Çамрăксен хаçачĕ 20 (6419) № 26.05.2022

26 Çу, 2022

Кушака операци туса 2 пуля кăларнă

Çĕрпÿ хулинче пурăнакан Евгений Федоров — выльăх тухтăрĕ. Аманнă кушака сиплемелле-и е йытта-и — тÿрех ун патне пыраççĕ. Çамрăк ветеринар чĕр чунсене пĕрре мар вилĕмрен çăлнă.

«Ялта ĕçлеме йывăртарах»

— Евгений, эсир ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Чăннипе, эпĕ ветеринар пулма ĕмĕтленмен те, медицина енĕпе каяс тенĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти медицина колледжĕнче пĕр çул вĕрентĕм. Анчах ку професси вуçех ман валли маррине ăнлантăм. Çынсемпе калаçма, хутшăнма питĕ йывăр. Пурте тĕрлĕрен. Çын нумай япалана ăнланмасть, тухтăра асамçă вырăнне хурать.

— Ĕмĕтĕр пурнăçланманшăн кулянмастăр-и?

— Пĕрре те. Чĕр чунсемпе ĕçлеме çăмăлрах. Паллах, вĕсем унта ыратать, кунта сурать тесе калаймаççĕ, тав тăваймаççĕ. Çавах вĕсем ырă чунлă.

— Хăвăр ĕçре ытларах мĕн килĕшет?

— Çак профессире маншăн чи хакли — чирлĕ чĕр чун сывални. Паллах, эпир ăна сиплес тесе питĕ тăрăшатпăр, анчах пур чухне те шухăшланă пек пулмасть çав. Йытă-кушакăн вара çыртасси те, чĕрнипе чавасси те пулать. Тепĕр енчен, хуçинчен тав сăмахĕ илтни те маншăн пĕлтерĕшлĕ.

— Чĕр чунсене сипленĕ чухне мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр?

— Ветеринар ĕçĕнче чи пысăк йывăрлăх — хуçа. Нумайăшĕ тăватă ураллă тусĕ, унпа çыхăннă хăш-пĕр япала (сăмахран, выльăх-чĕрлĕхе вакцинаци туман е эрни-эрнипе апат çитермен) пирки уçăмлă каласа пĕтермест, çакна пытарать. Ку яланах хуçа пăхса çитерменнине пула сиксе тухать. Хăйсене айăпсăр пек кăтартма тăрăшаççĕ. Çынсене чĕр чунсене сиплемелли схемăпа паллаштарма, вĕсемпе калаçса татăлма та питĕ хĕн, мĕншĕн тесен клиникăри хаксем çулсерен ӳссех пыраççĕ.

— Çак профессире ăнăçлă ĕçлес тесен специалистăн мĕнле пулмалла? Хăш енĕпе палăрса тăмалла-ши?

— Çынна ăнланма пĕлмелле, унăн хуйхине чун-чĕрепе туймалла. Хăшĕ-пĕриншĕн укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа йӳнĕрех хакпа сиплеме майсем тупса пама тăрăшатпăр.

— Йывăр чирпе асапланакан чĕр чунсене пулăшма мĕнле майсем шыратăр?

— Шыçă усал мар пулсан ăна касса кăларасси пирĕншĕн йывăрлăх кăларса тăратмасть. Анчах хăш-пĕр хуçа хими терапийĕ тума хирĕç. 15-20 çул пĕрле пурăннă йытта е кушака эвтанази (сипленмен чирпе нушаланнă чухне пурнăçран ятарласа уйăрни) тума йăтса килекен çынсем çине пăхма питĕ шел. Макăраççĕ паллах. Эпир чĕр чуна ĕмĕрлĕхех çывратса янă чухне хуçине пӳлĕмрен тухма ыйтатпăр.

— Ăçта ĕçлеме йывăртарах: ялта е хулара?

— Ялта йывăртарах пуль. Мĕншĕн тесен ял çыннисене выльăх-чĕрлĕхе хистесе сиплеттерме çук. Кушак 7 ĕмĕр пурăнать те хăйне хăй сиплет тесе шутлаççĕ пуль. Анчах апла мар. Шел те, кушак пĕр ĕмĕр кăна пурăнать. Çапах çакна çынсене ăнлантарса çитереймĕн. Тепĕр чухне операци хакне калатăн та (стерилизаци-и, кастраци-и унта) кушак та ун чухлĕ тăмасть теççĕ. Вара çав хуçаран чĕр чун пурнăçĕ миçе тенкĕ тăнине ыйтатăп та – тӳрех шăпланаççĕ. <...>

Полина ВАСИЛЬЕВА.

♦   ♦   


Чĕмпĕрте чăваш алфавитне халалланă палăк пур

Иртнĕ шăматкун Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн чăн-чăн уява çаврăннă. Кунта Акатуй кĕрленĕ. Унсăр пуçне чăваш алфавитне халалланă палăка уçнă. Савăнăçлă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских хутшăннă.

Туслăх палли пулса тăнă «Винновка ращи» культурăпа кану паркĕнче тӳрех икĕ праçнике — Акатуя тата Чĕмпĕр облаçĕнчи халăхсен туслăхĕн кунне — уявланă. Олег Николаев сăмах илсен вырăнти чăвашсен наципе культура автономине, Правительствăна чăваш культурине хисепленĕшĕн, йăли-йĕркине пăхăннăшăн тав тунă. Вăл Раççейре Халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкĕ пулнине аса илтерсе Чăваш Енре Паллă ентешсен çулĕ пулнине пĕлтернĕ. Чĕмпĕр облаçĕнче те региона чапа кăларнă чăвашсем пуррине асăннă. Чĕмпĕр тăрăхĕнче те, Чăваш Енри пекех, 120 ытла наци çыннисем туслă пурăнаççĕ. Халăх йышĕпе илес пулсан чăвашсем ку регионта — виççĕмĕш вырăнта. Алексей Русских палăртнă тăрăх, Акатуй 30 ытла çул ĕнтĕ облаçре пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннине пĕрлештерет. Вăл ĕçлĕхпе туслăх палли пулса тăнă.

ЧР Пуçлăхĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наципе культурин автономийĕн членĕсене — Валентина Киргизовăпа Ираида Гавриловăна — культурăна упрассишĕн, аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн Тав хучĕпе чысланă. Палăртмалла: автономи ку тăрăхра 1997 çултанпа ĕçлет. Вырăнти Правительство пулăшнипе Акатуя, Кĕр сăрине, Чăваш чĕлхипе культурин кунĕсене, «Чăваш шăпчăкĕ» юрă конкурсне, «Чăваш ачи, сассуна пар!», «Путене» фестивальсене ирттереççĕ. Тăван чĕлхепе кĕнекесем пичетленеççĕ, «Канаш» хаçат тухса тăрать. Унти чăвашсем «Эткер» телекăларăма пăхса савăнаççĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Сирĕн сывă çуралмалли ача реанимацие лекнĕ…»

Рома çуралсанах реанимацие лекнĕ. Халĕ вăл утаймасть, калаçаймасть, хăй тĕллĕн çиеймест. Амăшĕ Вера Панфилова кунĕн-çĕрĕн унпа юнашар. 13 çулта вăл ывăлĕ мĕн каласшăннине куçран пăхса, ыйту çине ыйту парса ăнланма хăнăхнă.

Тухтăрсем хăратман

Вера Панфилова ача кĕтнĕ чухне хăйне йĕркеллех туйнă. Варти пепке те аванах аталаннă. Тухтăрсем ачан йывăрăшĕ пысăкрах пулнине çеç палăртнă. УЗИ вăл 4 килограмм ытла тайнине кăтартнă. Рома вара çуралнă чухне 3700 грамм тайнă.

«2009 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçхи 11-те шыв кайма пуçларĕ. Тепĕр кунхине кăнтăрла иртни 3 сехет 45 минутра çуратрăм. Ача типпе юлнă, шыв сахал пулнипе çавăн чухлĕ вăхăт нушаланнă. Çитменнине, тухтăрсем хырăма пусса пепкене çуралма пулăшрĕç. Кесарево мелĕпе çăмăлланнă тăк, ахăртнех, Рома çакăн пекех йывăр чирлемĕччĕ. Кайран кун пирки гинеколог та систерчĕ.

Рома çуралсанах чыхăнса кайнă. Тӳрех кăшкăрса ямарĕ. Тухтăрсем унăн эпилепси пулнине палăртрĕç. Рома 5 кун хăй тĕллĕн сывлаймарĕ, реанимацире выртрĕ. Ача çуралсанах мĕншĕн кăшкăрса яманнине эпĕ ун чухне ăнланман. Çамрăк пулнă, 22-ре кăна. Ачан тӳрех макăрмалла-и е çук-и — нимĕн те чухламан. Япăх пуласси пирки пачах та шухăшламан. Çуратсан темиçе сехетрен реанимацие кайрăм.

«Сирĕн сывă çуралмалли ача реанимацие лекнĕ. Хăй тĕллĕн сывлаймасть…» — ăнлантарма пуçларĕ тухтăр. Малалла вăл мĕн каланине астумастăп. Ачан сывлăхĕ йывăр пулнине, унăн чир аталанассине ăнланман эпĕ, çавăнпа тӳрех пăшăрханса ӳкмерĕм.

Чылай чухне тухтăрсем ашшĕ-амăшне: «Сирĕн вырăнпа выртакан ача пулĕ», — тесе хăратаççĕ. Çавăнпах пепкене больницăра хăварма сĕнни пирки те пĕлĕшсем каласа кăтартнăччĕ. Манпа вара пачах тепĕр май çаврăнса тухрĕ: тухтăрсем йăлтах лайăх пулассине каласа лăплантарчĕç. Педиатр та, невролог та нимех те шарламарĕç. Тен, эпĕ тухтăрсем мĕн каланине илтсе çитереймен? Халь тин нимĕн те калаймастăп. Ача çуратмалли çуртран тухнă хыççăн неврологи уйрăмĕнче выртрăмăр. Пире заведующи сиплерĕ. «Пирĕн уйрăмра сирĕн ачанни пекех диагнозлă хĕр пур. Вăл шкула ылтăн медальпе пĕтерме пултарать», — тесе шанчăк пачĕ. Халĕ шухăшлатăп та, тухтăрсем «хăратманни» манна япăх витĕм кӳнĕ-тĕр. Рома тантăшĕсемпе тан ларма, упаленме пуçламан чухне хама лăплантараттăм, «Вăхăчĕ çитет», — теттĕм.

Вăхăчĕ вара сая çеç кайнă. Ромăна часрах, çине тăрсах сиплемелле, Мускава çитмелле пулнă. Пире вара ăçта каймалли пирки никам та каламан. 6 уйăхра эпилепси пуçланчĕ, больницăна лекрĕмĕр. Çуралсан та, реанимацире выртнă чухне, унăн приступ пулнăччĕ. Ун чухне тухтăрсем сиплесе чир паллине пĕтернĕ. Рома çур çул тултарсан унăн куç шăрçи хĕсĕнме тытăннине, хăй шалтан темле туртăннине туйма пуçларăм.

«Пăхăр-ха, ачапа темĕн йĕркеллех мар», — теттĕм килтисене. «Çук, йăлтах лайăх», — хуравлатчĕç вĕсем. Ромăна темĕн канăçсăрлантарнине эпĕ кăна сисеттĕм. Çав самантсене видео ӳкертĕм, кайран ăна невролога кăтартрăм. Кун хыççăн пире неврологи уйрăмне вырттарчĕç. Унта Ромăн чăнах та эпилепси пулнине çирĕплетрĕç. Сипленнĕ хыççăн приступсем пулмарĕç. Çапах профилактика тĕлĕшпе ывăла эмел ĕçтерсех тăма тивет», — иртнине аса илчĕ Вера Панфилова. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Ирхи 3-ре тăрса ĕмĕре ирттертĕм»

11 ача амăшĕ ватăличчен канлĕ пурнăç курман Вун пĕр ача… Нумай-и вăл е сахал-и? Камшăн мĕнле-тĕр. Ачисене юратупа ăнланура кун çути кăтартнă амăшĕшĕн кашни тĕпренчĕкĕ ылтăн пек хаклă, пысăк чĕринче кашнин валли вырăн пур. Елчĕк районĕнчи Исемпел ялĕнче пурăнакан, 88 çула пуснă Зинаида ЗАХАРОВА 11 ачинчен пĕрне те уйăрмасть, пурне те пĕр пекех юратать.

Пилĕк кăмака хутнă

— Зинаида Матвеевна, сирĕнпе чуна уçса калаçас, çывăхрах паллашас тесе Шупашкартан Исемпеле ятарласа килтĕм.

— Эпĕ Исемпелтен 10 çухрăмра вырнаçнă Хирти Пăвара 10 ачаллă çемьере кун çути курнă. Атте Матвей Яковлев райпора та, колхоз председателĕнче те вăй хунă. Анне Анна Яковлева колхозра ĕçленĕ. Хĕр чухне хĕп-хĕрлĕ питлĕччĕ эпĕ. Сăрламан-и тесе çынсем пӳрнепе тытса пăхатчĕç. Ачалăхăм вăрçă вăхăтне лекрĕ. Нуша пĕчĕк чухнех ĕçе кӳлĕнме хистерĕ. Шкул директорĕн ачине пăхрăм. 7-мĕш класс хыççăн качча тухнă аппа вырăнне шкула тирпейлӳçе ĕçе кĕтĕм. Ирхи 3 сехетре тăрса 5 кăмака хутаттăм.

— Калама çеç çăмăл вĕт! Вун пĕр ачана кун çути кăтартма, вĕсенчен çын тума епле хал çитертĕр?

— Тăванăм Исемпел ялне качча тухрĕ. Эпĕ унăн хĕр çумĕ пултăм. Ананий мана туйра курнă. Флотра службăра 5 çул тăнă вăл. Пĕррехинче çула май пирĕн пата кĕрсе тухрĕ. Унпа питех калаçса кайманччĕ. Анчах вăл мана куç хывнă, вăрласа кĕчĕ. Качча тухсан пурăнмаллах терĕм. Ачасем умлăн-хыçлăн çуралчĕç. Пĕрре хырăм пăрахас тесе больницăна кайрăм. Медсестра çапла каларĕ: «Нина аппа, пирĕн çемьере 12 ача, çурат. Ку ачана пурăнма Турă хушнă, унăн пурнăç курмаллах». Киле тухса утрăм. Вăн, халĕ çак ывăл хама пăхса пурăнать. Эпир çамрăк пулнă чухне чылайăшĕ нумай ача çуратнă. Мăшăрăм та йышлă çемьере кун çути курнă. Кашни çул, умлăн-хыçлăн, ача çуратрăм. Пĕрремĕшĕ Светлана Мăнкун эрнинче, 1958 çулта, çут тĕнчене килчĕ. Ывăл тупас тесе 6 хĕр çуратрăм. Кайран умлăн-хыçлăн 5 арçын ача килчĕ. Иккĕмĕш хĕрĕм Люся ĕмĕрне «приказчикре» ĕçлесе ирттерчĕ. Мăшăрĕ — отставкăри полковник. Хĕрĕм Зоя качча кайрĕ, шел те, мăшăрĕпе иккĕшĕ те çĕре кĕчĕç. Алевтина упăшкипе Шупашкар районĕнчи Тутаркассинче пурăнать. Рая Германире тĕпленчĕ. Галина Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче малтан — вĕрентекенре, кайран шкул директорĕнче ĕçлерĕ. Халь Мускавра пурăнать. Ывăлăм Илья — подполковник. Тепĕр ывăлăм Коля мăшăрĕпе Мускавра тымар ячĕ.

Олег та Мускаврах кун кунлать. Манпа пурăнаканни — Миша. Вăл ялти клубра ĕçлерĕ. Халĕ манна пăхать. Çурт-йĕр аван, хам виличчен Мишăна тепре авлантарасчĕ. Иккĕмĕш ывăл — Гена. Шăпа ăна Афганистанри вăрçа илсе çитерчĕ. Чĕрех таврăнчĕ. Анчах пуçĕ ыратнипе темиçе çул аптăрарĕ. Ниçта кайса кĕрейменнипе пуçне сивĕ шыва чикетчĕ. Вăрçă суранĕсем йĕр хăварчĕç пуль çав, ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ, çĕре кĕчĕ. Уншăн та чун хурланать. Мăшăрĕ Мускавра пурăнать. Хамăн пурнăçра ачамсене 12 туй туса патăм.

— Вуннăмĕш ывăлăр Олег Чăваш Ен сумне тĕнче шайне çĕклерĕ, самбо енĕпе тĕнче чемпионĕ пулса тăчĕ.

— Олег пĕчĕк чухнех лайăх ачаччĕ. Чи çăмăллăн çуралаканни те вăл пулчĕ. Ĕçчен ӳсрĕ. Ача чухне футболла выляма юрататчĕ. Мускавран килсен каялла кайнă чухне пӳрт урайне шăлмасăр хăвармасть. «Анне, санăн ĕçлеме юрамасть, ларса кан», — тет. Мускава кайиччен пĕтĕм ĕçе туса хăварать. Ывăлăмсем пурте вăй-халлă. Ахальтен мар пуль. Ананин аслашшĕ 30 пăт тырă йăтнă, пӳрт кĕтессине пĕччен çĕкленĕ тет. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Толик сăнарĕ урлă ял пурнăçĕпе

Паллаштарать Шăмăршă районĕнчи Васанта çуралса ӳснĕ Людмила Якушова ял пурнăçне сăнлакан видео хыççăн видео ӳкерсе ТикТока вырнаçтарать. Унăн страницине пăхса тăракансем вĕсене питĕ кăмăллаççĕ. Подписчикĕсен йышĕ 34 пине çитни те çакнах çирĕплетет.

«Интернетри савни» тупăннă

— ТикТокпа ăнсăртран туслашрăм. Пĕрре пахчара ĕçленĕ чухне видео ӳкертĕм. Аван пулса тухрĕ пек. Ăна аппана ярса патăм. Вăл та кăмăлларĕ. ТикТока вырнаçтарма сĕнчĕ. «Тен, çынсене те килĕшĕ», — терĕ. Çапла турăм та. Чăнах та, кун хыççăн социаллă сетьри туссем çакнашкал видеосене татах ӳкерме ыйтрĕç. Ырă сăмахсем çырса хавхалантарчĕç. Пĕр видео хыççăн тепре ӳкертĕм. Хама та килĕшсе кайрĕ. Шӳт кăмăла çĕклет-çке. Унран та ытларах, хула çыннисене ял пурнăçĕпе кăштах та пулин паллаштарас килчĕ. Кăмăла каякан ĕçпе аппаланма тытăннăранпа икĕ çул сисĕнмесĕрех иртрĕ, — каласа кăтартрĕ хастар пике.

Людмила качча кайман-ха. ТикТокра унăн «савни» тупăннă. Вăл Толик ятлă пулнине подписчикĕсем пĕлеççĕ. Куçпа çеç никам та курман арçынна. Ăна халалланă видеосене вара хапăлласах йышăнаççĕ. Людмила Толике еплерех савнине, арçын хĕрарăма мĕнле тарăхтарнине сăнлать. Чăнах та, арăмĕн чунне çиекен, кăмăлне хуçакан, чĕрине асаплантаракан упăшка сахал-им пурнăçра? Ялта кăна мар, хулара та купипех. Толик те Милăна канăç памасть. Е Мускавран пăрахса килнĕ вăл, е сăмакун ĕçнĕ, е хушнă ĕçе кирлĕ пек туман… Сахал-им хĕрарăма тарăхмалли сăлтав? Арçын тата мĕнпе айăпа кĕнĕ? Пĕтĕмпех Людмилăн страницинче пĕлме пулать. Толик сăнне никам та курман терĕм-ха. Анчах кун пек çын çут тĕнчере пур. Шухăшласа тупнă çак сăнар пурнăçран илнĕскерех.

— Кӳршĕре хăйне евĕр арçын пурăнать. Питĕ интереслĕскер вăл. Хăтланăвĕ те, калаçăвĕ те хăйне евĕр унăн. Темĕн те туса кăтартать. Çавăн пирки каласа парас килчĕ те. Анчах чăн ятне палăртас мар тенипе «Толик» ят патăм ăна, — вăрттăнлăха уçрĕ Людмила. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


«Мускавра юлнăшăн савăннипе сассăр макăртăм»

«11 çулта килтен тухса тартăм. Йăмăкпа пултарулăх ăмăртăвне хутшăнса малти вырăна йышăнтăмăр. Çĕнтерӳçĕсен Шупашкара каймаллаччĕ. Аттепе анне ямарĕç. Вĕсене кӳрентĕм те торф кăларма каякансемпе Çĕпĕре тухса тартăм. Палăртнă вырăна çитеймерĕм — каялла яла ячĕç. Анне мана курсанах туя ярса тытрĕ. «Пӳрнепе те пулин тĕкĕнсен каялла тухса тарăп», — терĕм тăп чарăнса. «Эх, Турă! Çак ачана!» — лăштăр! усăнчĕ унăн алли», — ача чухнехи саманта куç умне кăларчĕ «Уяв» ансамбль ертӳçи Зинаида Козлова.

Утма пуçличченех юрланă

«Саврик йăхĕ пуян пулнă. Тăлăх аттене 13 çул тултарсан чăваш йăли-йĕркипе килĕшӳллĕн авлантарнă. 30-ти хĕре качча илнĕ вăл. Çурчĕ чаплă, пилĕк стеналлă пулнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Çемье пурнăçĕ ăнман — атте тухса тарнă. Вăл вĕренме ăнтăлнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Анчах аттестат илеймен — ăна революциллĕ ĕç пурнăçлать тесе айăпланă, шкултан кăларса янă. Яла таврăнсан чиркӳре ĕçленĕ. Атте иккĕмĕш хут авланнă. Маюк аппа ăна 3 ывăл парнеленĕ. Аслисем йĕкĕреш хĕр пулнă, анчах вĕсем нумай пурăнайман. Маюк аппан пурнăçĕ синкерлĕ вĕçленнĕ. Вăл кĕçĕн ывăлне çуратсан вилнĕ.

Хутла пĕлекен аттерен пулăшу ыйтакан чылай пулнă. Çакă пурне те килĕшмен. Пĕррехинче ăна тапăнма хатĕрленнĕ. Çакăн пирки пĕлсен аттен ялтан тухса тарма тивнĕ. Вăл граждан вăрçине те лекнĕ. Унта Сител каччипе Роман Козлов командирпа пĕрле çапăçнă. Вăл унăн хушаматне илме шут тытнă. Çапла Алексей Козлов пулса тăнă. Атте лутра пӳллĕ, вĕри юнлă та тӳрĕ кăмăллă çынччĕ. Анне унран 16 çул кĕçĕнрех пулнă. Вăл Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасанти пуян çемьере çуралса ӳснĕ. Атте унашкаллисене кулак тесе айăпланă. Анчах Саньккана курсан чĕри ирĕлнĕ. «5 хĕртен пĕри мана качча тухсан сире тĕкĕнмĕп», — тенĕ. Анне пурте çывăрнă вăхăтра килтен тухса кайнă. Вĕсен 9 ача çуралнă. Маюк аппан ывăлĕсене те пăхса ӳстернĕ. Ачасене атте ят хунă. Вячеслав, Краснослав, Олег, Феликс, Роберт… Йĕкĕреш çуралнă чухне атте телефон патĕнчен пăрăнман. Эпĕ çут тĕнчене килсенех тухтăр ăна çакăн пирки пĕлтернĕ. 15 минутран Роза сасă панă. «Алексей Иванович, иккĕмĕшĕ те хĕр! Виççĕмĕшне кĕтетпĕр», — шӳтленĕ çамрăк тухтăр. «Кирлĕ мар, урăх кирлĕ мар», — тенĕ атте. Темиçе çултан Фаина тата Луиза çуралчĕç.

Эпĕ часах утма вĕренеймен. 3 çулта та хырăмпа шуса çӳреттĕм. Ирхине радио ярса хăваратчĕç. «Зина, мĕнле юрăсем вĕрентĕн?» — ыйтатчĕ атте киле таврăнсан. Роберта пула утса кайрăм. Шывран питĕ хăраттăм. Пичче манна кӳлленчĕке тĕксе ячĕ. Эпĕ путасран хăраса ура çине сиксе тăтăм. Утма пуçларăм-ха, анчах хăранипе калаçайми, юрлайми пултăм. Тухтăра та чĕнчĕç. Кайран чĕлхе уçăлчĕ.

Мана пулăшас тесе атте картишре ятарлă тренажер лартрĕ. Пĕрмай зарядка тутаратчĕ. Ура çирĕпленчĕ, чиперех утма пуçларăм. Айăпа кĕрсен масар çине тараттăм та хĕрессем хыçне пытанаттăм. Анне çăва çине кĕме хăратчĕ. Мана унта шырамĕ теттĕм. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе туллин  паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.