Хыпар 112 (27991) 04.10.2022

4 Юпа, 2022

Ача сачĕсенче чăваш сăмахĕ янăрать

«Пирĕн республикăра пурăнакан мĕн пур халăха хăйĕн культурипе йăли-йĕркине тата тăван чĕлхине сыхласа упрама майсем туса памалла», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Чăваш чĕлхине сыхласа хăварас, вĕрентес тата аталантарас тĕллевпе ятарлă программа çирĕплетнĕ. Шупашкарти шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ачасене чăваш чĕлхин илемне туйма вĕрентеççĕ-и? Наци культурипе, республика кун-çулĕпе, халăх йăли-йĕркипе паллаштараççĕ-и? Çак ыйтусен хуравĕсене шыраса хулари садиксене çитсе куртăмăр.

Вăйă урлă вĕрентеççĕ

Шупашкарти 75-мĕш садикре, Елена Колесникова воспитатель каланă тăрăх, чăваш чĕлхипе тăван ене юратма вĕрентес тĕлĕшпе садикре нумай ĕç тăваççĕ. «Занятисем валли кăтарту материалĕсем хатĕрлетпĕр. Ачасене чăвашла вĕрентнĕ чухне вăйă мелĕсемпе анлăн усă куратпăр. Калаçу чĕлхине аталантарма тăрăшатпăр. Кашни халăхăн чĕлхиех хăйне евĕрлĕ. Чăвашсен те уйрăм сасăсем пур. Ачасене чăвашла калаçма вĕрентес тесен малтан çав сасăсене евĕрлеме вĕрентмелле. Кунта пире ассоциаци меслечĕ пулăшать. Тĕслĕхрен, «ă» сасса вĕреннĕ вăхăтра йĕрекен ачана лăплантарнă чухне калакан йăпатмăшсене евĕрлетпĕр, «ÿ» сасса çил уланă пек кăтартатпăр, «ç» сасса çĕлен сассипе танлаштаратпăр», — терĕ Елена Константиновна.

Физкультура занятийĕсенче чăваш вăййисене выляççĕ тата чăваш сăмахĕсене калаççĕ, физкультура тăхтавĕсенче, музыка занятийĕсенче чăваш юрри-сăвви янăрать. Кулленех чăвашла сывлăх сунаççĕ, апат çиме ларас умĕн «Апачĕ тутлă пултăр» теççĕ. Ятарлă занятисенче чĕлхене чăваш сăмахĕсемпе пуянлатас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ.

Садик республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекипе килĕштерсе ĕçлет. Шăпăрлансем вулавăшри «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем» клуба çÿреççĕ. Библиотекарьсем ачасемпе тĕрлĕ заняти ирттерсе вĕсен тавра курăмне анлăлатма пулăшаççĕ. Унта иртекен кĕнеке презентацийĕсене хутшăнаççĕ. Чăваш кĕнекин эрнинче садик ачисем вулавăшра — кĕтнĕ хăнасем. Вĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ: сценкăсем кăтартаççĕ, юрлаççĕ, сăвăсем вулаççĕ.

— Хăш-пĕр ачан ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçать, çавăнпа вĕсем юратсах вĕренеççĕ, тăван чĕлхе занятийĕсене те хаваспах çÿреççĕ, лайăх йышăнаççĕ. Çулла кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче ялта пурăнакан ачасем чăваш чĕлхин занятийĕсенче хастар. Ялтан куçса килнĕ ачасем чăвашла ирĕклĕнех калаçаççĕ, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Елена Колесникова. Тавра пĕлÿ кĕтесĕнче паллă çынсен портречĕсем, чăваш ялавĕ, савăт-сапа, çăпата, ытти япала пур. Чăвашла кĕнеке те нумай. Илĕртÿллĕ хуплашкаллăскерсене ачасем савăнсах алла тытаççĕ-мĕн.

Чăваш чĕлхипе культурин эрнинче те тĕрлĕ мероприяти иртет. Концерт йĕркелесси йăлана кĕнĕ, унта пĕчĕк артистсем ашшĕ-амăшне чăваш юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Занятисенче паллă çынсем /тĕслĕхрен, Иван Яковлев/ çинчен каласа кăтартаççĕ. Аслă воспитатель Ольга Пидченко пĕлтернĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕ валли ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ, кулинари батлĕсем валли наци апат-çимĕçне хатĕрлесе килеççĕ. Юлашки çулсенче вĕсене онлайн мелпе йĕркеленĕ. Ачасем музейсене, театрсене çÿреççĕ. Чăваш тĕррин музейĕнче те пĕрре мар пулнă. Туслăх çуртĕнчи куравсемпе паллашаççĕ.

Садикре куçса çÿрекен музей ĕçлет. Унта авалхи чăваш япалисем – тĕрĕпе илемлетнĕ кĕпесем, тухья, çăпата, пир тĕртмелли хатĕрсем, теттесем, музыка инструменчĕсем, т.ыт. — упранаççĕ. «Ачасем вĕсене тытса пăхса аваллăх асамлăхне туйма пултараççĕ. Воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ пуçтарнă экспонатсемпе занятисенче те усă кураççĕ», — терĕ Ольга Валерьевна.

75-мĕш садик ачисем конкурссенчен те юлмаççĕ. Акă Хусанкай вулавĕсене кашни çул хутшăнаççĕ. Ачасем чăваш поэчĕсен сăввисене вуласа малти вырăнсене темиçе хут та йышăннă. Чăваш чĕлхине халăхра сарас, ачасене тăван культурăпа паллаштарас тĕллевпе хулара та чылай конкурс иртет. Шупашкар хулин администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕпе Шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвне аталантаракан центр методика кăтартăвĕсен, лэпбуксен /хуçланакан кĕнекесем/, ÿкерчĕксен конкурсĕсене йĕркелет. Халăх пултарулăхĕн «Хунав» конкурсĕнче те кашни çулах парне çĕнсе илеççĕ. Кăçал унта видеороликсем ÿкерсе ярса панă. Чăвашла пĕлекен воспитательсем уйрăм занятисем ирттереççĕ. 46 педагогран 11-шĕ чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Ача сачĕн ютуб-канал та пур. Унта концертсенче, конкурссем валли ÿкернĕ видеоролик чылай. Вĕсен хушшинче чăваш культурипе çыхăнни те сахал мар. Акă, сăмахран, Сăр хÿтĕлев чиккине тума хутшăннисене халалласа чăваш мультфильмĕ хатĕрленĕ. Ăна тума педагогсем ачасене те явăçтарнă. Калининградри 20-мĕш садикпе çыхăну тытаççĕ. Çулталăкра виçĕ-тăватă хут телекĕпер йĕркелеççĕ. Ун чухне садик ачисем чăваш йăлисене тата тĕррисене кăтартаççĕ, чăваш вăййисене выляççĕ, чăваш юррисене шăрантараççĕ, чăваш сăввисене вулаççĕ. Калининградрисем хăйсен культурипе паллаштарнă. Нумаях пулмасть черетлĕ телекĕпер иртнĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Салтаксене пурте пĕрле пулăшар

Мобилизаци ыйтăвĕпе Чăваш Енре «хĕрÿ лини» ĕçлет. Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса «122» номерпе халăхран 10 пин ытла шăнкăрав йышăннă.

Кашни çăхавра — çын шăпи

Çакăн çинчен тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура цифра министрĕ Кристина Майнина пĕлтерчĕ. Çынсен ыйтăвĕсене медицина катастрофисен центрĕн 17 операторĕ хуравлать. Шăнкăравлакансене темĕн те канăçсăрлантарать — повестка панинчен тытăнса мобилизациленисен тата вĕсен çемйисен социаллă ыйтăвĕсене татса парасси таран. Малтанхи кунсенче шăнкăрав пушшех нумай пулнă — куллен 500 ытла. Халĕ ыйтусем чакни палăрать. Министр пытармарĕ: çăхав та чылай — унашкаллисене 24 таранах шута илнĕ.

«Эппин, эпир паракан информаци çынсем патне çитет, вĕсем лару-тăрăва ăнланаççĕ», — терĕ Олег Николаев çынсен ыйту сахалланнин сăлтавне уçăмлатса. Çав вăхăтрах вăл мобилизаципе çыхăннă кашни çăхав тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Мĕншĕн тесен çавнашкал кашни ыйтура — уйрăм çын шăпи. Ку малашне унашкал пăтăрмахсем пуласран сыхланма та кирлĕ. Çав вăхăтрах çăхав çырса паянхи лару-тăрупа хăйсем пирки пĕлтерес тĕллевпе кăна усă курас кăмăллă çынсене тăрă шыв çине кăларни те пысăк пĕлтерĕшлĕ: «Паян кашни минут хаклă — кирлĕ мар ыйтусемпе аппаланни вăхăта сая ярать».

Олег Алексеевич çавăн пекех мобилизациленĕ ентешсене пулăшмалли çинчен те каларĕ. Республика резерв фончĕн укçипе вĕсем валли амуници туянма йышăннă. Хĕл çывхарать, çак тапхăрта, сăмахран, салтаксене ăшă тумтир питĕ кирлĕ пулĕ. Республикăра пурăнакансен «Атăл» батальона, мобилизациленисене пулăшас кăмăлĕ пысăк — ку ĕçе кирлĕ пек йĕркелемелле. Çак тĕллевпе «Пĕрле» ыр кăмăллăх фончĕ ятарлă шут уçнă.

Аса илтерни вырăнлă: çак фонда 2020 çулта йĕркеленĕ, регионти чи пысăк предприятисем пандемипе кĕрешме хăйсен тÿпине хывнă. Халĕ вара вăл Украинăри çар операцине хутшăнакансене пулăшать. Олег Николаев хăйĕн пĕр эрнери ĕç укçине фонда парасси çинчен пĕлтерчĕ. Фондăн ĕç тăвакан директорĕ Наталия Колыванова ятарлă шут çине чи малтан Чăвашпотребсоюз, «Лорд», «Энергофинансгрупп», «Фасадсемпе декорсем», «Шумтранс Авто» компанисем, «Элита» çĕвĕ фабрики, Нина Соколова тата Александр Пронин предпринимательсем, ытти предприяти укçа куçарнине çирĕплетрĕ. Хальлĕхе 1,3 миллион тенкĕ пухнă — акци малалла пырать. Наталия Витальевна палăртнă тăрăх, укçан кăна мар, хăйсен продукцине парса пулăшас кăмăллисем те чылаййăн. Сăмахран, ятарлă тум çĕлекен темиçе предприниматель хăйсен продукцине сĕнет. Çак темăна тăснă май культура министрĕ Светлана Каликова юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» патриотизм концерчĕ иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Билет сутса пухакан укçана пĕтĕмпех «Пĕрле» фонд урлă мобилизациленĕ граждансем валли пама палăртнă. Олег Николаев билет хакĕпе кăсăкланчĕ. «1 пин тенкĕ — хăш ретре пулнине пăхмасăр. Çавăнпа сценăна çывăхрах вырнаçас кăмăллисен билетсене халех туянма тăрăшмалла — вĕсем сутлăхра ĕнтĕ», — пулчĕ хурав. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертÿçисене хăйсен районĕсемпе хулисенче те çакăн йышши мероприятисем йĕркелеме сĕнчĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Сентресем çинче – хамăрăн пахча çимĕç

Шупашкар администрацийĕ «Кĕр парнисем» ярмăрккă çак эрне вĕçленичченех тăсăлассине пĕлтерчĕ. Вăл «Николаевский», «Çурçĕр» суту-илÿ комплексĕсенче, «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕн лапамĕнче тата фермерсен суту-илÿ ретĕнче куллен, 9-15 сехетсенче, ĕçлет. Ку хыпар тĕрĕсех-ши? Ыйтăвăн хуравне уçăмлатас тĕллевпе иртнĕ канмалли кун хайхи пасарсене çитсе куртăм.

Ирхи 9 сехетре Элкер урамĕнчи фермерсен суту-илÿ ретĕнче çын йышлăччĕ, тăрса сутмалли 60 вырăнтан пĕри те пушă марччĕ. Çынсем вăтăр ытла продукци — çав шутра пахча çимĕç, пыл, тăпăрчă — туянатчĕç. Çакна палăртас килет: фермерсен речĕ — хальлĕхе Шупашкарта ярмăрккă ирттермелли чи хăтлă лапам. ЧР Ял хуçалăх министерстви тăрăшнипе ăна кăçал хута ячĕç. Кунта сентресем тимĕртен, сутмалли вырăнсем тăрăллă — çумăр анмасть. Лапама куллен шăлса тасатаççĕ, алла çума та вырăн пур.

Суту-илÿ епле пынине хулари Мускав райадминистрацийĕ тĕрĕслесех тăрать. Унăн представителĕ манпа, ялтан сутма килнисемпе калаçса тăраканскерпе, кăсăкланма та вăхăт тупрĕ. Журналист удостоверенине кăтартсан: «Хаçатра ярмăрккă ĕçне çутатнине ырлатпăр», — терĕ. Райадминистрацин суту- илÿ секторĕн ертÿçи Артем Лаврентьев фермерсен ретĕнче суту-илÿ епле пыни çинчен каласа кăтартрĕ:

— «Кĕр парнисем» ярмăрккă кунта та авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Муркаш, Красноармейски, Элĕк, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенчи, Шупашкар хулинчи фермерсем, кил хуçалăхĕнче пахча çимĕç çитĕнтерекенсем хăйсен продукцине куллен сутаççĕ, — терĕ вăл. — Вырăн йышăнас текен нумай, вăл пурне те çитмест. Çавăнпа ирех килеççĕ, каç пулсан çеç каяççĕ. Калăпăр, авăнăн 19-25-мĕшĕсенче çĕр улми — 102 пин, пахча çимĕçпе ытти тавар 200 пин ытла тенкĕлĕх сутрĕç. Ăна ветерансен, патшалăх çăмăллăхĕпе усă куракансен хваттерне волонтерсем транспортпа тÿлевсĕр илсе кайса параççĕ. Тăрса сутмалли вырăншăн укçа тÿлеттерместпĕр. Çавăнпа кунта килме тăрăшаççĕ.

Епле хакпа сутаççĕ-ха? Кашни килограмм пан улмине — 30-50 тенкĕлле. Вăтам хак — 40 тенкĕ. Танлаштарма тесе Шупашкарти кивĕ автовокзал çумĕнчи суту-илĕвĕн супермаркетне кĕтĕм, пахча çимĕçпе улма-çырлан хакĕпе кăсăклантăм. Çичĕ тĕрлĕ пан улмин кашни килограмне 79-139 тенкĕлле, çиччĕшне вăтамран 102 тенкĕлле туянма сĕнеççĕ, фермерсен ретĕнчен 2,5 хут хаклăрах сутаççĕ.

Пан улми кăçал республикăри нумай районта ăнса пулнă. Чылайăшĕ вырнаçтараймасть, вун-вун тонна çĕрсе пĕтет. Фермерсен ретĕнче сутакан пан улмин тĕрлĕ сортне пăхса савăнтăм. Ентешсем ăна çитĕнтерме ăста. Акă, пĕр хĕрарăм вырăнти грушăна туянчĕ, пĕр килограмшăн 120 тенкĕ тÿлерĕ. Супермаркетра вара вăл 135-150 тенкĕ тăрать. Фермерсен помидорпа ыхра та, ытти хăш-пĕр продукци те йÿнĕрех.

Хакпа паллашса малалла утатăп. Çĕр улмин пысăкрах пайне — 20-25, пĕр сентререн шултрине 35 тенкĕлле сутатчĕç. Кашни килограмм кишĕре — 30-35, пуçлă сухана — 30-40, купăстана — 20, ыхрана — 200, помидора — 60-80, кабачока — 50, хĕрлĕ кăшмана 35-40 тенкĕлле туянма сĕнеççĕ.

— Сутмалли вырăншăн пирĕнтен укçа илменни питĕ лайăх, — терĕ Муркаш районĕнчен килнĕ Николай Петров. — Тен, кил хуçалăхĕсенчен çавăнпа йышлăн килеççĕ? Çулла-кĕркунне ирех çитсе вырăн йышăнмасан сутма вырăн юлмасть.
Муркаш районĕнчи К.Сумкова фермер хуçалăхĕ хăйĕн ферминчи чăхсенчен илекен çăмартана туянма сĕнет: пĕрремĕш сортлин 10-шĕ — 65, иккĕмĕш сортлин 55 тенкĕ тăрать.

Пăхса çÿренĕ хушăра çумăр пĕрĕхсе иртрĕ, сутакансем йĕпенмерĕç. 11 сехет çитеспе хулари «Çурçĕр» суту-илÿ комплексĕн умне çитрĕм. Унта автотранспорт тăратмалли лаптăк пысăках мар. Çапах вăл 10 вырăна йышăннăччĕ. Пахча çимĕçпе çĕр улмисĕр пуçне апат-çимĕç те пурччĕ. Эпĕ шăнтнă скумбрие, самай шултраскере, лайăх хакпа — пĕр килограмшăн 230 тенкĕ парса — туянтăм.

— Паян çĕр улми вăраххăн каять, — терĕ Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр çынни, пахча çимĕçне хăйĕн кил хуçалăхĕнче çитĕнтернĕскер. — Мĕншĕн тесен ветерансемпе çăмăллăхпа усă куракансене тÿлевсĕр леçсе пама транспорт уйăрман. Ăна волонтерсем кĕтрĕç — килмерĕ.

Лапамра хула çумĕнчи сад юлташлăхĕсенче, кил хуçалăхĕсенче ÿстернисем те суткалаççĕ. Пахча çимĕç хакĕсем фермерсен ретĕнчи пекех. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Егор Васильев-Бурзуй пан улми, слива туянма сĕнчĕ.

А.Николаев космонавт урамĕнчи «Николаевский» суту-илÿ комплексĕ те ял çыннисене пахча çимĕçе ваккăн сутма çуллен вырăн уйăрать. «Вăл ярмăрккăна мĕнле йĕркеленĕ-ши?» — тесе унта та пултăм. Етĕрне районĕнчи кил хуçалăхĕнче пыл туса илекен Елена Соколовăна çеç куртăм. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çар комиссариатне хăйсен ирĕкĕпе чылаййăн килеççĕ

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăхăн пĕр пайне мобилизацилесси çинчен указ кăларчĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче йĕркене уçăмлатса чылай çырчĕç. Апла пулин те мобилизаци кама пырса тивесси, отсрочка памалли сăлтавсем, «гражданкăран» вăхăтлăх уйрăлма тивекенсене тивĕçекен социаллă пулăшусем, кредит каникулĕ тавра тата ытти ыйтупа пур çĕрте те калаçаççĕ. Официаллă сайтсене тишкерсен — йăлтах паллă, анчах социаллă сетьсенче ăнсăртран сиксе тухакан суя информаци çынсене иккĕленĕве кĕртсе ÿкерет.

Халăха кăсăклантаракан ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикин çар комиссариачĕ журналистсемпе тĕл пулчĕ — авăнăн 30-мĕшĕнче пресс-конференци ирттерчĕ. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене регионăн çар комиссарĕ Бахтиер Холиков, мобилизаци ресурсне шута илекен, палăртакан, хатĕрлекен пай пуçлăхĕ Павел Васюков, республика прокуратурин федерацин саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслекен управлени пуçлăхĕ Дмитрий Тимофеев хуравларĕç. Канăçсăрлантаракан самантсене уçăмлатма тытăниччен Бахтиер Махмаджонович ыйтусем пулсан «хĕрÿ линие» 122, 62-13-33, 62-01-97 номерсемпе шăнкăравлама е кирлĕ информацие объясняем.рф сайтра шыраса тупма май пуррине аса илтерчĕ.

— Кама повестка параççĕ? Ăна илнĕ çын вăл çара лекессине пĕлтерет-и?

Б.Х.: — Çар комиссариачĕн саккун тăрăх повесткăна çынсене алăран памалла. Ăна илни çинчен кашнин хăйĕн алă пусмалла. Повесткăна пурăнмалли вырăна пырса е ĕçре пама юрать. Ĕç параканăн йыхравланă çынна çар комиссариатне вăхăтра кайма май туса памалла, куншăн вăл яваплă.

П.В.: — Повестка пани çын пирки хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатмассипе те çыхăнма пултарать: çемье е сывлăх тĕлĕшпе улшăну пур-и — çавна тĕрĕслеççĕ. Кирек хăш тĕслĕхре те çар комиссариачĕ мĕнле тĕллевпе чĕннине палăртать. Саккун тăрăх, çар комиссариатĕнче шутра тăраканăн хăйĕн çинчен тăнăç тапхăрта та вăхăтра пĕлтерсе тăмалла.

Б.Х.: — Шел, çакна пурте пурнăçламаççĕ. Çавăнпа повестка илнисен йышĕнче хăйсен отсрочка валли ирĕк пуррине палăртса мобилизацие явăçтарнăшăн кăмăлсăррисем тупăнаççĕ. Ун пеккисен çара каймашкăн тăхтаса тăма ирĕк пуррине икĕ эрнерен кая юлмасăр çирĕплетсе памалла, унсăрăн административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ. Шел, бронь енĕпе предприяти-организаци администрацийĕсем те ĕçлесе çитермеççĕ: çар учетĕнче тăракансем çинчен кирлĕ информацие вăхăтра пĕлтермеççĕ.

— Отсрочка çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха: мобилизацие кама явăçтармĕç?

Б.Х.: — Йывăр преступлени тунăшăн суд айăплавне тÿсекенсене; бронь пуррисене; хĕсмете кайма вăхăтлăха юрăхсăррисене; сывлăхне кура пĕччен хăварма май çук çынна — ашшĕне, амăшне, тăван аппăшĕ-йăмăкне е пиччĕшĕ-шăллĕне, мăшăрне — опекун пулса пăхакансене; 16 çул тултарман тăватă ывăл-хĕрĕн ашшĕсене е çак ÿсĕме çитмен виçĕ ачаллă тата мăшăрĕн çие юлни 22 эрнерен кая мар пулсан; çар ÿсĕмне çитнĕ ачисĕр пуçне 8 çул тултарман тата 4 пепкене пĕччен пăхакан хĕрарăмăн ывăлне. Кусемсĕр пуçне — суд, прокуратура, полици, чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕсем, банк тытăмĕн представителĕсем, карас çыхăнăвĕн компанийĕнче тăрăшакансем, студентсем.

— Нумаях пулмасть канашлура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пурнăçа тĕрĕс-тĕкел йĕркелесе пыма май паракан предприятисенче ĕçлекенсене те çара ăсатма тăхтамалли çинчен каланăччĕ.

Б. Х . : — Хальлĕхе кун пеккисен списокне хатĕрлеççĕ. Паллах, кунта чи малтан çĕршыв оборони валли кирлĕ продукци кăларакан предприятисем çинчен сăмах пырать. Ятарлă саккаспа ĕçлеменнисенче коллективăн 30 процентне мобилизацилеме пултараççĕ.

— Мобилизациленнисем хĕсметре хăйсем илнĕ специальноçпа тăрĕç-и?

Б.Х.: — Паллах. Вĕсене вĕренÿ центрĕнче çар-учет специальноçне тата малтан илнĕ опыта кура хатĕрлĕç. Урăх çĕре çирĕплетни хальччен пулман. Тепĕр тесен, сăмахран, танкиста летчик тивĕçне пурнăçлама туххăмрах епле шанăн?

— Тухтăрсен йышĕнчи хĕрарăмсем те ятарлă операцисене каяççĕ. Пирĕн республикăран мобилизациленнĕ хĕр-хĕрарăм пур-и?

Б.Х.: — Хальлĕхе ун пекки пулман. Хăйсен ирĕкĕпе каяс текенсен, ун пеккисем тупăнсан, кăмăлне шута илĕпĕр.

— Хальхи вăхăтра халăхăн ытларах пайĕ смартфонпа усă курать. Мобилизациленнисен вара кнопкăллă телефон кăна илме юрать-и?

П.В.: — Йĕрке тăрăх — çапла. Çирĕплетнĕ нормăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ центрĕнче те, вăл çар чаçĕнче вырнаçнă май — ятарлă режим. Урăхла каласан, çарти йĕрке мобилизациленнисене те пырса тивет.

— Вĕренÿ центрĕнче хатĕрленнисем мĕнле статус илĕç? Патшалăх вĕсене мĕнпе пулăшĕ?

Б.Х.: — Вĕсем пурте хĕсметре контракт мелĕпе тăракан çар служащийĕ пулĕç. Çавна май килĕшÿ мелĕпе службăра тăракансене тивĕçекен социаллă пулăшусем вĕсене те пырса тивĕç. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, медицина пулăшăвĕсене илессипе çыхăннă çăмăллăхсем сыхланса юлаççĕ. Сăмах май, ĕç вырăнĕ те çухалмĕ. Мобилизацие явăçтарнă çын вырăнне предприяти-организаци ертÿçи урăх çынна вăхăтлăха кăна ĕçе илме пултарать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Нина СИДОРОВА: Ватă çыншăн ÿкни те хăрушă

Çын ватăлнă май унăн чир-чĕрĕ те нумайланать. Ÿкни те тепĕр чухне инкекпе вĕçленме пултарать. Çамрăк çын ÿксе шăм-шака хуçсан та пит хăрушах мар — суранĕ хăвăрт тÿрленет. Ватă çыншăн вара вăл — чĕр нуша. Мĕне пула ÿкни тата унран епле сыхланмалли пирки Чăваш Енĕн тĕп гериатрĕпе Нина Сидоровăпа калаçатпăр.

— Нина Сергеевна, ватă çынсем тăтăшах ÿкеççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă?

— Ватă çын ÿкни гериатри синдромĕ шутланать. Кун пирки пирĕн çĕршывра 10 çул каялла калаçма тытăнчĕç. Çавăнтанпа терапире ку ыйтăва ытларах тимлеççĕ. Гериатрсем ăнланаççĕ: ватлăхра çын ÿкни ăнсăртлăх мар. Медицина енчен пăхас тăк, ку нумай енлĕ синдром. Сăлтавĕ те йышлă: меллĕ мар атă-пушмак, начар куçлăх, кил-тĕрĕшре утмалли-çÿремелли вырăна тĕрĕс мар йĕркелени. Алли-ури лайăх ĕçлеменни, начар илтни, япăх курни, нерв тата чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕсен чирĕсем — çаксем пурте ÿкнин сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Вĕсемпе кĕрешсен ÿкесрен сыхланма май пур.

— Миçери ватăсем ытларах ÿксе шăмă хуçаççĕ? Мĕнле шăмă час-часах аманать?

— 65 çултан аслăраххисен ÿкесси, вилесси ытларах тĕл пулать. Çулсем кайнă май ÿксе аманас хăрушлăх та ÿсет. 60 çултисен — 30 проценчĕ, 80-ран иртнисен 50 проценчĕ ку инкекпе тĕл пулать. 60 çултан аслăраххисен пĕçĕ шăмми хуçăлас хăрушлăх икĕ хут пысăкрах, çулталăкне 237,3 пин çын çапла майпа сусăрланать. Ватă çыннăн ÿксен ытларах чухне пĕçĕ кăкĕ, сыпă хуçăлать, пуçĕ аманать.

— Ÿкни тата мĕнпе хăрушă?

— Сурансем час тÿрленменни — пĕр нуша, ку чунра тăрса юлса пурăнма чăрмантарни — тепĕр хуйхă. Ватă çын тата ÿкесрен хăраса депрессие кайма пултарать. Ун пеккисем çынпа хутшăнма пăрахаççĕ, хăйсене шанчăклă туймаççĕ, урама тухса çÿремеççĕ. Аппетит начарланнипе япăх апатланаççĕ. Çаксем пĕтĕмпех пурнăçа япăх витĕм кÿреççĕ. Ватă çын сахал хускалма тытăнать, хăйне пăхайми пулать. Кун пек чухне вăл пĕччен пурăнаймасть. Çаксемсĕр пуçне укçа-тенкĕпе çыхăннă тăкаксем сисĕнмеллех пысăкланаççĕ. Ÿкнипе, ун хыççăнхи реабилитаципе çыхăннă расхут сывлăх сыхлавĕнче пысăклансах пырать.

— Ватă çынсем ÿкессинчен, шăмă хуçассинчен профилактика тăвас тĕлĕшпе патшалăх шайĕнче мĕнле ĕçсем пурнăçлаççĕ?

— Канлĕ ватлăхшăн профилактика питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кашни регионта тапхăрăн-тапхăрăн мерăсем пурнăçа кĕртеççĕ. «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн ăна комплеслă майпа пурнăçлаççĕ. Пирĕн республикăра та çавăн пекех. Регионта ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ специалиста — гериатра, травматолог-ортопеда, эндокринолога, ревматолога, соцĕçчене — кĕртнĕ. Республикăри гериатри центрĕнче кăçалхи нарăс уйăхĕнченпе травматолог-ортопед пÿлĕмĕ ĕçлет. Халĕ социаллă службăсемпе çыхăнас йĕркене çирĕплетеççĕ, пациентсен маршрутне хатĕрлеççĕ. Ун хыççăн ÿкессинчен, шăмă хуçассинчен профилактика тăвассипе ĕçлекен пÿлĕм уçăлмалла. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Шкул ялшăн пурнăç çăл куçĕ пекех

Тăван тăрăхшăн хыпса çунакансем, ăна аталантарассишĕн тăрăшакансем пур чухне ял сывлать-ха, пĕтмест. «Шкул пулсан ял пурăнать», — тет Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчерте пурăнакан Петр Крылов. Шăпах Петр Николаевич пĕлÿ çурчĕшĕн нумай ĕç тунă, халĕ те шкулпа тачă çыхăну тытать вăл, май килнĕ таран пулăшать. «Санăн «аçу» пур-ха, пулăшать», — çапла калаççĕ мана районти ĕçтешсем», — терĕ шкул директорĕ Альбина Егорова та.

Кинчер шкулĕ умне çитсе чарăнсан иккĕлентĕмĕр те. Паянхи саманари çурт пек мар вăл, урăхларах. Унăн историйĕпе Альбина Григорьевна паллаштарчĕ:

— Шкула И.Я.Яковлев проекчĕпе 1912 çулта тума пуçланă. Тепĕр çултан унта хĕрĕх ача вĕренме тытăннă. Малтан тăватă класс çеç пулнă. Самана улшăннă май вĕсем ÿснĕ. 1962 çулта кирпĕчрен шкул тунă. Эпĕ унта 1987 çулта ĕçлеме пуçларăм. Яковлев проекчĕпе хăпартнă çуртра шкул мастерскойĕччĕ. Петр Николаевич тăрăшнипе киввинче ача сачĕ, спортзал, столовăй хута ячĕç. Паянхи кун та çирĕп вăл: стена пĕренисем те, урайĕ те. Вăл икĕ хутлă. Тăхăр çул вĕренмелли шкулта паян 33 ача ăс пухать. Пĕлÿ çурчĕ 2019 çултанпа Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин ячĕпе хисепленет. Çыравçа Петр Крылов шкула ахальтен йыхравламан. Пĕр пек шухăшлă вĕсем — тăван тăрăха, яла, чăваш чĕлхине аталантарма тăрăшаканскерсем. Юхма Мишши Кинчер шкулĕнче час-часах пулнă май ачасене тĕрлĕ кĕнеке парнелет, усăллă тĕлпулусем ирттерет, уявсене хутшăнать, пулăшать те. Шкула халалласа çырнă сăвви пĕлÿ çуртĕнче сумлă вырăн тупнă. Музыка учителĕ Елена Шалонова ăна юрра та хывнă.

— Ертÿçĕ ĕçне мана икĕ çул каялла шанчĕç. Шкулта ача сахалли пăшăрхантарать паллах. 6-мĕш класс çук. Икĕ ялтан — Çĕнĕ Кинчерпе Çÿлти Кинчертен — çÿреççĕ. Ашшĕ-амăшĕ шкула хуптарасшăн мар. Вăл вĕренÿ учрежденийĕ çеç мар, яла аталантармалли çăл куç та. Çавăнпах пирĕн вĕрентекенсем пĕлÿ панисĕр пуçне кашни ачана пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшассишĕн ĕçлеççĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Дмитрий Иванов, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Надежда Борисова тата Петр Крылов тăрăшнипе шкула хупмарĕç. Кăçал пирĕн районта иртнĕ çулхи пекех пур пĕлÿ çурчĕ те ачасене йышăннă. Шкулта çамрăк специалистсем те пур. Столовăйра поварсем тутлă пĕçернине ашшĕ-амăшĕ те калать. Апла пулсан ачасем кун пирки килте пĕлтереççĕ. Вĕсем шкула кăмăлпа çÿреççĕ. Уроксем хыççăн та киле васкамаççĕ. Мĕншĕн тесен тÿлевсĕр кружоксем ĕçлеççĕ. Юрлас килет-и е ÿкересшĕн-и — суйла кăна. «Савăнăçлă нотăсем» кружока юратаççĕ. «Математика калейдоскопне» те кăмăллаççĕ. Опытлă вĕрентекен Юлия Кузьмина ертсе пырать ăна. «Виртуальный мир» кружок та кирлĕ. Информатикăна ăса хывма, компьютера вĕренме Сергей Хмелев компьютер класĕнче хăнăхтарать. Шкул театрĕ ĕçлет. Ачасем аэробикăпа та аппаланаççĕ. Веçех — пултаруллă учительсем ертсе пынипе. Шкул паянхи саманапа тан утма тăрăшать. Çĕнĕлĕхрен юлмастпăр. Кашни тунтикун Раççей ялавне хăпартатпăр, гимн юрлатпăр. Ачасем конкурссене хутшăнма тăрăшаççĕ. Вĕсем çапла хавхаланни савăнтарать. Кăçал уйрăмах хастар пулчĕç. Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май ĕçсем хатĕрлесе самай тар тăкрĕç — республика шайĕнче те малти вырăнсене йышăнчĕç. Петр Николаевич ачасене Шупашкара студие юрлама, Энтри Пасар ялне волейболла выляма илсе çÿретчĕ, — каласа кăтартрĕ Альбина Егорова.

Кĕркунне пулсан та шкул картишĕнче тирпей-илем хуçаланать. Килен-каян тĕлĕнсе ăмсанать. Пĕлÿ çуртне, ун таврашне тасалăхра тытассишĕн техслужащисем, хуралçăсем, учительсем вăй хураççĕ. Çулла практика вăхăтĕнче шкул ачисем те ĕçлеççĕ. Аслисемпе пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Çурăм çинче – кутамкка, кăкăр умĕнче – сумка

Технологисем вăйлă аталаннине пăхмасăрах хаçат-журнала юратса вулакан та сахал мар-ха. Çĕрпÿ почтамчĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи почта çыхăнăвĕн почтальонĕ Ираида Уткина çынсем патне пичет кăларăмĕсене вăхăтра илсе çитерес тесе 22 çул вăй хурать.

Ираида Николаевна Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти 12-мĕш училищĕре плиточника вĕреннĕ. Республикăн тĕп хулинчех пулас мăшăрĕпе паллашнă. Çамрăк çемье арçыннăн тăван тăрăхне, Сĕнтĕрвăрри районне, куçса килнĕ. Ираида Уткина Хуракассинчи çĕвĕ цехне ĕçе вырнаçнă. Тин чăмăртаннă çемьере «çĕнĕ кайăк» та тупăннă. Декрет отпускĕнчен тухнă çĕре çĕвĕ цехĕ те хупăннă. Вăр-вар хĕрарăм килте лартăр-и? Вара вăл Хуракассинчи почта уйрăмне почтальона вырнаçнă. Малтанах Нарат Чаккинче тата Хуракассинчи пĕр урамра пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăнă. Каярахпа ăна икĕ ял уйăрса панă. Паян Ираида Николаевна Ваçликасси тата Нарат Чакки ялĕсенче пурăнакансем патне хаçат-журнал, пенси тата компенсаци укçи çитерет, тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. Хушма хуçалăха та аталантарать маттур хĕрарăм, сысна, чăх-чĕп усрать.

Авăн уйăхĕнчен тытăнса почтальонсен ĕç кунне улшăну кĕртнĕ: хаçат-журнала эрнере виçĕ кун кăна валеçеççĕ. Çакă почта машини почта уйрăмĕсене эрнере виçĕ хутчен килнипе сăлтавланнă. Ытти кун почта ĕçченĕсем тавар йышăнаççĕ, сутаççĕ, хут ĕçне пурнăçлаççĕ. Ватă çынсем патне пенси укçине çитересси те — вĕсен тивĕçех.

Ираида Николаевна çуллахи уяр кунсенче хаçат валеçме велосипед çине ларать. Тăван ялĕнче кăна çичĕ урам та, вĕсене утса тухма çăмăл тетĕр-и? Хăш чухне кутамккапа, темиçе сумкăпа çула тухать вăл.

— Çурăм хыçне — кутамкка, кăкăр умне сумка çакатăп, теприне алла тытатăп. «Вăт тиенĕ тĕк тиенĕ», — теççĕ çул çинче тĕл пулнисем, — йăл кулчĕ почтальон. Киле таврăнсан тĕпеле е выльăх патне васкать вăл. Ара, кирек мĕнле хĕрарăм та ĕçрен таврăнсан хуçалăхри ĕçсене тăвать мар-и?

Почтальонра нумай çул тăрăшакан Ираида Николаевнăна ĕçтешĕсем те хаклаççĕ. Чи нумай хаçат-журнал çырăнтаракан почтальонсенчен пĕри вăл. Çакăншăн ăна тĕп почтамт Хисеп хучĕпе те чысланă.

— Эпĕ никама та йăлăнмастăп, хистеместĕп. Ытларах учительсемпе культура ĕçченĕсем, аслă çултисем хаçат-журнал çырăнаççĕ. Улма-çырла ÿстерекенни çак енпе тухакан журнала илсе тăрасшăн, пыл хурчĕ тытаканнишĕн ăна пăхма вĕрентекенни кăсăклă. Çынсем «Хыпар» Издательство çурчĕн нумай кăларăмне — «Кил-çурт, хушма хуçалăха», «Пирĕн сăмаха», «Çамрăксен хаçатне» тата ыттине — юратса вулаççĕ. Ачаллисем, мăнуклисем «Тетте» çырăнаççĕ. Кам мĕнпе кăсăкланать вĕт, — вырăнти çынсем мĕнле хаçат-журнала хапăл пулнине палăртрĕ почтальон.

— Чылайăшĕ çак уйăхран хаçат валеçмелли график улшăннине сиссе юлаймарĕ те: «Хаçат килет-и?» — тесе шăнкăравлаççĕ. Çынсем вуласшăн, хыпарсене пĕлесшĕн. Эппин, пирĕн ĕç кирлĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.