Тариф ҫеҫ ҫӗнелет...
Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче Тариф службин ертӳçи Надежда Колебанова «Содружество» компанин чукун çулăн хула çумĕнчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çӳренипе çыхăннă тăкакĕсене республика бюджетĕнчен саплаштарас ыйтăва çĕклерĕ.
Ку ыйтăва çуллен тишкереççĕ — çĕнĕлĕх мар. Çĕнелекенни — тариф кăна. Надежда Владимировна палăртнă тăрăх, 1 километршăн тариф 8,71 тенкĕпе танлашĕ. Хальччен ку виçе 7,98 тенкĕ пулнă. Тăкаксене саплаштарма бюджетран хушма 5,3 миллион тенкĕ уйăрма тивĕ.
Лару вĕçленнĕ хыççăн пурне те пырса тивекен пĕлтерӳсем пуррипе сăлтавласа Олег Николаев пухăннисене тытăнса тăма ыйтрĕ. Чи матанах вăл республика черетлĕ хут Раççей Правительствин влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕшĕн паракан грантне тивĕçни çинчен хыпарларĕ. Мускав Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи ĕçне пысăка хурса хакланă — 524 миллион тенкĕ парса хавхалантарать. Олег Николаев çак укçапа маларах пуçарнă ĕçсене тăсма усă курасси çинчен каларĕ, ку мĕн палăртнине ăнăçлă пурнăçлама пулăшмалла.
Комментари хушас