51 ҫын валли заводра ӗҫ пулӗ

17 Çу, 2022

Паян ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Вăрнарта пулчĕç. Вĕсем сĕт завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Предприяти çумĕнче колонисенче айăплава пурнăçлакансен тÿрленмелли центрĕ уçăлнă. 51 çын заводра ĕçлесе пурăнĕ. Вăрнартах Канашăн патшалăх строительствипе вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. УФСИН управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Баранов ĕçлесе тÿрленмелли центрсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех ЧР çын прависен уполномоченнăйĕ Сергей Романов хăйĕн ĕçĕ пирки доклад турĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сан ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас