Шупашкарти вĕрентекен – Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурс лауреачĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/09/cf3c35d68e4a317d0731_2000x.jpg)
Ставрополь крайĕнче иртекен конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем ăмăртаççĕ. Конкурсăн 17 лауреатне палăртнă та ĕнтĕ, çак йышра Шупашкарти 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ Александр Степанов та пур.
Куçăн майпа иртекен 1-мĕш турта Александр Марсович «Тăван чĕлхене шкулта анлăлатассин ăнăçлă мелĕсем» темăпа калаçса хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă. Çавăн пекех ачасемпе урок ирттернĕ.
Паян 17 лауреат валли конкурсăн 2-мĕш турĕ пуçланнă. Вĕрентекенсен «Класс сехечĕ» тата «Ăсталăх класĕ» ирттермелле.
www.hypar.ru Edu.gov.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас