Хыпар 74-75 (27953-27954) 05.07.2022
Кĕтĕве çĕнетсе сăвăма ÿстересшĕн
Выльăх-чĕрлĕх усракансемшĕн халĕ хĕрӳ вăхăт. Çанталăк уяр тăнипе усă курса çĕр ĕçченĕсем тăрăшсах утă хатĕрлеççĕ. Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхозра та ĕç вĕрет. Колхоз ĕçченĕсем курăк çулаççĕ, тавăраççĕ, кушăхнăскере тиесе сенаж шăтăкĕсене турттараççĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк, халĕ вăр-вар пулмасан выльăха епле хĕл каçарăн?
Трактор-машина шавĕ илтĕнет
Хуçалăх ертӳçипе Петр Тунгуловпа хирте тĕл пултăмăр. Вăл пире Шăнкас ялĕ çывăхĕнче курăк çулса тирпейлекенсем патне ертсе кайрĕ. Çула май тыр-пула им-çам сапакансем патĕнче чарăнтăмăр.
— Шыв турттараканни — Николай Крылов. Тепри — Артем, чи çамрăк трактористсенчен пĕри, — паллаштарчĕ Петр Николаевич.
28-ти Артем Николаев 6-7 çул каялла та хуçалăха ĕçлеме килнĕ-ха, анчах слесарĕн ĕç укçи тивĕçтерменнипе пăрахса кайнă. Ют хуласене шапаша çӳренĕ май тăван тăрăхран хакли çуккине, тăрăшсан кунта та укçа ĕçлесе илме май пуррине ăнланса каялла таврăннă. Хуçалăх ертӳçи сĕннипе тракториста тата комбайнера вĕренсе тухнă.
— Кукамай час-часах: «Курманнин курас килет, курнин тарас килет», — тетчĕ. Манăн та çапла пулса тухрĕ. Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пултăм. Ĕççи вăхăтĕнче шалу лайăх тухать, — сăпайлăн калаçрĕ çамрăк арçын.
Артем Николаев — кунĕпех уй-хирте. Ун валли ĕçĕ тупăнсах тăрать. Çуркунне ака-суха ĕçĕсене пурнăçлать, çуллахи вăхăтра калчана минерал удобренийĕпе апатлантарать, сăтăрçăсене пĕтерме им-çам сапать, утă, тислĕк турттарать, кĕркунне тырă вырать, кирлĕ чухне ферма ĕçченĕсене те пулăшать. Ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхра тивĕçлипе тӳленине палăртрĕ çамрăк тракторист. Çитменнине, мăшăрĕпе тĕпренчĕкĕ те çумрах. Кăçал ĕçре çитĕнӳ тунăшăн ăна Шупашкар районĕн администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысланă.
Малалла пирĕн çул курăк ани патнелле выртрĕ. Кунта пĕр харăс темиçе техника ĕçлетчĕ. Пысăк опытлă Виктор Викторов комбайнпа курăк çулнă вăхăтра Василий Николаев кушăхнăскере тиетчĕ, Юрий Григорьев, Владимир Егоров, Владимир Григорьев, Владимир Яковлев водительсем тата Валерий Овчинников тракторист сенаж шăтăкне турттаратчĕç. Пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăраканĕ — Елена Овчинникова бригадир. Хуçалăхра нумай çул вăй хураканскере трактористсемпе водительсем çур сăмахранах ăнланаççĕ.
Пахалăхлă сĕт
Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз мăйракаллă шултра выльăх та ĕрчетет. Шăнкас, Паçпак, Апаш, Эсеккасси фермисенче 1100 пуçа яхăн тăраççĕ. Чи пысăк ферма — Шăнкас ялĕ çывăхĕнчи. Кунти пĕтĕм ĕçе Наталья Михайлова йĕркелет. Вăлах — хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ.
— Пирĕн хуçалăхра — 440 ĕне, Шăнкас ферминче — 255, Апашра — 186. Выльăха пĕр вăхăтра пăрулаттарма тăрăшатпăр, паянхи куна ун пеккисем — 75. Паллах, çакă сăвăмăн вăтам кăтартăвне витĕм кӳрет. Иртнĕ çул ку вăхăтра пĕр ĕнерен вăтамран талăкра 20-21 литр илнĕ пулсан, паянхи кăтарту 17-18 литрпа танлашать. Ĕнесем пăруласа пĕтермесĕр ăна ӳстереймĕпĕр. Апаш тата Шăнкас фермисенчен кунне 8 пине яхăн килограмм сĕт ăсататпăр. Ăна Комсомольские тата Пăрачкава илсе каяççĕ. Пирĕн сĕт пахалăхĕпе уйрăлса тăрать, чи пысăк сортлă вăл. Юлашки уйăхра пĕр литршăн 32 тенкĕ тӳлерĕç. Хамăр та юр-варти çу виçине, ытти кăтартăва пăхса-сăнасах тăратпăр, илсе каякансем тата тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ. Вĕсемшĕн сĕт тасалăхĕ, унра антибиотик, çумалли шĕвексем çукки пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăхшăн сĕт тупăш илмелли тĕп меслет пулнине, пирĕн ĕç укçи юр-вар пахалăхĕнчен килнине ăнланатпăр, çавăнпа сĕт сумалли, тытмалли хатĕрсене яланах таса тытма, ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшатпăр, — пĕлтерчĕ Наталья Германовна. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Пандеми ăна аталанма пулăшнă
Надеждăна ача чухнех мода кăсăклантарнă. Хĕр-упраçăн хитре тумланас килнĕ. Анчах ашшĕ çакна ăнланман. Арăмĕ вилнĕрен вăл виçĕ ачине пĕччен ӳстернĕ.
