Шкул ачи приложени хута янӑ

7 Ака, 2022

Ҫамрăксене стресспа кĕрешме пулăшать Шупашкарти Игорь Александров.

56-мĕш шкулта вĕренекен маттур ача çакнашкал приложени шутласа кăларнă. Телефон çинчи хутлăх ачасене пăшăрханмалли, кулянмалли самантсенче лăпланма пулăшать. Ку уйрăмах экзаменсем тытнă тапхăрта питĕ вырăнлă - тесе шутлать маттур ача. «SPOK» ятлă приложенире кăмăла çĕклекен кĕвĕсем, паллă кĕнекесенчи ăслă шухăшсем, хавхалантаракан статьясем вырнаçтарнă Игорь. Ку приложенин проектне шкул ачи Пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ «Большая перемена» марафонра кăтартнă, конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Ăмăртуран таврăнсан Игорь Александров хăйĕн тусĕсемпе ятарлă приложение шутласа кăларса хута яма пултарнă. Ку хутлăхпа 1 пин ытла çын усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

www.hypar.ru.  Cap.ru сӑн ӳкерчĕкӗ

Комментари хушас