- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 36 (6435) № 15.09.2022
Пулас мăшăрĕпе паллашсан мас-рестлингпа туслашнă
Вероникăпа Георгий Петровсем — спортпа туслă çемье. Пĕлтĕр 21 çулти Вероника Раççей шайĕнчи ăмăртура 3-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал вăл мас-рестлинг енĕпе спорт мастерĕ пулса тăнă. Спорт çулĕ çине ăна мăшăрĕ Гера тăма пулăшнă.
Тĕлпулура… ток çапнă
Ун чухне Çĕрпӳ районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă хĕр шкулта вĕреннĕ. Юлташĕсем ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Георгипе паллаштарнă. Вĕсем пĕр районтанах. 2-3 тĕлпулу хыççăн çамрăксем интернетра çырăнма тытăннă, çывăхрах туслашнă. Шăпах виççĕмĕш тĕлпулура, уйрăлнă вăхăтра ыталаннă чухне, вĕсене çатăрт! ток çапнă. Унтанпа вĕсем текех уйрăлман. Кăçалхи çурла уйăхĕнче хăнасем туйра савăннă.
Вероника Чăваш патшалăх аграри университетĕнче биотехнологисемпе агрономи факультетĕнче вĕреннĕ, кăçал диплом илнĕ. Вăл — хваттере, çурта чечексемпе илемлетекен специалист. Кирлĕ пулсан урамри клумбăсене те куçа илĕртекен ӳсен-тăранпа капăрлатма пултарать. Çамрăкскер ку професси пирки шкулта вĕреннĕ чухнех интернетра вуласа пĕлнĕ. Çавăнпах химипе биологи предмечĕсемпе экзамен тытнă. Анчах ку профессипе хамăр регионтах ĕç тупма йывăртарах. Çавăнпа халĕ Вероника хăйне урăх çĕрте тĕрĕслесшĕн.
«Эпĕ университета вĕренме кĕричченех спортпа интересленме тытăннăччĕ, — аса илчĕ Вероника.
— Университетра вĕренекен Гера мас-рестлингпа кăсăкланатчĕ те, эпĕ те тренировка тума тытăнтăм. Мăшăрăм — спорт мастерĕн кандидачĕ. Малтан эпĕ урăх регионсене тухса çӳремен. Юлашки 2-3 çулта кăна пысăкрах ăмăртусене кайкалатăп. Университетра пĕлӳ илнĕ вăхăтра тупăшусене çăмăллăнах тухса çӳренĕ. Аслă шкул ертӳлĕхĕ спортсменсене укçан та пулăшать, занятисене çӳреме меллĕ пултăр тесе уйрăм график хатĕрлеççĕ».
Мас-рестлинг якутсен наци ăмăртăвĕ шутланать. Икĕ спортсмен хире-хирĕç ларса, урипе хăмаран тĕкĕленсе йывăç патака хăйсен енне туртса илме тăрăшаççĕ. Хăшĕ маларах — çав çĕнтерет. Вероника палăртнă тăрăх, ку спортра вăйлă пулни кăна мар, лару-тăрăва хăвăрт ăнланса илни те пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне техникăна лайăх пĕлмелле. Спортсменăн мала тухас тесен тупăшакана икĕ хут çĕнтермелле. Анчах йĕрке тăрăх ăмăртнă вăхăтра чĕркуççипе хăмана лектерме юрамасть.
«Малтанах Шупашкарти ăмăртусене хутшăнтăм. Канаш районĕнчи Шăхасанта та тупăшатпăр. Унта Хусанти, Ĕпхӳри спортсменсем те килкелетчĕç. Чĕмпĕр хулинче Атăлçи тăрăхĕнчи çамрăксемпе те ăмăртса куртăм. Пĕлтĕр Калугăна Раççей чемпионатне кайрăм. Спорт мастерĕн ятне тивĕçес тесен призлă вырăн йышăнмаллаччĕ. Эпĕ 3-мĕш тухрăм. Паллах, спорт мастерĕ пулса тăриччен нумай ĕçлеме тиврĕ. Манпа тупăшакансем те, вăйлă спортсменсем, сахал мар. Раççей чемпионатĕнче якут хĕрĕпе помост çине тухнăччĕ. Вăл — питĕ вăйлă хĕр», — каласа кăтартрĕ çамрăкскер. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Эрех ĕçсен хырăм ӳкме пултарать
Кашни ашшĕ-амăшех ачи сывă ӳстĕр тесе тăрăшать. Кун пирки пепке çураличченех шухăшлама тытăнмалла. Тепĕр чухне хĕрарăм ача кĕтнине пĕлсен çие хăварнă кун эрех-сăра ĕçнине аса илет. Хулан тĕп больницинчи хĕрарăмсен консультацийĕн гинекологĕ Инна Егорова алкоголь пулас амăшĕпе пепкине мĕнле сиен кӳнине каласа кăтартать.
«Шел те, хальхи вăхăтра çынсем хĕрарăм эрех-сăра ĕçнине шута хумаççĕ. Уйрăмах хĕрсем сăрана ăша яни, çакă сывлăхшăн сиенлĕ мар тесе шухăшлани сисчĕвлентерет. Алкоголь, ăна хăть мĕн чухлĕ ĕçсен те, организма, уйрăмах шалти тата тулашри ар органĕсене, сиен кӳрет», — палăртать специалист.
Эрех-сăра хĕрарăмăн ар клеткисене витĕм кӳрет. Шăпах вĕсенче пулас ăрăвăн генетика информацийĕ упранать. Алкогольти наркăмăш ДНКн генетика кодне сиенлетет. Çакна пула кайран эмбрион лайăх аталанаймасса та пултарать.
Час-часах эрех ĕçекен хĕрарăмсен гормонсемпе çыхăннă йывăрлăхсем тупăнаççĕ. Гормон циклĕ пăсăлсан вара ача çуратас, ăна чĕре айĕнче йăтса çитерес шанчăк чакать. Ун чухне хĕрарăма пĕрмай токсикоз аптăратать, хырăм ӳкме е пепке вăхăтсăр кун çути курма пултарать. Ача варта аталанма пăрахнă тĕслĕх те сахал мар. Пулас амăшĕ эрех-сăра ĕçсен çăмарталăха /яичник/ çу илме пултарать. Кун хыççăн сĕт парĕн тата эндометрин усал шыççи аталанас хăрушлăх пур. Унсăр пуçне иммунитет хавшать — хĕрарăм ача кĕтнĕ вăхăтра час-часах чирлеме тытăнать.
«Ача кĕтнĕ вăхăтра амăшĕ эрех-сăра ĕçни тĕпренчĕкĕ тĕлĕшпе преступлени тунă пекех. Малтанхи виçĕ уйăхра пепкен организмне кăвапа пырши урлă алкоголь лексен унăн чĕре чирĕ аталанма, пуç мими тата ытти органĕ сиенленме пултарать. Вăл ӳсме чарăнать, пĕчĕк виçепе çуралать. Эрех ĕçекенĕн кăна мар, пирус туртакан хĕрарăмăн ачин те алкоголь синдромĕ аталанаять», — ăнлантарать Инна Егорова. <...>
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.
♦ ♦ ♦
Ӳнер шкулĕ уçас тесе пĕр пуса та сая яман
Александр Семенова нимĕн те хăратман, вăл ачасем валли ӳнер шкулне уçма ĕмĕтленнĕ кăна мар, ăна хăпартма та тытăннă. Хăй вăхăтĕнче ун пирки «романтик» тенĕ. Ӳнер шкулне хута яма пуçласан ăна: «Вăю çитмест. Пурпĕрех уçаймастăн. Укçа-тенкĕ тăкаклани çеç пулĕ ку», — тенĕ куçранах. Малтанхи вăхăтра ăна нумайăшĕ çак утăма тумашкăн тăхтама ыйтнă. «Хамăн ĕмĕрте çак çурта туса пĕтеретĕпех», — çирĕппĕн хуравланă учитель.
Институтра тĕвĕленнĕ ĕмĕт
Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче йышлă çемьере çуралса ӳснĕ Александр Семенов тахçантанпах çак ĕмĕтпе пурăннă. Турри ăна ăсталăхне те панă. Пĕчĕк чухнех кăранташ тытма юратнă вăл, вăтам ĕмĕрсенчи керменсен макечĕсене хут çине ӳкернĕ. Ашшĕ Анатолий Михайлович ĕмĕр тăршшĕпех трактористра ĕçленĕ, амăшĕ Ольга Андреевна больницăра санитаркăра вăй хунă. Ывăлĕ Саша çакăн пек пысăк ĕмĕтпе пурăннине вĕсем чухламан та. Семеновсен виçĕ ывăл та виçĕ хĕр çитĕннĕ. Аппăшĕ, Куславкка хулинчи интернат шкулта ĕçлекенскер, Сашăна 8-мĕш класа хăйсем патне илсе кайнă. Арçын ача унта питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынă, «Орленок» пионер лагерьне каймашкăн путевкăна та тивĕçнĕ. Анчах интернат шкулта вĕренсе пĕтерме пӳрмен ăна. Вăл 9-мĕш класс пĕтернĕ çĕре интернат шкула 8 класс таран çеç туса хунă, çавăнпа Александрăн яла таврăнма, вăтам шкула Шăмăршă салинче пĕтерме тивнĕ. 1985 çулта вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн худграф факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах студента тепĕр икĕ çултан çара илнĕ. Вăл Украинăна лекнĕ, танкист пулнă. Салтакран таврăнсан Саша вĕренĕве малалла тăснă.
Питĕ пултаруллă студент пулнă вăл. 3-мĕш курс хыççăн çамрăксен пионер лагерĕнче практика тухнă. Шăп çав çул аслă шкула «Артека» вожатăй пек кайма пĕр путевка килнĕ. Кам çула тухĕ? Мĕн пур факультет хушшинче конкурс ирттернĕ. Путевкăна Александр Семенов тивĕçнĕ. Çапла Крыма пĕрремĕш хут лекнĕ вăл. Чăваш студенчĕ кунта та хăйне лайăх енчен кăтартнă. Тепĕр çул института ун ячĕпе ятарлă путевка килнĕ. Çапла вăл «Артекра» вожатăйра иккĕмĕш хут ĕçленĕ. Шăпах çавăнта йăл илнĕ унăн пысăк ĕмĕчĕ.
«Институтра вĕреннĕ чухне манăн чăннипех те вĕрентекен пулмаллине, ачасем валли ӳнер шкулĕ уçмаллине ăнлантăм. Пĕчĕккĕн укçа пуçтарма тытăнтăм. Вĕренӳ хыççăн медучилищĕре урай çăваттăм, çавăнтах гардеробщикре ĕçлеттĕм. Пĕр пуса та сая яман эпĕ. Диплом илсенех кӳршĕ яла, Пуянкасси шкулне, ĕçлеме килтĕм. Директор заместителĕ пултăм, çав вăхăтрах пионерсен çуртĕнче вăй хураттăм. Кунсăр пуçне рисовани урокĕсене ирттереттĕм. Çавăн чухне ĕмĕтĕме пурнăçламашкăн пĕтĕм услови пурччĕ. Çавăнпа студент чухне пухнă 5300 тенкĕпе ӳнер шкулĕн никĕсне ямалли тройматериалсем туянтăм. Каярахпа 7 машина кирпĕч илсе килтĕм. Анчах пĕр машина кирпĕче тепĕр кунхине вăрласа кайрĕç. Çынсем эпĕ укçа-тенке ниçта хурайманнипе çак кермене çĕклеме шутланă тенĕ-ши? Икĕ контейнер кантăк илсе килнĕччĕ. Ăна та пĕрне вăрласа кайрĕç, теприне çĕмĕрсе хăварчĕç. Чутах йĕрсе яраттăм. Хам кивĕ çуртра çеç пурăнаттăм. Çакна курмастчĕç-им вĕсем?
Ӳнер шкулне 1993 çулта тума тытăнтăм. Çăвĕпе пĕчченех никĕс чаврăм. Мĕнле чăтнинчен паянхи кун та хамран тĕлĕнетĕп. Тăватă еннелле 26-шар метр чаврăм. Эпĕ строитель мар вĕт, çавăнпа ятарлă литература питĕ нумай вулама тиврĕ. Кĕркунне никĕсе ярса хăвартăмăр. Пĕр уйăх раствор ăшĕнче çăрăлтăм. Юрать, кӳршĕсем тата хам вĕрентнĕ ачасем пулăшрĕç. Унсăрăн питĕ йывăр килĕччĕ. Питĕ тĕлĕнмеллеччĕ: хăйсем çав вырăнта ӳнер шкулĕ пуласса ĕненместчĕç, анчах пулăшма килетчĕç. Манăн кӳршĕсене Мульдияровсене тав сăмахĕ калас килет. Хам çук чухне çурта вĕсем пăхса тăчĕç. Нумай пулăшрĕç. Шел, пĕрисем çĕре кĕчĕç. Пурăнмалли çынсемехчĕ. Халĕ тепĕр кӳршĕсемпе, вĕсем те Мульдияровсем, питĕ çывăх эпĕ», — каласа кăтартрĕ Александр Анатольевич. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Кăшт тĕлĕрсенех ачасем куç умне йĕркипе тухаççĕ…»
Çĕрпӳ районĕнчи Туçи ялĕнче пурăнакан Агафья Иванова ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă чухне 10 çулта çеç пулнă. Килĕнче 4 ачапа тăрса юлнă амăшне Ирина Степановнăна мĕн тери йывăр килнине халĕ лайăх ăнланать вăл. Шăпа ăна хăйне те темĕн тĕрлĕ те авнă, çапах Агафья Ивановна малалла пурăнма хавхалану тупма тăрăшать. 92 çулти кинемей ачисемпе мăнукĕсем сисиччен алла кĕреçе тытса çĕр улми кăларать, чуста хурса кăпăшка кукăль-пицца пĕçерме те ӳркенмест. Ял-йышпа хутшăнни, пĕрех май ĕçе кӳлĕнни, тус-тăванăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнма пĕлни — акă мĕн вăй парать пурнăç сукмакĕпе малаллах утакан «вăрçă ачине».
Йывăр ачалăх
Агафья Ивановнăн ашшĕ Иван Федотов ШĔМ тытăмĕнче ĕçленĕ. Каярахпа тăлăхсемпе килсĕр ачасен çурчĕн ертӳçинче тăрăшнă. Фронта кайма повестка парсан тӳрех çула тухма тивнĕ унăн. Ачисемпе сыв пуллашма та ĕлкĕреймен. Тĕпренчĕкĕсене урăх нихăçан та кураймасси пирки шухăшланă-ши вăл ун чухне? 1942 çулта вăрçа кайнă салтак тăшмана хăваласа Польшăна çитнĕ. Белосток çывăхĕнчи çапăçура чăваш саперĕ пуç хунă. 1944 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче Укахăн /Агафья Ивановнăна ялта çапла чĕнеççĕ/ амăшĕ упăшки вилни çинчен хут илнĕ… Иван Федотовича вилнĕ хыççăн III степень Мухтав орденĕпе наградăланă. «Вăрçă вăхăтне нушаланса, аслисемпе уй-хирте ĕçлесе ирттертĕмĕр. Путлĕн вĕренеймерĕмĕр те. Шкула хутса ăшăтма вутă çукчĕ-ха та. Чернил шăнса ларатчĕ. Вăрмана кайса юман çăпанĕ пуçтарса килеттĕмĕр, сĕткенне кăлараттăмăр та пăта ярса хураттăмăр. Тимĕрпе сĕткен реакцие кĕрсен чернил пулатчĕ. Хăрăмран та тунă. Тулĕк унашкалли кăшт лексенех сăтăрăнатчĕ. Тăхтавра класра тусан вĕçсе тăратчĕ. Урок вĕçленессе кĕтсе кăна лараттăмăр — пуçлаттăмăр вара чупма! Ăшăнмалла вĕт. Çавăнпа вĕрентекенсем те чармастчĕç пире. Эпĕ аван вĕренеттĕм. Пирĕн ялта артель пурччĕ, аннепе унăн йăмăкĕ Татьян унта чăпта çапатчĕç. Вĕсене пулăшма виççĕмĕш çын кирлĕччĕ. Çиччĕмĕш класс хыççăн вăрман касма кайрăм. Пĕр кайсан унта 2 уйăх та пурăнаттăмăр. Йывăçсенче сĕткен чупма пуçласан çăкасене касаттăмăр. Хуппине сĕветтĕмĕр. Вĕсене шаршанлаттăмăр. Арçынсем чĕркетчĕç. Тăпра сапаттăмăр. Çапла майпа кăмрăк тăваттăмăр, — аса илӳ авăрне путрĕ ватă çын. Агафья Ивановна калаçăвĕ шыв юххи пек тикĕс те сыпăнуллă пулнăран ăна пĕр вĕçĕм итлес килет. — Вăрманта лесник çуртĕнче пурăнаттăмăр. Эпир анчах мар, Атăл леш енчен килнисем те пурччĕ. Хуçалăхра питĕ пысăк сарай пурччĕ. Çавăнта сăра вĕретмелли пысăк хурансемпе апат пĕçереттĕмĕр. Йывăç хуппине, шывра ислетнĕскере, 3 эрнерен кăларма вăхăт çитетчĕ. Унран курăс тăваттăмăр, кашта çине çакса типĕтеттĕмĕр. Ăна михĕсене тултарса киле илсе каяттăмăр. Чăпта çапмалли чĕр тавар пулнă вăл. Çуран çӳреттĕмĕр, çăпата тăпăлсах тухатчĕ. Унта вĕлтĕрен тултараттăмăр та малалла утаттăмăр». <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Çулталăк çурăри мăнука хам пата пурăнма илсе килтĕм»
Виçĕ пепке çуратнă Татьяна Алексеевăна 11 ача «анне» тесе чĕнет
Татьяна Алексеевăна вун пĕр ача «анне» тесе чĕнет. Çук, пурне те вăл пурнăç паман. Мăшăрĕпе, Валерий Курмышовпа, виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Ыттисем — хăйсен хӳттине илнисем. Тĕрĕссипе, Татьяна Егоровнăн пурнăçĕ çинчен кĕнеке çырма пулать. Шăпи çапла çаврăнса тухасса шухăшлама та пултарайман вăл.
Амăшĕ пĕçернĕ кукăль
Татьяна Алексеева Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче 9 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ, чи кĕçĕнни пулнă вăл. Шкул хыççăн Вăрнарти совхоз техникумра ветеринари фельдшерне вĕренсе тухнă. 1981 çулта хăйсен районĕнчи Алманчă ялĕнчи Валерий Курмышова качча тухнă.
Стройкăра та, фермăра та вăй хунă вăл. Ытларах ветеринари енĕпе ĕçленĕ. Паянхи кун та выльăх-чĕрлĕх чирлесен тӳрех Татьяна патне килеççĕ. Ачисем мĕнле çитĕннине сиссе те юлайман вăл. Ялан ĕçре пулнă-ха та. Килте ватă хунямăшĕ вырăнпах выртнă. Ăна та пăхмалла пулнă. Çитменнине, упăшкин аппăшĕн çемйинче инкек сиксе тухнă. Унăн виçĕ ачин, каярахпа пĕр манукĕн Татьянăсем патĕнче пурăнма тивнĕ. Пурăна киле вĕсем Татьяна Егоровнăна «анне» тесе чĕнме тытăннă.
— Ачасем ӳснĕ вăхăтра çурта газпа ăшăнмалла туманччĕ. Ирхине 3-4 сехетре тăрса кăмака хутаттăм, апат пĕçерсе хураттăм. Унтан фермăна тухса чупаттăм. Ун чухне выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Ĕне пурччĕ. Кил-çурта çĕнетме шутларăмăр. Мăшăрăм — строитель, çавăнпа çурт-йĕр çавăрнă чухне пĕрре те çынна тытса ĕçлеттермен эпир. Иксĕмĕрех кăштăртатнă. Çемье пысăк пулнипе япала çусан вĕсене çакма пахча карти çинче вырăн çитместчĕ. Хальхи пек автомат машина пулман. Ялан кукăль пĕçереттĕм. Миçешер ывăс кукăль пĕçерсе кăларман-ши? Çапла сиссе те юлаймарăм — ачасем ӳссе килтен тухса кайса пĕтрĕç. Халĕ вĕсем яла килсен ача чухнехине аса илсе кукăль пĕçерсе пама ыйтаççĕ, — аса илчĕ Татьяна.
Ĕçре те малтисен ретĕнче пулнă Татьяна Алексеева. Пĕр çулхине Хура тинĕс хĕрринчи «Ылтăн тырă пусси» санаторие кайма путевкăна тивĕçнĕ. Урăх ниçта та тухса çӳремен. Тĕрĕссипе, вăхăчĕ те пулман унăн. Çемье пысăк, ача нумай — епле пăрахса тухса кайăн? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен урине амантса таврăннă ватă хунямăшĕ Елизавета Курмышова нумай çул вырăнпах выртнă. Вăл вăрçăра санитарка пулса нумай салтакăн пурнăçне çăлнă. Хăйне, фронтран килсен çемье çавăрса виçĕ ача çуратнăскере, упăшки пăрахса арăмĕн тăванĕ патне тухса кайнă. Çапла хĕрарăм фронтовик виçĕ ачине пĕчченех ӳстернĕ. Юрать, кинĕ хунямăшне ватлăхра пăрахман, хăйĕн патне илсе килнĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас