Етĕрне туристсене хапăл

6 Çĕртме, 2022

Иртнĕ эрнере «Сăр шурăмпуçĕ» кану базине «Григорий Пирогов» теплоход чарăннă. Туристсем Етĕрне çĕрĕпе паллашма тытăннă.

5 сехет ытла пынă экскурсире хăнасем кăсăклине нумай пĕлнĕ. Етĕрне хулинче СССР халăх артисчĕн Николай Мордвиновăн музей çуртĕнче пулнă. Паллă актерăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки ытларах пĕлес текенсем ыйтусем те панă. Унтан хулан авалхи пайне çитсе курнă. Революциччен вăрман промышленноçĕпе ĕçленĕ Михаил Железновпа Константин Бурашниковăн çурчĕсем халĕ те лараççĕ. Пĕринче — Федераци казначействи, тепринче Перекет банкĕ вырнаçнă. Ытти çуртсем те илемĕпе тата мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Етĕрне çĕрĕн паллă çыннисем çинчен туристсене Ÿнерпе таврапĕлÿ музейĕнче каласа кăтартнă. Ун хыççăн Чăваш хресченĕн 19-мĕш ĕмĕрти хуçалăх музейне çул тытнă. Вăл Тури Ачак ялĕнче вырнаçнă. Палăртмалла: çакнашкал экскурси районта пĕрремĕш хут иртмест, туристсем кунта час-часах çÿреççĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас