Шупашкарти 30 шкулӑн кӑҫал икшер сменапа ӗҫлеме тивет!
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/04/8709e69872473460431a4e77d9b028c6.jpg)
Шупашкарти 30 шкулӑн кӑҫал икшер сменапа ӗҫлеме тивет! Пӗрремӗш класа кӑна 9 пин ача килмелле. Ку - пӗлтӗрхинчен ытларах.
Уйрӑмах йывăр лару-тӑру - ҫӗнӗ микрорайонсенче. "Садовый" микрорайонта шкул ҫӗклеме пуҫланӑ, анчах та кӑҫалах хута ярасси иккӗленӳллӗ. "Солнечный ", "Ясная поляна", 14-мӗш тата "Университет" микрорайонсенче хӑҫан ҫӗнӗ шкулсем ӗҫлеме пуҫласси паллӑ мар. Вӗсенче пурнакан ачасен общество транспорчӗпе чылай аякра вырнаҫнӑ шкулсене ҫӳреме тивет. "Садовый" микрорайон ачисене вара 5 автобус кулленех 29-мӗшпе 64-мӗш шкулсене турттарӗ.
www.hypar.ru Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕк
Комментари хушас