Хыпар 92-93 (27971-27972) 19.08.2022
Вырма: тухăç пӗлтӗрхинчен пысăкрах
Республикăра вырма кунран-кун вăй илсе пырать. Хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене тĕшĕлесе кĕртеççĕ.
Çак кунсенче вырăнти хуçалăхсенче вырма мĕнле пынипе Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев та паллашнă. Малтанах вăл Чăваш патшалăх аграри университечĕн «Студен ческий» вĕренÿ, ăслăлăхпа практика центрне çитсе курнă. Центр ертÿçи Алексей Антонов пĕлтернĕ тăрăх, уй-хире вĕсем çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче тухнă. 200 гектар кĕрхи тулă тĕшĕлесе кĕртнĕ, паян-ыран сĕлĕ вырма тытăнас тĕллевлĕ. Çĕр ĕçченĕсем тыр-пул пухса кĕртес енĕпе кăна мар, çĕртме тăвас енĕпе те тимлеççĕ, палăртнинчен çуррине сухаланă та. Çитес çуркунне акма 100 тонна вăрлăх управра выртать.
Шупашкар районĕн администрацийĕн ял хуçалăх уйрăмĕн ертÿçи Алексей Иванов пĕлтернĕ тăрăх, районти аграрисен 14 пин гектар çинче тыр-пул пухса кĕртмелле. Вĕсенчен 4170 гектарĕ — кĕрхисем. Çу уй ăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 3900 гектара пушатнă. Ку — 29%. Вăтам тухăç гектартан — 32,5 центнер.
— Пĕлтĕр вырмана утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчех пуçăннăччĕ, кăçал комбайнсем çурла уйăхĕн малтанхи кунĕсенче кăна уй-хире тухрĕç. Чи пирвайхисем — Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз ĕçченĕсем. Вĕсем хыççăн ыттисемте ĕçе кÿлĕнчĕç. Чиматтуррисем çаксем: «ЧебоМилк» пĕрлешÿ — 679 гектар, Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз — 440 гектар, «Прогресс» тата «Чурачикское» пĕрлешÿсем 500-шер гектар кĕрхи культурăсене тĕшĕлерĕç. Çитес эрнере аграрисем çурхисене вырма пуçăнасшăн. Çакна та палăртмалла: районти кашни пысăк ял хуçалăх организацийĕн сушилка пур, çакă тырра вăхăтра типĕтсе управсене хума май парать. Кăçал «Ольдеевская» агрофирма пысăк хăватлă сушилка вырнаçтарма пултарчĕ, вăл сехетре 50 тонна таран тырă типĕтеет. Тулли пучахлă уйсене курсан чун савăнать. Тырра тикĕс, парка ÿсме аграрисем вăхăтра им-çамлани, минерал удобренийĕсемпе апатлантарни витĕм кÿнĕ. Çанталăк уяр тăни те камăла çĕклет — эппин, тыр-пул пухса кĕртме вăхăт пур-ха. 2021 çулта гектартан вăтамран 19 центнер илнĕччĕ, кăçалхи кăтарту чылай пысăкрах: хальлĕхе 32,5 центнерпа танлашать. Паллах, çак цифрăран чылай пысăкрах тухăç илекенсем те пур. Хăш-пĕр хуçалăхра вăл 41-46 центнерпа танлашать. Республикăри вăтам кăтарту — 34 центнер, эпир унтан юласшăн мар-ха, — палăртрĕ Алексей Алексеевич. <...>
Вера ШУМИЛОВА
♦ ♦ ♦
Владимир РУССКОВ: Вăхăт ыйтать: çынсем хăтлăхра ăтлăхра пурăнасшăн урăнасшăн
«Кунта пурнăç чарăннăн туйăнатчĕ. Халăх ыйтнипе ял тăрăхне ертсе пыма тытăнтăм. Кайран ĕç мана туртса кĕрсе кайрĕ. Тĕллевсене пурнăçласан, ĕçĕн уссине курсан кăмăл тулать», — палăртать Канаш районĕнчи Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Руссков. Шăхасан сали йĕркеленнĕренпе 470 çул çитнĕ май унпа тĕл пулса калаçрăмăр.
— Владимир Дмитриевич, эсир ял тăрăхне ертсе пыма тытăнни 10 çул çитет. Малтанхи тапхăрта мĕнле ыйтусем çивĕч тăратчĕç?
— Çÿп-çап илсе тухассипе йывăрлăхсем пурччĕ. Çырмасенче, контейнер лартмалли лапамсенче çÿп-çапвыртатчĕ. Вĕсене вăхăтра илсе кайманнипе купалансах каятчĕç. Çынсем çăхавсем çыратчĕç. Тирпейлĕхшĕн кĕрешмешкĕн кассăра укçа çукчĕ. Çаврăнăçуллă пулса, ытти май тупса ку енĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Субботниксем те ирттертĕмĕр. Халăх па тĕл пулса ăпăр-тапăра çырмана йăтмалла марри пирки пайтах ăнлантарнă, пухусемйĕр келенĕ. Хăнăхнă йăларан пистерме йывăрччĕ. Контейнерсем лартни те пулăшмарĕ. Вĕсене пуçтарса кайрăмăр та çÿп-çапа хутаçа пухса пама ыйтрăмăр. Эрнере пĕр хутчен машина килсе вĕсене илсе каятчĕ. Ун чухне регионти оператор çукчĕ, федераци саккунĕ вăя кĕменччĕ-ха. Хамăр пĕлнĕ пек ĕçлеме тиврĕ. Халĕ ку тĕлĕшпе ыйту татăлчĕ ĕнтĕ.
— Шăхасан — пысăк сала. Нумай хутлă çуртсем те пур. Унта пурăнакансене хăйсен нушисем канăç паман-тăр.
— Шăхасанта — икĕ микрорайон: «Ялхуçалăх техники» тата «Çĕнтерĕве 40 çул». Вĕсенче нумай хваттерлĕ 45-е яхăн çурт. Хайхи çуртсене ăшăпа, шывпа, газпа тивĕçтерсе тăмалла. Котельнăй кивĕччĕ, аран кăна ĕçлетчĕ. Хĕлле çынсем ăшăсăр нушаланатчĕç. Шартлама сивĕ тăнă вăхăтра хваттерсенче 10-11 градус ăшă çеçчĕ. Çĕрле шăнкăравлатчĕç те котельнăя тухса операторпа пĕрле дежурство тăма тиветчĕ. Анчах çапла ăшталанни кăлăхах пулнă. Укçа-тенкĕ çитменнине пула котельнăя хĕле йĕркеллĕ нхатĕрлесе çитермен. Газа нормăран нумай тăкакланăран парăм пысăкчĕ. Депутатсен пухăвĕнче çак çуртра пурăнакансен хваттерĕсене харпăр котелпа ăшăнмалла тума йышăнчĕç. Линин магистраль пайне куçарас тĕлĕшпе проект хатĕрлерĕмĕр. Тепĕр çулхине ĕçе тытăнтăмăр. «Çĕнтерĕве 40 çул» микрорайонти 4-мĕш çурта чи малтан сыпăнтар тăмăр. Ку ĕç йÿнех марччĕ. Хваттер хуçисем 70-80-шер пин тенкĕ тÿлерĕç. Пурте тÿрех килĕшмерĕç. Анчах кайран лайăх енсене курсан — ăшă шыв яланах пур /унччен вăл çулла çукчĕ/, кирек хăçанта ăшша чарма-яма юрать — ыттисемте çак ырлăхпа усă курас терĕç. Çапла 2 çул çурăра пур микрорайона та харпăр хăйсен котелĕпе ăшăнмалла туса çитертĕмĕр. Паллах, чи малтан пăрăха урăххипе, ытларах газ килме май параканнипе, улăштартăмăр.
— Вăхăт иртнĕ май пĕтĕмпех çĕнетмел ле çав.
— Коммуникацисем тĕлĕшпе те йывăрлăхсем пурччĕ. Пăрăхсем кивелсе çитнĕ. Уйрăмах — шывăн. Ку ыйту халĕ те татăлса пĕтеймен-ха. Вĕсене улăштарма, юсав ĕçĕсем пурнăçлама темиçе проект хатĕрлерĕмĕр. «Çĕнтерĕве 40 çул» микрорайонта пурнăçламаллине экспертиза витĕр кăлартăмăр. Пăрăх хĕлле 5-6 хут чен те шăтса каять. Юлашки 2-3 çул эпĕ Çĕнĕ çула авари вырăнĕнче кĕтсе илтĕм. Ун чухне шывпа усă куракан йышланать те пăрăхсем чăтаймаççĕ. Вĕсене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хунă та унтанпа улăштарман. Юсавсем ирттернĕ-ха, анчах ку çителĕксĕр. <...>
Алина ИЛЬИНА
Комментари хушас