Строительсен ĕçне тĕрĕслесе тăраççĕ

30 Çу, 2022

Кăçал пирĕн республикăра 31 вĕренӳ учрежденине юсĕç, çак ĕç валли федераци бюджетĕнче 2,3 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çапла пĕлтерчĕç ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ тунтикунхи канашлура.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров каланă тăрăх, пур объект валли те подрядчиксем тупнă. 11 шкулта ака уйăхĕнчех юсав ĕçĕсем пуçланнă, хăшĕ-пĕри çу уйăхĕнче ĕçе тытăннă. Вĕсене Пĕлӳ кунĕччен вĕçлеме палăртнă. 18 объектра çĕртме уйăхĕнче юсава пуçăнĕç, вĕсене 2023 çулхи ака уйăхĕччен туса пĕтермелле. Тепĕр çул 22 учреждение çĕнетмелле, хальхи вăхăтра документсем пуçтараççĕ. Олег Алексеевич район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене строительсен ĕçне тĕрĕслесе тăма хушрĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас