Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çамрăксен кунĕпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Раҫҫей Ҫамрӑкӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Обществӑна хӑват кӳрсе тӑракан вӑй, республикӑмӑрпа пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрекӗ тата пуласлӑхӗ – ҫакӑ йӑлтах сирӗн пирки, хаклӑ Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем! Тапса тӑракан вӑй-халӑрпа пуҫарулӑхӑр, иксӗлми пултарулӑхӑр, пӗлӗвӗрпе ӗҫченлӗхӗр, паллах, сире конкуренци тӗлӗшӗнчен вӑйлӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ, пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх малалла шанчӑклӑн утма ҫирӗп никӗс хываҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ҫамрӑкӗсем, регионсем хушшинчи, округри, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссене хастар хутшӑнса, вӗсенче ҫӗнтерсе, республикӑна мухтава кӑлараҫҫӗ. Эпир пуҫласа Раҫҫейри «Студентсен ҫуркунни» фестивалӗн ТОП-10 йышне кӗтӗмӗр, Федерацин Атӑлҫи округӗнче общество проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑратпӑр.

Паян сирӗн умӑрта чылай ҫул уҫӑ. Федераци шайӗнче ҫакӑ «Раҫҫей – лайӑх майсен ҫӗршывӗ» платформа никӗсӗ ҫинче кадрсем, социаллӑ пурнӑҫ тата вӗренӳ енӗпе пурнӑҫланакан проектсем, Раҫҫейри WorldSkills юхӑмӗн стандарчӗсем тӑрӑх иртекен ҫамрӑк ӑстаҫӑсен ӑмӑртӑвӗсем, Раҫҫей Ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗ йӗркелесе ирттерекен ҫамрӑксен проекчӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри грант конкурсӗ тата ытти те.

Чӑваш Енре «Ҫамрӑк лидерсен команди» республика конкурсӗ шайӗнче йӗркеленекен кадр резервӗ лайӑх малашлӑх хывать. Волонтер тата патриотизм юхӑмӗсем хастаррӑн аталанаҫҫӗ, кашни ҫулах Ҫамрӑксен регион аталанӑвӗн «МолГород» форумӗ пулса иртет.

Эпир сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсемпе тата ҫитӗнӗвӗрсемпе чӑннипех мӑнаҫланатпӑр. Сирӗн пӗтӗм ырӑ пуҫарӑвӑрсемпе ӗмӗтӗрсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗччӗр! Ҫирӗп сывлӑх, телей тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп сире!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     Олег Николаев

www.hypar.ru
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.