Çамрăксен хаçачĕ 27 (6426) № 14.07.2022

14 Утă, 2022

Пациентсем ăна ывăлĕ вырăнне йышăнаççĕ

«Манăн анне ялти ФАПра фельдшер пулса ĕçлет. Пĕррехинче çĕрле мана, пĕчĕкскере, хăйĕнпе пĕрле чирлĕ çын патне илсе кайнăччĕ. Ун чухне эпĕ вăтам классенче вĕренеттĕм. Çавăн чухне вилес патне çитнĕ çынна пурнăçра пĕрремĕш хут куртăм. Анчах анне ăна укол туса тăна кĕртрĕ. Çав çын ура çине тăчĕ. Çакă маншăн тĕлĕнтермĕш пулнăччĕ. Кун хыççăн хама ӳссе çитсен тухтăр пулатăп тесе сăмах патăм», — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Валерий Фролов.

Вăл Шупашкарти федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче ĕçлет. Çамрăк ортопед травматолог Патăрьел районĕнчи Тури Чакă ялĕнче çуралнă, Чемен шкулне çӳренĕ. Унта вĕреннĕ вăхăтра каччă спортпа туслă пулнă. Шкулта, районта иртекен тĕрлĕ ăмăртура çĕнтернĕ. Аслă классенче физкультурăпа иртнĕ республикăри тата Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен призерĕ те пулнă. Шкул хыççăн малалла ăçта вĕренме каясси пирки шухăшланă май Валерий икĕ çула палăртнă: пурнăçа е спортпа çыхăнтармалла, е тухтăр профессине алла илмелле. 2011 çулта вăл Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне çул тытнă.

«Медицинăна хăравçăсем суйласа илмеççĕ. Шикленекенсем çак çулпа кайсан та вĕренсе тухаймаççĕ. Алла професси илсен те ĕçлеймеççĕ. 2-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра занятисенче çын органĕсене тыта-тыта пăхма тиветчĕ, вĕсемпе усă курса пĕлĕве тарăнлататтăмăр. Нумайăшĕ çакăнтан йĕрĕнетчĕ е хăратчĕ. Хăшĕ-пĕри хăнăхатчĕ, теприсем вара вĕреннĕ çĕртен пăрахса каятчĕç. Маншăн, ялтан килнĕ йĕкĕтшĕн, ку йывăрах та пулман. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх пуснине пайтах курма тивнĕ. Мана вĕренӳ çăмăл парăннă. Ăс пухнисĕр пуçне университетра иртекен спорт ăмăртăвĕсенче те хастарлăх кăтартнă. «Студентсен çуркунни» чи кăсăкличчĕ. Унта хутшăнмасăр пĕрре те юлман. Çакăнта эпĕ пулас мăшăрпа паллашнă. Вăл стоматолога вĕренетчĕ. Мăшăрăм та çак мероприятисене яланах хутшăннă. Университетрах ординатура пĕтертĕм. Унсăр пуçне мана 1-2-мĕш курс студенчĕсемпе анатомипе практика занятийĕсем ирттерме шанса панăччĕ. Урăхла каласан, преподаватель пулса тăтăм. Çапла пулас тухтăрсене 2 çул анатоми вĕрентрĕм. Ку тивĕçе малалла та пурнăçлăттăм пуль, анчах тĕп ĕçре вăхăт нумайрах ирттернипе университета çӳреме вăхăт юлмарĕ», — аса илчĕ çамрăк.

2017 çулта вăл медицина факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Университетри «Чи лайăх 100 выпускник» йышне кĕнĕ. 2019 çулта федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне ĕçе вырнаçнă. 2020 çулта унта ковид центрĕ туса хунăччĕ. Малтанхи вăхăтра центрта нумай çын сипленнĕ. Каярах, коронавируспа чирлекенсен йышĕ чаксан, Валерий ĕçлекен уйрăмра каллех çурăм шăммин чирĕсемпе нушаланакансене сиплеме тытăннă.

— Пирĕн пысăк центрта çурăм шăммин пур чирĕпе аптăракансене те пулăшу параççĕ. Онкологи чирĕсенчен çеç сиплемеççĕ. Эпир хамăр ĕçре тĕрлĕ мелпе усă куратпăр. Ытларах операци тăватпăр. Пирĕн уйрăмра 4 тухтăр. Пурте килĕштерсе ĕçлетпĕр. Ертÿçи — Дмитрий Козлов. Вăл — медицина наукисен докторĕ. Дмитрий Михайлович ертсе пынипе эпир сиплевĕн тĕрлĕ мелĕпе усă куратпăр та. Ирхине 8 валли ĕçе килетпĕр те 17-18 сехетре киле каятпăр, хăш-пĕр чухне юлса ĕçлени те пулкалать. Операцисенчен килет. Вĕсем те тĕрлĕрен пулаççĕ вĕт. Хăш-пĕр çын операцие çăмăл чăтса ирттерет, теприсем — йывăр. Юлашкисемпе нумайрах ĕçлеме тивет. Пирĕн тухтăрсем кунне 4-5 операци туни те пулать. Кунĕпе ура çинче тăмалла. Ку çăмăлах мар. Унсăр пуçне хут ĕçĕ вăхăта нумай илет. Çавăнпа киле кайсан усăллă канма вăхăт тупатăп. Маншăн кану – спорт. Атăл хĕрринче чупса киленетĕп, — пĕлтерчĕ Валерий.

Травматолог тухтăрсен хушшинче Валерий Владимирович чи çамрăкки. Ĕç стажĕ пысăках мар пулсан та хăйĕн пултарулăхĕпе, ĕçлес вăй-хăвачĕпе ыттисенчен пĕрре те кая мар вăл.

— Тĕп врач Николай Николаев ертсе пынипе, тăрăшнипе çĕршыври ытти паллă клиникăпа çыхăну тытатпăр. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр, вĕренмешкĕн тухса çӳретпĕр. Эпĕ, тĕслĕхрен, нумаях ĕçлеместĕп пулсан та, Мускав, Питĕр, Курган хулисенче пулса куртăм, унти клиникăсенче пĕлĕве тарăнлатма пултартăм. Çапла, вĕренни ăсталăха аталантарма, опыта пуянлатма пулăшать, — палăртрĕ Валерий Владимирович. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Репетицисенче 5 килограмм чакнă

Пилĕк çул каялла вăл Шупашкарта иртнĕ «Раççей чăваш пики» конкурсра палăрнă. Çавăншăн унăн Крыма канма каймалла пулнă. Анчах ăна путевкăна паман. Мĕншĕн? Кун пирки пултаруллă та илемлĕ Василина Романова пире каласа кăтартрĕ.

Халĕ Василина Романова 21 çулта. Вăл Тутар Республикинче, Кама юхан шыв хĕрринчи Чаллă Çыр хулинче, çуралнă. Амăшĕ каласа панă тăрăх, Василина пĕчĕк чухне питĕ шухă ача пулнă. Вăл пĕрмай тĕрлĕ пăтăрмаха çакланнă: е урине ыраттарнă, е сăмсине хуçнă… Вăр-вар пулнипех çывăх çыннисем ăна театр кружокне ертсе кайнă. Ун чухне хĕрача ача садне çеç çӳренĕ. Василина мода студийĕнче ăсталăхне туптанă. Пĕлӳ çуртне çӳреме пуçласан музыка шкулĕнче те вĕренме тытăннă. Унта 7 çул ăс пухса хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Василина ача-пăча пултарулăхĕн çуртĕнчи ташă кружокне 8 çул çӳренĕ. Вăл мĕн ачаранах ĕçе юратса ӳснĕ: хăй палăртнă тĕллевсене кирек мĕнле майпа та пурнăçлама хăнăхнă.

Шкулта вĕреннĕ чухне хĕрача тутарла, французла лартнă постановкăсенче вылянă. Вăл çуллахи каникулта та ахаль ларман, шкула çул такăрлатнă. Сăмахран, чечек уявне хутшăннă. Кĕскен каласан: пĕр мероприяти те, уяв та унсăр иртмен. 9 çулта Василина «Чăваш пукани» конкурса хутшăннă. Хăй каланă тăрăх, шăпах унта вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе çывăхрах паллашнă. Кун хыççăн унăн чăвашлăх пирки тата ытларах пĕлес килнĕ. Ку енĕпе ăна тата ытти ачана «Чĕкеç» ансамблĕн ертӳçи Елена Кондюкова пулăшнă. Василина аслă аппăшĕпе пĕрле ун патне репетицисене çӳреме пуçланă.

«Пĕррехинче Аксу районĕнче иртнĕ «Уяв пики» конкурса хĕр сахал хутшăнни палăрчĕ. Мана та вăя тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕç. Чи тĕлĕнмелли – конкурса хатĕрленме пĕр каç кăна пурччĕ. Ансамбльти хастарсем пулăшнипе эпир ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр, мĕн палăртнине веçех ĕлкĕртĕмĕр. Шăпах çавăнта мана Сильвия Чаркина асăрхарĕ те «Раççей чăваш пики» конкурса хутшăнма сĕнчĕ», — аса илчĕ Василина.

Конкурса раштав уйăхĕнче ирттерме палăртнă. Çав вăхăтра пикен шкулта экзамен тытмалла пулнă. Вĕрентекенсем Василинăна ярасшăн пулман, анчах вăл çак конкурсра Тутар Республикин чысне хӳтĕлессине пĕлсен пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Çĕрĕпе те, кунĕпе те хатĕрленме тивнĕ унăн. Вăл пĕччен пулман. «Чĕкеç» ансамбль ертӳçи Елена Львовна та хĕре тĕрек панă. Пурин асĕнче те юлас, çĕнтерес тесен ыттисенчен уйрăлса тăракан кăсăклă номерсем шухăшласа кăларас тенĕ. Вĕсем çак тĕллеве чăнласах пурнăçлама пултарнă. Мĕнле майпа-ха? Василинăн ача чухне пилот пулас килнĕ. Вăл номерсене шăпах çак ĕмĕтпе çыхăнтарнă та. Василинăпа хĕр юлташĕсем «Первым делом самолеты» юрра хăйне майлă улăштарса, стюардессăсенни пек тум тăхăнса юрланă, ташланă. Куракансене хăйĕнпе паллаштарнă чухне Василина сăвăласах калаçнă: «Ача чухнех тӳпене тытас килетчĕ аллăмпа, шурă мамăк пĕлĕте хыпас килет çăвара. Ĕмĕтсем ман — малалла! Эпĕ пилот пулмалла, самолета ларса тĕнчене ман курмалла!» <...>

Диана ПУШКИНА.

♦   ♦   ♦


Преступника тытас тесе медсестрана «выляма» тивнĕ

Хальхи вăхăтра хĕр-хĕрарăм арçынпа тан ĕçлени никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар-тăр. Этемлĕхĕн черчен пайĕ бизнесра та, политикăра та тăрăшать. Çакна саккун та хирĕçлемест: ĕç енĕпе чару çемçелни сисĕнет. Хальхи вăхăтра Раççейре хĕрарăмăн ĕçлеме юраман 100 професси пур. Унччен вĕсен шучĕ 456-па танлашнă. Арçынсене çеç курма хăнăхнă ĕçсенче Чăваш Ен хĕрарăмĕсем те сахал мар тăрăшаççĕ. Хăшĕ-пĕринпе паллашар-ха.

Путвалта та шыранă

Оксана Александрова — уголовлă шырав пайĕн ĕçченĕ. Канашра çитĕннĕ хĕр ашшĕн пиччĕшĕ Анатолий Степанов йĕрке хуралĕнче ĕçленипе мăнаçланнă. Унăн та пакунпа çӳрес, хăюллă пулас килнĕ. Ятарлă професси илес тĕллевпе Оксана РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕнĕ. Карьерăна тăван хуларах пуçлама пӳрнĕ. Вăл тӳрех уголовлă шырав пайĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Хальхи вăхăтра Оксана Григорьевна — пай пуçлăхĕн заместителĕ, подполковник.

«Преступлени тунă çынсене шырасси çăмăл ĕç мар, паллах. Пирĕн — нормăламан ĕç кунĕ. Хушăран 2-3 талăк канмасăр та вăй хума тивет. Саккуна пăсакансене пӳрт маччи тăрринче те, путвалта та, пусăра та тупни пулнă. Ют региона та тухса çӳретпĕр — «хура» ĕç тăваканăн йĕрĕпе таçта та çитме тивет. Паллах, кăсăклă та хăрушă тĕрлĕ лару-тăрăва пайтах лекнĕ.

Пĕррехинче, ун чухне эпĕ çамрăкрах пулнă, наркодилера тытас тĕллевпе чăн-чăн халап шухăшласа кăларнăччĕ. Преступниксем ухмах мар, вĕсен сисĕмлĕхĕ питĕ вăйлă. Улталаса вăлтана çаклатма питĕ йывăр. Мăшăрĕ героин илсе парасса кĕтнĕ арçын патне васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади пек килсе çитрĕмĕр. Арăмне çул çинче тытрăмăр. Пирĕн ăна япăх пулнипе больницăна илсе каймаллине, полис кирлине пĕлтертĕмĕр. Ĕненчĕ. Манăн медсестрана «выляма» тивнĕччĕ. Паллах, арçынран темĕн те кĕтме май пуррине ăнланаттăмăр. Юрать, çурăм хыçĕнче пистолет тытса тăраканскер самантлăха çухалса кайрĕ. Оперушкăн хăрушă ĕçпе çыхланнăскере тӳрех ярса илчĕ», — пулни-иртнине аса илнĕ май каласа кăтартрĕ ĕрĕхекен ăйăра та чарма пултаракан хĕрарăм. 4 ачана пурнăç парнеленĕскер ĕçĕ чунтан килĕшнине палăртрĕ. Оксана Григорьевнăна çемьере килĕшӳ хуçаланни, тĕпренчĕкĕсем лайăх паллăсемпе вĕренни хавхалантарать. Вăл шкулсенче те çитĕнекен ăрупа час-часах тĕл пулса тĕрлĕ калаçу ирттерет.

Çул сарать

Кирек ăçта кайсан та унăн куçĕ чи малтан çула асăрхать: тикĕс-и е лупашкаллă-и, асфальтлă-и е чулпа хытарманскер-и, тирпейлĕ-и е çын алли тахçантанпах çитменнипе йĕркерен тухнă-и… Çĕрпӳ районĕнчи Ямаш ялĕнче çуралса ӳснĕ Эльвира Чеменцева — асфальтобетонщик. Вăл ача чухне çул сараканра ĕçлессе шухăшламан та. 8 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хума пуçланă. 16 çул хăш самантра вĕçсе иртнине сиссе те юлайман вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çĕвĕ предприятийĕнче цехсем хупăнма тытăннă. Эльвира Леонидовнăн урăх ĕç шырама тивнĕ. Çапла автоçул тăвакан тата юсакан организацие пырса лекнĕ. Малтанлăха опытлисенчен вĕреннĕ, майĕпен асфальтобетонщик ĕçне хăнăхса пынă.

«Паллах, пирĕн ĕçре арçын ытларах. Чылай хушă йышра икĕ хĕрарăм çеç тăрăшатчĕ. Нумаях пулмасть пĕр хĕр килчĕ. Çул-йĕре хăтлăлатас ĕçре темĕн те тума тивет. «Гладилка» рулĕ умне ларма та, йывăр йăтма та, лумпа катма-ватма та… «Çак ĕçе эпĕ тумастăп», — тесе тăраймăн. Малтанхи тапхăрта хытă ывăнаттăм. Халĕ шăнăрсем хытса çитрĕç-ши? Вăйран кайнине туйсах каймастăп. Ывăнсан та ку тепĕр ĕç кунĕ çитнĕ çĕре иртет. Вара урăх ĕçе вырнаçас шухăш тавра тĕмсĕлместĕп», — професси чуна çывăх пулса тăнине палăртрĕ Эльвира Леонидовна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Питĕрте пĕрре пулсан унта чунпа яланлăха юлатăн

Чикĕ леш енче канакан сахал мар. Хамăр çĕршывра та курса тĕлĕнмелли илемлĕ вырăн пайтах. Санкт-Петербург хулиех мĕне тăрать! Пĕлтĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «F3» ушкăнĕ «Студентсен çуркунни» фестивальте 3-мĕш вырăна тухнăшăн Питĕре кайма тивĕç пулнăччĕ.

Мулкача халалланă палăк

Шел, коронавирус пандемийĕ пулнăран хăш-пĕр çамрăк çула тухаймарĕ. Эпĕ хам та вакцинациленмелле тесен тӳрех больницăна кайрăм. Укол тутарма кăмăл туманнисем ПЦР-тестпа çырлахрĕç. Анчах юлашкинчен унран усă та пулмарĕ. Çамрăксемпе пĕрле çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче çула тухма хатĕрлентĕмĕр. Кирлĕ япаласене пĕчĕк чăматансене пуçтарса университетăн культура керменĕ умĕнче пухăнтăмăр.

Инçе çула тухас умĕн пăлхану та пур пек: шалта темĕн тăр-тăр! чĕтренĕн тата пуçра сехет шакканăн туйăнать. Республика тулашне кайнă чухне хăвна айăплă евĕр те туятăн, тăван тавралăха, юратнă киле пăрахса хăваратăн тейĕн. Çапах автобус малалла шутарчĕ. Палăртнă вырăна çитмешкĕн пĕр кун кирлĕ пулчĕ. Шăм-шак та хытрĕ. Питĕр пире çумăрпа кĕтсе илес хăрушлăх пурччĕ. Ара, унта çанталăк мĕнле пулассине юмăç ярсан та пĕлеймĕн. Телее, кунĕ уяр пулчĕ. Инçе çула парăнтарнă хыççăн апат та çиес килчĕ, çав вăхăтрах ыйхă та хăйĕн ытамне йыхравларĕ. Анчах пирĕн ушкăна тӳрех хăна çуртне илсе каймарĕç, унта каçхине çеç вырнаçтарасса пĕлтерчĕç. Кунĕпе хула урамĕсене курса çӳрерĕмĕр. Питĕре кĕнĕ çĕрте, çул ункинче, 1812 çулхи вăрçăра çĕнтернине халалланă аркăпа Ленинграда хӳтĕленĕ хастар геройсен монуменчĕсем вырнаçнă. Малалла автобус I Петĕр патшан палăкĕ патне илсе çитерчĕ. Унран инçех мар пĕр архитектура обћекчĕ — мулкач — пур. Вăл вутă пуленкки çинче ларать. Халăхра çак палăка «Шыв илесрен çăлăннă мулкач» теççĕ. Ăна ахальтен вырнаçтарман. Халап тăрăх, хулана шыв илнĕ чухне I Петĕр патша утрав çине килсе чарăннă-чарăнман унăн пушмакĕ çине пĕр мулкач сиксе ларнă. Кун хыççăн патша ку вырăна Мулкач утравĕ тесе калама тытăннă. Тепĕр халап тăрăх, куян тискер чĕр чунран тарнă чухне I Петĕр патшан алли çинех сиксе ларнă. Вăл вăхăтра патша Петропавловск крепоçне хăпартнă платниксене вĕсем майĕпен ĕçленĕшĕн вăрçса тăнă. Мулкача курсан тарăхни тӳрех таçта кайса çухалнă имĕш. Ку палăк патĕнче темĕн чухлĕ тимĕр укçа выртать. Гид ăнлантарнă тăpăx, мулкач ларакан пуленкене 2 тенкĕ лектерсен юрату тупатăн. Эпĕ те персе пăхрăм, пĕрремĕш хутранах лектертĕм.

Кун хыççăн пысăк катера ларса заливпа каналсем тăрăх кайрăмăр. Пире курнă çынсем алă cулса кăмăла çĕклерĕç. Хăш-пĕр çĕрте туй ирттерекен мăшăрсем те пурччĕ. Хула халăхĕ туристсене тĕлĕнмелле кăмăлпа кĕтсе илни питĕ савăнтарчĕ. <...>

Полина ВАСИЛЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Çуралнă вырăн асран тухмасть»

Кирилловсем пĕтнĕ яла çĕнĕрен чĕртсе тăратнă «Çуралнă çĕртен хакли çук», — теççĕ. Ку сăмахсем Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Тӳскел ялне тепĕр хут килсе тĕпленнĕ Кирилловсен çемйипе калаçнă хыççăн пушшех çирĕпленчĕç.

Мăнастирте 7 çул ĕçленĕ

Елчĕк районĕнче икĕ Тӳскел: пĕри – Аслă Тӳскел, тепри — Çĕнĕ Тӳскел. Пĕрремĕшĕ Елчĕк ялĕ çумĕнче вырнаçнă, тепри вара — 12 çухрăмра. 1928 çулта Аслă Тӳскел ялĕнче пурăннă темиçе çемье çĕнĕ вырăна куçса кайнă. Юнашарах та мар. Пачах тепĕр енне, çурçĕрелле, кайса Кĕçĕн Таяпапа Каркалар ялĕсен хушшинче вырнаçнă. Вĕсем Çĕнĕ Тӳскел ял йĕркеленĕ. Документсем тăрăх çакă паллă: 1928 çулта унта 35 çын пурăннă. Пĕр вăхăт халăх йышĕ ӳснĕ. Уйрăмах вăрçă пуçланас умĕн 80 çынна çитни паллă. «Çĕнĕ Тӳскел» ял хуçалăхĕ те йĕркеленĕ. Халăх çĕр çинче тыр-пул туса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. Ял варринче пысăк кӳлĕ пулнă. Ваттисем аса илнĕ тăрăх, ял халăхĕ ăна алăпа чавнă, тăприне наçилккапа йăтнă. Кӳлĕре ятарласа тĕрлĕ пулă ĕрчетнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче халăх йышĕ пĕчĕккĕн чакма тытăннă. 90-мĕш çулсенче колхоз кăна мар, ял та саланнă. 2000 çул тĕлне кунта Кирилловсем кăна тăрса юлнă.

Хăш-пĕр çемье Кĕçĕн Таяпана, Патреккеле, Елчĕке куçнă. Теприсем ку тăрăхран вуçех урăх çĕре тухса кайнă. Кирилловсем кунта чылай пурăннă. Çемьере 7 ача пулнă: 4 ывăл та 3 хĕр çитĕннĕ. Кил хуçи Илья Кириллов ял хуçалăхĕнче тракторист пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕ Таисия Павловна фермăра дояркăра вăй хунă. Таиç аппа 1941 çулта Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралнă, 1967 çулта качча тухнă.

— Эпир мăшăрпа Ульяновск облаçĕнче паллашнăччĕ. Эпĕ унти пĕр фермăра ĕне сăваттăм, вăл тракторпа ĕçлетчĕ. Мăшăрлансан яла куçса килтĕмĕр. Ачасем пурте кунта çуралнă. Мăшăр яла куçса килсен те мĕн виличченех тракторпа çӳрерĕ. Больницăна кайнă кун çеç руль умне ларман. 1996 çулта йывăр чирлесе ӳкрĕ те ура çине тăраймарĕ. Ачасем тем пек сыватма тăрăшрĕç, Шупашкарти больницăсене те илсе çӳрерĕç. Çук, пурăнаймарĕ. Тепĕр çулхине ватă пăятам çĕре кĕчĕ. Пирĕн шутпа ял пĕчĕкех те марччĕ. Пурĕ 16 килччĕ. Юлашкинчен 5 кил тăрса юлчĕ. Унтан – пĕрре. 2001 çулта ачасем мана, пĕччен тăрса юлнăскере, Чулхула облаçĕнчи Дивеевăна илсе кайрĕç. Унта та çурт-йĕр аванччĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр. Кĕçĕн ывăл Алюш мăнастирте ĕçлерĕ. Ытти ывăлăн та ĕç вырăнĕсем пурччĕ. Тульккăш, питĕ шел, 3 хĕртен пĕри çеç тăрса юлчĕ. Халĕ Ирина çемйипе Шупашкарта пурăнать. Яла килсе çӳрет. Мăнуксем пур манăн. Çавсемпе йăпанаттăм. Анчах тăван ен хăйĕн патнех туртать вĕт. 2019 çулта ывăлăмсем — Сергейпе Алюш — Чăваш Ене килсе çурт лартма шухăшларĕç. Вĕсене хам та хăйсен çуралнă тăрăхне куçса килме сĕннĕччĕ. Ачасем кӳршĕ ялсенче те çурт туянма пултарнă. Çук, хамăр çуралнă вырăнах çĕнĕрен чĕртетпĕр тесе шухăшланă. Мана тӳрех илсе килмерĕç, çурта хута ярсан çеç. Кунта иртнĕ çул кăна таврăнтăм, — каласа кăтартрĕ Таиç аппа.

Эпир сăмах вакланă хушăра хире утă тавăрма кайнă кĕçĕн ывăлĕ Алюш таврăнчĕ. Вăл та калаçăва хутшăнмасăр тӳсеймерĕ.

— Пĕр-икĕ çул каялла пирĕн пата телевидени ĕçченĕсем ӳкерме килнĕччĕ. Ун чухне пирĕн темех çукчĕ. Халĕ унтанпа чылай япалана хута ятăмăр. Мĕншĕн пĕтнĕ яла килсе пурăнма тытăнтăмăр-ха? Çуралнă тăрăх, ачалăхри вырăнсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Вĕсем ĕмĕрлĕхех чĕрере. Аннепе тăвансем те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те яла çĕнĕрен чĕртме кирли çинчен каларĕç те — эпир килĕшрĕмĕр. Кунта пиччепе 2019 çулта килтĕмĕр. Нимĕнле çул та, кунта унччен ял пулнине аса илтерекен паллă та çукчĕ. Пĕр çуртăн никĕсĕ те тăрса юлман. Пĕртен-пĕр кӳлĕ çеç пурччĕ. Вăл та эпир кунтан куçса кайнă хыççăн пĕтме пуçланă. Кӳршĕ ялсенче пурăнакансем пулă тытас тĕллевпе шыва уçса янă, унта юшкăн тулнă. Йĕри-тавра лартнă йывăçсем çеç тахçан кӳлĕ пулнине аса илтеретчĕç. Кĕме çул та çукчĕ. Кунта унччен ана пулнă çĕртен килме тиврĕ. Пирĕн аттен тĕп килĕ кӳлле хирĕçех пулнă. Ăна виçсĕмĕр — Саша, Сергей тата эпĕ — шыраса тупрăмăр, унтан çав вырăна тирпейлерĕмĕр. Çурта çавăнта лартатпăр тесе шухăшларăмăр. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров çакна хапăлласа йышăнчĕ. Пирĕн ял ку тăрăха кĕрет. Валерий Владимирович питĕ нумай пулăшрĕ. Паллах, тĕллеве пурнăçлама хамăра çеç кансĕр пулĕччĕ. Тăвансем, юлташсем, ку ялтан куçса кайнă çынсем нумай пулăшрĕç. Малтанхи вăхăтра çутă та çукчĕ. Генератор ĕçлеттереттĕмĕр, урамра кăвайт çинче апат пĕçереттĕмĕр. Валерий Владимирович çула тума пулăшсан çутă кĕртсе пама шантарчĕ. Хăйĕн сăмахне тытрĕ. Халĕ пирĕн çутă пур. Стела та вырнаçтарчĕ, унта ял ятне çырнă. Халĕ Çĕнĕ Тӳскел пуррине такам та курать. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Кукамая анне тесе чĕнетĕп»

«Анне мана питĕ çамрăкла çуратнă. Ун чухне вăл 18 çул та тултарман. Мана ытларах кукамай пăхнă. Тĕрĕссипе, малтан вăл манăн анне тесе шухăшланă. Çапла чĕннĕ. Мана çуратнă çынна вара халĕ «мама» тетĕп. Аттепе иккĕшĕ юнашар пулман пулсан та эпĕ хама тăлăх ӳснĕ тесе шутламастăп», — çапларах пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çитĕннĕ Анна Герасимова.

Аньăна питĕ лайăх пĕлетĕп. Эпĕ ăна шкулта вĕрентнĕ. Питĕ пултаруллă хĕрачаччĕ. Юрра-ташша ăстаччĕ, ал ĕçĕсем те хăйне евĕрччĕ. Уйрăмах йывăçран каснисем питĕ хитре пулатчĕç. Эпĕ ăна пуласлăхра художник е юрăç пек кураттăм. Уншăн кукамăшĕ тем тума та хатĕрччĕ. Аня ӳснĕ вăхăтра тăван амăшĕ юнашар пулмарĕ. Вăл урăх çемье çавăрнăччĕ. Унăн 2 пĕчĕк хĕрĕ пурччĕ. Çитменнине, мăшăрĕ питĕ ир вилчĕ. Ачисем тăлăха юлчĕç. Çак йывăр вăхăтра Аньăн малашнехи пурнăçĕ çинчен кукамăшĕ çеç шухăшларĕ.

Ун чухне Аня 14-ра пулнă. Кукамăшĕ унпа çăмăлах мар калаçу пуçарнă. Патшалăх тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтернине каласа кăтартнă. Документсем пухса района каймаллине, черете тăмаллине каланă. «Кукаçупа иксĕмĕр ĕмĕр пурăнмастпăр, пире пуласлăху питĕ хумхантарать», — тенĕ. Аня шкул пĕтерсе Шупашкара вĕренме кайрĕ. Çавăн чухне тăрук кукашшĕ вилчĕ. Ку хĕршĕн пысăк хуйхă пулчĕ. Çывăх çынна çухатма çав тери йывăр. Юрать, пĕччен пулман вăл, кукамăшĕ пур. Лидия Федотовна 15-ре фермăра ĕне сума тытăннă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çавăнта ĕçленĕ. Вăл мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ӳстернĕ.

«Аньăна хамăн тăван ача вырăннех йышăнатăп. Ăна 1 уйăхранпа пăхатăп. Хĕрĕм Аньăна Патăрьелти училищĕре ăс пухнă вăхăтра çуратрĕ. Вĕренсе тухтăр тесе ачана хам пата илсе юлтăм. Унтанпа яланах пĕрле. Аня калаçма пуçласанах юрлатчĕ. Хам та юрлама юрататăп та, юрăсене иккĕн шăрантараттăмăр. Питĕ лайăх ача пулса çитĕнчĕ. Ун çинчен пĕр учительтен те, ял çыннисенчен те япăх сăмах илтмен. Хам 8 класс çеç пĕлӳ илнĕрен Аньăна епле пулсан та вĕрентесчĕ, телейлĕ тăвасчĕ тесе тăрăшрăм. Тульккăш пирĕн çемье çине йăтăнса аннă хуйхă йăлтах çапса хуçрĕ. Малтан мăшăр çĕре кĕчĕ. Эпĕ чĕрепе аптăраса ӳкрĕм. Операци тутарма черете тăнăччĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.