Финанс пĕлĕвĕ вулама-çырма пĕлнĕ пекех кирлĕ

15 Ака, 2022

Паян ЧР Правительство çуртĕнче «Атăлçи округĕнче финанс пĕлĕвне ӳстересси: трендсем, тĕллевсем, малашлăх» округ форумĕ уçăлчĕ.

Унăн ĕçне РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Пашталăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, РФ финанс министрĕн заместителĕ Михаил Котюков, Раççей Банкĕн Потребительсен прависене хӳтĕлекен служба ертӳçи Михаил Мамута, патшалăх влаç органĕсен, финанс тытăмĕнчи организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.

РФ финанс министрĕн заместителĕ Михаил Котюков палăртнă тăрăх, паянхи саманара финанс культури вулама-çырма пĕлнĕ пекех кашни çыннах кирлĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен шкулсенче «Финанс пĕлĕвĕ» предмет вĕрентме пуçлаççĕ. Вăл ачасене пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе перекетлĕ пулма хăнăхтарĕ, ултавçăсенчен сыхланма вĕрентĕ.

Форумра çавăн пекех финанс пĕлĕвĕн сферинчи, çав шутра экономикăна санкцисем пусарнă тапхăрти те, патшалăх политикине, финанс тытăмĕнчи преступленисене профилактикăлас тата уçса парас енĕпе ведомствăсем йĕркеленĕ хутшăнусене, тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене финанс пĕлĕвĕ парассине, ку енĕпе кадрсене хатĕрлессине, волонтерствăна аталантарассине тата ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас