчев институтне пачĕç», — тенĕ министр. Куравра аграри экспорчĕпе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. Унта регионсен ĕç тăвакан влаçĕн тата бизнес представителĕсем хутшăннă. РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Левин авăн уйăхĕн 25- мĕшĕ тĕлне АПК продукцийĕн экспорчĕн калăпăшĕ пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен 16% пысăкраххине, ытти çитĕнĕве палăртнă. Пĕрлехи сессире РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Андрей Разин ÿсен-тăран отраслĕн кăçалхи аталанăвне тишкернĕ, унăн 2023 çулхи тĕллевне уçăмлатнă. Унта РФ Промышленноçпа суту-илÿ министерствин, Россельхозцентрăн, регионсен АПКна ертсе пыракан органĕсен, отрасльсен союзĕсен, организацисен представителĕсем пулнă. АПКна аталантарассипе çыхăннă ытти ыйтупа та «çавра сĕтел» хушшинчи калаçусем, наука-практика конференцийĕсем иртнĕ. Курава унчченхи çулсенчи пекех Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. Ял хуçалăх техникин «Агросалон-2022» куравĕнче çĕнĕ техникăна тишкернĕ, трактор-машина туса кăларакан заводсен представителĕсемпе калаçнă. Унта 261 компани хăйĕн продукцине кăтартнă. «Пĕчĕк агробизнес: аталанмалли çĕнĕ майсем, интеграци умĕнчи чăрмавсем, хăйĕн ĕçне йĕркеленисен хăвачĕ» ыйтупа ирттернĕ «çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Кудрявцева хутшăннă. «Куравра Чăваш Ен предприятийĕсем хăйсене çуллен кăтартнăран республикăра туса кăларнă продукцие ытларах та ытларах пĕлеççĕ. Вĕсем паха тата таса продукци хатĕрлеççĕ. Конкурса хутшăнса награда нумай илнĕрен унăн ырă ячĕ çĕршывĕпех сарăлать», — çырчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн телеграм-каналĕнче. Жюри пирĕн предприятисен апат-çимĕçне пысăка хурса хак панă, вĕсем куравăн ылтăн, кĕмĕл тата бронза медалĕсене çĕнсе илнĕ. Ял территорине аталантармалли проектсемшĕн Чăваш Ен РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев алă пуснă Тав хутне тата медале тивĕçнĕ. Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăн ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программине пурнăçлама 1,3 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак укçана пуçару бюджечĕн проекчĕсене ĕçе кĕртме, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма, инженери инфратытăмне хывма явăçтараççĕ. Сергей Артамонов тата «Уралхим» обществăн суту-илÿ управленийĕн ертÿçи Роман Вшивков çĕре химизацилес тата хуçалăхсене агрохими тĕлĕшĕнчен пулăшас енĕпе информаципе консультаци хутшăнăвĕсене йĕркелесси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. «Уралхим» аммиак селитри, аммиак, карбамид, азот удобренийĕ туса кăларассипе çĕршывра малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. «Килĕшÿ завода та, пирĕн аграрисене те аталанма май туса парасса шанса тăратăп», — тенĕ Сергей Артамонов. «Эпир Чăваш Енпе темиçе çул килĕштерсе ĕçлетпĕр. Килĕшĕве виççĕмĕш хут çирĕплетрĕмĕр. Кăçал республика пирĕнтен минерал удобренийĕ 35 пин ытла тонна, е мĕн кирлин 60%, туянчĕ», — пĕлтернĕ Роман Вшивков. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Раççее хÿтĕлекенсене пулăшмалла»
«Ятарлă счет çине 10 пин тенкĕ куçартăм, — пĕлтерчĕ Шупашкарта пурăнакан 70 çулти Татьяна Петрова. — Манăн Тăван çĕршыв — Раççей. Ăна хÿтĕлекенсене пулăшмалла. Турă сыхлатăр вĕсене!»
