Хыпар 56-57 (27935-27936) 27.05.2022
Тухтăр патне чуна уçма та пыраççĕ
Çемьере медик пурри питĕ аван çав. Чир-чĕр çулăхсан килтех сипленме пулать. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти Михаил Гаврилов пилĕк ыратнипе аптăранăранах хĕрне тухтăра вĕрентсе кăларма ĕмĕтленнĕ.
Кун пирки мăшăрĕпе куллен калаçнă. Ашшĕ-амăшне сума сăвакан хĕре хăйне те ку професси килĕшнĕ. Шкулта вăл хими, биологи предмечĕсене тăрăшса вĕреннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕмешкĕн заявлени пама та Татьяна ашшĕпе пĕрле кайнă. Тухтăр пулас тесен пĕрмай вĕренмелле, вĕренмелле… Татьяна та 8 çул медицина наукин чулне «кăшланă». Специализаци суйлама вăхăт çитсен чылай шухăшланă. Куç тухтăрĕ те пулас килнĕ унăн. Анчах кайран ĕçе вырнаçма пулĕ-ши? Хĕр хамăр республикăри вакансисене тишкернĕ. Вăл Мускава е регион тулашĕнчи урăх хулана каяс темен, тăван тăрăхра юлма палăртнă. Ĕç шыранă чухне больницăсенче куç тухтăрĕсем çителĕклине ăнланнă. «Мĕншĕн терапевт пулас мар? Вĕсем пур çĕрте те кирлĕ», — çапла шухăшланă студентка. Терапевтăн анлă тавра курăмлă пулмалли, нумай чир пирки пĕлмелли те кăсăклантарнă ăна.
Татьяна Çĕнĕ Шупашкар хула больницинче интернатура тухнă. Унта ĕçлекенсем ăна хăйсем патне юлма ыйтнă та — алла диплом илсенех хĕр унта ĕçе вырнаçнă. Вĕренме килсенех çак хулара пурăнма тытăннă вăл. Хăнăхнăран-ши, Çĕнĕ Шупашкар уншăн чуна çывăх хула пулса тăнă. Ĕç те кунтах тупăннăшăн хĕр питĕ савăннă.
Хăйсен ялĕн каччипе Александр Ильинпа çемье çавăрсан çамрăк мăшăр Нăрваш Шăхальте тĕпленме йышăннă. Яла ĕçе килекенсене «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшӳллĕн 1 млн тенкĕ парасса вăл пĕлнĕ, паллах. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çемье хваттер туяннă. Татьяна Михайловна ĕçе вырнаçнă чухне Патăрьел районĕн больницине унсăр пуçне çамрăк 6 специалист килнĕ. Вĕсене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Коллектива кĕнĕ ятпа савăнăçлă мероприяти те йĕркеленĕ. Район больницин тĕп тухтăрĕ кашни çамрăка шурă халат тăхăнтартнă, тонометр тыттарнă.
Татьяна Ильина Патăрьелти пĕтĕмĕшле практика офисĕнче тăрăшать. Вăл участокри 1400 ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Тухтăр патне тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ: юн пусăмне виçтерме, эмел пирки канашлама, ытти специалист патне направлени илме… Чуна уçассишĕн те пыраççĕ, уйрăмах — ватăсем. Çавăн пек самантсенче çамрăк тухтăр хăйне психолог пек туять. «Сирĕнпе калаçнипех ыратни иртет», — çапла каласа хавхалантараççĕ пациентсем çамрăк тухтăра. Сиплев хыççăн тав тума та манмаççĕ.
Ăна офисра 3 медицина сестри, кĕçĕн медперсонал пулăшать. Врач патне кĕриччен кашни пациент ятарлă пӳлĕме кĕрет. Медсестра çыннăн юн пусăмне, ӳт температурине, çӳллĕшне тата миçе килограмм тайнине виçет. Тепри процедура пӳлĕмĕнче тĕрлĕ инъекци тăвать. Виççĕмĕшĕ врачпа пĕрле пациентсене йышăнать.
Хулари больницăра та вăй хунăскер унти тата ялти ĕçĕн уйрăмлăхĕсене питех асăрхамасть. «Ялта çăмăлрах та пуль», — пытармасть тухтăр. Вăл участокра миçе çын пулнине пĕлет, сăнран та паллать. Пулăшу ыйтма пыракансене май пур таран хăй сиплеме тăрăшать. Кунтах кăнтăрлахи стационар ĕçлет. Çынсене капельница лартаççĕ, укол тăваççĕ. «Пирĕн патра вĕсем вăй илсе каяççĕ», — тет тухтăр. Васкавлă пулăшу кирлĕ тĕк тухтăр районти тĕп больницăри ĕçтешĕсемпе канашлать. Унта сывлăха тĕплĕнрех тĕрĕслемелли хатĕрсем пур: томограф, рентген, УЗИ аппарачĕсем… Хуларинчен пĕртте кая мар.
Республика больницине кайма час-часах направлени çырма тивет çамрăк тухтăрăн. Чĕрепе юн тымарĕсемпе çыхăннă чир-чĕр вăй илсех пынăран пациентсем ытларах кардиолог патне çырăнаççĕ-мĕн. Юн пусăмĕ хăпарнипе нумай чухне аслă ӳсĕмрисем аптăраççĕ. Татьяна Михайловна профилактика ĕçĕсем те ирттерет. Ун патне килекен кашни çынна юн пусăмне кирлĕ шайра тытмалли пирки ăнлантарать. Унсăрăн инфаркт пулас, шалкăм çапас хăрушлăх пысăк. Ватă çынсене кун пирки асăрхаттарсах тăмалла: эмел ĕçме манаççĕ вĕт вĕсем. Тухтăр каланă тăрăх, онколог патне çырăнакансем те пур. Усал шыçă нумай çынна хуйхă кӳрет. Çамрăк специалист шухăшĕпе, ку чир — хими хутăшĕллĕ апат-çимĕç витĕмĕ. Усал шыççа ытларах диспансеризаци тухнă чухне тупса палăртаççĕ. «Нимĕн те ыратман чухне те сывлăха тĕрĕслеттерме килме ӳркенмелле мар. Малтанхи тапхăрта усал шыççа парăнтарма çăмăлрах», — сĕнет тухтăр. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Паллă спортсменкăна аса илтерекен хĕрпе калаçу пуçарнă та…
Общество транспортĕнче паллашнă Аринăпа Александр 18 çул çемье ăшшине упраса пурăнаççĕ
«Эпĕ — эрмен. Армени Республикинчи Дилижан хулинче çуралнă. Арăм — чăваш. Шупашкарта ӳссе çитĕннĕ. Ăнсăртран тĕл пулса пĕр-пĕринчен ыйтса илнĕ телефон номерĕ кун-çула пĕрлештерчĕ. Халĕ пирĕн çемье, ачасем тата ытти те», — мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса калаçрĕ Александр Ахвердян.
Кĕтмен тĕлпулу — пĕрлехи пурнăç пуçламăшĕ
«Çав саманта эпĕ те паянхи пек лайăх астăватăп, — калаçăва Арина та хутшăнчĕ. — Тусăмпа Шупашкар урамĕсенче уçăлса çӳренĕ хыççăн ун патне хваттере кайма шут тытрăмăр, 41-мĕш маршруткăна лартăмăр. Унта пушă вырăн иккĕ кăначчĕ: пĕри — малта, тепри — хыçалта. Эпĕ мала çамрăк çынпа юнашар вырнаçрăм».
Хайхискер Александр Ахвердян пулнă. Хурарах сăнлă чипер хĕр ăна пĕр паллă спортсменкăна аса илтернĕ. Кун пирки чиперккене пĕлтерсе каччă тĕрлĕ хитре сăмах каланă. Çапла çамрăксен хушшинче калаçу сыпăнса кайнă. Кирлĕ çĕре çитсе анма вăхăт çитсен пĕр-пĕринчен телефон номерĕсене ыйтса илнĕ. Хĕрпе каччă малтан телефонпа калаçнă, унтан тĕл пулма тытăннă. Хутшăнусем çирĕпленсех пынă. Кĕçех туслăх юратăва куçнă…
«Арина, чун-чĕре Александра йышăннине хăш самантра ăнланса илтĕр-ха?» — ыйтатăп кăсăкланса. «Кăмăла çавăрма пĕлет вăл, — ăшшăн йăл кулса пĕлтерчĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. — Кашни тĕлпулура чечек çыххи парнелетчĕ. Ку çеç те мар. Вăл питĕ яваплă, йĕркеллĕ арçын пулнипе тыткăнларĕ. Иккĕ-виççĕ курсанах Александр мана яланах хӳтĕлеме, ăнланма, пулăшма пултарассине туйса илтĕм. Çавăнпа эпĕ унпа çемье çавăрнă ĕнтĕ, ачасем çуратнă…» Александра вара чăваш хĕрĕ сăпайлăхĕпе тыткăнланă.
Çирĕп, туслă çемье
Юрату çирĕплĕхне туйса илсен çамрăксем мăшăрланма шут тытнă. Ывăлĕ чăваша качча илессине, хĕрĕ эрмен арăмĕ пулассине пĕлсен… ашшĕ-амăшĕ хирĕçлемен, ачисене пĕрлехи пурнăçра телей кăна суннă.
«Аринăн ашшĕпе эпир часах пĕр чĕлхе тупрăмăр, — аса илчĕ Александр Ашотович. — Вăл наукăсен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн преподавателĕ. Пĕлетĕр-и, пирĕн хутшăнусем йĕркеленесси вăл манăн савнин ашшĕ пулнинче кăна мар… Тата тарăнрах, анлăрах».
Александрăн ашшĕпе амăшĕ те кинне хапăл туса йышăннă, тăван хĕрĕ вырăнне хурса юратма пуçланă. «Эпир вĕсемпе питĕ туслă пурăнатпăр, — каласа кăтартрĕ Арина. — Сăмах май, вĕсем те Шупашкартах пурăнаççĕ. Мана хуçалăх ĕçĕсенче, ачасемпе питĕ пулăшаççĕ. Пирĕн çемье туслă, çирĕп».
Икĕ тĕрлĕ халăх пулни çемьере йывăрлăхсем кăларса тăратмасть-ши? Çапах та тĕрлĕ культура, йăла-йĕрке… Александр çирĕплетнĕ тăрăх, çемьери хутшăнусене наци хăйне евĕрлĕхĕ вуçех те витĕм кӳмест. «Йывăрлăхсем тенĕрен… Пирĕн те кашни çемьери пекех пулĕ. Пĕлтерĕшли — вĕсене çĕнтерсе пыма пултарни, — терĕ Александр Ашотович. — Çемье пурнăçĕнче чи кирли — упăшкапа арă-мăн тивĕçĕсене тĕрĕс пайлама пĕлни. Арçыннăн çемье ырлăхĕшĕн, йĕркелĕхĕшĕн яваплă пулмалла. Хĕрарăмăн кил ăшшине упрамалла, хăтлăлăхшăн тăрăшмалла, ачасене воспитани памалла».
Арина Родионовнăн шухăшĕпе вара, вĕсен çемйинче кăткăслăхсем çукпа пĕрех. Тăнăçлăхпа йĕркелĕх вăрттăнлăхĕ, вăл палăртнă тăрăх, упăшкипе яланах килĕшнинче. «Эпĕ пĕлетĕп, вăл нихăçан та йăнăшмасть, яланах тĕрĕс йышăнусем тăвать», — терĕ Арина.
18 çул — çемье пурнăçĕшĕн сахал мар вăхăт. Çак тапхăрта мăшăрсен тĕлне йывăрлăхĕ те, чăрмавĕ те сиксе тухать паллах. Çемье ăшшине, туйăмсен çивĕчлĕхне, хутшăнусен йĕркелĕхне упраса хăварма пултарнин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Ахвердянсем çирĕплетнĕ тăрăх, пĕр-пĕрне шаннинче. «Манăн шухăшăмпа, çемье кун-çулĕн ĕмĕрĕ хĕрарăм ăс-хакăлĕнчен нумай килет. Вăл карапа мĕнле тытса пыма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Арина Родионовна. — Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне хисеплесен, шансан, хакласан, пĕри теприншĕн тăрăшсан çемье çирĕп пулать». Мăшăрĕпе килĕшнине палăртса Александр Ашотович сăмаха малалла тăсрĕ: «Çемье пирки калатпăр-и е уйрăм çынсем çинчен-и — пĕр-пĕрне шанни тикĕс хутшăнусен шăнăрĕ пулса тăрать. Шанни ырă тума, çĕнни патне туртăнма хистет».
Юрату тата пĕр-пĕрне хисеплени çынсене пĕрлештерет, наци уйрăмлăхĕсене пăхмасăр, вăл е ку тĕнпе пурăннине шута илмесĕр телейлĕ пулма пулăшать. Çынлăх паллин çак пахалăхсене тĕпе хуракансен туйăмĕсем вара çултан-çул вăйлансах пыраççĕ. Аринăпа Александр Ахвердянсемпе калаçнă май çак шухăш тата та ытларах çирĕпленчĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Владимир ТЯПТУШКИН: Кастингра режиссер мана суйланăшăн савăнтăм
Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпара пурăнакан Юрий Алексеевичпа Зинаида Михайловна Тяптушкинсем ывăлĕпе мухтанма тивĕç. Çемьери виçĕ ывăлтан кĕçĕнни Володя, Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинче пĕлӳ илнĕскер, нумаях пулмасть проката тухнă «1941. Крылья над Берлином» кинофильмра ӳкерĕннĕ. Вăл тĕп сăнарсенчен пĕрне калăпланă. 25 çулти яш кунсăр пуçне «Воздух», «Склифосовский» фильмсенче, «Снежная королева», «Не все коту масленица», «Свои люди — сочтемся!», «Недоросль», «Чайка», «Буратино» тата ытти спектакльте вылянă. Çĕршывĕпех палăрма ĕлкĕрнĕ чăваш каччи пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантри сăн ӳкерчĕкĕсемпе пире те паллаштарчĕ.
АТТЕ-АННЕ. Икĕ пичче, Алексейпе Сергей, манран чылай çул аслă. Анне шкулта столовăйра ĕçлетчĕ. Атте унтах — газ операторĕ. Эпĕ, лара-тăра пĕлменскер, шкул çулне çитмесĕрех аннепе пĕрле тухса утаттăм. Килте юлас килместчĕ. Антонина Васильевна вĕрентекене астăватăп.
Пичче Сергей те унтаччĕ. Те вун пĕрмĕш класра вĕреннĕ-ши ĕнтĕ вăл — питĕ аслă пек туйăнатчĕ. Куç умне тӳрех çак самант тухать. Атте-анне пире çав тери çирĕп тытнă теейместĕп, анчах тĕрĕс воспитании панă. Эпир вĕсем каланине итленĕ.
Пиччесем техникăна кăмăллатчĕç, аттепе пĕрлеччĕ ялан. Эпĕ вара кĕнеке вулама юрататтăм. Халĕ Мускавра ĕçлесе пурăннă май çулталăкра икĕ хутчен çеç тăван тăрăхра пулаятăп. Атте-аннепе кашни кун телефонпа калаçатпăр.
БУРАТИНО СĂМСИПЕХ. Алексей Толстойăн повеç-юмахĕ тăрăх лартнă «Буратино» спектакльте тĕп сăнара выляма тӳр килчĕ. Пурнăçăмри пĕрремĕш интервью мар пулсан та шăпах çак спектакль хыççăн тележурналистсен ыйтăвĕсене хуравланăччĕ. Буратино сăмсине хывма та ĕлкĕрейменччĕ эпĕ ун чухне. Театрта çакăн евĕрлĕ панă пĕрремĕш интервью пулнăччĕ ку. Ачапăча чухне ку юмаха эпĕ курнă-ха, чăн-чăн Буратино пур тесех шухăшланă, анчах çак сăнара хам вылясси пирки ĕмĕтленмен те. Интереслĕ ĕç, ачасемпе пĕрле хам та савăнатăп.
АКТЕР ЮЛТАШĔСЕМПЕ. Ку — ака уйăхĕнче «Октябрь» кинотеатр умĕнче тунă сăн ӳкерчĕк. «1941. Крылья над Берлином»… Рыжаков /Рыжий/ стрелок-радиста вылярăм. Кăсăклă роль, нумай хатĕрлентĕм. Фильма ӳкернĕ чухне чăннипех пулеметран петĕм, формăпа çӳреме хăнăхрăм.
Константин Буслов режиссер кастингра чылай актер хушшинче шăпах манна суйланăшăн питĕ савăнтăм. Манăн роле паллă ытти актера та шанма пултарнă вĕт. Пурнăçăмра пĕрремĕш хут пысăк премьерăра пысăк роле выляни маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Фильм пуçламăшĕнче санăн хушаматна çыраççĕ… Эсĕ хĕрлĕ кавир çинче, журналистсем, юлташсем сана саламлаççĕ… Эпĕ ачаранах Сергей Безруков актера килĕштеретĕп. Ун пек пулма та ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа пурпĕрех актер пулатăп тесе шухăшлаттăм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра конкурссенче сăвă вуласа мала тухасси те тĕллевсенчен пĕри пулнă. Республикăра тупăшса çĕнтереттĕм. Сергей Безруковпа пĕрле «Воздух» кинофильмра ӳкерĕнтĕм. Вăл 2023 çулта пысăк экран çине тухмалла. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Николай ТИНЮКОВ: Хамăр сывлăхшăн яваплăха туйма вĕренмелле
Николай Тинюков тĕп тухтăрта 21 çул тăрăшать. Çав шутра 7 çул Вăрнар районĕн больницине ертсе пынă. Ытти çулсене Патăрьел районĕн больницине парнеленĕ. ЧР тава тивĕçлĕ врачĕпе юлашки вăхăтра унта пулса иртекен çĕнĕлĕхсем пирки калаçу пуçартăмăр.
Яла юлнăшăн ӳкĕнмен
— Николай Антонович, эсир ĕмĕрĕпех медицинăра вăй хуратăр. Хулара та ĕç тупма пултарнă. Тăван район сирĕншĕн чуна çывăхрах пулчĕ-и?
— Хамăр ялти Сăкăт шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1980 çулта Хусанти С.В.Курашов ячĕллĕ медицина институтне кĕтĕм, стоматолог профессине алла илтĕм. Эпĕ телейлĕ çын, распределенипе мана таçта аякка мар, тăван района ячĕç. Стоматологра ĕçлерĕм кунта. Çемье çавăрма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Çамрăк специалист пулнă май тӳрех 3 пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Çынсем ун чухне хуланалла туртăнатчĕç. Хамăн та ун пек кăмăлсем пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ординатурăра вĕреннĕ чухне хула пурнăçне «тутанса» куртăм. Шупашкарта икĕ çул ĕçлерĕм, университетра студентсене вĕрентрĕм. Ординатура вĕçленсен ăçта ĕçлеме каясси пирки йышăну тума тиврĕ. Преподавателе юлма ыйтрĕç. Аслă шкулта пĕтĕмпех килĕшетчĕ. Коллектив лайăхчĕ, студентсемпе пĕр чĕлхе тупрăм. Наука енĕпе ĕçлеме те кăсăклăччĕ. Çапах та, эсир каланă пекех, тăван тăрăх илĕртрĕ-тĕр. «Хулана юлманшăн нихăçан та ӳкĕнмĕп», — çапла каларăм хама. Унтанпа 30 ытла çул хыçа юлчĕ. Чăнах та, çак йышăнушăн нихăçан та пăшăрханман. 1991 çулта тăван больницăна килсе стоматолог-хирургра тăрăшрăм. Кайран Патăрьел районĕн больницин «тилхепине» ма-нăн алла тыттарчĕç. 10 çул ытла ертӳçĕре вăй хунă хыççăн Вăрнар районĕн больницине ертсе пыма тиврĕ. 2020 çулта каялла хамăн тăван района таврăнтăм.
— Сирĕн больницăна Патăрьел районĕн çыннисем кăна килмеççĕ вĕт. Халăха йышăнма условисем çителĕклĕ-и?
— Çапла, вăл медпулăшу парас тĕлĕшпе иккĕмĕш шайри больница — районсен хушшинчи центр — шутланать. Патăрьел районĕнчи 33 пине яхăн çын кунта медпулăшу илет. Кунсăр пуçне травматологи, васкавлă хирурги, акушерствăпа гинекологи, диагностика тĕлĕшпе пулăшу ыйтса Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче пурăнакансем, 52 пине яхăн çын, килеççĕ. Больницăра — 80 тухтăр, 285 вăтам медперсонал. Çамрăк специалистсене илĕртессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр 4 врач килчĕ. Çав шутра 3-шĕ — участокри терапевтсем, пĕри — участокри педиатр. Пурте — земство тухтăрĕсем. Ку программа ĕçлеме тытăннăранпа 57 тухтăр 1 миллионшар тенкĕ илчĕ. Вĕсенчен 22-шĕ кайрĕç. Тухтăрсен вăтам ӳсĕмĕ — 44 çул, вăтам медперсоналăн — 46 çул. Опытлă врачсем хăйсен пĕлĕвĕпе çамрăксемпе пайланаççĕ. Пирĕн патра тава тивĕçлĕ ят çĕнсе илнĕ, медицина пĕрлĕхĕнче хисеплĕ специалистсем те тăрăшаççĕ: Рустэм Ахметов хирург, Иван Казаков акушер-гинеколог тата ыттисем. Çамрăксене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне, медколледжа вĕренме кайма направлени паратпăр. 41 студентпа килĕшӳ турăмăр. Диплом илсен кунта таврăнасса кĕтетпĕр. Эпир вĕсене уйăхсерен стипенди тӳлетпĕр: ординатура тухакансене — 5 пин, медфакрисене — 3 пин, медучилищĕре вĕренекенсене — 1 пин тенкĕ. Пуçламăш звенора вакантлă вырăнсем çукпа пĕрех: пĕр участокра тухтăр çитмест, педиатрсем пурте вырăнта. Ансăр специалистсенчен кардиолог, дерматовенеролог кирлĕ. 3 реаниматолог, 1 хирург кĕçех ординатурăран вĕренсе тухмалла. Ытларах хамăр патрисем тата кӳршĕллĕ районсенчен ĕçлеме килеççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Трактор ял çыннин пурнăçне çăмăллатать
Сахал тупăшлисем соцконтракт мелĕпе ял хуçалăх техникине туянма пултараççĕ Хальхи вăхăтра пуçаруллисене хăйсен ĕçне йĕркелеме çăмăл. Унашкаллисене патшалăх укçан тĕревлет. Сахал тупăшлă çемьесене тата пĕччен пурăнакансене паракан патшалăхăн социаллă тĕллевлĕ пулăшăвĕ тавра сăмахăм. Ку ĕç социаллă контрактпа килĕшӳллĕн пулса пырать. Унăн пĕр енĕ шăпах усламçă ĕçне кӳлĕнме май парать. Хăй тĕллĕн ĕçлекен те çак пулăшупа усă курма пултарать. Йĕрке тăрăх, тăкаксене саплаштармашкăн патшалăх пĕр хут тӳлев — 250 пин тенкĕрен ытла мар — уйăрать. Çав укçапа илнĕ пурлăха виçĕ çул сутма, парнелеме, арендăна пама юрамасть.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тĕллев тытнă çыннăн социаллă çăмăллăхсем паракан центрăн вырăнти пайĕсемпе çыхăнмалла. Вĕсем республикăри кашни район-хулара пур.
Патшалăх пулăшăвне тивĕçес тесен, чи малтанах, сахал тупăшлисен йышĕнче пулнине документсемпе çирĕплетмелле. Çавна май хăйĕн тата çемьери ытти çыннăн 3 уйăхри тупăшне кăтартмалла. Çавнашкалах харпăрлăхри пурăнмалли вырăн, çĕр лаптăкĕ, автотранспорт /мототранспорт/ пуррине шута илеççĕ. Ыйту тăратаканăн çемьери çул çитнĕ çывăх çыннисенчен социаллă контракт алă пусмашкăн ирĕк илмелле. Предпринимателĕн бизнесплан хатĕрлемелле. Ăна ятарлă комисси пăхса тухать. Социаллă контракт тапхăрĕ çулталăка тăсăлать.
Сахал тупăшлисене тĕревлекен çав программа Чăваш Енре 2020 çулта хута кайнă. Ун чухне социаллă контрактпа тӳленĕ пĕтĕмĕшле виçен пĕр пайне — 115963000 тенкĕ — уйрăм предпринимательсене куçарнă. 2021 çулта усламçăсем валли 147327969 тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çав ушкăнрисене 57750000 тенкĕ панă.
Ырă тĕслĕх хавхалантарать Чулхула облаçĕнчи Шилокша салинче пурăнакан Сергей Коротков хăй тĕллĕн ĕçлекен (самозанятый) шутланать. Пĕлтĕрхи кĕркунне патшалăх уйăрнă укçапа Русич Т-12 пĕчĕк трактор туяннă вăл. Техникăна Чăваш Республикинче ĕçлекен Русич заводран çитерсе панă ăна. Унсăр пуçне арçын çĕр касса кăпкалатмалли (почвофреза), курăк çулмалли (косилка роторная задненавесная М2), юр тасатмалли (снегоуборщик), суха тумалли /плуг/ хушма оборудовани, шкив çакăнтах илнĕ.
«Патшалăх тĕрев пани çинчен пиччерен пĕлтĕм. Ăна юлташĕ каласа кăтартнă. Манăн та çак çăмăллăхпа усă курса ял хуçалăх техникине илес килчĕ. Çавăнпах Шупашкарти Русич завода шăнкăравларăм. Ыйтăва çийĕнчех тивĕçтерчĕç. Малтан унпа килти пахчара ĕçлесе пăхрăм. Коротковсем пĕчĕк трактор туяннине йĕри-таврара пурăнакансем хăвăртах пĕлчĕç. Ял çыннисем хăйсен çĕр лаптăкĕнче ĕçлесе пулăшма чĕнчĕç. Хĕлле ял-йыш ыйтнипе çулсене юртан тасатрăм», — ăнлантарать Сергей Васильевич.
Ку техникăна хуçи кăна мар, ял-йыш та килĕштернĕ. Сергей Коротковăн тĕслĕхĕпе хавхаланса çак тăрăхра пурăнакан çынсем — Игорь Коротков, Александр Кленьков, Андрей Коротков — пĕчĕк трактор илнĕ. Çакăншăн, тавар сутма пулăшнăшăн, ăна Русич завод ĕçченĕсем çĕр улми лартмалли оборудовани (картофелесажалка), йывăрлатакан пай (противовес) парнеленĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Юхма МИШШИ: Ачаран ĕмĕтленнĕ çул – чи тĕрĕсси
«Вуннăмĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Шашкăлла выляса республика шайĕнче çĕнтернĕ хыççăн Мускавра тупăшмалла пулчĕ. Шупашкара вокзала билет туянма кайрăм. Пĕр хĕрарăм пырса тăчĕ, манпа тем калаçасшăн хăй. «Эсир те плацкарта туянасшăн-и?» — ыйтрĕ. Мĕне пĕлтерет-ши ку сăмах? «Это станция что ли?» — тетĕп. Хĕрарăм ман çине кăнн! пăхрĕ те айккине кайса тăчĕ, кăшт ухмахрах тесе шухăшларĕ пуль. Эпĕ вара вырăсла пĕлмен. Пысăк хулана чăматанпа каймалла тесе шухăшланă эпĕ. Вăл манăн пулман, çавăнпа хăмаран çапса чăматан турăм та пĕчченех вокзала çул тытрăм», — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ Чăваш писателĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх писателĕ, поэт, драматург, куçаруçă, педагог Юхма Мишши. Çыравçăпа унăн ĕç пӳлĕмĕнче тĕл пултăмăр.
— Михаил Николаевич, стена çинче вырăн тупнă сăн ӳкерчĕксем — сирĕн пурнăçăрăн музейĕ пекех. Ăçта кăна çитме, кампа кăна тĕл пулма тӳр килмен-ши сирĕн!?
— Çапла, кашни сăн ӳкерчĕк хаклă маншăн. Акă, пĕринче — хĕреснатте. Епле чипер арçын пулнă вăл. Тепринче — атте, анне, юратнă асанне… Манăн произведенисене чылай ют чĕлхене куçарчĕç. Çавăнпа çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă, вĕсене кунта хăнара йышăннă. Тĕлпулусем асăнмалăх сăн ӳкерчĕксенче сăнланчĕç.
— Çĕр-çĕр кĕнеке сирĕн калеме парăннă. Паянхи саманара компьютер умне ларса пичетлес шухăш пулман-и?
— Алла ручка тытса çырни маншăн хаклăрах. Чунри кăмăл-туйăм, шухăшсем хулпуççи витĕр алăри ручкăна куçаççĕ пек.
— Паян пичетленекен çамрăк çыравçăсем сирĕн кăмăла тивĕçтереççĕ-и?
— Илемлĕ шăрçалаççĕ, танлаштарусем хитре. Çапах чĕлхене пуянлатмалла. Эпĕ хăй вăхăтĕнче Шупашкара вĕренме килсессĕн Николай Ашмарин словарĕ пурри çинчен пĕлтĕм. Унти хам ăнланман сăмахсене çырса пынă май тăватă тетрадь тулчĕ. Çакăн хыççăн ытти çĕрте тĕл пулакан историпе çыхăннă сăмахсене, ватă çынсемпе курса калаçнисене те çыраттăм. Вĕсемпе хамăн романсене çырнă чухне усă кураттăм.
— Ватă çынсемпе тĕл пуласси ăçтан пуçланчĕ?
— Аслă ӳсĕмри çынсемпе çамрăк чухнех килĕштерме пĕлеттĕм. Вĕсене ыйтусем парса кăсăкланаттăм. Александр Наумовпа калаçаттăм, Никита Романовпа та тĕл пулнă. Вĕсем мана чăвашсем ăçтан пулса кайнине тĕпчеме нумай пулăшрĕç. Çемен Элкерпе, манран чылай çул аслă çыравçăпа, туслăччĕ эпир. Вăл хăш-пĕр чухне ман пата шăнкăравлатчĕ те уçăлса çӳреме чĕнетчĕ. Пĕррехинче хăйĕн çинчен каласа кăтартрĕ: «Вăт, мана Турă çăлчĕ. Йĕпреç районне тăван яла кайрăм та халăх тăшманĕ тесе ял канашĕн тĕпсакайне хупса хучĕç. Мĕн тăвас? Пĕчĕк çеç шăтăкран кăшт çутă курăнать. Тул çутăличчен çавăнтан чавса тухрăм та часах киле кайрăм, пуçтарăнса Шупашкара килтĕм. Çапла çăлăнса юлтăм, никам та шырамарĕ. Ун чухне кашни яла план панă — çавăн чухлĕ çынна тытса хупмалла. Ялта пурте пĕр-пĕринпе тăван-çке-ха. Эпĕ вара хулана тухса кайнă çын, вăт ним айăпсăр, план тултарас тĕллевпе хупрĕç». Вăхăт иртсен Семен Васильевича хисеплесе вăл çуралнă яла кайса шкул ачисемпе тĕл пултăм, кĕнекесем парнелерĕм.
— Хăвăрăн пĕрремĕш кĕнеке тухнине куç умне кăларăр-ха. Татах çанă тавăрса ĕçлеме хавхалантарчĕ-и вăл сире?
— 1962 çулта «Оксана» ятпа тухрĕ вăл. Пысăках мар, «Ялав» журнал библиотекин ярăмĕнчен. Питĕ савăнтăм паллах. Алексей Талвир мухтаса Хусантан çыру ячĕ. Кун пек чухне кашни çамрăк татах çырас ĕмĕтпе çунатланать. Альберт Канаш Украинăраччĕ çав вăхăтра. Ун патне те ярса патăм, çыру çырчĕ, мухтарĕ. Акă «Коммунизм ялавĕ» хаçатра паллă пĕр çыравçăн «Мĕн çинчен çырмаллине пĕлес пулать» критикăллă пысăк статйи тухрĕ. Литературăри пурнăç пĕтрĕ тесе шухăшларăм. Кулянса пурăнтăм. Хаçатра литература пайĕн заведующийĕ Михаил Юрьевччĕ. Ун патне нумай çамрăк мана мухтаса çыру янă, вăл вĕсене алла тыттарчĕ. Хамра темĕнле вăй тупса вĕçĕ-хĕррисĕр çырма тытăнтăм. Çĕрĕ-çĕрĕпе шăрçаларăм. Асапланнă хыççăн çĕнĕрен хунанă пек кĕнеке хыççăн кĕнеке кăлартăм. Çавăнпа çамрăксене çитменлĕхĕсем пирки питĕ асăрханса каламалла. Хавхалантарма пĕлмелле. Юнашар ларса, ăшшăн пăхса ырламалла, кăлтăксем пирки «çапла тусан лайăхрахчĕ» тени çителĕклĕ.
— Çырас килнине чунра вăратма асаннĕр витĕм кӳнĕ тетĕр.
— Ăна ăста Наçтук тесе чĕнетчĕç. Чăннипех те ăста пулнă вăл. Питĕ нумай юмах, йăла-йĕрке пĕлетчĕ. Вăл ватăччĕ, суккăрланчĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, ăна çавăтса çӳреттĕм. Пирĕн çемьепе пĕрле пурăнатчĕ, унпа пĕр кравать çинче выртса тăраттăм. Килте пилĕк ачаран эпĕ тăваттăмĕшĕччĕ. Асанне юмахсем каласа çывăрттаратчĕ. Çывăрса каяймастăм та: «Тата каласа пар-ха», — теттĕм. «Чĕлхе ывăнчĕ-ха», — хуравлатчĕ хăй. «Асанне, чĕлхе мĕнле ывăнать-ха, ура мар вĕт вăл?» — тĕлĕнеттĕм вара. Вăл хăйсем хушшинче калаçнă авалхи вырăнсене пĕлетчĕ. Чĕкерчĕк паттăр вил тăпри çине илсе кайнине астăватăп. Эпир, ачасем, алă тытса çавăн тавра юрă юрлаттăмăр. Паттăрсене юратмалла, хисеплемелле тени чĕрене кĕрсе юлчĕ. /Куççульленчĕ. — Авт./. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас