Тăван Атăл, 7 №, утă, 2022 çул
Чăваш поэзийĕн çар пуçĕ
Чаплă ăста хăй çут тĕнчерен кайсан халăх умне чăн-чăн анлăшĕпе те тарăнлăхĕпе те, пахалăхĕпе те халалĕпе тата уççăнрах тухса тăрать, çĕнĕ ăру паллă ĕçченĕн пултарулăхне çĕнĕ ӳсĕм уттипе, çĕнĕ вăхăт виçипе шайлаштарса тайтарать, кивелми тĕшшине уйăрса илет. Тутă тĕшĕллĕ астăвăм — ăса çунтаракан сăмах-и вăл, куçа шартакан илем-и, чуна витерекен кĕвĕ-и — хăйĕнче пур шухăшпа, чăнлăхпа, кивелми çĕнĕлĕхпе ăста ятне ĕмĕрсем витĕр чапа кăларса пырать.
Чăваш поэзийĕн сăмахне тутăхми шухăшпа, шупкалми илемпе ялкăштарнă поэтсене асăннă чухне Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишши ячĕсем хыççăн чĕлхе çине Петĕр Хусанкайăн сăваплă ячĕ килет. Вĕсем виççĕшĕ те — чăваш лирикин çĕнтерӳçĕ-революционерĕсем. Илемлĕ сăмахпа, вĕри шухăшпа, таса кăмăлпа çунатланнă поэзин талантлă çар пуçĕсем. Кунта пысăклатса калани çук. Чăваш поэзийĕн чĕлпĕрне Петĕр Хусанкай чылай вăхăт Çеçпĕлле хĕрӳлĕхпе карăнтарса пынă.
Поэтсем çăлтăр çинчен çырма юратаççĕ. Петр Петрович Хусанкай /1907-1970/, Чăваш халăх поэчĕ, К.В.Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ — пĕрремĕш ретри çăлтăрсен ушкăнĕнчи чи шултри те хăватли, хăй сӳнсен те çĕр çине пин-пин йăлтăр çутă сапаканни. Унăн çăлтăрĕ чăваш поэзийĕн тӳпине XX ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче тухнă, вара çур ĕмĕр тăршшĕ çап-çуттăн çунса, çӳлтен çӳле хăпарса пынă, ыттисене хăй тавра пухса тăнă.
«Сунталăн» чи малтанхи номерĕнче /1924/ ман сăвăсем пуçласа пичетленнĕччĕ. Çырасса эпĕ вун иккĕрех çырма пуçланă... Вĕренчĕкле çыркаланă сăвăсене пичетлесессĕнех мана ятлăрах поэтсем асăрхарĕç. Нумайăшне ман халь пысăк тав туса, ăшă кăмăлпа асăнас килет. Кĕркури Алентей, Элкер, Хумма Çеменĕ — маншăн нихçан та манми ятсем», — тенĕ каярахпа Хусанкай «Кĕске автобиографире».
Çĕршыв граждан вăрçи кӳнĕ юхăнчăклăха, калама çук хăрушă выçлăха сирсе XX ĕмĕрĕн чĕрĕлĕхĕпе тĕрĕслĕхне тĕнче умне кăларса пынă вăхăтра янăраса кайнă Атăл леш енчи Сиктĕрмере ӳссе Хусанта вĕренме пуçланă çамрăк сăвăçăн янкăс сасси. Совет индустрийĕн вучахĕсенче — Донбасра, Чулхулара, Магниттура çирĕпленнĕ вăл, пĕрремĕш колхозсен анлă уй-хирĕнче çивĕчленнĕ, Тăван çĕршывшăн пынă юнлă вăрçăра хăватланнă. Унăн пултарулăхĕнче çĕршывăн çĕнĕ пурнăçĕн пуçламăшĕнчи паттăр страницисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. «Çирĕм улттă», «Улмуççиллĕ Тĕрлемес», «Басмач», «Таня», «Горкăри çурт», «Владимир Маяковский», «Çĕрте те çĕрместпĕр» поэмăсенчи кашни сăнар ăш- чикĕнче — çĕршыв историйĕ, халăх кун-çулĕ. Историзм принципне П.Хусанкай чăваш поэзине çине тăрса кĕртнĕ, май пур таран çирĕплетсе пынă. Вăл революциллĕ тĕрĕслĕхпе çынлăха мухтаса юрланă. «Чăн сăмах чул касать. Чăнни вăл — ĕмĕрхи кĕрешӳ, киввине çĕнни çĕнтерсе пыни, çине тăрсан пĕр хĕлхем пек йăлтăр çутăран пурне те ăшăтмалли çулăм хыпма пултарни».
Поэзи сентри çине «Çĕрйĕркелӳ», «Магнитту», «Яманкас юмахĕ», «Таня», «Çĕнтерӳ юрри» поэмăсем ахах пек вырнаçаççĕ. Аслă Пушкинăн «Евгений Онегин» романне чăвашла куçарса кăларни сăвăçа «Аптраман тавраш» сăвăллă роман çырма хĕмлентерсе тăнă. Теçеткепе халĕ çӳлĕк çинче Петĕр Хусанкай кĕнекисем. Чăвашла, вырăсла, тутарла, пушкăртла, грузинла, украинла, пăлхарла тата ытти нумай халăхăн чĕлхипе пичетленнĕ унăн хайлавĕсем. Икĕ чĕлхеллĕ поэт теççĕ Хусанкая. Вăл вырăсла та пайтах çырнă. Нумай чĕлхерен чăвашла куçарнă. В.Шекспир, Ш.Руставели, И.Вазов, М.Горький, В.Маяковский, Т.Шевченко, Я.Райнис, Н.Бараташвили... 178 поэт хайлавне куçарнă. Тата мĕнле куçарнă!
Ача-пăча произведенийĕсем: юмахсем, сăвăсем, поэмăсем. Вĕсен ретĕнче — литературăна ылтăн сас паллипе кĕрсе юлнă «Тăван çĕршыв» поэма.
Петĕр Хусанкай çинчен ăшă та тĕрĕс сăмах нумай каланă, пултарулăхне пур енчен те тишкернĕ. Тĕпчевçĕсен ăслă сăмахĕсенчен пăрăнса поэт çырнисене вулама пуçлатăп та вăл хăйшĕн хăех калама çук уçăмлă критик пулнине курса савăнатăп. Сĕтел çинчен пурнăçĕн юлашки çулĕсенче кăларнă «Суйласа илнисем» кĕнекин икĕ томĕ, «Хушка хумсем», 1977 çулта пухса хатĕрленĕ «Пин-пин чĕре» публицистика сборникĕ кайма пĕлмеççĕ. Пурнăç кĕнекисем пекех вĕсем. Унта поэт кун-çулĕ те, çĕршыв историйĕ те сăнарлăн курăнать. «Ирхи», «Савни», «Хура пĕркенчĕк», «Хамăр ялсем», «Аслă чĕре», «Пулчĕ вăрçă», «Кун-çул тӳпинчен» сăвă ярăмĕсем — поэзин ылтăн фончĕ, хрестоматисене кĕрсе юлнă произведенисем. Петĕр Хусанкай кĕнекисене уçмассерен унăн сăн-сăпатне, уттине, калаçăвне аса илетĕп, ячĕ умĕнче пуç таятăп. <...>
Виталий СТАНЬЯЛ.
♦ ♦ ♦
Лавĕ çине кирлине çеç тиекен сăвăç
«Тăван Атăл» журналăн чăваш çыравçисен çавра çулĕсемпе калакан ăшă салам сăмахĕсем ку уйăхра Николай Теветкел сăвăç ячĕпе. Чи ăшшисем, чи пысăккисем, чи ыр сунулли-сем! Николай Александрович 85 çул тултарчĕ! Юбиляр пултарулăхĕ, ăсталăхĕ çинчен литература тĕпчевçисене саккас парса статья та çыртарттармаллаччĕ пулĕ, анчах, пĕр шутласассăн, унăн чăваш поэзийĕнчи сумлăхне, пĕлтерĕшне, хăватлăхне кăтартма ятарлă мухтав сăмахĕсем çырма та кирлех те мар, вăл çырнă кĕнекесене çеç алла тытмалла, вуламалла. Вара ăнланатăн унăн тĕнчин анлăлăхне те, тӳпин çӳллĕшне те, пултарулăх ăсталăхне те, вăл мĕн сывлăшпа сывланине те, мĕн шухăшпа пурăннине те, чунĕ мĕншĕн ыратнине те, тăван литературăра хальхи вăхăтра ăна мĕн пăшăрхантарса хурлантарни-савăнтарнине те.Çулсем пуссан та, пушанмасть чĕрен ыр савнăçпа сив хурлăхăн тиевĕ.
Мĕн кирлĕ мар — иле-иле перен,
хăш чух хыт силлемест-и çул кисревĕ?
Чĕнмесĕр эп пăхатăп хыçала:
нумай унта выртать арпаллă пĕрчĕ.
«Тасатмаллаччĕ вăрлăхшăн, паллах», —
хистевлĕ шухăш темшĕн тин çеç хĕрчĕ.
Мана вăл ăс парасшăн аллăра —
ытла кая юлса асăрхаттарчĕ.
Тен, çавăнпа халь çирĕп алăра
ман тилхепе? Тен, çăмăлттайлăх тарчĕ?
Тен, çул та хыт кĕскелчĕ пуль? Тавах:
тиетĕп кирлине çеç хам лава.
1987
Вăл чăвашăн хальхи вăхăтри поэзийĕн тӳпинчи чи çутă çăлтăр, паллах. Ахăртнех, Петĕр Хусанкайсем, Ухсай Яккăвĕсем хыççăнхи юлашки могикансенчен пĕри те. Кунашкал шухăшлама хĕрхӳ пулин те. Пулĕç-и малашне Теветкелпе унăн ăрăвĕ пек — Юрий Айташ, Энтип Ваççи, Михаил Сениэль, Алексей Аттил, Петĕр Эйзин, Мария Волкова поэтсем, Юрий Скворцов, Нелли Петровская, Василий Игнатьев, Николай Мартынов, Алексей Медведев прозаиксем тата ыттисем, вĕсем чылаййăн, йышлă — чăваш литературине иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тинĕс хумĕ пек хăватлăн пырса кĕрекенсем? Паллах, сăвă хайлакансем пулаççех, мĕншĕн тесен чăвашăн поэзиллĕ чĕлхи хăех чĕлхе вĕçне килсе кĕвĕленсе сăвă янраттарма хистесе тăрать, ку нихăçан та иксĕлес çук. Анчах та… анчах сăвă тени вăл хитрен шăнкăр-шăнкăр юхса тăни çеç мар-çке, вăл çырма тĕпĕнче выртакан чула çавăрттарса, пĕр-пĕринпе çапăнтарса вут-хĕм кăлармалла, вулакан чунне вут хыптармалла.