Çĕршывра халăхăн пĕр йышне мобилизацилеме пуçласан Чăваш Енре «Пĕрле» фонд «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци пуçарчĕ, ятарлă счет уçрĕ. Унта республикăри ырă кăмăллă çынсем, предприяти-организаци Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăнă ентешсене пулăшма укçа куçараççĕ. Юпа уйăхĕн 10- мĕшĕ тĕлне ятарлă счет çинче 13,9 миллион тенкĕ пухăннă. «Укçа пуçтарни Раççей хăйĕн салтакĕсене пăхма вăй çитерейменнине пĕлтермест, — терĕ Чăваш Енри азербайджансен пĕрлĕхĕн ертÿçи Азиз Бадиров. — Çапла майпа халăх кăмăл-туйăмне палăртать. Кунта наци пĕлтерĕшлĕ мар, Раççей гражданинĕ тĕк — пулăшмалла. Никама та пусахламаççĕ, пĕтĕмпех çынсен ирĕкĕпе пулса пырать». Культура автономийĕсенчен чи малтан «Чăваш Енри азербайджансен лиги» мобилизациленисене пулăшас ĕçе хутшăннă. Вĕсем пĕрлехи пухмача 81 пин тенкĕ хывнă. Азиз Бадиров çирĕплетнĕ тăрăх, ку пуçламăшĕ кăна-ха. «Эпир мар тăк — тата кам? Малашне те пулăшас тĕллевлĕ», — терĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн пĕр эрнери шалăвне çар ретне тăнă граждансене пулăшма янă. «Çынсем тĕрев пуррине туйса тăччăр тесен пирĕн хамăртан мĕн килнине йăлтах тумалла. Республикăн резерв фондĕнчен салтаксем валли экипировка туянма укçа уйăртăмăр. Предприятисем те, граждансем те çак ĕçе хутшăнас тĕллевлĕ. Çавна май «Пĕрле» фондпа ятарлă счет уçрăмăр. Сăмах май, фонда 2020 çулта Чăваш Енри пысăк предприятисем йĕркеленĕ. Вĕсем пĕрле ыр кăмăллăх акцийĕсене, социаллă программăсене хутшăнаççĕ», — пĕлтерчĕ Олег Николаев. Республикăри ял хуçалăх тата промышленноç, ытти отрасль предприятийĕсем мобилизациленĕ граждансене пулăшма хастар хутшăнаççĕ. Чăвашпотребсоюз, Соколова, Пронин предпринимательсем, «Лорд», «Фасады и декоры», «Энергофинанс», «Шумтранс АВТО», «ДвериЯ», «Звезда 21», «Магистраль», «Дубров», Шупашкар районĕнчи «Прогресс» пĕрлешÿ, «ВПП», «Чурачăк», «ВНИИР-ПРОГРЕСС», «Отделфинстрой», «Лента», «Нерия», «Аквапром», «Газпром газораспределение Чебоксары», «Эко Продукт», «Баракат», «Батыр±», «Россы-Поречье» пĕрлĕхсем, Етĕрнери спирт завочĕ, «Пике» çĕвĕ фабрики, Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ, Шакиров, Семенов, Ямуков хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Красное знамя» тата «Память И.Н.Ульянова», «Батыревский» хуçалăхсем, ытти предприяти-организаци счет çине самай пысăк укçа куçарнă. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем 100 пин ытла тенкĕ хывнă. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тата ведомство специалисчĕсем те ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшма тÿпе хывнă. «ЧР Культура министерствине пăхăнса тăракан учрежденисенче ĕçлекенсем те акцие хутшăнасса шанатăп», — палăртрĕ Светлана Каликова. «Тăван çĕршыва, ирĕке кăларнă территорисенче пурăнакансене хÿтĕлеме кайнисене пулăшасси — пирĕн пĕрлехи тивĕç», — терĕ Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов. — Чăваш халăхĕ яланах нимелле ĕçлесе пурăннă, йывăрлăхсене пĕрле парăнтарнă. Пирĕн вăй — пĕрлĕхре». Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чăваш Республикинчи ИТ-кластер» ассоциаци правленийĕн председателĕ Владимир Лидерман та çĕнтерĕве туптас ĕçе тÿпе хывнă: акцие хутшăнса фонд счечĕ çине пĕр эрнери шалăвне куçарнă. «Ентешсене хăтлă туйма пулăшакан хатĕрсемпе пĕрле тивĕçтерме пултарасса, çапла майпа вĕсене çар тĕллевĕсене туллин пурнăçлама пулăшасса шанса тăратăп», — терĕ Лидерман. «Çут тĕнчере нихăçан та пĕлтерĕшне çухатман ăнлавсем — шанăç, ĕненÿ тата юрату — пур. Тĕнче лайăхрах пулассине шанса ĕмĕрсем хушши тунине юратмалла, упраса хăвармалла, — «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцие хутшăннин тĕллевне уçăмлатнă май пĕлтерчĕ «Чăваш Республикинчи ИТ-кластер» ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ, «ЛИДЕР СОФТ» компанин директорĕ Марина Мандракова. — Ентешсем пурте киле ырă-сывă таврăнччăр. Манăн пĕчĕк тÿпе çакна ĕненнин пĕр пайĕ пултăр. Манпа ыттисем те пĕр шухăшлă пуласса шанатăп!» «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн хастарĕсем те акцие чи малтисен шутĕнче хутшăннă. «Ентешсене пулăшмалла. Пирĕн çĕршыв, пирĕн халăх çакăнпа уйрăлса, палăрса тăрать те: шăпах çакнашкал самантсенче чăмăртанса пĕр-пĕрне пулăшать», — терĕ пĕрлĕх председателĕ Андрей Семенов. Хăй вăл фонда 100 пин тенкĕ хывнă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Чавса кăларнă сехет салтакăн ятне палăртма пулăшнă
Çурла уйăхĕнче Калуга облаçĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Хĕвел анăç фрончĕ. Варшава çулĕ» çарпа истори экспедицийĕ иртнĕ. Унта Беларуçран, Узбекистанран, Эстонирен, Латвирен, Казахстанран, Кăркăсстанран тата Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен 500 ытла çын хутшăннă. Экспедици Барятино районĕнчи Цветовка ялĕ çывăхĕнче пуçланнă. Шăпах çавăнта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 1942 çултан пуçласа 1943 çулхи çуркуннеччен хăрушă çапăçусем иртнĕ. Астăвăм вахти çинчен Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕн Чăваш Енри патшалăх тĕп инспекторĕ Валерий Галямин каласа кăтартрĕ.
— Астăвăм вахтине эпĕ пĕрремĕш хут каймастăп. Кăçал Калуга тăрăхĕнче çăмăл мар вырăнта ĕçлерĕмĕр. Зайцева гора ялĕ çумĕнче пысăк ĕç пурнăçларăмăр. Экспедицире Хĕрлĕ çарăн 166 салтакĕпе командирĕн шăмми-шаккине тупнă. Çав шутра пи¬рĕн отряд — çиччĕшне. Улттăшĕн ячĕсене палăртма май килчĕ. Тĕслĕхрен, пĕр салтака алла çыхмалли сехетĕн шал енчи хупăлчинче ятне çырнинчен уйăрса илнĕ. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче çак тăрăхра тупнă 182 салтака «Подрыв» çар масарĕнче пытарнă, — паллаштарчĕ Валерий Иванович. Вĕсен отрядĕнче вун ултă çын: Тăвай районĕнчи шкулăн «Шыравçă», Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕн «Эпир астăватпăр», Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуç ялĕн библиотекин «Улăп», Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕн «М.Шуйцев ячĕллĕ «ВПК» шырав командисем. Валерий Галямин Чăваш наци радиовĕн журналисчĕпе Родион Архиповпа пĕрле хăйĕн машинипе çула тухнă. «Эпир астăватпăр» отряд ертÿçи тăрăшнипе шăпах çак тăрăхра Чăваш Енре çуралса ÿснĕ 100 ытла салтак пуç хунине палăртнă. — Кăçал çанталăк çумăрлă пулнă¬ран уйрăмах йывăр килчĕ. Чăваш шы¬равçисен 1000 çухрăма парăнтарма тиврĕ. Çут çанталăк та хăйĕнне тăвать. Нÿрĕке пула авалхи япаласен упранаслăхĕ çулсерен чакать. Хăш-пĕр вырăна кĕме те йывăр. Астăвăм вахтине уçнă чухне экспедици ертÿçи Елена Цунаева шыравçăсене ăнăçу сунчĕ. Ĕç вăхăтĕнче шурлăха пырса тухрăмăр. Вăл вырăнта шырав ĕçĕ пĕрремĕш хут иртмест пулин те сукмаксем хыт хура пусса илнĕрен çухалаççĕ. Пирĕнтен пĕри те хăраса каймарĕ. Туслăн ĕçлесе, пĕрпĕрне пулăшса май тупрăмăрах. Кĕреçепе, вĕренпе усă куртăмăр — пĕр вырăнта тăма юрамасть. Хăранине пĕри те кăтартмарĕ. Тĕрĕссипе, пуриншĕн те хăрушă пулни кайран палăрчĕ. Пирĕн отряд икĕ кашăк тупрĕ. Юнашар ĕçлекенсем алла çыхмалли сехет чавса кăларса салтакăн ятне палăртма пулăшрĕç. Сехет çине ятне çырнăччĕ, — каласа кăтартрĕ шыравçă. <...>
Вероника ВОЛКОВА.
♦ ♦ ♦
Çÿллÿ тусемпе, пальмăсемпе илĕртекен Абхази
Лара-тăра пĕлмен, ялан аталанма май шыракан маттур чăваш ачи Дмитрий Мясников кăçалхи шăрăх çу кунĕсене ахаль ирттермен. Самар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Тутарстанра вĕренсе, ĕçлесе пурăнакан каччă Шупашкарта пулнă, чăваш халăхне çыхăнтарса тăракан тĕп хуламăрăн илемне курса киленнĕ. Кулленхи пурнăçа çĕнĕ варкăш кĕртесси çакăнпа çеç вĕçленмен-ха унăн: вăл юлташĕсемпе пĕрле Сочие çитнĕ, унтан вара — Абхазие. Çак çул çÿрев пирки Дима тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.
Аваллăх сĕмĕ сисĕнет
— Кăнтăр енчи региона самолетпа вĕçрĕмĕр. Лăпкă хулара чарăнтăмăр, унти пляжра çын нумаях марччĕ, пире ку питĕ савăнтарчĕ. Сочири илемлĕ вырăнсене курса çÿрерĕмĕр: «Роза Хутор» ту курорчĕ, «Сочи Парк» кану центрĕ. Унтах Абхазие кайса курмашкăн тур туянма май пулчĕ. Çав вырăнсене мухтанине сахал мар илтме тÿр килнĕччĕ: юмахри пек илем, мăнаçлă тусем, Хура тинĕс… Çавăнпа юлташсемпе калаçрăмăр та çитсе курасах терĕмĕр. Ирхине 3 сехетре тухса кайрăмăр та каялла çур çĕр иртни пĕррере çеç таврăнтăмăр, — аса илчĕ Дима. Пĕр талăк пек çÿрени те Абхазин паллă вырăнĕсене курса киленме май парать иккен. Паллах, опытлă экскурсовод пулсан ĕнтĕ. Унсăрăн ăçта каймаллине пĕлмесĕр шыраса çÿресех чылай вăхăт иртĕ. Палăртмалла: Абхази — пысăках мар çĕршыв. Вăл çичĕ облаçа пĕрлештерсе тăрать. Тĕп хули — Сухум. Çак çĕршывра пурăнакансен йышĕ 245 пин çын патнелле çывхарать. Абхазие кĕнĕ чухне, паллах, чикĕ урлă каçмалла. Ку тăрăха çитсе кĕрсенех малтанлăха ытла темех çук пек, пуян инфратытăма асăрхамастăн. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вăрçă тÿссе ирттерни те хăйĕн йĕрне хăварнă. Тахçан çынсем пурăннă, унтан çаратса пĕтернĕ çуртсене курма пулать. Илемлĕ вырăнсем вара шаларах иртсен куç тĕлне пулаççĕ. Хăш-пĕр вырăнта, сăмахран, аваллăх сĕмĕ те сисĕнет. Çак тавралăха Иосиф Сталин та килĕштернĕ. Кунта унăн пулнă дачисем те упранса юлнă. Дима каланă тăрăх, Абхазин Культура министерстви туристсем валли пĕр маршрут çирĕплетнĕ. Çавăнпа унта курма пыракансене пĕр çулпах ертсе çÿреççĕ. Чи тутлă экскурси теме пулать ĕнтĕ ăна, мĕншĕн тесен çул çинче тĕрлĕ апат-çимĕç, ĕçме тутанса курма пулать. Кашни вырăнта палăртнă вăхăтран ытла пулаймастăн. Паллах, унсăрăн ытти çĕре ĕлкĕрейместĕн-çке. Турист йышлă пулнăран автобуссем те пĕр-пĕрин хыççăнах килсе тăраççĕ — вĕсене черетре нумай кĕттерме, ту çинче пăкă йĕркелеме аван мар. Мĕн ĕçлесе пурăнать-ха Абхази халăхĕ? Иçĕм çырли ÿстерет, хĕрлĕ эрех хатĕрлет, вĕлле хурчĕ тытать, пыл юхтарать…
Пыл çыпăçмасть те, çунмасть те
Чĕлхе енчен ăнланманлăхсем сиксе тухманнине палăртрĕ Дима. Хăйсен хушшинче абхаз чĕлхипе калаçсан та туристсемпе вырăслах сăмах ваклать вырăнти халăх. Кафе-столовăя кĕрсен наци уйрăмлăхĕ тата сисĕмлĕрех иккен. — Экскурсовод пире наци апат-çимĕçĕнчен хăшне тутанса курмаллине те сĕннĕччĕ. Шел, хăшĕ-пĕрин ятне астуса юлма йывăртарах. Аш-какайран пĕçернисем питĕ килĕшрĕç. Куккурус пăтти аван — мамалыга теççĕ ăна. Тен, пурте кăмăлламаççĕ те пулĕ, пирĕн патра ун пеккине хатĕрлемеççĕ-çке. Анчах эпĕ ял ачи вĕт, пăтă çиме хăнăхнă. Манăн юлташсем хулара ÿснĕрен çиесшĕнех пулмарĕç. Мамалыгăна тăвар ямаççĕ. Ăна çисе аванах тăранма пулать, çавăнпах пулĕ çак апата абхаз çăкăрĕ теççĕ. Ку тăрăхра кĕрекене пуçтарăнсан кашни сĕтел çинех мамалыга лартаççĕ, вăл тĕп апат шутланать. Ăна тĕтĕмленĕ ашпа, «Сулугун» сырпа е йÿçĕтнĕ сĕтпе аджикăран хатĕрленĕ сивĕ соуспа çиеççĕ. Çавăн пекех унта хачапури хатĕрлеççĕ. Вырăнта пурăнакансем ăна ачаш теççĕ. Хачапурие тăпăрча аса илтерекен килте хатĕрленĕ сырпа тултараççĕ, çăмарта та хушма пулать. Чи кирли, ăна вĕриллех çимелле. Ĕçмесенчен темиçе тĕрлĕ хĕрлĕ эрех тутанса курма сĕнеççĕ. Чи хăватли — чача, — терĕ Дима. Абхази пылĕ пирĕн патринчен чылай урăхларах. Çакна Дима хăй курса, тутанса ĕненнĕ. Пахалăхне тĕрĕслеме хăйсен меслечĕсем те пур унта пурăнакансен. Турилккене кăштах пыл яраççĕ, пÿлĕм температурипе пĕр килекен шыв хушаççĕ. Çакăн хыççăн турилккене çавăраççĕ. Вара пыл хăйĕн карасĕнче мĕнле пулнă, çав кÿлепене йышăнмалла — ултă кĕтеслĕх пек пулмалла ĕнтĕ. Сахăр хушсан вара вăл çакнашкал тĕрĕслеве тухаймĕ. Тепĕр меслет — алла пыл сĕрсе тĕрĕслесси. Лайăх пахалăхли çыпăçмасть, ÿте крем пекех сăрхăнать. Тата тепĕр меслет те пур: хут çине сĕрсе тĕрĕслесси. Пыллă вырăн çунмасть иккен. Унăн пахалăхне упраса хăвармашкăн ăна тăм куршакпа сутаççĕ, шалтан ăвăс сĕреççĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас