Кинокритикăн кĕнекине хак парĕç
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/06/sergey_lavrentev.jpg)
Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Наци библиотекинче Раççейри паллă кинодеятелĕн Сергей Лаврентьевăн кĕнекин презентацийĕ иртĕ.
Çак мероприяти Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн программине кĕнĕ. «Режиссеры Мосфильма» кĕнеке «Молодая гвардия» издательствăра 2021 çулта пичетленсе тухнă. Кăларăмра тĕнчипе паллă «Мосфильм» студире ĕçленĕ пилĕк режиссер çинчен каланă. Вĕсем: Иван Пырьев, Михаил Ромм, Борис Яшин, Михаил Чиаурели тата Лев Кулешов. Кĕнеке авторĕ Сергей Лаврентьев — кинопĕлӳçĕ, кинокритик тата педагог. Унсăр пуçне вăл Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн программа директорĕпе илемлĕх ертӳçи те. Тĕрлĕ çулсенче «Кинотавр», «Лики любви», Тарковский ячĕллĕ «Зеркало», «Восток&Запад. Классика и Авангард» пĕтĕм тĕнчери кинофестивальсен программа директорĕ пулнă.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас