Ачасем шывра путса вилни ытла та хурлăхлă
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн тĕп теми ку хутĕнче республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкересси пулчĕ. Анчах ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев калаçăва хурлăхлинчен пуçларĕ — ачасемпе çыхăннă инкексенчен...
Юлашки вăхăтра ачасем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсен статистики хурлăхлă — чылай ача пурнăçĕ татăлнă. Олег Николаев сыхлăх ыйтăвĕсене маларах та канашлусем йĕркелесе пĕрре кăна мар сӳтсе явнине, пăтăрмахсенчен сыхланас тĕлĕшпе профилактика мерисене палăртнине аса илтерчĕ. Инкеклĕ тĕслĕх нумаййи вара çак ĕç çителĕксĕррине çирĕплетет.
«Кирек хăш вилĕм те хурлăхлă, анчах ачасем вилни тата та хурлăхлăрах», — тенĕ май Олег Алексеевич тивĕçлĕ тытăмсене шыва кĕмелли вырăнсенче тимлĕхе ӳстерме чĕнсе каларĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен те айккинче тăмалла мар — хăрушлăх, шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулмалли çинчен халăха аса илтерсех тăмалла.
Анчах «çителĕксĕр ĕçленин» теми çакăнпа кăна вĕçленмерĕ-ха. Чăваш Ен делегацийĕ Санкт-Петербургри экономика форумĕнчен сумлă кăтартусемпе таврăнни çинчен каланипе пĕрлех Олег Николаев предпринимательсен общество организацийĕсен ĕçне тиркерĕ — япăх ĕçлеççĕ! Влаç çыхăну тытса ĕçлеме сĕнет, анчах вĕсен сĕнӳ-асăрхаттару çук иккен. «Вĕсенчен пĕри манăн çырăва хуравлама та ерçеймест. Хăйĕн интересĕсене лоббиленисĕр пуçне тата мĕн ĕçлет? Общество ĕçне пурнăçламасть пулсан, эппин, хăйĕн интересĕсемпе кăна ĕçлетĕр. Раççей шайĕнчи хисеплĕ организацисен площадкисемпе хăйсемшĕн кăна усă курнине ырлама çук», — кăмăлсăрланчĕ регион ертӳçи.
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-çу уйăхĕсенчи кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Нарăс вĕçĕнчен тытăнса санкцисене пула ĕç йĕрки тĕпрен улшăннин витĕмĕ пысăккине вăл пайăррăн палăртрĕ. Анчах Раççей, Чăваш Ен правительствисем йышăннă мерăсем Анăç пирĕн экономикăна тĕп тума тĕв тунине тӳрре кăларма памарĕç. Çапах логистикăпа, импорт чакнипе çыхăннă чăрмавсем промышленноçшăн, паллах, ним йĕрсĕр иртмен. Промпроизводствăн пилĕк уйăхри индексĕ кăшт чакнă — 98% шайĕнче. Ял хуçалăхĕ вара ӳсĕмлĕ ĕçлет — производство 4,3% хушăннă: аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси, теплицăсенче пахча çимĕç çитĕнтересси пысăкланнă.
Строительство отраслĕн кăтартăвĕсене те ăмсанма пулать. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси 45% ӳснĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен йышĕ хушăнса пырать — хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шута илсен 71,3 пине çитнĕ. Ку сферăра ĕçлекенсен йышĕ вара паян 186,5 пин çынпа танлашать — çулталăк каяллахинчен 12% нумайрах. Çакăнта министр предпринимательлĕхе патшалăх енчен пулăшакан институтсен ăнăçлă ĕçĕн кăтартăвне те курать. Калăпăр, бизнеса паракан микрозаймсен калăпăшĕ палăрмаллах пысăкланнă, ытти çăмăллăх та предпринимательсемшĕн лайăх тĕрев пулса тăрать.
Инфляци 12,4% шайĕнче — Раççейри вăтам кăтартуран /11,8%/ кăшт пысăкрах. Суту-илӳ çаврăнăшĕ кăштах чакнă. Апла пулин те, палăртрĕ министр, потребитель хакĕсен рейтингĕ пысăк мар. Тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ пилĕк уйăхра 220 миллион долларпа танлашнă. Паянхи условисенче ку кăтарту пĕчĕкленни тĕлĕнтермест — 5% хухнă. Экспорт 15% чухлех чакнă, импорт вара хушăннă. Ĕç укçи те хăпарнă — уйăхри вăтам виçе 37,6 пин тенке çитнĕ. Чи пысăк шалу финанспа страховани сферинче — 60 пин тенкĕ ытла.
Комментари хушас