«Хресчен сасси» 34 (2922) № 31.08.2022

31 Çурла, 2022

Вырмана çак эрнере вĕçлемеллех

Августăн 29-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче тата пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 232648 гектар вырнă.

2021 çулхи палăртнă кун тĕлне вырнипе танлаштарсан ку лаптăк 79,6%. Кăçал вырма икĕ-виçĕ эрне каяраха куçрĕ. Сăлтавĕ май уйăхĕнче акса хăварма çанталăк чăрмантарнинче. 788839 тонна тырă, е çулталăк каяллахинчен 38,9% нумайрах, çапса тĕшĕленĕ. Палăртнă кун тĕлне тухăç кашни гектартан вăтамран 34,2 центнер е пĕлтĕрхинчен - 76%, уйрăммăн илсен туллăн - 79,6%, ырашăн - 62,7%, урпан 77,2% пысăкрах. Иртнĕ талăкра 12387 гектартан, е çулталăк каяллахинчен 3,8 хут нумайрах, пуçтарса кĕртнĕ, уй-хирте 701 комбайн ĕçленĕ. Пухса кĕртмелли кăçалхи план лаптăкĕнчен районсенче çакăн чухлĕ вырнă: Канаш - 90,8%, Хĕрлĕ Чутай - 83,5%, Улатăр - 83,4%, Элĕк - 82,8%, Елчĕк - 82,2%, Патăрьел - 81,4%, Шăмăршă - 80,8%, Вăрнар - 78,6%, Муркаш - 78%, Красноармейски - 77,3%, Пăрачкав - 76,1%, Етĕрне - 76,1%, Çĕрпÿ - 74,8%, Вăрмар - 74,8%, Çĕмĕрле - 74,6%, Тăвай - 73,5%, Сĕнтĕрвăрри - 72,4%, Комсомольски - 71,8%, Куславкка - 68,9%, Шупашкар - 67,4%, Йĕпреç 67,3%. Пуринче те çанталăк çумăра кайиччен пухса кĕртме тăрăшаççĕ. Çак тĕллев мĕнле пурнăçланать-ха? ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ЧР Патшалăх Канашĕн аграри комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов хуçалăхсене çитсе вырмана çĕрле епле йĕркеленипе кăсăкланнă.

- Сентябрĕн 2-мĕшĕччен, çанталăк пăсăличчен, вырмана вĕçлемеллех, - хуçалăхсен ертÿçисене чĕнсе каларĕ вице-премьер. - Культурăсем темиçе эрне каяллах пулса çитрĕç. Хура пĕлĕтсем куллен хупăрлама тытăниччен вĕсене пухса кĕртмеллех. Кĕрхисене те акса хăвармалла. Аграрисем çине харăсах темиçе ĕç тиенчĕ. Ăна вăхăтра пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăя пĕрлештермелле. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ял çыннин пурнăçне çăмăллатать

Чăвашпотребсоюз республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе çулсерен пресс-тур йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхинче мероприяти Шупашкар районĕнче иртрĕ. Вĕсем Ишлей райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, районти паллă вырăнсемпе паллашрĕç.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие йĕркелекенсем - Чăвашпотребсоюз, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ.

Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе вырăна тухса семинарсем йĕркелет. Райпосен ĕçĕ-хĕлĕ урлă регионти потребкооперацийĕн аталанăвĕпе паллаштарать. Хальхинче ĕçлĕ çул çÿрев Ишлейри çăкăр заводĕнчен пуçланчĕ. Предприяти ертÿçисем хăнасене чăвашсен йăлийĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Заводра пурĕ 34 çын вăй хурать. Вĕсен уйăхри шалăвĕ вăтамран 24 пин тенкĕ. Ĕçе сменăпа йĕркеленĕ май талăкĕпех шăпланмасть вăл. Вĕри кăмакаран пиçсе тухнă техĕмлĕ çăкăр-булкăна, печени-пĕремĕке ир-ирех лавккасене ăсатаççĕ. Кăнтăр иртсен тулли машинăсем каллех ялсем тăрăх саланаççĕ. Шупашкар çывăхĕнче вырнаçнăран конкуренци çивĕч. Юнашарах пайтаçăсен лавккисем те вырнаçнă. Çапах туянакансене райпон паха продукцийĕ, хакĕ илĕртет.
Юлашки çулсенче Чăвашпотребсоюзăн суту-илÿ, общество апатланăвĕн çурчĕсем палăрмаллах çĕнелсе улшăнаççĕ. Саласенче «Универсам» суту-илÿ çурчĕсем уçăлаççĕ. Вĕсем хулари гипермаркетсенчен пĕрре те кая мар. Хуçалăхра мĕн кирлине вырăнтах туянма е саккас пама пулать. Пысăк тавара машинăпа çитерсе параççĕ. Райпосем ял çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсен ытлашши апат-çимĕçне вырнаçтарма пулăшаççĕ. Акă Кивпулăхри лавккара халăхран çĕр улми, пахча çимĕç, эмел курăкĕсем, милĕк йышăнаççĕ.

- Çу кунĕсенче эмел курăкĕ ытларах йышăнтăмăр. Халĕ, кĕр енне, çĕр çулми, купăста, сухан, кишĕр илсе килеççĕ. 1 килограмм çĕр улмине - 15, купăстана - 8, сухана - 17, кишĕре 20 тенкĕпе йышăнатпăр. Унсăр пуçне кивĕ хут, полиэтилен, çĕмрĕк кĕленче те пуçтаратпăр. Çуркунне кил хуçалăхĕсене комбикорм, чĕпĕсем илсе килсе паратпăр, - пĕлтерчĕ Наталья Козякова сутуçă. Кивпулăхра пурăнакан Эдуард Попов çĕр улмине пĕчĕк урапапа туртса килнĕ. Шăрăх çу кунĕсене пăхмасăр чĕр тавар шултра, таса. Пасарта сутса тăриччен вырăнта вырнаçтарни вăхăта перекетлет, меллĕ. Сăмах май, кăçалхи январьиюль уйăхĕсенче Ишлей райповĕн хатĕрлев çаврăнăшĕ 22500 пин тенкĕпе танлашнă, халăха тÿлевлĕ çăмăллăхпа 1400 пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Çак тапхăрта тавар продукцийĕн калăпăшĕ 32117 пин тенке çитнĕ.

Райпон Кÿкеçри çĕнелнĕ суту-илÿ çурчĕпе те паллашма кăмăллă пулчĕ. Сентресем таварпа авăннă темелле. Çав шутра вырăнти предприятисен апатçимĕçĕ те туллиех.

Журналистсем Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музее, Шупашкар районĕн «Тăван Ен» хаçат редакцине çитсе курчĕç.

«Çавра сĕтел» хушшине Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Тĕп союзăн Информаци тата коммуникаци центрĕн директорĕ Галина Лашманова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Ольга Петрова, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Анна Иванова, республикăри журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата сумлă ытти çын хутшăнчĕç. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Халăхпа пур ĕç те пулать

Юлашки çулсенче аякри пĕчĕк ялсенче те ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Ял тăрăхĕсене аталантарма йышăннă программăсемпе проектсем вĕсене те витĕм кÿреççĕ.

Ялти хастарсем тăрăшнипе хапха-картасене çулсемпе тротуарсене, социаллă обћектсене юсасаç ĕнетеççĕ. Вĕсем пулăшнипех çынсен шухăш-кăмăлне, çивĕч ыйтусене влаçра ларакансем патне çитереççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн администрацийĕ халăх сĕнĕвне шута илсе 2017 çулта пуçаруллă бюджетпа пушар машинине лартма гараж турĕ. Паллах, пархатарлă ĕçрен ялта пурăнакансем те юлмарĕç, 215,3 пин тенкĕ пуçтарчĕç. Вут-кăвар хăрушшине, хăй хыççăн нимĕн хăварманнине аван ăнланатпăр. Район центрĕнче кăна мар, Чăваш Сурăмра та пушара сÿнтерме техника пурри аван. Хăш-пĕр чухне ăнсăртран тухнă çулăма сÿнтерме техника васкавлă çитейменни пăшăрхантарать.

