«Чăваш хĕрарăмĕ» 20 (1248) № 26.05.2022

26 Çу, 2022

Мĕн вулатпăр?

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре Библиотекăсен кунне паллă тăваççĕ. Вулавăш ĕçченĕсен професси уявĕ теме те юрать ăна. 1795 çулта шăпах çак кун пирĕн çĕршывра патшалăх шайĕнче кирек кам кĕме пултаракан Император вулавăшĕ уçăлнă. Халĕ вăл — Раççей наци библиотеки.

Пирĕн туссем вулавăша çӳреççĕ-и? Мĕнле кĕнеке вулама юратаççĕ паян çынсем? Хăш авторсене кăмăллаççĕ?

ЕВГЕНИЯ, 37 çулта, Комсомольски районĕ:

— Мĕнле çĕнĕ кĕнеке килет — çавăнпа паллашма тăрăшатпăр. Ялта вулама вăхăт сахалрах çав. Апла пулин те паянхи литературăпа кăсăкланма май шыратпăр. Почтăна кайнă май хуняма библиотекăна та кĕркелесе тухать. Пĕр- пĕр интереслĕ кĕнеке çаклансан ăна вуласа тухма пире те сĕнет. Юлашкинчен Валентина Элпи çырнă «Пепке çуралсан» кĕнекене алла тытнăччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вырăс классикĕсен произведенийĕсене килĕштереттĕм. Чăваш литературинчен Леонид Агаковăн, Юрий Скворцовăн хайлавĕсем асра юлнă.

КАРИНА, 20 çулта, Шупашкар хули:

— Аслă шкулти медицина факультетĕнче вĕренетĕп. Сахалтан та 30-40 страница хушма литература куллен вуласси тахçанах йĕркене кĕнĕ. Унсăр пуçне истори, фантастика кĕнекисем килĕшеççĕ. Халĕ Эдвард Радзинскин «Цари. Романовы. История династии» романне кăмăлтан вулатăп.

ГАЛИНА, 59 çулта, Йĕпреç районĕ:

— Юрий Скворцов çыравçăн хайлавĕсене тинтерех тепĕр хут вуларăм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи чăваш ялĕсене çитсе килнĕнех туйăнчĕ. Халĕ Ангелина Павловская çыравçăн «Атте сасси» çĕнĕ кĕнекине алăран ямастăп. Çĕпĕртен тăван киле таврăннă Асаматăн кун-çулĕ кăсăклантарать мана. Аса илĕвĕсем чуна хускатаççĕ. Сăмахран, упа тытма кайнă юлташĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Пӳрт пури хатĕрлеме çăмăлах пулман ăна. Чим, хăй килĕштерекен хĕре качча илĕ-ши çамрăк? Кĕçех йăлтах уçăмланĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА, Марина ТУМАЛАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


Ывăлĕшĕн амăшĕн сăмахĕ хаклă

Тĕп сăнара студента панă

«Мускав режиссерĕ Владимир Беляйкин Çамрăксен театрĕн артисчĕсемпе «Любовь и ненависть» пластика спектаклĕ хатĕрлерĕ. Ун чухнех «Шинель» ĕçе мана явăçтарасси пирки каларĕ. Сцена çинче халăхпа пĕрле çӳрекен сăнар кĕтнĕччĕ. Вăл мана Акакий Акакиевич Башмачкина выляма шанчĕ. Çур çул ытла репетици ирттертĕмĕр. Спектакль ăнăçлă пулса тухрĕ», — хăйĕнпе паллаштарнă май палăртрĕ Николай Миронов артист. Ку сăнарпа нумай кураканăн чунне тыткăнларĕ вăл. Наци те-атрĕсен «Атăл юмахĕ» фестивалĕнче жюри ятарлă парнипе хавхалантарниех Башмачкин ролĕ ăнăçлă пулса тухнине çирĕплетет.

Николай Гоголь повеçĕ тăрăх хатĕрленĕ «Шинель» спектакльпе артистсем çĕршыв шайĕнчи фестивальсене хутшăннине каласа хăвармалла. Ку ĕç пысăк хака тивĕçрĕ. Ахальтен мар тĕп сăнара вылякан Николай Миронова йĕркелӳçĕсем Питĕре ятарласах чĕннĕ. Видеороликре ӳкерĕнме тӳр килнĕ унăн. Ку ĕçпе ачасем валли йĕркелекен конкурсра усă курнă.

Николай Миронов спортпа туслă. Ача чухнех гимнастика секцине çӳренĕ. Çакă та артист ĕçĕнче пулăшать ăна. Унăн сăнарĕсем куç умĕнчех хушăнса пыраççĕ. Çамрăк артиста юмахра та, драмăра та курма пулать. Çапах хăш ӳсĕмрисем валли выляма йывăртарах-ши? «Чи пĕчĕккисемпе чи аслисен чунне витермешкĕн çăмăлах мар, мĕншĕн тесен садик ӳсĕмĕнчи ачасем сцена çинче артистпа пĕрле пурăнаççĕ. Аслисене вара спектакльти ĕç-пуçа ĕнентерме кăткăсрах», — пулчĕ хурав. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Кĕвĕпе тыткăнларĕç

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн симфони оркестрĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă концерт иртрĕ.

ЧР культура министрĕн заместителĕ Георгий Богуславский историе аса илнĕ май 1932 çулта çавнашкал оркестр Атăлçи тăрăхĕнче пĕртен-пĕрре пулнине каларĕ. Çак йыш пĕлтĕр кăна ик çĕр ытла мероприяти йĕркеленĕ. Оркестрăн чи кăсăклă та пысăк проекчĕсем малта пулнине палăртрĕ Георгий Леонидович.

Республикăри театр ĕçченĕсен союзĕн ертӳçи Сергей Павлов коллектива саламланă май симфони оркестрĕн йышĕ халăха кĕвĕпе тыткăнлани çине пусăм турĕ, шухăшланине пурнăçа кĕртмешкĕн пурне те сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Концерта оркестр ветеранĕсене чĕннĕ. Çак каç коллектив йĕркелӳçисене аса илчĕç. Ольга Ханойпа Владимир Александрова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят пачĕç.

Дж.Россини, Ф.Васильев, К.Сен-Санс, Г.Малер, Н.Римский-Корсаков, Э.Шабрие, И.Брамс, А.Бородин композиторсен ĕçĕсене итлесе киленме май килчĕ. Чăваш халăх артистки Маргарита Финогентова, Халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачĕ Константин Москалев тата ыттисем опера сыпăкĕсене юларĕç. Куракансем концерта хутшăнакансене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. <...>

Мария РОМАНСКАЯ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.