- Чăвашла верси
- Русская версия
Тырă та пухăнтăр, çын пурнăçĕ те упрантăр
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче трактор транспорт йышлă чупакан çулпа пынă. Прицепĕ çинче - михĕсем. Сасартăк тракторăн прицепа çаклатмалли хатĕрĕ вĕçерĕнсе кайнă. Тулли прицеп тÿрех чарăнайман, транспорт хирĕç килекен çул çине ярăнса тухнă, çăмăл автомашинăпа çапăннă. Суранланнă водителе пульницана ăсатма тивнĕ.
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнче хăрушă инкек пулнă. Каçхине 9 сехет çурăра комбайн жатки çине "Шевроле" автомашина пырса тăрăннă. Водителĕ ĕмĕрлĕхех куç хупнă.
Тата маларах Шăмăршă районĕнче çуран çын трактор айне пулса вилнĕ...
Ял хуçалăх техникипе çÿрекенсен айăпĕпе юлашки вăхăтра сахал мар çын аманать, пурнăçран уйрăлать. Йĕркене пăхăнманни пĕтерет мар-и? Патшалăх техника сăнавĕн инспекторĕсем çурла уйăхĕнче "Трактор" ятпа профилактика тĕрĕслевĕ ирттерчĕç. Уй-хирпе фермăсенче, строительствăра ĕçлекен техника юсавлăхне тĕрĕсленипе кăна çырлахмарĕç. Хуçалăх ертÿçисемпе, уйрăм çынсемпе тĕл пулса техникăна кирлĕ пек хатĕрлесе çула кăлармалли çинчен аса илтерчĕç.
"Трактор" операци, çулсерен иртекенскер, йăлана кĕнĕ темелле. Трактористсем, комбайнерсем çакăн çинчен пĕлмен тени кулăшла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче инспекторсемпе рейда тухатăн та тĕлĕнетĕн: асăрханулăх çинчен манса руль умне ларакансен йышĕ пĕчĕк мар. Ятарлă уйăхлăхра инспекторсем 2249 техника единицине тĕрĕсленĕ. Çав шутран 87-шĕ (4 проценчĕ) çула юсавсăр тухнă, 68-ăшĕ (3 процент) хăрушсăрлăх йĕркине тивĕçтермен, 14-шĕ тавралăха виçесĕр вараланă.
Çул çинче чарнă техникăн 3 процентне инспекторсене вăхăтра тĕрĕслеттермен, 2,5 процентне саккун ыйтнă пек регистрацилемен. 74 çын руль умне вăл е ку категорипе çÿреме ирĕк паракан тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр ларнă. Ку çеç-и? Транспорта тытса пынисен 10 проценчĕн çумра ялан кирлĕ документсем пулман.
Çитменлĕхсемшĕн тепĕр чухне трактористсене кăна айăплани вырăнсăр. Техникăна çула кăларассишĕн яваплă çынсем, ертÿçĕсем механизаторсене рейса ярас умĕн докуменчĕсем пуррине тĕрĕслемеççĕ.
Çакна кура пĕр уйăхра кăна 43 ертÿçе тата 320 механизатора административлă майпа явап тыттарнă. Пĕтĕмпе 320 пин тенкĕ ытла штраф тÿлеттермелле тунă.
Ăçта йĕрке çине ытларах алă сулнă-ха? Пĕтĕмлетÿ тăрăх çакă курăнать. Красноармейскипе Шупашкар районĕсенче техника çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтермен. Шупашкар хулинче тата Муркаш районĕнче техникăна хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр ĕçлеттернĕ. Вăрнар, Элĕк тата Шăмăршă районĕсенче регистрацилемен техникăна чылай тупнă. Çулсеренхи тĕрĕслев витĕр кăларман транспорта Муркаш, Куславкка тата Вăрмар районĕсенче ытларах.
42 машинăна регистраци паллисене туртса илсе çул çÿреме чарнă. Кунашкал тĕслĕх ытларах Муркаш (19 тĕслĕх) тата Етĕрне (6) районĕсенче пулнă.
Вăрнар, Канаш, Комсомольски районĕсенче тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр е ятарлă категори илмесĕр руль умне ларакансем йышлă.
Административлă майпа чылай тракториста явап тыттарнисен, штраф хунисен (патшалăх техника сăнавĕн инспекторĕсем кăна) йышĕнче Вăрнар (23 протокол 16200 тенкĕлĕх), Элĕк (20 протокол 13200 тенкĕлĕх), Елчĕк (16 протокол 11400 тенкĕлĕх), Муркаш (22 протокол 10900 тенкĕлĕх) районĕсем тата Шупашкар хули (18 протокол 18300 тенкĕлĕх) палăрнă.
Комментари хушас