Хитре тумланас килсен
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывра мĕн пур тавар тенĕ пекех дефицит пулнă май аслă хĕрĕ Алена кĕçĕнни валли труççирен пуçласа пысăк çи-пуç таранах çĕлесе тăхăнтартнă. 7-8-мĕш классене çитсен Надежда та çĕвĕ машини умне ларнă. Пĕррехинче вăл амăшĕн пальтипе шашка çĕлĕкне илсе кĕнĕ. Çĕлĕке сӳтнĕ, каснă та унпа пальто манжечĕсене, çухавине илемлетнĕ. Вăл вăхăтра ун пек капăр тум никамăнах та пулман. Пальтине кĕскетнĕ те юлнă пусмаран хăйĕн валли калпак çĕленĕ. Анчах хăлхи тĕлне хупламашкăн пусма çитмен. Хĕрача тăрук курах кайнă: журнал сĕтелĕ çинчи çи витти шăпах калпак тĕслĕ. Тытнă та çавăнтан каснă. Кайран çав вырăн ан курăнтăр тесе сĕтел çумне креслăна тĕксе хунă. Чăнах та, Мăнкунччен ăна никам та асăрхаман… Кун хыççăн вăл япаласене пули-пулми касма юраманнине лайăх ăнланнă. Ачисемпе çирĕп пулнă ашшĕ ятлаçмасăр ирттерсе яман-тăр. Аслă классенче вĕреннĕ чухне Надежда антресольтен пусма туртса кăларнă. Çĕнĕ çул каçне каймашкăн кĕпе кирлĕ пулнă ăна. Хальхинче хĕр алла хачă тытман. Пусмапа чĕркеннĕ, унтан-кунтан майра йĕппипе сыпăнтарнă та илемлĕ кĕпе пулса тăнă.
Патăрьелти Надежда Замкова виçĕ професси илнĕ. Шкул хыççăн ЭВМ операторне вĕреннĕ. Çулталăкран Шупашкарти 23-мĕш училищĕре çĕвĕç ăсталăхне туптанă. Çав вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра куçăн мар майпа юриста вĕреннĕ хĕр. 25 çул тултарнă ятпа вăл хăйне парне тунă — çĕвĕ машини туяннă.
Мăшăрĕ çар çынни пулнă май Надежда Замкова унпа пĕрле Самар облаçĕнчи Рощинский поселокĕнче пурăннă, чаçри çĕвĕçре тăрăшнă. Ашшĕ вилнĕ хыççăн 2010 çулта Патăрьеле таврăннă.
Çынпа хутшăнассишĕн
«Ачасем пĕчĕкчĕ: 3-ре тата 4-раччĕ. Райцентрти садикре вĕсем валли вырăн памарĕç, кӳршĕ яла яма сĕнчĕç. Унта çӳреме кансĕрччĕ, хамăн машина пулман. Килте ачасемпе ларнă чухне ал ĕçĕпе аппалантăм. Мĕн те пулин хитрине, савăнăç кӳрекеннине ăсталас килетчĕ. Ĕç тупма пулатчĕ-ха. Анчах ачасене никампа хăварма çукран килте ĕçлесе илмелли майсем шырарăм. Çӳç тыттармалли резинкăсене канзаж мелĕпе илемлетнинчен пуçларăм. Кайран чулран, вĕтĕ шăрçаран капăрлăхсем ăсталама тытăнтăм. Вĕсене интернет урлă сутаттăм. Малтанах упăшка пулăшкалатчĕ. Ку вăхăтлăх çеç пулчĕ. Ывăлăмпа хĕрĕме пĕчченех ура çине тăратма тиврĕ», — тăван тăрăха таврăнсан мĕнрен тытăнни пирки каласа кăтартрĕ Надежда Владимировна.
Килте ларнăран вăл çынпа сахал хутшăннă. Интернетра кăна калаçни ăна çырлахтарман. Çамрăк хĕрарăмăн хăйĕнпе пĕр шухăшлă ал ăстисен ушкăнне йĕркелес шухăш çуралнă. Чăваш Енри ремесленниксен гильдине, Шупашкара, çитнĕ вăл. Суту-илӳпе промышленноç палатин ертӳçипе Игорь Кустаринпа курса калаçнă. Игорь Владимирович ăна районти ал ăстисене пухма, канашлу ирттерме сĕннĕ.
Кун хыççăн Надежда Замкова вĕсемпе паллашмашкăн çирĕп тĕллев тытнă. Тĕп библиотекăна, культура керменне çитсе вĕсемпе кăсăкланнă, ăçта пурăннине ыйтса пĕлнĕ. Ал ăстисен телефон номерĕсене, адресĕсене тупсан шăнкăравласа тĕл пулма калаçса татăлнă. Вĕсем патне килне те çитнĕ. Кун хыççăн чылай ремесленник унăн çывăх тусĕ, наставникĕ пулса тăнă. Хăшĕ- пĕри ăна хĕрĕ пек те йышăнать. Ăстасем пĕр чăмăра пухăнма тĕв тытнине вырăнти администраци те ырланă. Çапла майпа районта ремесленниксен гильдийĕн уйрăмĕ уçăлнă. Ăна Надежда Замкова ертсе пыма тытăннă. «Хамăрăн пӳлĕм çукки чăрмав кӳчĕ паллах. Ачасене, аслисене мĕн пĕлнине вĕрентес килетчĕ. Ăстасемпе куравсенче, мероприятисенче тĕл пулаттăмăр», — терĕ вăл. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Куç умĕнчех çĕкленеççĕ…
ФАПсем Çĕрпӳ районĕнчи Пысăк Чăрăш, Вăрмар районĕнчи Шăхаль, Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шуртан, Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕсенче çĕнĕ ФАПсем пулĕç. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕ, Пантьăк Раççей Правительстви влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхне хакласа Чăваш Ене укçан хавхалантарма йышăннă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çак укçапа, 524 миллион тенкĕпе, социаллă тĕллевлĕ ĕçсем валли усă курассине çирĕплетрĕ. Çав шутра 25 миллион тенке хайхи ФАПсене тума уйăраççĕ. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, асăннă ялсенчен иккĕшĕнчи медицина пункчĕсем юхăнса çитнĕ.
Пĕлтĕр республикăра 50 ытла ФАП хута янине, ку ĕç «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Раççей Федерацийĕнчи сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетесси» проектпа килĕшӳллĕн пулса пынине палăртма кăмăллă. Калăпăр, кĕçех Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăкра çĕнĕ ФАП хута каймалла. Ял çыннисем вăл уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
— Çĕнĕ çурт куç умĕнчех çĕкленсе ларчĕ, — теççĕ. — Никĕс яни, стенасене хăпартни, тăрă витни, ытти ĕç — тимлĕ сăнаса тăтăмăр. Шалта шăв-шав илтĕнет — эппин, ĕçсем чарăнман, малалла тăсăлаççĕ...
Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Шалти отделка ĕçĕсене те туллин пурнăçланă. Электричество кĕртнĕ, шыв пур, пушар сигнализацийĕ ĕçлет. ФАПа газпа хутса ăшăтмалла пулĕ. Газпа çыхăнтарнă, газ кăмакине вырнаçтарнă — тĕрĕслесе пăхнă. Сĕтел-пукан, холодильник, ытти пур — картише тирпейлесе-илемлетсе çынсене йышăнма пуçламалли кăна юлать.
— Нацпроект пулăшнипе Пантьăкра тата таврари ялсенче пурăнакансем çĕнĕ ФАПлă пулаççĕ, — кăмăллăн пĕлтерчĕ район больницин тĕп тухтăрĕ Наталья Ельцова. — Фельдшерпа акушер пункчĕ çуккине кура ку тăрăхра юлашки çулсенче çынсене хăйсем пурăнакан вырăнтах медпулăшупа тивĕçтерессине йĕркелесси чăрмавлăччĕ. Çавна май сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕн строительствине тимлĕ тĕрĕслесе тăтăмăр, мĕншĕн тесен подрядчикрен пире пысăк пахалăха тивĕçтерни, контрактра пăхнă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлани кирлĕ.
Канаш хулипе районĕ
Канашсемшĕн те лайăх хыпар пур — унта та çĕнĕ врач амбулаторине хăпартаççĕ. Федераци шайĕнчи проектпа килĕшӳллĕн сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ çурчĕ валли 24 миллион тенкĕ уйăрнă. Тултан пăхсан ăна хаклама та пулать ĕнтĕ. Хĕвел тĕслĕ фасачĕпе илĕртекенскерĕн чӳречисене лартнă, халĕ шалта отделка ĕçĕсем пыраççĕ. Проектпа килĕшӳллĕн амбулатори лаптăкĕ 300 тăваткал метр ытла пулмалла. Кунта терапевт тухтăрсем валли виçĕ пӳлĕм, физиотерапи, процедура, прививка пӳлĕмĕсем пулĕç. Тата, паллах, гардеробпа регистратура. Машиностроительсен урамĕ, 42 — çак адреспа вырнаçнă амбулатори 6 пин пациентпа ĕçлĕ.
— «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетесси» программăна темиçе çул хутшăнатпăр ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Канашри территорисен пĕрлехи медицина центрĕн тĕп тухтăрĕ Рената Федорова. — Унпа килĕшӳллĕн поликлиникăсенче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче пациентсене йышăнмалли хăтлă условисем йĕркелетпĕр.
Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш çыннисем те кĕçех çĕнетнĕ çурта хăйсен куçĕпе курса хаклама пултарĕç. Унта врач амбулаторийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче, стационар уйрăмĕнче, урайне плитка сарнă, коридорсемпе палатăсен стенисене сăрланă. Кивĕ алăксене, чӳречесене çĕннисемпе улăштарнă. Стационарта — икшер вырăнлă 12 палата, кашнинчех душ кабини вырнаçтарнă, туалет тунă.
Районăн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне пĕлтернĕ тăрăх, капиталлă юсав чӳк уйăхĕнче вĕçленмелле. Подрядчик тӳрĕ кăмăлпа тăрăшать, ĕçсем графикпа килĕшӳллĕн пыраççĕ: «Юсав хыççăн тĕпрен улшăнса çĕнелнĕ врач амбулаторийĕ пулĕ. Хăтлă та çутăскер. Чи кирли вара — вăл медицина учрежденийĕн хальхи вăхăт ыйтакан стандарчĕсене туллин тивĕçтерни». <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Ачасем ыталани – чăн-чăн терапи»
Ĕлĕк Чăвашра кăна мар, Раççейре те çемьесем нумай ачаллă пулнă. Паян вара виçĕ пепкеллисем те питĕ сахал. Чылай ашшĕпе амăшĕн шухăшĕпе, пĕр е икĕ ача çуратмалла та вĕсене лайăх пурнăç тума пулăшмалла. Шупашкарта пурăнакан Николайпа Дарья Пороскун çемйинче вара — çичĕ ача. Николай Юрьевичпа Дарья Федоровна пысăк йышăн йывăрлăхĕпе савăнăçне никамран лайăх пĕлеççĕ. Кил хуçи «Чăваш Республикинчи профессионал мар хоккей лиги» спорт ассоциацийĕн регионти уйрăмĕн гендиректорĕ. Вăл çавăн пекех çамрăксен çарпа спортăн «Патриот» центрĕпе тата пограничник çарĕсен ветеранĕсен «Чикĕ» союзĕпе пĕрле патриотлăхпа çыхăннă ăсталăх класĕсем, уроксем ирттерет. 2017 çулта Пороскунсен çемйине «Ашшĕпе амăшĕн мухтавĕ» орденпа чысланă.
Турă панисем
Николай Юрьевич та, Дарья Федоровна та çамрăк чухне нумай ача çуратса ӳстересси пирки ĕмĕтленмен. «Шухăшлама та пултарайман. Пирĕн çемьере виçĕ ача — икĕ аппа тата эпĕ — пулнă. Паллакансен хушшинче те йышлă ачаллисем çукчĕ. Мăшăрăм та икĕ ача çуратас тĕллевлĕччĕ. Пĕр интервьюра ывăлăм Матвей çапла каларĕ: «Атте — виçĕ ача, анне икĕ ача пирки ĕмĕтленнĕ. Турă вара 7 ача панă». Чăнласах çапла: Турă панисем вĕсем пирĕн», — каласа кăтартрĕ кил ăшшин управçи.
Мăшăр чиркӳре паллашнă. Салтакран таврăнсан каччă чиркĕве кĕнĕ. Унта хор репетици ирттернĕ. Юрлакансен хушшинче шап-шурă кофта тăхăннă питĕ илемлĕ, сăпайлă пике пулнă. Вăл хăйĕн черчен сассипе: «Эсир те хорта юрлама пуçлатăр-и?» — тесе ыйтнă. Çапла майпа вĕсем пĕрле юрланă кăна мар, пурнăç çулĕпе те юнашар утма тытăннă. Ку ĕç-пуç Тутарстанри Çыр Чаллă хулинче пулнă.
Николай Пороскуна Шупашкара ĕçлеме куçарсан Анат Камăри музыка училищинче вĕренекен Даша виçĕ курс хыççăн Шупашкарти музыка училищине вĕренме куçнă. Кунтах çемье чăмăртанă. 2002 çулта вĕсен пĕрремĕш пепки Аня çуралнă. Халĕ вăл — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн 3-мĕш курс студентки. Тата икĕ çултан Веня çут тĕнчене килнĕ. Ун хыççăнах Лиза, Изабелла, Элиана кун çути курнă. Веня вара: «Мана шăллăм та кирлĕ», — тесе нăшăклатнă. Ашшĕпе амăшĕ ун хыççăн арçын ачана икĕ шăллĕне — Матвейпа Семена — парнеленĕ. Дарья Федоровна пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ачисенчен пĕри те шăллĕ е йăмăкĕ çуралсан: «Пире урăх ача кирлĕ мар», — тесе кăмăлсăрланман.
Амăшĕн пархатарлă ĕçĕ
Пороскунсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем — тĕлĕнмелле ачасем. Шкулта лайăх вĕренеççĕ, унсăр пуçне аслисенчен тăваттăшĕ С.М.Максимов ячĕллĕ музыка шкулне пĕтернĕ, кĕçĕннисем тĕп хулари 3-мĕш музыка шкулĕнче пĕлӳ илеççĕ. Вĕсен амăшĕ çичĕ çул каялла И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Пепкисене ку енĕпе хушма пĕлӳ парас енĕпе мĕн лайăххи пур — пĕтĕмпех унăн пархатарлă ĕçĕ. Темиçе çул каялла пĕр ывăлĕн класс ертӳçи Дарья Федоровнăран «Çамрăк театрал» конкурс валли спектакль хатĕрлеме ыйтнă. Çапла вăл çемье театрĕн режиссерĕ пулса тăнă. Пьесине çемьен тусĕ çырса панă. Выляканĕсем — ачисем. Спектакле сăмахпа кăна мар, флейтăн, сĕрме купăсăн чуна пырса тивекен сассисемпе те илемлетнĕ. Çав саманта Пороскунсем паян та ăшă туйăмпа аса илеççĕ.
Пурнăç яланах пĕр тикĕс килмест, йывăрлăхсем те сиксе тухаççĕ. Пороскунсен те пулнă ун пеккисем. Вĕсене пурăнма вырăнтан вырăна çичĕ хут куçни самаях тертлентернĕ иккен. Çав чăрмавсем ачасем вĕренекен шкулсене улăштарассипе, япаласене пуçтарса çĕнĕ хваттерте вырнаçтарассипе çыхăннă.
«Эпир ăçта пурăннă — пур çĕрте те пирĕн хваттер хуçисем ырă, ăшă кăмăллăччĕ, — аса илет Николай Юрьевич. — Халĕ пурăнакан хваттере, вăл 172 тăваткал метрлă, куçиччен икĕ çул Шупашкар хула администрацийĕ вăхăтлăх тивĕçтернинче пурăнтăмăр. Кунта вара 2015 çулта куçрăмăр».
Унсăр пуçне мăшăрĕ кăкăрĕ айĕнче пепке йăтса çӳренĕ чухне пăрлă çанталăкра шуса ӳкнĕрен, тепрехинче тепĕр ывăлĕпе йывăр çын пулнă чухне сывлăхĕ хавшанăран ачин тата амăшĕн пурнăçĕ хăрушлăха кĕрсе ӳкни те вĕсен асĕнчен тухас çук.
«Мухтав Турра, пирĕн тĕлте хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен тухтăрсем пулчĕç, инкексене çĕнтерме пултартăмăр», — теççĕ Дарья Федоровнăпа Николай Юрьевич. Çемье пурнăçĕнче чи лайăххи, пылакки, вĕсен шухăшĕпе, — ачисем ыталани, çупăрлани. «Çакна нимĕнпе те танлаштарма, улăштарма çук, психологи тĕлĕшĕнчен чăн-чăн терапи ку. Манăн киле каяс килсе тăрать. Ачасем те çаплах калаççĕ. Мăшăрăм тăрăшнипе, тĕрĕс воспитани панипе çапла пулса пырать», — тет кил хуçи.
Театрсене, мероприятисене, уçăлма пĕрле çӳрессине Пороскунсем тахçанах йăлана кĕртнĕ. Кăçал вара ашшĕпе амăшĕ пуçласа иккĕшĕ кăна пилĕк куна Питĕре кайса килме пултарнă. Ачисем текех пĕчĕк мар ĕнтĕ. Тата кил хуçи вырăнне Дарья Федоровнăн амăшĕ Ирина Васильевна юлнă. Сăмах май, вăл — педагог. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл виçĕ уйăха хĕрĕпе кĕрĕвĕ, мăнукĕсем патĕнче ирттерет.
«Питĕрте эпĕ темиçе хут та пулнă. Анчах хальхинче питĕ ăнăçлă пулчĕ. Шурă каçсемпе килентĕмĕр, паллă вырăнсене çитсе куртăмăр, парксенче уçăлса çӳрерĕмĕр. Çемьепе чухне икĕ автомашинăпа çула тухатпăр. Даша та руль умне ларать. Турцире те, Крымра та, Краснодар крайĕнче те пулнă. Юлашки çулсенче Мари Элти кӳлĕсене куç хыврăмăр. Иртнĕ çул пĕр эрне пурăнтăмăр унта», — терĕ Николай Юрьевич. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Телей курас тесен миçе çулта мăшăрланмалла?
Арçынсем ЗАГСа васкамаççĕ. Çемье çавăрни чылай чухне хĕр-хĕрарăма кирлĕ. Çапах пурăна киле арçынсем те пĕтĕмлетӳ патне килсе тухаççĕ: авланмаллах. Татăклă утăма миçере тусан лайăхрах? Çакăн тавра калаçар-ха.
89 çулта… авланнă
Саккун тăрăх, 18 çултан пĕрлешме юрать. Çапах ача кĕтнĕ е çуралнă пулсан 16-ран та çырăнтараççĕ. Статистика кăтартăвĕсенче ун пеккисем çук та темелле. Ватлăх енне сулăннă хыççăн авланакан та сайра. Кăçал республикăра 78-та качча каякан пулнă. Пĕр арçын вара 89-та авланнă. ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх, шурă пĕркенчĕк тăхăннă хĕрсенчен ытларахăшĕ 20-26-ра пулнă. Апла пулин те 24-рисем йышлăрах. Пирĕн аçынсем пĕрремĕш хут 24-32-ре авланаççĕ, ытларахăшĕ — 27-ре. Качча каякансен мĕн пур хисепĕн 3,04% — 18 çултисем, çамрăкла /18 çулта/ авланакан каччăсен хисепĕ — 0,5%.
«Ытларах чухне пĕрешкелрех ӳсĕмрисем çемье çавăраççĕ. Уйрăмлăхĕ — вăтамран 5 çул. Кун пеккисене пĕр чĕлхе тупма çăмăлрах. Йăлари ыйтусем, ачасене воспитани парасси, канасси пирки вĕсем пĕр евĕрлĕ шухăшлаççĕ», — палăртать регионти юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов.
Çапах халĕ пĕрлешме васкамаççĕ. «Арçын 30 çулччен çемьеленмен тĕк — вăл авланасса кĕтмелле те мар», — тенĕ ĕлĕкрех чухне. Чылай арçын ура çине çирĕп тăнă хыççăн çеç мăйне хăмăт тăхăнма килĕшет. Арçыншăн 28-38 çулсенче пĕрлешни лайăх тесе шухăшлать чылайăшĕ. Унччен вăл ăс-тăн енчен те пиçсе çитет, укçа-тенкĕ те ĕçлесе илме пултарать. Арăмĕшĕн, ачисемшĕн хăй çине яваплăх илме те хатĕр. Çак тапхăр тĕлне нумайăшĕн иккĕленӳллĕ вырăнсенче вăхăта ирттерес, хĕрсене перчетке пек улăштарас килми пулать. Телей — нумай хĕрарăм пулнинче мар, чунтан юратнă пĕртен-пĕр çынра иккенне ăнланаççĕ вĕсем.
Арçын хăçан авлансан çемье телейĕ ĕмĕрлĕх пулĕ? Кун пирки тĕрлĕ шухăш çӳрет. «Çамрăкла авланнине нимĕн те çитмест. Ачасем те пĕрле ӳсеççĕ. Яш чухне хĕр нумайччĕ. Ун чухне авланас килмен. Халĕ авă ялта пикесем юлмарĕç. Пулнă тăк паян тесен паян авланăттăм», — чунне уçрĕ Вăрнар районĕнчи 35-ри Алексей. Тĕрĕссипе, юратăва çухатнă чылай хусах çапла пăшăрханса каланине илтме тӳр килнĕ. Чавса çывăх та çыр-тма çук çав. Канаш районĕнчи Петр Павлов вара урăхла шухăшлать: «Арçын 40-45-сенче пиçсе çитет. Вăйлă йăх лайăх вăрлăхран çуралать. Пиçеймен генран пăхаттирсем, пултаруллă ачасем пулмаççĕ», — тет вăл. Ăçтан пĕлнĕ вăл кун çинчен?
Миçе çулта тата миçе хутчен авланмаллине кашни хăй татса парать паллах. Анчах качча тухма ыйтиччен яшăн тĕплĕ шухăшламалли паллă. Çемьене тăрантарма-тумлантарма, пĕр хĕрарăма юратса пурăнма, ачасем ӳстерме, пĕтĕм яваплăха туйма хатĕр-и вăл? Ыйтăва: «Çапла!» — тесе хуравласан кăна çĕрĕ туянма каймалла.
Тупса панипе
Мăчавăрсем каланă тăрăх, ĕлĕк-авал ватă хусахсем пулман. Арçынна мĕнле сăлтавсем авланма чарнă-ха? Пĕтĕмĕшле илсен, мăнастире кайни е пĕр-пĕр чир. 20-мĕш ĕмĕрчченех ывăлĕ-хĕрĕ кампа пĕрлешессине ашшĕ-амăшĕ татса панă. Ачисем ӳссе çитичченех çураçса хунă. Чăвашра та çавăн пек йă-ласене пăхăннă. Хĕрсене ир, 16-17-ре, пĕве кĕрсенех, качча панă. Яшсене кăшт каярахпа, 18-20-сенче, авлантарнă. Хăйсенчен 10-20 çул аслăрах хĕрсене те, ватă хĕр шутне кĕнисене, тупса панă. Килте ĕçлекен кирлĕ пулнă. Хĕр мĕнле çемьерен тухнине, унăн пуянлăхне пăхнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ е хĕрĕ кама савнине пăхса тăман, çынна ĕçленине кура хакланă. Тата чи пĕлтерĕшли — ача çуратма пултарни. Хăвăртрах авлантарнă та мăнуксем ыйтма тытăннă. Йăх татăласран шутсăр хăранă ĕлĕк. Ывăлĕ пăсăласран та шикленнĕ, ăна часрах авлантарма тăрăшнă. Ĕлĕк хĕрарăмсем ача çуратнă чухне вилни те тăтăш пулнă. Арçын вара иккĕмĕш хут авланнă. Кун пек чухне кăна вăл хăех арăм суйланă. Ачисем ашшĕ-амăшĕ тупса панине тавлашмасăрах йышăннă. Нумайăшĕ телейлĕ пурăннă. Классика литературинчи пек романтикăллă истори сайра пулнă.
Патăрьел районĕнчи Еншикри Урмаковсем те ывăлĕ Николай валли хĕре куç хывса хунă. «Кĕçĕн Арапуçри Маркитановсен хĕрне пулсан аванччĕ», — тенĕ. Таисийăн ашшĕ председательте тăрăшнă. Амăшĕ çут тĕнче-рен ир уйрăлнă. Çу уйăхĕнче хĕре çураçма килнĕ. Çавăн чухне вăл пĕрремĕш хут пулас упăшкине курнă. Кăштах турткалашам пекки тунă хĕр. Çапах 23-е çитнĕскер качча тухма килĕшнĕ. Тепĕр уйăхранах вĕсем венчете тăрса, туй туса пĕрлешнĕ. Тепĕр икĕ çултан, иккĕмĕш ачи çуралсан, хут уйăрттарнă. Таисия Петровнăпа Николай Федорович 67 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем 4 ывăлпа 1 хĕре ура çине тăратнă. «Пĕр-пĕрне итлемелле, хисеплемелле», — терĕç вĕсем çирĕп çемье вăрттăнлăхĕпе кăсăклансан. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Кăçал утă пĕлтĕрхинчен ытларах тухать
Республикăри хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тăрăшсах утă-сенаж хатĕрлеççĕ.
Арăмĕ турттарать
Утă пĕлтĕрхинчен нумайрах тухнине Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимешри Александр Антонов фермер та çирĕплетрĕ. Выльăх ĕрчетекенсене шанăç кӳрекен çав хыпара редакцие ытти районтан та çитерчĕç. Апла тăк нумай çул çитĕнекен курăк республикăра ытларах тухать.
Апат нумайрах хатĕрлесси Антоновсене çуллен шухăшлаттарать. Мĕншĕн тесен вĕсен мăйракаллă шултра выльăх — 100 яхăн, ку шутра сăвăнакан ĕне 36 пуç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр вара 10 гектар çеç. Курăка çулса, типĕтсе пресс-подборщикпа тĕркемсем тунă, фермăри çи витти айне турттарнă.
— Ку ĕçе атте Александр Михайлович, анне Светлана Николаевна, упăшка Сергей тата пирĕн ачасем пурнăçларĕç, — каласа кăтартрĕ фермерăн арăмĕ Марина Юрьевна, ХФХ бухгалтерĕн ĕçне тăваканскер. — Упăшка хирте утта тюкланă чухне эпĕ тюксене машинăпа фермăна турттартăм. Çумăрпа йĕпетес марччĕ тесе сывлăм ӳкичченех ĕçлерĕмĕр.
Ывăлне шанаççĕ
— Эпĕ, мăшăр Вера Зиноновна, 19 çулти ывăл, хĕрсем нумай çул çитĕнекен курăка пуçтарса кĕртрĕмĕр, — хыпарларĕ Елчĕк районĕнчи Анатри Тимешри Олег Гаврилов фермер. — Çулнă хыççăн ăна тавăрса типĕтрĕмĕр, пресс-подборщикпа тĕркемлесе фермăна турттартăмăр. Çавăнпа утă пахалăхĕ лайăх. Ывăл Шупашкарта техникăна юсама вĕренет. Трактор рулĕ умне ларма ирĕк паракан свидетельство илнĕскер хуçалăх ĕçне хастар хутшăнать. Пирĕн люцерна-клевер 38 гектар йышăнать. Унтан утă хатĕрлетпĕр, пĕр пайне çулса выльăха çитеретпĕр. Ĕнесене электрокĕтӳçĕ сыхлать. Вĕсен мăйракаллă шултра выльăх — 28, çав шутра сăвăнаканни 13 пуç. Кашни ĕнерен талăкра халĕ — 22, хĕлле 17 литр сĕт сăваççĕ. Ĕнесен продуктивлăхне ӳстерессишĕн паха апат, вăл шутра çуллен 42 гектар çинче туса илнĕ тырăран фураж, хатĕрлеççĕ, жмых туянаççĕ.
— Хальхи вăхăтра кашни килограмм сĕте 27 тенкĕлле, е çулталăк каяллахинчен хаклăрах, сутатпăр, — пытармарĕ Олег Петрович. — Сĕт завочĕсем аграрисене нумайрах тӳлесе производствăна ӳстерме хавхалантарни лайăх. Анчах фермăсен тăкакĕ уйăхсерен пысăкланать: çулталăк каяллахинчен дизтопливо, минерал удобренийĕ, хими им-çамĕ, сĕтпе аш туса илнĕ чухне усă курмалли ытти ресурс чылай хакланчĕ. Трактор е хаклăрах ытти техникăна туянма укçа пухса çитерейменрен кредит илме тивет.
— Тепĕр ферма тума шухăшламастăр-и?
— Ку ыйтăва ывăла паркалатпăр-ха. Хирĕçлесе калаçмасть те — кăмăл татăлмасть. Хĕсметре тăрса çĕршыва хӳтĕленĕ хыççăн хăй хуравлатăр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шубенковпа Борзаковский пек пуласшăн
Ку эрнере Шупашкар хули Раççейри çамрăк атлетсене пуçтарчĕ. 66 регионтан килнĕ 700 яхăн спортсмен «Олимпийский» стадионта çĕршывра мала тухассишĕн тупăшрĕç.
Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Привалова каланă тăрăх, ку ăмăрту çамрăк спортсменсен ăсталăхне ӳстерме пулăшать. «Кунта спорт резервĕнчи атлетсем вăй виçеççĕ. Лайăх результат кăтартакансене сбора илсе каятпăр, вĕсем çĕршыв чемпионатне хатĕрленĕç. 18-19 çулсенчисем çитĕннисемпе пĕрле старта тухĕç», — терĕ Ирина Анатольевна. Вăл Шупашкарта тренировка тумалли тата турнирсем йĕркелемелли условисем аван пулнине палăртрĕ.
Ăмăртăва СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн Виктор Семеновăн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Акă Элĕк районĕнчи Пиçенер ачи Никита Николаев 5 километрлă дистанцире тупăшрĕ. 17-ри яш Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче 1-мĕш курсра пĕлӳ илет, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. «Ялти ачасем ытларах шоссе çинче чупаççĕ, стадиона хăнăхманран кунта ăмăртма йывăртарах. Никита кросс чупас енĕпе районта малтисен ретĕнчеччĕ. Республикăри турнирсенче те темиçе хут призер пулчĕ. Кăçал сăрт-туллă вырăнта тупăшса çĕршыв атлечĕсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнчĕ, кроссменсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш тухрĕ. Хальхи вăхăтра вăтам дистанцисенче ăсталăха туптать. Вăл вăрăм дистанцисене, уйрăмах марафон чупас ĕмĕтпе пурăнать. Çакнашкал маттур яшсемпе хĕрсем пурришĕн савăнатăп», — терĕ тренер. Виктор Семенович 2012 çултанпа Элĕ-кри спорт шкулĕнче тăрăшать, тăван тăрăхри çамрăксене спорт çулĕ çине тăма пулăшать. Вĕсем хăвăрт утас, чупас енĕпе пултарулăха аталантараççĕ. Анчах паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç спортпа туслашасшăнах мар, вĕсем ытларах вĕренӳ еннелле туртăнаççĕ. Çитĕнӳсем тăваяканнисем те шăпине спортпа çыхăнтарманни сумлă тренера та кулянтарать.
Свердловск облаçĕнчи Егор Колотилова спринтерсен тупăшăвĕнче хăваласа çитекен пулмарĕ. Вăл 100 метрлă дистанцие малтанхи тупăшура та, финалта та пĕрремĕш чупса тухрĕ. Екатеринбург каччи çĕршыв ăмăртăвĕсенче пĕрре мар палăрнă. 2019 çулта 15-18 çулсенчи яшсен хушшинче 200 метр чупса призер пулнă. Анчах пандеми вăхăтĕнче турнир сахал ирттернипе результатсене лайăхлатма май килмен. Кăçалхи сезона вăл тĕплĕ хатĕрленнĕ: сборсенче, кăткăс тренировкăсенче вăй илсе тĕрлĕ ăмăртура пысăк çитĕнӳсем тунă. 19-ти атлет Раççей чемпионатне /ăмăрту çурла уйăхĕнче Шупашкарта иртĕ/ хутшăнма тĕллев лартнă. Ăна пирĕн стадионта татах курăпăр-ха.
Александр Карпеев, шел те, ку дистанцире финала тухаймарĕ: «Иртнĕ турнирта кăтартусем лайăхрахчĕ, ку хутĕнче стартра ура темшĕн хытса ларчĕ. Ăмăртăва кăрлачранпа хатĕрлентĕм. Атăлçи округĕн чемпионатĕнче те аванах чупнăччĕ. Эпĕ футболла та, волейболла та вылятăп, çапах маншăн çăмăл атлетика интереслĕрех. Кунта хĕрӳ тупăшусем пулаççĕ. Пĕтĕмпех хамран, эпĕ мĕнле хатĕрленнинчен килет», — терĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕ. Каччă физкультура учителĕ Михаил Телегин хавхалантарнипе çăмăл атлетикăпа туслашнă. Вăл республика, округ турнирĕсенче, спартакиадăсенче 60 тата 100 метрлă дистанцисене чупса малти вырăнсене йышăннă.
Пĕртăван Красильниковсем те тĕлĕнтерчĕç. Анна — 800, Анастасия 3000 /чăрмавсене парăнтарса/ метр чупса ылтăн медальсем çĕнсе илчĕç. Анна хĕллехи ăмăртура /вăл манежра иртнĕ/ ку дистанцире виççĕмĕш пулнă, 1500 метрлинче — иккĕмĕш. «Малтан эпĕ 3 тата 1,5 çухрăм чупаттăм, каярахпа 400 тата 800 метрлă дистанцисене куçрăм. Стадионта ăмăртма лайăхрах, ирĕклĕн чупма пулать, манежра хĕсĕкрех», — терĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕренекен хĕр. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас