Хыпар 67 (27946) 21.06.2022
Ĕç хыççăн та – компьютер умне
Вĕсен чӳречинчен çур çĕр варринче те пĕрре кăна мар пырса шакканă. Канаш районĕнчи Катекри Зоя Егорова фельдшер пулнă май килĕнче те çынсене йышăннă. Камăн юн пусăмне виçнĕ, кама эмел панă…
Амăшне кура хĕрĕсем Любăпа Эвелина та шкул хыççăн Канашри медучилищĕне çул тытнă. Паянхи кун аппăшĕпе йăмăкĕ пĕрле Вăтакас Татмăшри врач амбулаторийĕнче вăй хураççĕ. Любовь Яковлева — заведующире, Эвелина Григорьева — медсестрара. Вĕсен амăшĕ Зоя Ивановна — 86-ра. Хĕрĕсем унăн çулне суйланăшăн савăнать вăл. Халĕ хĕрĕсем хăйсем ăна сиплеççĕ.
Ĕнер Канаш районĕнчи Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕшĕн Любовь Анатольевнăшăн пăлхануллă та савăнăçлă кун пулчĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕнче Медицина ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ уявра ăна ЧР тава тивĕçлĕ врачĕн ятне пачĕç. Унпа пĕрлех вун-вун медик ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, сывлăх сыхлавĕн министрĕн Владимир Степановăн аллинчен патшалăх наградисене илчĕç.
Любовь Яковлевăн пурнăçĕнче, тĕрĕссипе, çитĕнӳ сахал мар пулнă. Вăл республикăри «Чи лайăх çемье тухтăрĕ» ята тивĕçсе Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хӳтĕленĕ. Çĕршывра иртнĕ «Чи лайăх врач» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă.
Любовь Анатольевна малтанах фельдшера вĕренсе тухнă, ĕçленĕ. Анчах кунпа кăна çырлахман, тухтăр пулас килнĕ унăн. «Пире, Чăваш Енри 20 абитуриента, Дагестанри медицина институтне ячĕç. Экзаменсем панă хыççăн 4-ăн çеç вĕренме кĕрейрĕмĕр. Эпĕ телейлисен йышĕнче пултăм. Çапла Махачкалара пурăнтăм. Тинĕсе пĕрремĕш хут курни, сăрт-туллă вырăнсем, серпантин тăрăх автобуспа кайни ĕмĕрлĕхе аса кĕрсе вырнаçрĕç. Çулĕ вăрăмччĕ те яла çулталăкра икĕ хутчен кăна килсе каяттăм. Вĕреннĕ хушăрах ĕçлеттĕм. ШĔМ больницин неврологи уйрăмне медсестрана кĕтĕм. Çĕрлехи дежурствăсене тухаттăм», — аса илчĕ Людмила Яковлева.
6 çул вĕреннĕ-ĕçленĕ хушăра хĕр унтах качча юлма пултарнă. Анчах унăн килнех таврăнас килнĕ. «Манăн Айшат ятлă тусăм пурччĕ. Унпа 1-мĕш курсранах туслашрăмăр. Качча кайнăччĕ вăл, ачи пурччĕ. Хăйĕн патне хăнана илсе кайрĕ те вĕсем мĕнле пурăннине куртăм. Айшат кунне 5 хутчен намаз тăватчĕ. Çамрăксем аслисем каланинчен иртмеççĕ. Пысăк йышпа пурăнатчĕç. Унти хĕрарăмăн ирĕклĕх çуккине туйрăм. Пĕрле вĕреннĕ хĕрсен туйĕнче те пулса курнăччĕ. Хăна пăхас енĕпе унта питĕ тарават халăх пурăнать. Вĕсем пире питĕ хисеплетчĕç», — иртнине куç умне кăларчĕ тухтăр.
Диплом илнĕ хыççăн вăл санинструктор пулса Канаш районĕнчи санитарипе эпидемиологи станцине килнĕ. Кăштахран ăна Аччари фельдшерпа акушер пунктне ертсе пыма шаннă. Канаш районĕнчи больницăра ординатура тухнă хыççăн терапевт пулса тăнă вăл. 1990 çултанпа Вăтакас Татмăшри участок больницине ертсе пырать. 10 ялти 2400 ытла çын сывлăхĕшĕн яваплă вăл. Çак хушăра мĕнле кăна лару-тăрура пулман-ши тухтăр? Ача та çураттарнă, путакан çынна та çăлнă. Вăтакас Татмăшри врач амбулаторийĕнче 14 вырăнлăх кăнтăрлахи стационар ĕçлет. Кунта пылчăкпа, парафинпа, озокеритпа сиплеççĕ, массаж та тăваççĕ. Паянхи кун амбулаторире «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш сыпăкне модернизацилесси» программипе килĕшӳллĕн капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Хальлĕхе пациентсене садикре йышăнаççĕ.
«Ялта амбулатори пурришĕн çынсем питĕ кăмăллă. Хĕрарăмсене те пăхатпăр, анализ илетпĕр. Эмел çырмалла-и, диспансеризаци тухмалла-и, специалист патне йышăнăва кайма направлени кирлĕ-и — вĕсем пирĕн пата килеççĕ. Çынсем тĕрлĕрен. Пĕрисем сывлăха шутсăр тимлеççĕ, вăхăтра прививка тутараççĕ. Хăйсен сывлăхĕ çине алă сулнисем те пур. Ун пеккисем патне хамăр каятпăр е ФАПа чĕнетпĕр. Вĕсен çӳллĕшне, кĕлетке виçине, юн пусăмне тĕрĕслетпĕр, кардиограмма тăватпăр. Кĕçнерникунсерен Йăлмаччари, Пукăртанри, Янкăлчри, Çĕнĕ Юнтапари, Тури Юнтапари ФАПсене çӳретĕп. Фельдшерсем халăхпа лайăх ĕçлеççĕ, пациентсене пухаççĕ. 32 çул ĕçлесе пурне те паллакан пултăм. Телефон номерĕсене те илсе юлатăп, сывлăхĕ пирки шăнкăравласа ыйтатăп. Пирĕн ФАПсенче пуринче те интернет пур. Электрон мелпе пĕр-пĕр специалист патне çырăнма меллĕ халĕ. Фельдшерсем ку енĕпе те пулăшаççĕ», — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ Любовь Яковлева. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Республикăшăн усăллă килĕшÿсем
Республика ертӳлĕхĕн Санкт-Петербургри экономика форумĕн пĕрремĕш кунĕнчи ĕçĕпе «Хыпар» иртнĕ номерте паллаштарнăччĕ. Старт ăнăçлă пулни куçкĕрет: форумăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш кунĕсенче алă пуснă килĕшӳсен, регион аталанăвĕшĕн усăллă тĕлпулусен шучĕ çук теме те юрать. Вĕсем çинчен кĕскен çырса пĕлтерер.
Раççей Машиностроительсен союзĕпе алă пуснă килĕшĕвĕн тĕллевĕ — республикăн машинăсем тăвакан комплексне тата ытларах аталантарасси. Ăна Олег Николаев тата «СоюзМаш» председателĕн çумĕ Петр Фрадков алă пусса çирĕплетнĕ. Петр Фрадков Чăваш Енре машиностроени комплексĕ вăйлă аталаннине палăртнă. Союзпа пĕрле ĕçлени вара региона çак отрасле тата вăйлатма пулăшĕ.
«Росконгресс» фондпа тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен тунă килĕшӳ вара Чăваш Ене инвестици илĕртӳлĕхне, регионăн экспорт хăватне ӳстерме пулăшмалла. Икĕ ен ĕçтешлĕхĕ чикĕ леш енче тĕрлĕ мероприяти йĕркелессине, республикăн инвестици тата экспорт майĕсене презентацилессине палăртать. Фонд хăй те тĕрлĕ курав йĕркелет. Малашне унта Чăваш Енри предприятисемпе организацисем кĕтнĕ хăнасем пулĕç.
Билайн Чăваш Енре интернет хăвăртлăхне пысăклатмашкăн 300 база станцийĕ тума хатĕр. Çакна форумра Олег Николаев «ВымпелКом» обществăпа алă пуснă килĕшӳре çирĕплетнĕ. Енсем çавăн пекех Шупашкарта «Индустри 4.0» сесси йĕркелеме калаçса татăлнă, вăл республикăри пысăк предприятисен «цифра пиçĕлĕхне» ӳстерме май парĕ. Чăваш Ен ертӳçи çак ĕçтешлĕх цифра танмарлăхне пĕтерес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Республика кашни ял-поселока интернетпа çыхăнтарассине хăвăртлатма тĕллев лартнă, «Билайнпа» алла-аллăн ĕçлени ку енĕпе пысăк пулăшу пулĕ.
КНДРпа экономика енĕпе çыхăну тытса ĕçлессине Олег Николаев форума çак çĕршыв посолĕпе Син Хон Чхольпа сӳтсе явнă. Олег Алексеевич Чăваш Ен Корейăпа хăйĕн вăйлă отраслĕсен — электротехника, машиностроени, ял хуçалăхĕн, экологи тĕлĕшĕнчен таса ĕçме-çиме хатĕрлессин — майĕсене тĕпе хурса çыхăну тытма хатĕррине пĕлтернĕ. Посола Корея предприятийĕсен представителĕсемпе пĕрле Чăваш Ене килсе курма, регионăн экономика тата инвестици майĕсемпе паллашма чĕннĕ. Сăмах май, хальлĕхе пирĕн республикăпа Корея хушшинче тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ çук.
Чăваш Енре водород перекиçĕн производствипе çыхăннă СПИК 2.0 пурнăçланĕ. Инвестици калăпăшĕ 9,7 миллиард тенкĕпе танлашать. Тивĕçлĕ килĕшĕве РФ промышленноç министрĕ Денис Мантуров, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Атăлçи перекиçĕ» обществăн гендиректорĕ Ярослав Кузнецов тата Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕ Дмитрий Пулатов алă пуснă. Çĕнĕ производство натри хлорачĕн импорчĕн 80% хамăрăн продукципе улăштарма май парĕ. Вăл 2027 çул тĕлне проектпа пăхнă хăватпа ĕçлесе каймалла. Çĕнĕ 150 ĕç вырăнĕ пулĕ. Çĕнĕ продукцин тĕп потребителĕсем — целлюлозăпа хут туса кăларакан предприятисем.
Олег Николаев тата «Мир» тӳлев системин гендиректорĕ Владимир Комлев алă пуснă килĕшӳ регионта «Чăваш Республикинче пурăнаканăн карттине» тăвассине тĕпе хурать. Çакнашкал карттăпа вырăнти лавккасенче тавара йӳнĕрех туянма, кешбэкпа, тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма май пулĕ. Çав шутра — пĕрлехи çул çӳрев билечĕ вырăнне те. Олег Николаев шучĕпе, цифра саманинче çакнашкал продуктсем ытларах кирлĕ. Хальччен усă курнă кирек хăш «Мир» карттă та республикăра пурăнаканăн картти пулаять — çĕннине илме те кирлĕ мар.
Тепĕр килĕшӳ те цифровизаципех çыхăннă. Сăмах сывлăх сыхлавне цифровизацилес енĕпе килĕштерсе ĕçлесси пирки пырать. Ăна республика Пуçлăхĕ Перекет банкĕн правленийĕн председателĕн çумĕпе Ольга Голодецпа алă пуснă. Документ дистанци технологийĕсене тĕпе хурса медицина сервисĕсене ата-лантарассине палăртать. Çав шутра — чăн мар интеллекта тĕпе хурса та. «Паянхи общество информаци технологийĕсене анлăн ĕçе кĕртмесĕр аталанма пултараймасть. Çак технологисем патшалăх управленийĕн пахалăхне лайăхлатма пулăшĕç. Çав шутра — сывлăх сыхлавĕн сферинче», — тенĕ Олег Николаев. Перекет банкĕ республикăна ку енĕпе анлăн пулăшма палăртать — электрон рецептсемпе ĕçлемелли ин-струментарипе тивĕçтернинчен пуçласа медицина валли кадрсем хатĕрлес енĕпе цифра технологийĕсене ĕçе кĕртесси таран.
Республика Пуçлăхĕ коопераци çыхăнăвĕсен трансформацине халалланă «çавра сĕтеле» хутшăннă. Унта вăл Чăваш Енре тата тăватă технопарк йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Регионта виçĕ индустри паркĕ ĕçлет ĕнтĕ. Пулассисем — «Машзавод», «Абат», «Çĕнĕ Шупашкар» тата «Патăрьел» парксем.
Форум пире кӳршĕсемпе тата çывăхрах пулма та пулăшать. Олег Николаев, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских, Мордови ертӳçи Артем Здунов регионсен экономикине декарбониза-цилес енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Документра углерод шайла-шăвне тĕрĕслесе тăмалли полигонсем тăвассине палăртнă. Çавăн пекех енсем асăннă сфера валли кад-рсем хатĕрлес тĕлĕшпе те пĕрле ĕçлĕç.
ЧР Пуçлăхĕн шучĕпе, виçĕ регион килĕшӳ туни вĕсем атмосферăна кăларакан углерод калăпăшне чакарма тĕв тунине çирĕплетет, темиçе субъектăн кунашкал пĕр шухăшлăхĕн тĕслĕхĕ Раççейре хальччен пулман. Сăмах май, Чăваш Енре карбон полигонĕ уçас енĕпе ĕçлеме тытăннă та ĕнтĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви Чăваш патшалăх университечĕпе пĕрле тĕпчевсем ирттерет. Республикăри вăрмансен углерочĕн бюджетне хакланă, халĕ ку енĕпе ял хуçалăх çĕрĕсем тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çак тĕпчевсен кăтартăвĕсем карбон полигонĕсемпе фермисене йĕркелеме те кирлĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сире чунăр ăçта туртать?
Уяв программи анлă та тĕрлĕ енлĕ
Умра — Чăваш Енĕн чи сумлă уявĕсенчен пĕри. Республика кунне яланах, уйрăмах çĕнĕ ĕмĕрте, çӳллĕ шайра паллă тăваççĕ. Кăçалхи вара хула çынни-семпе унăн хăнисене мĕнпе тыткăнлĕ-ши? Программăпа паллашнă хыççăн çирĕплетсех калама пулать: хăй патне кăчăк туртакан мероприяти сахал мар.
Бал, фестиваль… кĕтеççĕ
Тĕрĕссипе, пысăк уявпа çыхăннă ĕç-пуç çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен маларахах пуçланчĕ. Сăмахран, ĕнер тĕп хулари «Амазони» паркра Пĕтĕм Раççейри «Тараватлăх ăстисем» конкурсăн çурма финалĕ уçăлчĕ. Иккĕленӳ çук, унта çитсе курнисем те пурах. Паян вара хула çыннисене «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕ кăмăллăн йышăнĕ. 16 сехетре бал пуçланать. Ахальли мар, кадетсен! Каçхине кунтах «Асăну çурти» акци иртĕ.
«Регионсем — чикĕсĕр хутшăнусем» куравпа çулленех пин-пин çын паллашма кăмăл тăвать. Хальхинче вăл çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменте 10 сехетре уçăлĕ. Унта промышленноç, информаци технологийĕ, апат-çимĕç промышленноçĕ, строительство, çăмăл промышленноç çитĕнĕвĕсемпе паллашма, кураврах вырăнти ăстасем хатĕрленĕ апат- çимĕçе тутанса пăхма май пулĕ. Çавăнпа пĕрлех ютран килнĕ предприятисен ĕçĕ-хĕлне курса хаклăпăр.
Çав кунах тата çав вăхăтрах Театр скверĕнче декораципе хушма искусствăн Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурсĕ уçăлĕ. Çирĕммĕш хут иртет вăл Шупашкарта. Унта çулленех çĕршыври вун-вун ал ăсти пуçтарăнать, хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Чи маттурри Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнине тивĕçет. Ăстасемпе паллашма пынисем çавăн пекех хăйсене килĕшекен вăл е ку япалана туянма та пул-тарĕç. Тен, çавăнпах-ши конкурс вăхăтĕнче ылтăн алăллисем патĕнче яланах çын хĕвĕшет. Кăçал та çаплах пуласса шанатпăр. Евгений Емельяновăн Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче 14 сехетре уçăлакан «Тăван çĕр çинче» куравĕ искусствăпа туслисене йышăнĕ. Çав кунах Чăваш тĕррин музейĕ те çĕнĕ курав уçма хатĕрленет.
Юрă-кĕвĕпе туслисене те савăнтарар: çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчех каçхине 19 сехетре Хĕрлĕ тӳремре халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм çĕршыври «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ уçăлĕ. Вăл та ахальли мар, юбилейли. Ăна пирĕн хула вăтăрмĕш хут йышăнать. Ун умĕн Шупашкарсемпе хăнасем юхан шыв порчĕн çывăхĕнче йĕркелекен «Раççейри чи лайăх таксист» конкурса çитсе курма пултарĕç.
Ачасем — уяв илемĕ
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче мероприятисем Шупашкарта кăна мар, ял- хулара та иртĕç. Кăçал уява Куславкка районĕнче анлăн паллă тăвĕç. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакансем унта та, ытти тăрăха та çитĕç. Спорта юратакансем валли Республика кунĕнче 10 сехетре Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн иртекен «Спортпа туслă çемье» фестивале йĕркелĕç.
«Акатуй, Акатуй, тата пире тепĕр туй», — юрлать чăваш. Шăп кăнтăрла, 12 сехетре, «Амазони» паркра Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ хăлăха вуннăмĕш хут пуçтарĕ. Унта республика тулашĕнчи 18 коллектив, пурĕ 150 çын, хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем Тутарстанран, Пушкăртстанран, Питĕртен, Мускавран, Севастопольтен, Самар, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчен тата ытти тăрăхран килсе çитĕç.
Юрласа савăннисĕр пуçне йăхташсен ĕçлĕ ыйтусем те пур. Вĕсене асăннă этнопаркрах йĕркелекен «Раççей регионĕсенчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен чăваш чĕлхипе культурине упрамалли чи лайăх ĕç меслечĕсем» семинарта сӳтсе явĕç.
Кăçалхи уява Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориади те илем кӳрĕ. Вăл Республика кунĕнче 16 сехетре Хĕрлĕ тӳремре уçăлĕ. Çĕршыври чи пултаруллă 1100 ача хутшăнĕ унта. Çак йышран 200-шĕ — хамăрăннисем. Ачасен пултарулăхĕпе паллашмаллах, вĕсене курмаллах. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетĕç. Хĕрарăм ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансене шăпах унта кĕтеççĕ. Ыттисене Хĕрлĕ тӳремре ача-пăча фольклориадине хутшăнакансен гала-концертне пăхма сĕнетпĕр.
Тĕпĕр кунхине çамрăк артистсем ытти вырăнта та хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Çавăнпа пĕрлех Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей ачисен фольклор ассамблейи ĕçлĕ. Каçхине 18 сехетре вара Хĕрлĕ тӳремре пурте «Халăхсен туслăхĕ» вăйă картине тăрĕç. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Автобус водителĕн сăввисене пассажирсем те кăмăллаççĕ
Надежда Тихоновăн пĕр сăвви куç умне социаллă сетьре ăнсăртран лекрĕ. Пурнăç философине халалланă хайлав пĕрремĕш йĕркесенченех тыткăнларĕ. Чăтаймарăм, вĕçне çитиех вуласа тухрăм.
Соцсетьри страницăпа тĕплĕнрех паллашнă май чылай кăсăкли куртăм. 30 çулти хĕрарăм илемлĕ, чуна витерекен сăвăсем хайланипе кăна мар, водительте вăй хунипе те тĕлĕнтерчĕ. «Тупнă калаçмалли, паян кашни иккĕмĕш хĕрарăм аллинче руль», — тейĕ вулакан. Чăннипех те, этемлĕхĕн черчен çурри çăмăл машинăна та, автобус-троллейбуса та парăнтарчĕ. Хĕр-упраç урапа та ылмаштарать, пассажирсене те илсе çӳрет. Паян сире маттурсенчен пĕринпе, маршрутлă автобус водителĕпе
Надежда Тихоновăпа паллаштарас килет.
Тăван тăрăхне таврăннă
Ачалăх çулĕсем Надеждăн Чулхула облаçĕнче иртнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ — чăвашсем, Шупашкар районĕнче çуралса ӳснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вĕсем кӳршĕ региона ĕçлеме тухса кайнă. Мăшăр çул çинче тĕл пулнă пĕрремĕш хуçалăхах пырса кĕнĕ. Колхоз хуçи, вăл та чăваш пулнă, ентешĕсене хаваспах ĕçе илнĕ. Çемье хуçалăх уйăрса панă çуртра пурăнма тытăннă, часах йыш та хушăннă. Надежда унтах пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă, 9 класс пĕтернĕ. 2008 çул çемьешĕн пысăк çухатупа асра юлнă: Надеждăн ашшĕ çĕре кĕнĕ. Çавна май амăшĕпе хĕрĕ Чăваш Ене куçса килнĕ.
— Эпир тăваттăн пĕртăван, манăн 2 пиччепе 1 аппа пур. Аслисем Чăваш Енре çитĕннĕ. Вĕсене асаттепе асанне пăхнă. Чи аслă пичче манран — 18, ун хыççăнхи — 16, аппа 14 çул аслă. Аттепе анне вĕсене пăрахман, час-часах килсе çӳренĕ. Пĕртăвансем манпа вылянине, çавăтса çӳренине лайăх астăватăп. Атте çĕре кĕрсен аслă пичче пире аннен тăван ялне, Шупашкар районĕнчи Турикаса, куçарса килчĕ. Аслисем пурте çемьеленнĕччĕ ун чухне. Çывăх çыннăмпа иксĕмĕр вăл çуралса ӳснĕ çуртра пурăнма тытăнтăмăр, — çемйипе паллаштарчĕ Надежда.
9-мĕш класс пĕтернĕ хĕр Чăрăшкасси шкулне çул тытнă, унта 2 çул ăс пухнă. Аттестат илсен Надежда малалла вĕренме кайман, ялта амăшне пулăшса пурăннă. Яш вăхăт илемĕпе нумай киленсе пурăнман — Янăш каччипе Григорипе çемье çавăрнă. Тихоновсем икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Пĕр хушă Шупашкарта хваттер тара тытса пурăннă. Григорий строительте вăй хунă вăхăтра Надежда ачасене пăхнă, çемье тупăшне ӳстерес тесе тĕрлĕ отрасльте хăйне тĕрĕсленĕ. Секретарьте, сутуçăра ĕçлесе пăхнă вăл, копирайтер пулса 7 çул текстсем шăрçаланă. Тăватă çултан Надеждăн амăшĕн сывлăхĕ хавшанине пула çамрăк çемье Турикаса таврăннă. Вĕсен телейне, ялта çурт сутакан тупăннă, Тихоновсем çавăнпа усă курса ĕмĕтне пурнăçланă.
Тепĕр кунхинех çула тухнă
Ал айĕнче машина пурри пурнăçа чылай çăмăллатать, кăна хирĕçлеймĕн. Ачасем çитĕнсе пынине кура Тихоновсене те «тимĕр ут» туянасси шухăшлаттарман мар. Мăшăрĕпе калаçса 2016 çулта Надежда çăмăл машинăпа çӳреме вĕрентекен курса кайнă. Алла тивĕçлĕ документ иличченех çемье «Лада» çăмăл машина туяннă. Вăл çĕнех пулманни те кăмăла хуçман. Экзаменсене Надежда пĕрремĕш хутĕнчех лайăх тытнă, водитель правине илсен тепĕр кунхинех руль умне ларса Шупашкара çул тытнă.
— Тунмастăп: пĕрремĕш хут хам тĕллĕн çула тухма хăрушăччĕ. Машина та темиçе хут чарăнса ларчĕ, çурăм çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Иртсе каякан водительсем йăрă çӳреççĕ, мана, хам тĕллĕн руль умне пĕрремĕш хут ларнăскере, аллипе хăлаçланса ятласа хăвараççĕ, сигнал параççĕ. Çав кунхинех тата çул-йĕр инспекторĕсем чарчĕç. Тĕсĕ кайнăран машина номерĕ япăхрах курăнатчĕ. Эпĕ хайхисене документсене кăтартса: «Акă, водитель прави, ĕнер илтĕм», — терĕм. Вĕсем тĕлĕннине пытармарĕç, çул çинче асăрхануллă çӳреме сĕнчĕç. Шупашкара та, каялла та йĕркеллех çитрĕм çав кун. Шикленӳ туйăмне çĕнтереймесен водитель пулаймăн. Километрсем хыçа юлмассерен хăюлăх хушăнса пычĕ, — руль умĕнчи пĕрремĕш самантсене куç умне кăларчĕ хĕрарăм.
— Маршрутка водителĕ пуласси пирки шухăшламан та. Çак професси пирки тунсăхлă, интереслĕ мар теттĕм. Пулса иртни шухăша улăштарчĕ. Пĕррехинче автобусра пассажир пек пынă чухне çулăн тепĕр енче патшалăхăн çул çӳрев инспекцийĕн ĕçченĕсем пĕр маршруткăна чарнине асăрхарăм. Водитель енчи алăкран йăрăс пӳллĕ, вăрăм çӳçлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, илемлĕ хĕр тухнинчен тĕлĕнтĕм. Çавăн хыççăн ку професси çине урăхларах пăхма пуçларăм, хамăн та автобуспа ĕçлеме шухăш çуралчĕ. Çавна май 2020 çулта автошкула тепĕр хут вĕренме кайрăм, «С» тата «Д» категорисене алла илтĕм. Маршрутка водителĕ хĕрарăм ĕçĕ марри пирки калакан темиçе те пулчĕ. Уççăнах: «Ухмаха ан ер. Ку сана мĕн тума кирлĕ? Укçуна пустуй ан тăкакла», — тетчĕç. Мана, пĕчĕк, çинçе кĕлеткеллĕ хĕрарăма, пысăк автомашина рулĕ умĕнче курмастчĕç. Автошкулта пĕрле вĕреннисем эпĕ «С» тата «Д» категорисене алла илессе шанмастчĕç. «Пулмасть санран» текенсене хам ума лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарнине пушшех кăтартас килчĕ. Çапла турăм та. Маршрутлă автобуспа çӳреме ирĕк паракан документа алла илсен мана ĕненмен, тиркенĕ çынсемех мухтарĕç. Çакна ăнлантăм: нихăçан та алă усма, парăнма юрамасть. Чи кирли — çын хăйне шанни. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕчĕк путвалтан 28 кун тухман
Чăннине калатăп: Галина Алексеевна каласа кăтартни, унăн телефонĕнчи видеосем, сăн ӳкерчĕксем çывăрма выртсан та куç умĕнчен чылайччен каймарĕç. Йывăр шухăшсем чуна канăç памарĕç. Мариупольте пурăннă 69 çулти хĕрарăм ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче эвакуаципе Шупашкара килнĕ.
Карелирен — Украинăна
Галина Зайцева Карелире çуралса ӳснĕ. Ашшĕ çар çынни пулнă май 16 çулти вырăс хĕрĕн çемйипе пĕрле Украинăна куçса кайма тивнĕ. Çавăнта тĕпленсе аслă пĕлӳ илнĕ вăл. Заводра ертсе пыракан инженерта вăй хунă.
— Мариуполь илемлĕ хулаччĕ. Аван пурăнаттăмăр. Ĕçленĕ чухне шалу лайăх пулнăччĕ те манăн пенси укçи пурăнма çителĕклĕччĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕме пĕр пӳлĕмлĕ хваттер те туянса панăччĕ… Пĕрремĕш упăшкипе унăн çемье пурнăçĕ ăнмарĕ те тепре качча тухрĕ. Мăнукăмсем Никитăпа Саша шкула çӳреме пуçланăччĕ ĕнтĕ. 2014 çултанпах пире, вырăссене, хăвалама тытăнчĕç. «Тухса кайăр», — тетчĕç. Анчах ăçта каймалла? Шкулта вырăсла вĕрентместчĕç, украинла çеç. Урама тухсан, лавккана кĕрсен вырăсла хутшăнмашкăн шикленеттĕмĕр. Эпĕ нумай хваттерлĕ çуртăн 8-мĕш хутĕнче пурăнаттăм. Хĕрĕм Люба çемйипе хулан тепĕр енче тĕпленнĕччĕ. Вĕсем патне кĕпер урлă каçса çӳремеллеччĕ. Неонацистсем вĕçĕ-хĕррисĕр пеме тытăнсан кĕпере сирпĕтрĕç. Люба шăнкăравласа часрах килтен тухса кайма хушрĕ. Вăл икĕ ывăлне çавăтса урама тухсанах çуртне сирпĕтсе янă. Эпĕ кутамккана питĕ хăвăрттăн пуçтартăм та урама тухрăм, — каласа чуна çӳçентерчĕ Галина Алексеевна.
Ванна хупламан пулсан…
– Пиччен хĕрĕ Вика мăшăрĕпе Русланпа тата виçĕ ачипе хула çумĕнчи поселокра хăйсем тунă çуртра пурăнатчĕç. Çавсем патне чупрăм. Хăрушăччĕ, йĕри-тавра пенĕ сасă хăлхаран каймарĕ. Тăкăрлăкран тухсанах куç тĕлне танк пулчĕ. Çывăхрахчĕ вăл, туппине ман енне тĕлленĕ пекех туйăннăччĕ. Хам та сисмерĕм — чышкăпа юнаса хăвартăм та малалла васкарăм. Викăна эпĕ хамăн хĕр вырăннех йышăнатăп. Вĕсен килĕ-çурчĕ аванччĕ. Ваннăй айĕнче путвал пурччĕ. Икĕ метр вăрăмăш, пĕр метр çурă сарлакăш путвала анма тимĕр картлашка та вырнаçтарнă. Тĕп сакай евĕрскере хĕл валли пахча çимĕç, банкăсем упрама ятарласа тунă. Кĕрӳ Руслан хушнипе пурте путвала антăмăр. Вĕсен ачисем те ӳснĕ, хĕрĕ медучилищĕне вĕренме кĕнĕччĕ. Вăталăххи — 14-ра, кĕçĕн ывăлĕ пĕчĕкрех. Ултă çынна çав путвалта вырнаçма çăмăлах пулмарĕ. Руслан хăй икĕ метр çӳллĕш, Вика та тулли кĕлеткеллĕ. Эпĕ урана тимĕр картлашка çине хураттăм, — мĕнле асапланнине аса илчĕ Галина Зайцева.
Тăван хĕрĕпе çыхăну çухатнă хĕрарăм путвалта кашни куна паллă туса пынă. Малтан пĕр эрнелĕх кунсем çырнă вăл, унтан тепре, тата…
— Путвалтан 28 талăк пĕртте тухман эпир. Руслан пире кăларман, хăй çеç асăрханса тухса кĕретчĕ. Ыттисем пурте путвалтах витрене туалета кайса пурăнтăмăр. Кĕрӳ тухса тăкатчĕ. Вăл пулман тăк вилеттĕмĕр. Кунне миçе хут кĕлĕ вуламастăмăр-ши? Турăран хамăр пĕлнĕ пек çăлăнăç ыйтаттăмăр. Тĕлĕрнĕ пек пулаттăм та алăра Любăн ывăлĕсем пек туйăнатчĕ. Куçа уçаттăм — вĕсем çук. Те стреса пула — икĕ шăл харăсах ӳкрĕ. Çывăхри пĕчĕк лавккана сирпĕтнĕччĕ. Руслан унтан роллтон тупса килетчĕ. Шыв çуккипе тертленеттĕмĕр. Роллтон пĕçерме юр ирĕлтеретчĕ вăл. Пирĕн патра çанталăк ăшăрах пулнă май çунă юр куçран часах çухалатчĕ. Ăна кĕрӳ сыхласа пуçтаратчĕ. Викăсен картишĕнче икĕ йытă кăкарăнса тăратчĕ. Вĕсен çăмĕ вĕçнĕрен юртан ирĕлтернĕ шыв мĕнли паллă ĕнтĕ. Пурăнас тесе çавна çиеттĕмĕр. Путвалтан пиллĕкмĕш кунхине Руслан шыв патне тухсан часах таврăнмарĕ. Пăшăрханса ӳкрĕмĕр. Ăнсăртран питĕ хытă сасă пулчĕ. Кĕрӳ картлашкаран пуç хĕрлĕ персе анчĕ. Хăйĕн хăлхинчен, çăварĕнчен, сăмсинчен юн юхать. Питĕ хăрарăм, вилет пуль тесе шухăшларăм. Тавах Турра, çăлăнса юлчĕ. Çавăн чухне Викăсен пӳртне тăшман сирпĕтрĕ. Çăвăнмалли ванна тепле тепĕр майлă ӳпĕнсе путвала хупласа хучĕ. Ăна пула сывă юлтăмăр, — ассăн сывларĕ хĕрарăм. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Наци эрешĕллĕ кулленхи тум та кирлĕ
Пасар, лавкка япалине ун çинче кураймăн. Пальто таранах вăл хăй шухăшласа кăларнă, хăй çĕленĕ çи-пуçпа çӳрет. Нумаях пулмасть Кристина Макосеева «Виçĕ хĕвел» ятпа наци символикиллĕ çи-пуç коллекцине хатĕрлесе çитернĕ.
Хальхи чăваш кĕписемпе никамах та тĕлĕнтерме çук. Анчах вĕсене уява е сцена çине çеç тăхăнса тухатăн. Кайран çав тумсем тепĕр сăлтав тупăниччен шкапра выртаççĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинке хĕрĕ вара кашни кун тăхăнмалли чăваш эрешĕллĕ тумтир хатĕрлет.
Çамрăксем кăна мар, аслăраххисем те халĕ урамра трикопа çӳренине куратпăр. Халăха меллĕ пулсан модельерсем те çавăн йышши япаласем кăларма тăрăшаççĕ. Спорт костюмĕ, свитшот, худи, шоппер, футболка… — хальхи çамрăксен юратнă çи-пуçĕ. Кристина шăпах вĕсем ыйтнине тĕпе хурать те.
«Шкулта 1-мĕш класранах пире — арçын ачасене те, хĕрачасене те — чăваш тĕрри тĕрлеме вĕрентрĕç. Кайран эпĕ хамăр ялти ӳнер шкулне çӳрерĕм. 9-мĕш класс хыççăн Шупашкара ӳнер училищине çул тытрăм. Театр декорацийĕн искусстви енĕпе пĕлӳ илтĕм. Унта пире çĕлеме, ӳкерме вĕрентрĕç. Конкурссене хутшăнаттăм. Вĕсенче хам валли пурнăçра кирлине нумай илтĕм», — аса илчĕ çамрăк дизайнер.
Студент чухнех вăл «Этно-Эрато» наци костюмĕсен Евразири мода конкурсĕн финалне тухнă. Пĕрле вĕреннĕ хĕрпе Анна Гановăпа вĕсем «Кĕмĕл илем» коллекци хатĕрлесе тăратнă. Кайран Кристина Пукане театрĕнче художник-модельерта ĕçленĕ. Пуканесене кăна мар, актерсене те тумлантарнă, декорацисем ăсталанă.
Кристина — ирĕклĕ художник. Хăйĕн вăхăчĕпе, пурнăçĕпе хăй пĕлсе усă курать. Пĕрре пăхатăн — Кристина Сочире канать, тепре сăнатăн — вăл Шупашкарта… Хĕр хăйне пусахламасăр, чун ыйтнипе ĕçлет. Ку ăна киленӳ çеç мар, тупăш та кӳрет. Япаласене вăл саккаспа кăна çĕлет. Театрсем ăна хăнăхнă йăлапа костюмсен эскизĕсене ӳкерме параççĕ. Вăл халĕ ытларах çавсемпе аппаланать. Хваттерĕнче икĕ çĕвĕ машини, оверлок ĕçсĕр тутăхса лармаççĕ.
«Коллекцие «Виçĕ хĕвел» ята ахальтен памарăм. Ку юмахăн пĕлтерĕшĕпе çыхăннă. Ĕлĕк-авал чăвашсен виçĕ хĕвел пулнă тет. Анчах вĕсем хĕртсе пăхни пĕр çынна килĕшмен. Вăл хĕвеле пенĕ те лешĕ шаплатса çурăлнă. Кайран сивĕ пуçланнă, тавралăх юрпа витĕннĕ... Мĕн каласшăн пултăм-ха? Пуррине упрамалла, хакламалла тесшĕн», — ăнлантарчĕ çамрăк дизайнер.
Çи-пуç валли Кристина чăваш ялавĕнчи хĕрлĕпе сарă тĕссене суйланă. Классикăран та пăрăнман: шурăпа хура кĕртнĕ. Пурăна киле палитрăна анлăлатасшăн. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Вутă çурмалли агрегат та ăсталанă
Красноармейски районĕнчи Çырмапуç Карай ялĕнче пурăнакан Борис Романова апат антарса ан пар та — тимĕр-тăмăр вара пултăр. Вăл вĕсене тирпейлĕ пухса пынисĕр пуçне тата «чун» та кĕртет.
Ку таранччен вăл пилĕк трактор, вĕсем валли тĕрлĕ агрегат ăсталанă. «Пĕрремĕшне 1986 çулта пухрăм. Унпа чылай çул чиперех усă куртăм. Чăхăмлама пуçларĕ те салатса çĕнĕрен пуçтартăм. Иккĕмĕш трактора юлташа парнелерĕм. Тепĕр виççĕшĕнпе халĕ те хуçалăхра усă куратпăр», — каласа кăтартрĕ ăста.
Тимĕр-тăмăр патне Борис Романов ача чухнех туртăннă. Çак туртăм ăна ашшĕнчен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕнчен Данил Романовичран, куçнă ахăртнех. Вăл тимĕрçĕ пулнă. Хăйĕнпе пĕрле ывăлне те тимĕрçĕ лаççине час-часах илсе кайнă, ачашăн ал çемми ĕçсене тутарнă. Çавăн чухне Борис тимĕре килĕштернĕ те ĕнтĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне вăл аэроçуна та ăсталанă, тӳпере самолет та вĕçтернĕ… «Физика вĕрентнĕ Вячеслав Леонидовичпа тата черчени учителĕпе Изосим Антоновичпа пĕрле эпир темĕн те ăсталанă. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне атте «Юный техник», «Моделист конструктор» журналсене çырăнса пачĕ. Кайран та çак кăларăмсене чылай çул илсе тăнă. Вĕсене пĕр йĕрке юлмиччен вуласа тухнă. Журналта вĕрентнисемпе паян та усă куратăп», — терĕ Борис Романов.
Тĕрлĕ техникăна вăл хăйĕншĕн кăна ăсталамасть. Унпа кӳршĕ- аршă та усă курать. Утă çулнă вăхăтра, сăмахран, Карайри пилĕк çын ун патне черете тăнă. Маларахри çулсенче ялсенче косилка сахалччĕ çав. Курăка çавапа çулнă. Никама та хирĕçлемест вăл, пурне те май килнĕ тата вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать.
Романовсен пилĕк ывăл тата икĕ хĕр пулнă. Пиччĕшĕсем çитĕнсен водительте ĕçлеме пуçланă. Борисăн та вĕсем пек пулас килнĕ, вăл та руль умне ларма ĕмĕтленнĕ. Анчах ача чухне вăхăт хăвăрт шумасть-çке. Пĕррехинче, 7-мĕш класра вĕреннĕ вăл ун чухне, машинăна кĕрсе ларнă. Анчах инçех каяйман… юпана пырса тăрăннă. Апла пулин те ĕмĕчĕ пурнăçланнă унăн. Çарта та, кайран та водительте ĕçленĕ. Трак ен каччи служба тивĕçĕсене Баку хулинче пурнăçланă. Чăваш ачи службăри курăмлă ĕçсемшĕн «Книга почета части» кĕнекене кĕме тивĕç пулнă. Командовани ашшĕ-амăшĕ патне «маттур ывăл ӳстернĕшĕн тав туса» çыру та янă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас