«Чăваш хĕрарăмĕ» 37 (1265) № 22.09.2022

22 Авăн, 2022

28 çултах кинемее вылянă

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн чăн пуянлăхĕ — артистсем. Тăхăр вуннăмĕш юбилей сезонĕнче вĕсем çинчен ытларах каласа кăтартас килет. Хальхинче Чăваш халăх артисткине Елена Иовлевăна сăмах паратпăр. Вăл Çамрăксен театрĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ.

Халăх юратакан артистка 1952 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Амачкасси ялĕнче çуралнă. 1967-69 çулсенче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнчи актерсен студийĕнче пĕлÿ илнĕ. 1971-2004 çулсенче Çамрăксен театрĕнче вăй хунă. Труппа ертÿçинче тăрăшнă. 138 сăнартан 80- шне арçын ачапа хĕрачана вылянă. Унăн ролĕсене асăнса та пĕтереймĕн: Минька /«Вутпа çулăм витĕр»/, Сенька /«Машенька»/, Дина, Лена, Женя /«Шăнкăравлăр та килме тухăр»/, Маша /«Тăлăха юлнисем»/, Люба /«Арканнă йăх»/, Катя /«Юратма пĕлекенсем телейлĕ»/, Абрек /«Тимĕрçĕпе Чÿлмекçĕ çинчен хывнă юмах»/, Крахьян /«Хĕрĕме калам, кинĕм илт»/...

Елена Иовлева куракана çаплипех хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарать. Унăн пултарулăх каçĕпе концертне зал тулли халăх пухăнать. Юлашки çулсенче хамăр тăрăхра тата республика тулашĕнче пурăнакансем ăна юрăç пек пĕлеççĕ. Вăл кашни юрра пĕчĕк спектакле çавăрать.

— Елена Васильевна, хăвăрăн пултарулăх çулĕ çинчен каласа кăтартсамăр.

— Ачаранах сцена илĕртрĕ мана. Атте купăс ăста калатчĕ. Эпĕ хĕр тусăмсене пухсан вăл кĕвĕ янраттаратчĕ. Эпир юрласа ташлаттăмăр. Пире курмашкăн халăх ятарласа килетчĕ. Пĕве кĕрсен Чăваш драма театрĕ çумĕнчи студие çÿреме пуçларăм. Унтан Çамрăксен театрне лекрĕм. Çакă ăнсăртран пулчĕ. Ефим Никитин Çамрăксен театрĕн режиссерне Алексей Васильева мана арçын ача ролĕнче тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕ. Эпĕ пĕчĕкчĕ, 45 килограмм таяттăм. Çавăнпах арçын ачапа ним мар пăтраштарма пулатчĕ. 1971 çулхи кăрлач уйăхĕнче вăл студие килчĕ те мана итлесе пăхма чĕнчĕ. Виçĕ тур витĕр тухма лекрĕ. Артистсем те итлеме пынăччĕ. Пăлханнине пула чĕтреме пуçларăм. Этюд кăтартасси, ташă ташласси, юрă юрласси ăнăçлă пулса тухрĕ. Юлашки тапхăрта вара купальникпе сцена çине тухмаллаччĕ. Эпĕ питĕ пăшăрхантăм. Пĕрремĕшĕнчен, воспитани мана çапла тăхăнса тухма чарчĕ. Иккĕмĕшĕнчен, манăн купальник те пулман. Çапах анне çав хатĕре аппаран илсе пачĕ. <...>

Александра ЭЛЛЕ.

♦   ♦   


Йăхташăмăрсене усламçăсем пулăшаççĕ

«1980 çулта Свердловскри юридици институтне /халĕ Уралти патшалăх юридици академийĕ/ вĕренме кĕрес шухăшпа инçе çула тухрăм. Çакă, чи малтанах, ачалăхри ĕмĕтпе çыхăннă. Виççĕмĕш класра пĕлÿ илнĕ вăхăтрах полици ĕçченĕн çулĕпе утма палăртнăччĕ», — калаçу пуçларĕ Виçпÿрт Шăмăршă хĕрĕ Оксана Храмцова. Хăй аса илнĕ тăрăх, аслă шкулăн студенчĕсен йышне кĕмешкĕн хĕрсене уйрăмах çăмăл пулман. Экзаменсене «5» паллăсемпе тытнă çамрăкшăн чăрмав пур-и вара? Вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçламашкăн вăй-хăват çитернĕ. Алла диплом илсен çав тăрăхрах Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче хăйĕн вырăнне тупнă. Чăваш хĕрарăмĕ çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекцире, штабра, уголовлă шырав, следстви пайĕсенче вăй хунă.

«Эй, тытăр, тытăр çав вăрра!»

«Пĕррехинче хĕрарăм следователь уйрăммăнах хăрушă рецидивистпа калаçу пуçарнăччĕ, унран ыйтса тĕпчетчĕ. Унччен те пулмарĕ, ĕçтешĕн сасси илтĕнчĕ. «Тытăр! Тытăр!» — йĕри-тавра илтмелле кăшкăрчĕ вăл. Нимрен хăрамасăр пÿлĕмрен сиксе тухрăм. «Чарăн!» — çирĕп сасăпа хушрăм йĕрке пăсакана. Те хăйĕншĕн кĕтменлĕх пулнăран рецидивист, чăнах, чарăнчĕ. Çав вăхăтра пĕрле ĕçлекен арçынсем те çитрĕç. Вĕсем пулăшнипе рецидивиста тытса чартăмăр. Преступникăн пуçĕнче темĕнле шухăш явăнать-ха. Ахальтен мар арçын ĕçтешĕмсем хĕрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмаллине каларĕç.

Тепрехинче штабра дежурствăра тăраттăм. Преступнике илсе килетчĕç. Айăпа кĕнĕскер кĕтмен-туман çĕртен çаврăнчĕ те тарма хăтланчĕ. Эпĕ пĕтĕм вăя пухса ун хыççăн ыткăнтăм. Юбка, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăннине пăхмасăр карта урлă сиксе каçрăм. Хăваласа çитрĕм вĕт.

Следстви пайĕнчи ĕç пĕр евĕрлĕ тесен те юрать. Шырамалла, тĕпчемелле, танлаштармалла... Пĕрре вăрра тытнăччĕ. Çаврăнăçуллă çамрăк преступлени вырăнĕнче йĕр хăварман. Çавăнпах ăна кăларса яма тиврĕ. Апла пулин те чуна уçса калаçма ыйтрăм. Ун чухне диктофон пулман, сассине çырса юлайман. Вăл айăпа кĕнине йышăнчĕ. Анчах çакна никам та ниепле те çирĕплетме пултарайманнине каларĕ. Çук, йăнăшрĕ вăл. Преступлени вырăнĕнче хайхискер аллине ăнсăртран кастарнă та юн тумламĕ юлнă. Ун тăрăх йăлтах уçăмлатма май килчĕ.

Шуçлак çул çине тăнă çул çитмен çамрăксемпе нумаях ĕçлемен. Апла пулин те аса илмелли пайтах. Вĕсене путвалсенче шыраттăмăр. Профилактика тĕлĕшĕпе калаçу йĕркелеттĕмĕр. Çапах ытларахăшне вăрланине кура шута илнине палăртмасăр иртеймĕн», — хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетет отставкăри подполковник Оксана Храмцова. Ку тытăмра 21 çул вăй хунă вăл. Çав вăхăтрах йĕрке хуралĕнче тăрăшакан хĕрарăмсем валли профсоюз организацине йĕркелесе ертсе пынă. Туринская Слобода салинче пурăннă чухне, тĕслĕхрен, этемлĕхĕн черчен çуррин ĕç кунне 1 сехет кĕскетме йышăннă. Çакна коллектив килĕшĕвĕпе çирĕплетнĕ. Шалу вăхăтра паман, япала тупса илме май килмен тапхăрта та йывăрлăхсене çĕнтерме май тупнă çав йыш.
Оксана Александровнăн мăшăрĕ те полицире ĕçленĕ. Вĕсем икĕ хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан хĕрарăм банкра хăрушсăрлăх службин пуçлăхне вырнаçнă. Пĕррехинче ăна хĕç-пăшаллă вăрăсем заложнике илнĕ. Апла пулин те хăраса ÿкмен вăл. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Юн умĕнчи парăм

Паян «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тĕпелĕнче — паллă çыравçă Марина Карягина. Чăваш поэчĕ вăл, прозаик, драматург, тележурналист, режиссер-документалист, редактор. Сумлă наградисемпе çĕнтерĕвĕсене, вĕсем республика, çĕршыв шайĕнче кăна мар, тĕнче анлăшĕнче пулнине кура, каласа пĕтерме те çук. Ыйтăва та çавăнпах çакăнтан пуçлар пуль.

Сас...

— Марина, санпа калаçма, тĕрĕссипе, шикленмелле те кăштах… Шухăшу çивĕч, сăмаху вирлĕ: мĕнле каласа хуратăн — çĕçĕпе касса татнăн туйăнать. Хамăра вĕрентнĕ Виталий Станьялăнни пек. Çапах та кала-ха, тĕнче шайĕнчи чапа пула пуç çаврăнмасть-и? Раççей артисчĕ Армен Джигарханян кун пек чухне хăй пуçне темиçе хутчен стена çумне çапнине каланăччĕ…

— Чапшăн çунмастăп. Пуçа стена çумне çапмалли сăлтав пулман нихăçан та. Ĕçе чапшăн тумастăп. Чапшăн çунакан çынсене те юратмастăп. Тĕнче шайне тухнă фильмсем мăнаçлантараççĕ паллах. Ман геройсем чăвашла калаçнă май халăхăн мăнаçлăхне туйса илетĕп. Ларатăп тепĕр чухне çапла залра, ют çĕршывра. Чăваш сăмахĕ илтĕнсе тăрать. Анчах чăвашла никам та ăнланмасть. Мансăр пуçне. Çав самантра чăвашăн ĕмĕрхи мăнаçлăхне туйса илетĕп ăшра. Шалтан чĕтретĕп, куççуль тухать. Çакна ăнланса илетĕп — авалхи культура чăваша çын пек сыхланса юлма пулăшнине кăтартаятăп фильмсем урлă. Тĕнче тĕлĕнет ман геройсенчен. Пăсăлнă тĕнче. Пирĕн пата та çитрĕ çакă. Пин-пин çулшар упранса пынă культурăна сыхласа хăварасчĕ. Çут çанталăк упрать пире. Чăваш хăй те çут çанталăкпа пĕр чĕлхе тупса пурăнма вĕрентет.

— Хăв утакан çул çинчен каласа кăтартсам.

— …Кĕр кунне питĕ юрататăп. Те хам çак тапхăрта çуралнипе? Юратнă ĕçе утнă май çут çанталăк илемĕпе киленетĕп. Вĕрене çулçи, сарă ылтăн кавир… Ун çине пусма та именмелле. Çак илем те сăвă çуратма пулăшать. Шухăшлатăн та, çак çĕкленÿллĕ кăмăл пур çĕршывра та çук вĕт… 30 çул утатăп çак çулпа.

— Çулçă чăштăртаттарса…

— Çапла. Студент çулĕсенчех сукмак такăрлатнă эпĕ кунта, анчах та телекурав ман валли мар тесе шухăшланă. Радио, сасă тĕнчинче вăй хурасси — çапла, кун пек ĕмĕт пулнă. Телекурав хăват вĕт-ха вăл! Совет Союзĕ вăхăтĕнче журналистсем хутран вуласа ларатчĕç — калама юраман сăмах ан кайтăр тесе. Шăпах сăмах, шухăш ирĕклĕхĕ çукки пистернĕччĕ мана телекуравран. Эпĕ, сăвăç чунлă çын, хашак ăшĕнче ĕçлеме пултараймастăп.

Радиопа Леонид Ильин, Татьяна Ильина ачасем валли кăткăс конкурссем йĕркелетчĕç — эпĕ çавăн пеккисене кăна кăмăллаттăм. Яланах хутшăнаттăм, шутсăр кĕтсе тăраттăм вĕсене. Мала тухсан парнесем ярса паратчĕç. Унтан «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçатпа, «Хатĕр пул» /каярахпа «Самант» ятпа тухса тăчĕ/ çыхăну тытма пуçларăм. Районти «Авангард» хаçатра та пичетленнĕ. Çаксем йăлтах ĕнтĕ журналистикăна суйлама илĕртрĕç.

— Пичет кăларăмĕсенчен пуçланă пулсан та хăв пур пĕрех телекурава суйласа илнĕ.

— Сас… Сас тĕнчи илĕртет мана. Эпĕ ачалăха питĕ ир ас тума пуçланă. Пĕччен шухăшласа çÿреме юрататтăм. Пĕчĕкренех тĕнче тытăмĕ кăсăклантаратчĕ. Пушăлла выляса çÿресси кăмăла каймастчĕ. Асанне, ун чухне вăл аллăран иртнĕччĕ, тата асаннен амăшĕ, 1884 çулхиччĕ вăл, ăна мамай теттĕмĕр, пулнă ман çумра. 19-мĕш ĕмĕрте çуралнă çыннăн чĕлхи, унăн ăсĕ çитнĕ ман пата. Вĕсем калаçнине хăлха тăратса итлеттĕм эпĕ. Алă ĕçĕ тытатчĕç те эпĕ те йăкăлт! пырса лараттăм вĕсен çумне. Тантăшăмсем айккинче вылятчĕç. Аслă çултисем вара ялан тĕлĕнетчĕç: «Мĕн туса ларать Марина карчăксемпе?» — тетчĕç. Эпĕ, виççĕри ача, вĕсем мĕншĕн кулнине те ăнланмастăм. Ăс пиçмен-ха та…

Вĕсем пурте пĕр пек шухăшлаççĕ. Эпĕ вара — хам пек. Хам пек пулма питĕ йывăр. Вăй кирлĕ. Çав вăй пĕчĕк чухнех пухăнма пуçланă ĕнтĕ. Шкулта та хам пек пулнă эпĕ. 33 ача, кулмалли сăлтав тупăнсан, пурте харăс шар! кулаççĕ. Эпĕ кулмастăп. Маншăн кулăшла мар. «Ушкăнпа мар» пулма çăмăл мар вĕт. <...>

Рита АРТИ хатĕрленĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.