«Пирĕн поэтсем юлашки вăхăтра мĕн çинчен çыраççĕ-ха? Юрату, атте-анне… — пăшăрханса калаçать Николай Теветкел чăваш литераторĕсемпе издателĕсен ассоциацийĕн поэзи секцийĕн пĕрремĕш ларăвĕнче паянхи чăваш поэзийĕ епле аталанса пынине тишкернĕ, çивĕч куçпа пăхса хак панă май /«Хресчен сасси» хаçат, 2005, авăн, 23./ — Пурнăçри пăтăрмахсем çинчен çыракан сатира çукрах. Манăн сăмах вуннăмĕш муза çинчен пырать. Авалхи Грецире тăхăр муза пулнă. Гораций сатирик обществăра пулса иртекен тĕрлĕ илемсĕр пулăмсенчен тăрăхлакан поэзие «Вуннăмĕш муза — çуран муза», — тет. Паянхи чăваш поэзийĕнче çав «çуран муза» мĕнле утать? Пур-и вăл? Хуть хăш ĕмĕрте те пуянсемпе чухăнсем пулнă, обществăра танмарлăх, тӳнтерле пулăмсем хуçаланнă. Литература вĕсенчен яланах кулнă, тăрăхланă, реализм меслечĕпе усă курса çырса кăтартнă. …Поэтсем поэзие çĕртен те çӳлерех вĕçсе çӳрекен япала тесе шутлаççĕ-ши? Поэзи вăл çанталăк пекех улшăнса тăмалла. Сăвăсем пĕрешкел пулмалла мар. Вĕсенче пурнăçăн тĕрлĕ сăн-сăпачĕ пулмалла. Чи малтан ăсталăха çивĕчлетмелле. Халĕ, акă, вулас тесе пăхатăн та — нимĕн те çук, чăмлак пек пĕр майлă сăвăсем çеç. Çавна май французсен поэчĕ Шарль Бодлер çырнă «Авель тата Каин» сăвва тĕслĕхе хурса каласшăн:
Турă пилленĕ Авель йăх несĕлĕ
Çĕр ырлăхне куратех.
Каин йăх несĕлĕ — çуклăх, хисепсĕрлĕх
Çулĕ çине тухатех.
Авель йăх несĕлĕн ăшă кил тĕтĕмĕ
Хăй ангелне йыхăрсан
Каин йăх несĕлĕн ăсĕ ма çĕтĕлмĕ?
Хурлăх хăпмасть-çке унран.
Авель йăх несĕлĕ ӳсĕ йӳнеçĕллĕн
Мул çумне мул хушнăран,
Вăрттăн каçра та эсĕ, Каин йăх несĕлĕ,
Выçă пепке хăваран.
Авель йăх несĕлĕ, вăхăт хушсассăн
Тислĕк пулатăн хăвах.
Каин йăх несĕлĕ кар! тапрансассăн,
Тупăн-ши вăрттăн улах?
Авель йăх несĕлĕ! Сĕмсĕррĕн тăрăнĕ
Каин сăнни кăкăртан.
Каин йăх несĕлĕ, пӳлĕх те пăрăнĕ
Хăв тамăкна тупнăран.
Акă вăл — пĕтĕм чăнлăх. Пĕтĕм литература — трагеди… Генилле сăвă çавăн çинче никĕсленсе тăрать. Шарль Бодлер чухăн çын пулман, анчах епле çивĕч çырнă! «Вилĕм ташши» хайлавĕнче вăл пурнăç тискерлĕхĕ çинчен калать. Эпир, паянхи сăвăçсем, мĕн çинчен çыратпăр? Пĕтĕм литература Авельпе Каин çинчен тытăнса тăрать: поэзи те, прозăпа драматурги те.
…Çамрăксем поэзире кулма, савăнма, тăрăхлама пĕлмеççĕ. Ăçта вĕсем? Манса кайнă-и поэзин тĕп пĕлтерĕшне? Малтанах интереслĕ çырма пуçлаççĕ-ха, кайран пач! çухалаççĕ. …Çамрăклăхри хавхалану, çивĕчлĕх, туйăмсен кĕрлевĕ кирлĕ. Паллах, чи малтан сăвă техникине алла илмелле, пурнăç ӳкерчĕкне курма пĕлмелле. Паянхи сăвăçсем вара курмасăр, туймасăр çыраççĕ. …Хăйĕн тĕнчине тупнă поэтсем пирĕн пĕр виçĕ-тăватă çын пур, анчах та питĕ сахал».
Арсений ТАРАСОВ.
Комментари хушас