Тĕслĕхрен, иртнĕ уйăхра, аслатиллĕ вăйлă çумăр вăхăтĕнче, ялта пĕрисен сарайне аçа çапрĕ. Кĕрлесе çунакан сарайпа юнашар вырнаçнă çурт-йĕр, хуралтăсем çине çулăм сиксе ÿкес хăрушлăх пулчĕ. Юрать, ял халăхĕпе çулăма сарăлма памарăмăр. Юнашар шыв сахалли те йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Инкек вăхăтĕнче вăйлă çумăр çуни кăна вут-çулăм çулне пÿлме пулăшрĕ.

Çулăм алхасни пирки кĕсье телефонĕпе пушар хуралне, çăлавçăсене пĕлтернĕ хыççăн вĕсене пĕр сехете яхăн кĕтме тиврĕ. «Ăçта пушар машинисем!» - тесе ял çыннисем пăлханса кăшкăрашма тытăнчĕç. 2020 çулта - Мăн Шĕвĕш, 2022 çулта Энехметпе Какаçра пурăнакансем вут-кăвартан сыхланса ял пĕвисене тасатрĕç. «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăннă май Энехметсем - 74 пин, Какаçсем 72 пин тенкĕ хыврĕç. Çак яваплă ĕçсене ял старостисем Альбина Степановăпа Юрий Митрофанов хăйсем çине илчĕç. Чăннипе маттур çынсем.

2019 çулта Анатри Хурасанта пурăнакансем пушă вăхăтра канмалли вырăн тунă тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса палăк лартнă.

Пĕлтерĕшлĕ ĕçсене каллех çак программа пулăшнипе пурнăçланă. Пархатарлă ĕç, çав шутра халăхран укçа пуçтарасси ял хастарĕсем тăрăшнипе пулса пырать. Ĕлĕкрех кил хуçалăхри çÿп-çапа çырма-çатрана кăларса ывăтнă, таврана вараланă. Республикăра ăптăркаптăра хулара кăна мар, ялсенче пуçтарассине йĕркеленине çынсем ырласа йышăнчĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çине тăнипе, халăх хутшăннипе контейнерсем туянчĕç, вĕсене вырнаçтарма ятарлă вырăнсем йĕркелерĕç. Ялсем тинех тирпейленчĕç, çÿп-çап сапаланса выртмасть.

Иртнĕ çул Мартынкассинчи Учитель урамĕнче пурăнакансем те курăмлă ĕç турĕç. 500 метр тăршшĕ çула вак чул сарса хытарчĕç. Çивĕч ку ыйтăва 2019 çултах çĕкленĕччĕ. Халăхпа пуçтарăнса калаçнă. Анчах çакăншăн яваплă çын сăмахне тытайманран ĕç икĕ çула тăсăлчĕ. Лав çав-çавах вырăнтан тапранманнине кура Николай Орлова çак ĕçе хамăр çине илме сĕнтĕм эпĕ. Вăл смета хатĕрлемешкĕн администрацирен пулăшу ыйтнă. 2020 çулта халăхпа пухăнса çивĕч ыйтăва сÿтсе яврăмăр, «Пуçаруллă бюджет» программине хутшăнма укçа пуçтарма йышăнтăмăр. Галина Кирилловăпа Надежда Горшкова çак ĕçе хăйсем çине илчĕç. Тар кăларса ĕçлени харама каймарĕ, паянхи кун та такăр çулпа савăнса çÿретпĕр.

Ман шухăшпа, ку программа ялсене йĕркене кĕртме, палăртнине пурнăçлама пулăшать. Хамăр укçа пуçтарнипе кăна пысăк ĕçсем тăваймăн. Патшалăх пулăшăвĕ вара ĕмĕте çывхартать.

Хальхи вăхăтра çивĕч ыйтусенчен пĕри – ялсенче йĕркеллĕ çул çукки. Антоновкăра пурăнакансем урам хушшинчи 310 метр çула юсама «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнни пулăшнă. Патшалăх хысни çумне халăх 80 пин тенкĕ хушнă. Ку енĕпе Светлана Андреевăна ырăпа асăнас килет. Тури Хурасанта та 350 метр çула вак чул сарса хытарнă. Курăмлă ĕç тума ял халăхĕ те 105 пин тенкĕ хывнă. Кунта вара Владимир Тихонов уйрăмах палăрнă. Чăваш Сурăмсем патшалăх пулăшăвĕпе тата хăйсен укçипе çăва çине шыв урлă каçса çÿреме 285 метр çула вак чул сарма йышăннă. 70 пин тенкĕ пуçтарса бюджета хывнă ĕнтĕ /пуçаруçи - ку тăрăхран тухнă Лев Ефимов профессор/. Хальлĕхе ĕçе пурнăçлама подрядчик тупăнайман-ха. Кăçал пурнăçламалли ĕçсем татах пур. <...>

Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ. Элĕк районĕ.

♦   ♦   ♦


Хамăр тăрăхра та курмалли чылай

Республикăри таврапĕлÿçĕсем, çыравçăсем çул çÿреве тухрăмăр. Ăна яланхи пекех Чăваш нацин ăслăлăхпа ÿнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин йĕркелесе ертсе пычĕ. Эпир виçĕ района çитсе куртăмăр.

Малтанах Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм ялĕнче пултăмăр. Пире унта истори наукисен докторĕ, профессор Лев Ефимов, Владислав Чукмарь, Гурий Терентьев тата вырăнти музей ертÿçи Юлия Степанова кĕтсе илчĕç. Лев Архипович Чăваш Сурăмĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Малтанах çак ял пирки 1620 çулта асăннă. Вăл ку тăрăхри чи ватă ялсенчен пĕри шутланать. Кунти чиркĕве те ыттисенчен маларах уçнă, 1794 çулта. Асăннă чиркĕве Муркаш районĕнчи Анатри Панклире уçмалла пулнă. Ăна тума йывăç материалсем те хатĕрленĕ. Анчах та Анатри Панклисем чиркÿ кирлĕ мар тенĕ. Ун хыççăн строительство материалĕсене Чăваш Сурăм ялне леçнĕ. Çапла вара унта чиркÿ çĕкленнĕ. Чăваш Сурăм вулăс центрĕ те пулнă. Халĕ те вăл районти чи лайăх аталаннă ялсен шутне кĕрет. Унтах «Новый путь» хуçалăх та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Лев Архипович ялта вырнаçнă музей пирки те сăмах хускатрĕ. Вăл 1968 çултанпах ĕçлет. Ăна йĕркелеме Кирилл Воронов нумай тăрăшнă. Вăл Чăваш нацин ăслăлăхпа ÿнер академийĕн членĕ пулнă. Унти экспонатсемпе Юлия Петровна паллаштарчĕ. Тăватă пÿлĕмрен тăраканскер, чăн та, пуян иккен. Курмалли, паллашмалли пайтах. Музее экспонатсемпе пуянлатма Лев Архипович та нумай тăрăшнă. Каярахпа эпир çак çуртрах вырнаçнă вулавăшра пултăмăр. Лев Ефимов Какаç ялĕ çинчен хăй çырнă кĕнекине парнелерĕ. Асăннă районта чылай паллă çын çуралса ÿснĕ. Çыравçăсемпе сăвăçсем çеç 32-ĕн. Акă автобус Мăн Тукташ ялне илсе çитерчĕ. Ку ялтан кăна тăватă çыравçăпа сăвăç тухнă: Илле Тукташ, Аркадий Марков, Анатолий Афанасьев, Герасим Харлампьев. Кăçал Илле Тукташ çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Вăл - Чăваш Республикин гимнĕн авторĕ. Ăна Илья Семăнович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан 1946 çулта çырнă. Шел те, Илле Тукташ 1957 çулта 50-рах çĕре кĕнĕ.

Çак ялтах Сталин премийĕн лауреачĕ Лазарь Михайлов çуралса ÿснĕ. Вăл - ăсчах, физик-ядерщик. Тĕнчипе паллă Игорь Курчатов ăсчахпа пĕрле ĕçленĕ. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлеме атом щитне тунă çĕрте пысăк тÿпе хывнă. Паллă çынсен çурчĕсем патĕнче пултăмăр. Шел те, унта пире сас паракан пулмарĕ. Вĕсенче никам та пурăнмасть. Мăн Тукташ ялĕ пушансах пырать. Малтан унта 1200 çын пурăннă, халĕ вара хĕллехи вăхăтра 40-рен те сахалрах кил мăрйинчен тĕтĕм тухать.

Ун хыççăн пирĕн çул Ураскилтри Никифор Ваçанкка тата Тури Вылăри Александр Артемьев çыравçăсен килĕсем патне выртрĕ. Никифор Ваçанкка çуртĕнче çеç унăн тăванĕ пурăнать. Унтан Вăрнара çул тытрăмăр. Унта пире Федор Кузьмин кĕтсе илчĕ, вырăнти химзавод музейĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май, асăннă завод пĕлтĕр 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Химзавод пуçламăшĕ çак районтах фосфорит руди тупнинчен пуçланать. Рудана шахтăсем туса çĕр айĕнчен кăларса Вăрнара лашасемпе турттарнă. Унтан удобрени туса вакунсемпе кирлĕ вырăна ăсатма пуçланă. Паллах, завод тума кунта чукун çул пурри те пысăк витĕм кÿнĕ. <...>

Александр МАКАРОВ. Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.

♦   ♦   ♦


 

Светлана ĕмĕчĕ

Светлана кăçал вăтăр икĕ çул тултарать. Вăл пĕчченех, арçынсăр пурăнать. Çакă ăна вĕçĕм канăç памасть. Пĕччен пурнăçран хăтăлмаллах. Анчах мĕнле? Качча каймалла? Кая юлнă. Ватă теççĕ. Качча тухма йĕркеллĕ арçын çук. Чанкасси ялнех илес: кунта алкаша тухма хатĕррисем тата ĕçсĕр юлнисем ытларах. Вĕсемпе йĕркеллĕ çемье мĕнле çавăрас?

Светлана тахçанах пĕр-пĕр принц килессе, ăна телейлĕ тăвасса кĕтме пăрахнă. Арçынсăр та чиперех пурăнма пулать. Анчах кайран, ватлăхра, йывăр килет. Чирлесен шыв паракан та кирлĕ. Çакна Светлана лайăх ăнланать. Çавăнпа пуль тепĕр чухне пурнăç сая кайнăн, усăсăр пурăннăн туйăнать.

Пĕччен пурнăçа пĕтермелли тепĕр май вăл - ача çуратни. Светлана хальлĕхе ача çуратма кая юлман-ха. Ача çуратма сывлăхĕ те йĕркеллех. Сывлăха вăл нумаях пулмасть ятарласа тĕрĕслеттернĕччĕ.
Çавăнпа Светлана ача çуратма çирĕп шут тытрĕ. Анчах кампа? Сывă ача çуратма паха вăрлăх кирлĕ. Чирлĕ ача е инвалид çуратас килмест унăн. Сывă мар ача çуралсан хĕрарăм айăплă. Лайăх пахча çимĕç ÿстерме элита сортлă вăрлăх туянатăн. Çирĕп сывлăхлă ача ÿстерме вара паха вăрлăх тупма май çук. Урăхла каласан, халь сывă арçын сахал.

Мĕншĕн çук-ши çакăн пек лавкка: «Женщинам Желающим ребенка». Унта, калăпăр, çирĕм ытла арçын ларать. Вĕсем пурте çирĕп сывлăхлă, тĕреклĕ, сăн-питрен хитре арçынсем. Вĕсен хушшинче сар çÿçли, хура çÿçли, çырă çÿçли те пур. Куçĕсем: кăвакки, хăмăрри, симĕсси,чакăрри, пысăкки - суйла кăна. Кĕлеткипе пурте сарлака хул-çурăмлă, патвар - пăхсан куç илеймĕн. Эх, çавăн пек пулас пулсан!..

Нихăçан та пулас çук ун пекки... Мĕн Пуррипе çырлахма тивет. Мĕн пуррине пăхсан - макăрас килет. Ĕçкĕç çине ĕçкĕç, сурăх çине сурăх. Çуратас тăк çуратасчĕ сывă, хитре, маттур ача. Ăна пăхса савăнмалла пултăр.

«Пур-и пирĕн Чанкассинче ача Çуратма юрăхлă арçын? Акă, пĕрерĕн шутласа каяс. Малти урамра ун пек арçын пĕрре те курăнмасть. Акă, Кирилл - авланман арçын тейĕпĕр, сухалне эрне ытла хырман, пуçне пĕкнĕ, курпунне кăларнă, ват çын пек вĕтĕ утăмсемпе утать. Катемпи вырăнне пахчана лартсан кайăксем хăраса вĕçсе кайĕç. Никитăпа Иван авланнăскерсем. Ку урамрах Веня пур. Вăт унпа эпĕ ача çуратма килĕшнĕ пулăттăм. Эрех ĕçмест. Хăйне тирпейлĕ тытать. Кĕнеке те вулать. Ăслă арçын. Шел, авланнăскер. Арăмĕ ăна сыхласах тăрать, куçран вĕçертмест. Ăнланать пулмалла, унăн упăшкине ют хĕрарăмсем пăхкаланине. Эпĕ Веньăпа çывăхланма хăтланнине тÿрех сисĕ, мана ялтан хăваласах ярĕ.

Уçăп - «чаплă» алкаш. Çавна пулах авланаймарĕ. Алкашран алкашонок çуралать. Кирлĕ мар. Малалла каяр урам тăрăх. Федор Иванович çамрăк учитель, хытанкаскер. Вăл яланах куçлăхпа çÿрет. Шкулти тепĕр çамрăк учительницăпа калаçать теççĕ. Анчах Федор Иванович час-часах чирлекелет.

Чирлекентен сывă ача кĕтме йывăр. Самсон. О, кĕлеткипе улăп, тĕнче паттăрĕ. Чăнах, пăхма кăмăллă. Анчах сурăх, тупой. Пĕтĕм тăнĕ кĕлетке çитĕнтернĕ çĕре кайнă. Унран чипер ăслă-тăнлă ача пулаймĕ. Ман вара ăслă ача çуратас килет.

Савелий - бизнесмен. Укçа хутаççи. Ачи хăйне хывсан, тен, пуян çынах пулĕ. Анчах хăй ытла лутраскер, хырăмĕ, сăра хуранĕ пек, пысăк. Пичĕ кăшман пек хĕп-хĕрлĕ. Вăл кулни те килĕшмест. Хы-хы-хы, тесе кулнă чухне пысăк хырăмĕнчен чышас килет. Мĕн тултарнă-ши унăн тачка хырăмне? Пуян пулсан та мана кирлĕ мар. Камшăн та пулин усăллă çынах пуль. <...>

Михаил ВОЛКОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.